Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: шупашкар

Хулара

Паян, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Шупашкарти Хӗрлӗ лапама юсанипе пуҫлӑхсем вырӑна тухса паллашнӑ. Хӗрлӗ лапама тата Шупашкарти кӳлмеке «Чувашия – сердце Волги» (чӑв. Чӑваш Ен — Атӑл чӗри) кластера тунӑ май юсаса ҫӗнетеҫҫӗ.

Вырӑна тухса ирттернӗ канашлӑва Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Елена Чернова, Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ, сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов, подряд организацийӗсемпе структура подразделенийӗсен пайташӗсем пуҫтарӑннӑ.

Хальхи вӑхӑтра подрядчик ҫул сарать. Асфальт вырӑнне гранит плитки хуртарнӑ. Лапамра ҫывӑх вӑхӑтра ҫутӑ музыка фонтанӗ тата велосипедпа ҫӳремелли меллӗ ҫулсем пулӗҫ. Ачасемпе аслисене канмалли вырӑнсем йӗркелӗҫ.

 

Пӑтӑрмахсем
biz.liga.net сӑнӳкерчӗкӗ
biz.liga.net сӑнӳкерчӗкӗ

Кӗвӗҫнипе ҫын вӗлернӗ хӗр тӗлӗшпе Шупашкарта приговор вуланӑ.

Шупашкарти Калинин район сучӗ 17 ҫулти хӗре РФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ.

Суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2019 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пике Шупашкарти Гастелло урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче тепӗр хӗре вӗлернӗ. 1993 ҫулта ҫуралнӑскере вӑл чӗри тӗлӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Сурана пула хӗр вилнӗ.

Айӑпланакан хӗр хӑй йӑнӑшне йышӑннӑ.

Приговор кӑларнӑ чух суд хӗрӗн ҫулӗ ҫитменнине, кӳнӗ сӑтӑрӑн пӗр пайне саплаштарнине, айӑплава йывӑрлатмалли сӑлтавсем пулманнине кура ӑна юсанмалли колоние 6 ҫуллӑха яма йышӑннӑ.

Патшалӑх енчен айӑплавҫӑ пулса Чӑваш Енӗн прокурорӗн ҫумӗ Александр Кондратьев хутшӑннӑ.

 

Культура

Чӑваш патшалӑх художество музейӗ «Сын Чувашии Андриян Николаев» (чӑв. Чӑваш Ен ывӑлӗ Андриян Николаев) курав йыхравлать. Вӑл юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.

Экспозицие паллӑ художниксен, скульпторсен: Николай Овчинниковӑн, Александр Лактионовӑн, Никита Сверчковӑн, Лев Кербелӗн тата Юрий Ксенофонтовӑн, Элли Юрьевӑн — ӗҫӗсенчен хатӗрленӗ. Унтах графика ӑстисен: Станислав Ивановӑн, Виктор Ступинӑн, Анна Бубнован, Николай Карачарсковӑн — пултарулӑхӗпе паллашма май пур.

Андриян Николаева пула пӗтӗм тӗнче Чӑваш Енпе чӑвашсем ҫинчен пӗлнӗ.

Экспозиципе Шупашкарти 10-мӗш вӑтам шкулта (вӗренӳ учрежденийӗ А.Г. Николаев летчик-космонавт ячӗпе хисепленет) вӗренекенсем паллашнӑ та ӗнтӗ.

Экспозици раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

 

Вӗренӳ

Геграфи диктантне ҫырасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал ку акци юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче иртӗ. Яланхи пекех унта Шупашкар та хутшӑнӗ. Кунсӑр пуҫне лапамсем Канашра тата Елчӗкре ӗҫлӗҫ.

Тӗп лапам И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе географи факультетӗнче пулӗ. Унта Вырӑс географи обществин Чӑваш енри уйрӑмӗн штаб-хваттерӗ вырнаҫнӑ. Унта 700 яхӑн ҫын диктант ҫырма пултарӗ.

Шупашкарта И.Я.Яковлев ЧППУ ҫумӗнче те лапам ӗҫлӗ (Пирогов урамӗ, 25-мӗш ҫурт). Ҫавӑн пекех диктанта Чӑваш наци музейӗнче тата 24-мӗш шкулта ҫырма май пулӗ.

 

Раҫҫейре
24smi.org сайтран илнӗ сӑн
24smi.org сайтран илнӗ сӑн

Паллӑ блогер Академик иномарка выляттарнӑ. «Шкодӑна» Шупашкарта пурӑнакан ҫын выляса илнӗ!

«Шкода» тюнинг автомобильне выляттарнӑ чухне ытти парнесем те пулнӑ. Автомобиле ҫӗнсе илессишӗн 280 пин те 111 ҫын «кӗрешнӗ». Ҫӗнтерӳҫе рандомно суйланӑ.

«Шкода» Оленогорскра пропискӑра тӑракан, хӑй Шупашкарта пурӑнакан ҫынна лекрӗ. Ҫитес эрнере ӑна ҫӗнтерӳҫе парӑпӑр!» - ҫапла ҫырнӑ Константин Заруцкий, вӑлах, Академик, блогер.

Автомобиле ҫӗнтерӳҫе Питӗрте парӗҫ. Унта кайма тата отельте пурӑнма Академик тӳлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59979
 

Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

«Чӑваш Ен» фирма пуйӑсӗн пуҫлӑхне ют ҫын банк карточки ҫинчи укҫа-тенке вӑрланӑшӑн айӑпласшӑн. Кун пирки Атӑлҫи транспорт прокуратури пӗлтерет.

Следстви версийӗ тӑрӑх, авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче Мускавран Шупашкара ҫӳрекен «Чӑваш Ен» пуйӑс (054Гномерлӗ) пуҫлӑхӗ Мускаври платформӑра такам ҫухатнӑ банк карточкине тупнӑ. Хайхискер ӗҫӗнчи укҫасӑр тӳлемелли терминалпа усӑ курса темиҫе япала туяннӑ – пӗтӗмпе 3,5 пин тенкӗ ытлалӑх.

Йӗрке хуралҫисем ют ҫын карточкипе кам усӑ курнине тупса палӑртнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Канаш районӗн судне ярса панӑ.

 

Республикӑра
Сергей Беккер архивӗнче сӑн
Сергей Беккер архивӗнче сӑн

Ҫӗрпӳсене каллех Китай инвесторӗсем пӑшӑрхантараҫҫӗ. Вырӑнти влаҫ ял хуҫалӑх ҫӗрӗсене промышленноҫ категорине куҫарма хӑтланаҫҫӗ. Халӑх каланӑ тӑрӑх, Китай инвесторӗсене паракан ҫӗр лаптӑкӗ самай пысӑк.

Ҫак ыйту пӑшӑрхантарнӑран ҫынсем пуху ирттернӗ. Унта 120-ӗн ҫитнӗ. Пухӑва Виҫ пӳрт, Кӑшаркасси, Рындино, Красная Горка, Апакасси, Вӑрманкас Кӗҫтемӗр ялӗсенчи, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчи ҫынсем хутшӑннӑ.

Сергей Беккер депутат каланӑ тӑрӑх, вырӑнти влаҫ ҫӗре республика влаҫӗ хушнипе промышленноҫ категорине куҫарасшӑн, кайран ӑна китайсене парасшӑн. Кулянса ӳкнӗ ҫынсем вырӑнти депутатран пулӑшу ыйтнӑ. «Халӑха влаҫ илтмесен эпир малалла тӑрӑшӑпӑр», - тене Сергей Беккер.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59936
 

Республикӑра
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн

Авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 91 ҫулти Никитин Михаил Никитич ҫухалнӑ. Тӑванӗсем ӑна халӗ те тупаймаҫҫӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн ӑс-тӑнӗ арпашӑнать, хӑй ӑҫта пулнине пӗлмест.

Ватӑ ҫынна полицейскисем те шыраҫҫӗ. Тӑванӗсем вӑл ҫухалнӑ кунах заявлени ҫырнӑ. «Унччен те вӑл ҫухалкаланӑ, анчах ӑна 1-2 кунран тупаттӑмӑрччӗ», - ҫапла каласа кӑтартнӑ ветеранӑн мӑнукӗ Наталья.

Михаил Никитич 160 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ хӑмӑр. Ҫухалнӑ кунхине вӑл фуражка, хура пальто, шурӑ ҫӑмран ҫыхнӑ кофта, кӑвак шӑлавар, хӑмӑр пушмак тӑхӑннӑ пулнӑ.

Ветеран пирки мӗн те пулин пӗлетӗр пулсан 02 номерпе шӑнкӑравлӑр.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/59953
 

Хулара
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн
moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн

Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра Алексей Ладыков канмалли кунсенче троллейбуссен шутне чакарма сӗннӗ. Унӑн шухӑшӗпе, шӑматкунпа вырсарникун предприяти тӑкак курать.

Иртнӗ ҫул вырсарникун 20 троллейбус чакарнӑ (100 пулнӑ, 80 тӑрса юлнӑ). Анчах халӗ предприяти канмалли икӗ кун та троллейбуссен йышне пӗр пек ҫӳреттерет. Планеркӑра палӑртнӑ тӑрӑх, троллейбуссем «сывлӑш» турттараҫҫӗ.

Аса илтерер: 2017 ҫулта Шупашкарти троллейбус управленийӗ электричествӑшӑн пысӑк парӑм пулнине кура троллейбуссен шутне чакарма пуҫланӑ. Ун чухне предприяти панкрута тухма пуҫланӑ. Хыснаран субсиди уйӑрнипе кунран пӑрӑнма май килнӗ.

 

Республикӑра
Территориясмыслов.рф сайтри сӑнӳкерчӗк
Территориясмыслов.рф сайтри сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре пурӑнакан студентсем Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн укҫине тивӗҫӗҫ. Грант уйӑрасси ҫинчен калакан хушӑва республика ертӳҫи авӑн уйӑхӗн 27-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Элтепер укҫине памалли 10 ҫамрӑк йышӗнче ҫаксем: Сергей Емелин тата Ксения Прокопьева (Регионсем хушшинчи комметенци центрӗ – Шупашкарти электромеханика колледжӗ), Алексей Лазарев (Улатӑрти технологи колледжӗ), Сафар Назмутдинов (Канашри транспортпа энергетика техникумӗ), Василий Никитин тата Никооай Хурамаев (Шупашкарти апатланупа коммерци техникумӗ), Елена Павлова тата Екатерина Шилова  (Шупашкарти Н.В. Никольский ячӗллӗ колледж), Нина Романова (Канашри педагогика колледжӗ), Андрей Степанов (Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗ. Вӗсем 2019-2020 ҫулсенчи ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче уйӑхсерен 10-шар пин тенкӗ илсе тӑрӗҫ.

 

Страницӑсем: 1 ... 451, 452, 453, 454, 455, 456, 457, 458, 459, 460, [461], 462, 463, 464, 465, 466, 467, 468, 469, 470, 471, ... 1065
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.

Юпа, 10

1910
115
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач ҫуралнӑ.
1946
79
Волков Александр Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть