Культура
![]() Ӗнер Волгоград хулинче ҫарпа патриот фильмӗсемпе программисен пӗтӗм тӗнчери вуннӑмӗш телефестивальне пӗтӗмлетнӗ. Унта «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн фильмӗ тивӗҫлипе хутшӑннӑ. Марина Карягина режиссерӑн тата сценаристӑн Сергей Мышев, Владимир Сергеев, Виктор Степанов тата Екатерина Янгалакова операторсемпе, Карина Петрова монтаж режиссерӗпе, Владимир Неверов тата Сергей Блинов сасӑ режиссерӗсемпе пӗрле хатӗрленӗ «О чем молчат куклы деда Тероша» документлӑ фильмӗ «Чи лайӑх телеочерк» номинацире ҫӗнтернӗ. «Коронавирус кӑҫал пуҫтарӑнма памарӗ, анчах фестиваль пӗрех иртнӗ. Парнисене почта урлӑ ярса парӗҫ. Пӗрле савӑнар: эпир - авалхи хӑватлӑ халӑх ачисем», — тесе хыпарланӑ Марина карягина Фейсбукра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |