Сывлӑх
![]() туризм.тверскаяобласть.рф сайтри сӑн Етӗрне районӗнчи тӗп пульницӑра кӑшӑлвируспа чирлисене сиплӗҫ. Унта ҫак районти тата Элӗк, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи пациентсене илсе килӗҫ. Пульницӑра чирлисем валли 70 койка хатӗрленӗ. Ҫапла майпа республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисене сиплеме 1547 вырӑн пур. Ытларахӑшӗ – Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта. Ӗнерхи кун тӗлне республикара 224 койка пушӑ. Паянхи кун тӗлне республикӑра ҫак чире пула 15 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 15-мӗш ҫын – Шупашкарта пурӑннӑ 37 ҫулти хӗрарӑм, вӑл пульницӑна ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче лекнӗ. Унӑн вӑраха кайнӑ йывӑр чирсем те пулнӑ. Паянхи кун тӗлне 3231 ҫын инфекциленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |