Кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче арӑмӗпе упӑшки, Шупашкарта Кӗремечкере пурӑнаканскерсем, тӑванӗсем патӗнчен киле таврӑннӑ та ҫакна курнӑ: алӑк уҫӑ, ҫӑраҫҫине уҫнӑ. Пӳртре диван ҫинче вара палламан арҫын выртнӑ, юнашар – холодильникрен илнӗ ҫимӗҫсене тултарнӑ хутаҫ.
Арӑмӗпе упӑшки кӗтмен хӑнана вӑратнӑ, лешӗ хутаҫа йӑтнӑ та тарнӑ. Ҫемье пуҫӗ кун пирки йӗрке хуралне пӗлтернӗ. Полицейскисем арҫынна тытса чарнӑ.
Элӗк районӗнче ҫуралнӑ, Шупашкарта пурӑнакан 46-ри арҫын унччен те судпа айӑпланнӑ. Вӑл колонирен 2 уйӑх каялла ҫеҫ тухнӑ. Ун тӗлӗшпе каллех пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна кӗҫех суд пӑхса тухӗ.
Шупашкарти эрех савучӗ Етӗрнери эрех савучӗ конкуренци сакунне пӑхӑнман тесе шутлать. Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче вӑл Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленине тавӑҫ тӑратнӑ: Етӗрне савучӗ шутласа кӑларнӑ «Илем» ятлӑ эрех ҫинчи пике Шупашкар эрех савучӗ кӑларакан «Парне» бальзам ҫинчи хӗре питӗ аса илтерет-мӗн.
Етӗрнери эрех савучӗ «Илем» ятлӑ эрехе кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче регистрациленӗ. Продукцие хальлӗхе кӑларман-ха.
Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарти эрех савучӗ тӑратнӑ тавӑҫа утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче пӑхса тухма палӑртнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑка пулӑшу кирлӗ. Унӑн сывлӑхӗ питӗ йывӑр. Ун валли юн кирлӗ, донорсем шыраҫҫӗ.
28 ҫулти каччӑн юнӗ сайра тӗл пулаканни: 2-мӗш ушкӑнри, «отрицательнӑй». Унччен юн панӑ донорсем ҫеҫ каяҫҫӗ.
Ҫак каччӑ машина айне лекнӗ. Ку инкек Шупашкартан тухнӑ ҫӗрте, Вӑрнар ҫулӗ ҫинче, пулнӑ. Вӑл ВАЗ автомашина кустӑрми айне лекнӗ.
Сирӗн ҫак ҫамрӑка пулӑшас килет тӗк ҫак телефонпа шӑнкӑравласа пӗлӗр: – (регистратура). Юн панӑ чухне Семенов Александр Сергеевич валли темелле.
Шупашкарта ҫул-йӗр патруль службин пайӗн ертӳҫин ҫумне тытса чарнӑ. Ӑна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Йӗрке хуралӗн ӗҫченне Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин республикӑри управленийӗ тытса чарнӑ. Тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫата кун пирки право тытӑмӗнчи ҫӑлкуҫсем ӗнер пӗлтернӗ иккен.
Ҫак пӑтӑрмах пирки каярах Чӑваш Енӗн прокуратуринче тата РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче те уҫӑмлатнӑ.
Медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма хирӗҫленӗ хӑйӗн пӗлӗшӗ тӗлӗшпе офицер ӗҫтешӗсене хутсем ҫырма чарнӑ-мӗн.
Пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Халӗ ку фактпа Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви служба тӗрӗслевӗ пуҫарнӑ. Асӑннӑ кӑлтӑкшӑн офицера ӗҫрен кӑларас хӑрушлӑх пур.
Шупашкарти 11-мӗш ача пахчи кӗҫех консультаци центрӗ уҫӗ. Ӑна грант укҫипе тӑвӗҫ. Ҫапла, ача пахчи РФ Ҫутӗҫ министерствин гратне – 12 миллион тенке – тивӗҫнӗ.
Укҫа-тенке федераци хыснинчен «Шкул умӗнхи тата пӗтӗмӗшле вӗренӗвӗн хальхи йышши механизмӗсемпе технологийӗсен аталанӑвӗ» программӑпа килӗшӳллӗн уйӑрӗҫ. Палӑртмалла: 11-мӗш ача пахчи пӗлтӗр те 12 миллион тенкӗ грант выляса илнӗ.
Грант укҫипе уҫма палӑртнӑ консультаци центрӗ «Шанӑҫ» ятлӑ пулӗ. Вӑл сусӑр ачасен ашшӗ-амӑшне психологи-педагогика пулӑшӑвӗ парӗ. Центр тӳлевсӗрех ӗҫлӗ.
Шӑматкун, ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Шупашкарта сунарҫӑсен «Охотники Чувашии – 2019» (чӑв. Чӑваш Ен сунарҫисем — 2019) фестиваль-конкурсне пуҫласа ирттерӗҫ. Ӑна республика шайӗнче йӗркелӗҫ. Вӑл Йӑлӑмра 12 сехетре пуҫланӗ.
Фестиваль-конкурса пыракансене тӳлевсӗр кӗртӗҫ. Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, мероприятине уйрӑмшарӑн та кайма май килӗ, туристсен ушкӑнӗпе те.
Фестиваль-конкурс вӑхӑтӗнче пултарулӑх ушкӑнӗсемпе пӗчченшер юрлакан артистсем сцена ҫине тухӗҫ. Чи лайӑх сунарӑсене чыслӗҫ. Чӗрчунсене юратакансем валли сунар йыттисен куравне йӗркелӗҫ.
Фестиваль-конкурса Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризма аталантарас енӗпе ӗҫлекен управлени, Хула администрацийӗн Йӑлӑмри территори управленийӗ, Чӑваш Енри сунарҫӑсемпе пулӑҫсен пӗрлешӗвӗ тата Шупашкар хулин тӗп вулавӑш тытӑмӗ йӗркелӗҫ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура шӑрӑх ҫанталӑк республикӑри уй-хире шар кӑтартни пирки калаҫнӑ. Чылай ҫӗрте ҫӗр типсе кайнӑ, нӳрӗк ҫитмест.
Кун пирки ЧР ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Денис Паспеков каласа кӑтартнӑ. Патӑрьелти метеорологи станцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, тӑпрара нӳрӗк ҫук. 4 метеостанцире – Патӑрьелте, Улатӑрта, Шупашкарта тата Пӑрачкавра – типӗ те вӗри ҫил пулнине палӑртнӑ. «Эпир районсене пулма пултаракан тӑкака шутлама, инкеклӗ лару-тӑру режимне йӑшӑнмалли пирки шухӑшлама сӗнтӗмӗр», - тенӗ Денис Паспеков.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ку ыйту патне ҫитес эрнере те таврӑнассине пӗлтернӗ.
Хусанти блогерсем «Шупашкарти трикотаж» хапрӑк пирки официаллӑ мар реклама ӳкернӗ. Темиҫе кунра провокациллӗ видеоролик халӑх тетелӗсенче сарӑлнӑ. Ӑна пин-пин ҫын хакланӑ, хӑйсен шухӑшӗсене хӑварнӑ. Паллӑ журналист Юрий Дудь та видеоролика тивӗҫлипе хакланӑ.
Кибер-панк стильпе ӳкернӗ видеороликра «Гучи шьют в Китае. Чебоксарский трикотаж – в Чебоксарах» сӑмахсем янӑраҫҫӗ. Ӑна иртнӗ эрнере «Громкие рыбы» Ютуб-канала вырнаҫтарнӑ.
Проект авторӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем хапрӑкран нимӗнле тӳлеве те тивӗҫмен, видеоролика пӗрле ҫирӗплетмен. Хапрӑк вара ку пуҫару пирки пӗлнӗ, блогерсене ӳкерӳ валли тумсем те панӑ.
Ютуб-канал пуҫаруҫисем каланӑ тӑрӑх, ҫак видеороликпа вӗсем хамӑр патра ҫӗленӗ тум пахалӑхлӑ, килӗшӳллӗ пулнине кӑтартасшӑн пулнӑ.
Шупашкарти тӗп пляжра пӗр эрнере пӗр вырӑнтах 17 ҫын чутах путса вилмен. Юрать, вӗсене специалистсем ҫӑлнӑ. Мӗн амакӗ ку? Ҫав вырӑнта авӑр е шӑтӑк пур-мен.
Ку ыйтӑва Шупашкар хула адмистрацийӗнче иртнӗ планеркӑра пӑхса тухнӑ. Администраци пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков специалистсене ҫав вырӑна лайӑх тӗрӗслеме, чикӗлеме хушнӑ.
Палӑртмалла: авӑрта путма пуҫланӑ 17 ҫынран 16-шӗ – ачасем. Шар курнисене тухтӑрсем пулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Комсомольски тата Муркаш районӗсенче 9 ҫулти арҫын ачапа хӗрача шывра путни пирки хыпарланӑччӗ.
Ҫак кунсенче пирӗн Чӑваш Ен Республика кунне паллӑ турӗ. Унӑн пӗр пайӗ Улатӑр районӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче иртрӗ. Уява чӑваш ялӗнче, Кивӗ Эйпеҫре, йӗркелерӗҫ.
Ӗнер вара тӗп мероприятисем Шупашкарта иртрӗҫ. Тӗп пулӑмсенчен пӗри — Шупашкарти Соляное микрорайонта ача пахчи уҫни, Ҫӗнӗ хулана троллейбус ҫӳреме тытӑнни.
Каҫхи сакӑр сехетре республика ҫыннисене уявпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ.
Пурне те илтекен, куракан республикӑри журналистсенчен пӗри, Андрей Иванов, уяв ертӳҫи чӑвашсем вырӑс чунӗллӗ тенине астуса юлнӑ.
«Эпир – чӑвашсем. Тутарсемпе пӗр этнос ушкӑнне кӗретпӗр, мӑкшӑ-ирҫесемпе туслӑ, чунпа вара эпир — вырӑс», – тенӗ-мӗн сцена ҫинчен илтӗнекен кадр хыҫӗнчи сас.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |