41 ҫулти хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашсан романтика ӑшне путнӑ. Ҫапла, юрату авӑрне лексен пуҫа ҫухатма та пулать.
41 ҫулти хӗрарӑм полицие пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ уйӑх каялла вӑл халӑх тетелӗнче Томскра пурӑнакан тесе каланӑ арҫынпа паллашнӑ. Ку таранччен вӗсем ҫырӑннӑ, сӑнӳкерчӗксем пӗр-пӗрне ярса панӑ.
Арҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн автосалон пур иккен. Кӑштахран усламра пӑтӑрмахсем сиксе тухнӑ иккен – укҫа кирлӗ. Вӑл 41 ҫулти хӗрарӑмран кивҫен ыйтнӑ. Лешӗ кредит картти илсех савнине пулӑшнӑ. Арҫын укҫана авӑнӑн 26-мӗшӗнче, Шупашкара килсен, тавӑрса пама шантарнӑ.
Анчах хӗрарӑм укҫа куҫарса парсанах савни ҫухалнӑ, тек ҫыхӑнӑва тухман. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкарти икӗ ача пахчи психологипе педагогика, методика, ачаллӑ ҫемьесене консультативлӑ пулӑшу парас енӗпе пурнӑҫламалли мероприятисене хута ямашкӑн субсидие тивӗҫӗ. Укҫа-тенке 7-мӗш тата 203-мӗш ача пахчисене парӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем субсидие «Вӗренӳ» наци проекчӗн «Ачаллӑ ҫемьесене пулӑшасси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн ҫӗнсе илнӗ. Ҫӳлерех асӑннӑ ача пахчисене 4,28-шар миллион тенкӗ тивӗҫӗ.
Берлинта чӑвашсен иккӗмӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Ӑна авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче йӗркеленӗ.
Ӑна унччен кӑҫалхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче пухнӑччӗ. Тӗл пулӑва пуҫараканӗ — нимӗҫ журналисчӗ Ян Шредер, мероприятие йӗркелекенӗсем – маларах асӑннӑ Ян Шредер тата Виктор Чугаров.
Виктор Чугаров режиссер-документалист Фейбсукра пӗлтернӗ тӑрӑх, курнӑҫу хальхинче килти пек хӑтлӑ иртнӗ. Чӑваш Енӗн Германин тӗп хулинчи штаб-хваттерӗ евӗр туйӑннӑ.
Тӗлпулӑва хутшӑннисем хушшинче Германие Шупашкартан куҫса кайнисем те, Ерӗнпур облаҫӗнчен тухса кайнӑ чӑвашсем те пулнӑ.
Тӗлпулупа Виктор Чугаров «Чӑваш чӗлхи» ҫӗнӗ фильмра паллаштарма шантарнӑ. Ӑна режиссер-документалист 2020 ҫулта Шупашкарта кӑтартасшӑн.
Тулӑри Елена Сафиева ӳнерҫӗ Чӑваш патшалӑх художество музейне сивӗ фарфортан хатӗрленӗ керамикӑран хатӗрленӗ чечек ҫыххи парнеленӗ. Сивӗ фарфортан чечексем ӑсталакан керамика флорисчӗн музейра маларах «Диалог цветов» (чӑв. Чечексен пуплевӗ) курав ӗҫленӗ.
Курав хупӑнас умӗн художник Левитан натюрмортне тӗпе хурса хатӗрленӗ чечек ҫыххине парнеленӗ.
Маргарита Красотина журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, музейра ӗҫлекенсем ӗҫе Левитан художникӑн ӳкерчӗкӗпе юнашар вырнаҫтарма шухӑшлаҫҫӗ. Анчах хальлӗхе музейри вырӑс тата ют ҫӗршыв ӳнерӗн пайӗнче реконстуркци пырать.
Юсав ӗҫӗсене вӗҫлесен Елена Сафиеван парни сумлӑ музейра хӑйӗн тивӗҫлӗ вырӑнне тупӗ.
Шупашкара Мускав хирургӗ Евгений Зорин килнӗ. Вӑл хырӑмлӑха резекци тумалли операципе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ку операци мӑнтӑр ҫынсене кирлӗ, вӗсем начарланаймаҫҫӗ пулсан вӑл шӑпах пулӑшӗ.
Пирӗн республикӑра ку таранччен кунашкал операци туман-ха. Ку – пӗрремӗш. Пӗр хӗрарӑм мӑнтӑр, ниепле те начарланайман. Тухтӑрсем ӑна кунашкал операци ирттерме сеннӗ, вӑл килӗшнӗ. Евгений Зорин Шупашкар пульницинче кунашкал икӗ операци тунӑ.
Хырӑмлӑха резекци туни мӗн-ха вӑл? Хирург хырӑмлӑхран 1 сантиметр диаметрлӑ ҫӳхе ҫанӑ тӑвать, хырӑмлӑх 10 миллилитр ҫеҫ тӑрса юлать, ыттине касаҫҫӗ. Ҫапла майпа пациент сахалрах ҫиме тытӑнать, начаранать.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта Потребительсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пынӑ. Ҫавӑнта сывлӑх сыхлав учрежденийӗсен ӗҫне те тишкернӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан учрежденисенче 2018 ҫулта планпа пӑхнӑ 12, планпа пӑхман 123 тӗрӗслев ирттернӗ. Тӗрӗслев хыҫҫӑн 12 акт, 91 асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ. Кӑҫалхи 6 уйӑхра асӑрхаттару хучӗсен шучӗ 46-па танлашнӑ.
Тӗп ҫитменлӗх медицина ӗҫ-хӗлне, медицина хучӗсене йӗркелессипе, диспансеризаци тӗрӗслевӗ кӑларассипе, медицина пулӑшӑвӗн стандарчӗсене пӑхӑннипе ҫыхӑннӑ. Росздравнадзор управленийӗ те тӗрӗслев ирттернӗ. Вӗсем чылай чухне ҫынсем ҫахавлани тӑрӑх тӗрӗслев йӗркеленӗ. 2018 ҫулта Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульници пирки ытларах евителнӗ пулсан, кӑҫал — Шупашкарти васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульници пирки.
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Шупашкарти «Туслӑх» пахчара пушар пулнӑ. Йывӑҫ-хӑмаран ҫапса тунӑ пӳртри пушара сӳнтернӗ хыҫҫӑн тӑватӑ ҫын виллине тупнӑ: виҫӗ арҫын тата пӗр хӗрарӑм.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫынсем камсем пулнине палӑртӗҫ. Пушар тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев пырать.
Малтанлӑха криминалистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ арҫынпа пӗр хӗрарӑм пушар вӑхӑтӗнче сӗрӗмпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Халӗ следовательсем пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ. Пушар асӑрханмасӑр пирус туртнӑран тухма пултарнӑ. Ҫак версие те пӑхса тухӗҫ, ҫавна май суд экспертизисем ирттерӗҫ.
ЧР Элтеперӗ Михаи Игнатьев республикӑри аякри районсенчи ялсене тата Шупашкарти хӑш-пӗр микрорайона пахалӑхлӑ карас ҫыхӑну илсе ҫитерме хушнӑ. Ҫав вырӑнсенче халӗ лайӑх ҫыхӑну ҫук-мӗн, кӗсье телефонӗпе шӑнкӑравлама йывӑр.
«Ҫитес вӑхӑтра пахалӑхлӑ карас ҫыхӑну республикӑра 100 проценчӗпех пулмалла», - тенӗ Михаил Игнатьев.
Шупашкарта «Хӗвеллӗ» тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонсенче ку енӗпе хальлӗхе йывӑрлӑхсем пур. Юпа уйӑхӗнче «Хӗвеллӗ» микрорайонта подстанци хута кайӗ, «Ҫӗнӗ хулара» вара кун валли ҫӗр участокне уйӑрса парас енӗпе документсем хатӗрлеҫҫӗ. «Радужный» микрорайонта та кӗҫех пахалӑхлӑ ҫыхӑну пулӗ.
Чӑваш Ен «Сохраним лес» (чӑв. Вӑрмансене упрар) Пӗтӗм Раҫҫейри кӗрхи акцие хутшӑнӗ.
Чӑваш Ен Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пуҫарнӑ «Экологи» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн йӗркелӗҫ. Наци проектне пурнӑҫласа пирӗн тӑрӑхра «Сохранение лесов» (чӑв. Вӑрмансене упрасси) регионти программа йышӑннӑ.
Вӑрман лартмалли акцие ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗнче ирттерӗҫ. Ӑна Федерацин вӑрман хуҫалӑхӗн агентстви пуҫарнӑ. Акци тӗллевӗ — халӑха вӑрмансене чӗртсе тӑратасси тата сарасси пирки шухӑшлаттарасси.
Шупашкарта акцие Йӑлӑмра ирттерме йышӑннӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, юпа уйӑхӗн 5 тата 12-мӗшсенче пулӗ. Акцие хутшӑнакансем 2010 ҫулхи пушарта шар курнӑ лаптӑксене хунав лартӗҫ.
Шупашкарти ҫӗнӗ суту-илӳ марки Мускаври курава хутшӑнать. Паян ҫӗршывӑн тӗп хулинче «Индустрия детских товаров» (чӑв. Ача-пӑча таварӗсен индустрийӗ) – «Мир детства-2019» (чӑв. Ача-пӑча тӗнчи-2019) виҫӗ кунлӑх курав ӗҫлеме тытӑннӑ. Унта Хӗвелтухӑҫ Европӑри тата Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен Пӗрлӗхне кӗрекен ҫӗршывсем те хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал курав 25 хут уҫӑлнӑ. Унта Раҫҫейри Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномойченнӑй Анна Кузнецова та хутшӑннӑ.
В.И. Чапаев ячӗллӗ Шупашкарти производство пӗрлешӗвӗ Мускаври курава «Поймай» (чӑв. Тыт) ҫӗнӗ маркӑпа тухса кайнӑ. Предприяти хӑйӗн продукцине, мечӗке, ют ҫӗршывсенче туянакансене тупасса шанать. Вӗсенчи хӑш-пӗр партнерпа паян калаҫу ирттернӗ те ӗнтӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 764 - 766 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |