Сывлӑх
![]() anna-news.info сайтри сӑн Чӑваш Енре тепӗр 3 ҫын кӑшӑлвирусран вилнӗ. Ҫапла майпа вилнисен йышӗ 21 ҫынна ҫитнӗ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 87 ҫулти пациент Шупашкарти Васкавлӑ медпулӑшу пульницинче сипленнӗ. 81 ҫулти тата 68 ҫулти хӗрарӑмсем Хулари клиника центрӗнче тата Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче выртнӑ. Виҫҫӗшӗн те вӑраха кайнӑ йывӑр чирсем пулнӑ. Республикӑра 28 ҫын ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать. Паянхи кун тӗлне 4259 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Юлашки талӑкра ку йыша 73 ҫын хушӑннӑ. Обсерватора 65 ҫынна вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |