Паян, чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Шупашкарта пассажир автобусӗ инкеке лекнӗ. Пӑтӑрмах ирхи 10 сехет тӗлӗнче пулнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, автобус водителӗ хӑрушсӑр инҫӗше тытса пыман.
«М. Горький скверӗ» чарӑну тӗлӗнче 15-мӗш маршрутпа ҫурекен автобус водителӗ, 55 ҫулти арҫын, чарӑнуран хускалнӑ чух «ГАЗель» груз фургонӗпе ҫапӑннӑ. Автомобиль рулӗ умӗнче 38 ҫулти арҫын пулнӑ.
Автобусра инкек вӑхӑтӗнче 8-10 ҫын ларса пынӑ. Анчах вӗсем ҫул-йӗр инспекторӗсене кӗтсе тӑман, саланнӑ. Пассажирсенчен пӗри, хӗрарӑм, ӳксе аманнӑ. Ун валли васкавлӑ пулӑшу чӗнсе илнӗ. Хӗрарӑма пульницӑна илсе кайнӑ.
Автобусӑнне те, «ГАЗельӗнне» те водительсене тӗрӗсленӗ. ЧР ШӖМӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, водмтельсем урӑ пулнӑ.
Чӑваш Енри строительство организацийӗсенчен пӗри, тулли мар яваплӑ «АЛЗА» общество, панкрута тухнӑ. Вӑл Шупашкарти «Соляное» микрорайона тунӑ.
Строительство организацине Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗ панкурта кӑларма чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче йышӑннӑ. Общества пуҫлӑхне Сергей Лаврентьева ӗҫрен хӑтарнӑ. Халӗ тӗп пуҫлӑх килти арестра ларать. Конкурс производствине 2020 сӳлхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшччен йышӑннӑ. Стройфирма парӑмӗ 40 миллион тенкӗрен иртнӗ. Конкурс управляющийӗ пулма Василий Зорова шаннӑ. Ҫырусене сак адреспа йышӑнать: 155800, Иваново облаҫӗ, Кинешма хули, Щорс урамӗ, 64-мӗш ҫурт, 99-мӗш хваттер.
«АЛЗА» «Соляное микрорайонта 108 пайҫӑна хваттерсӗр хӑварнӑ. Вӗсен укҫана конкурс управляющийӗнчен ыйтмалла. Кредиторсен реестрне ыйтса ҫырмалли вӑхӑт — 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗччен.
Ӗнер ҫӑлавҫӑсем икӗ амӑшне пулӑшнӑ. Вӗсене хӑйсен ачисемех питӗрсе лартнӑ.
11 сехет ҫурӑра пӗр хӗрарӑм ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ: Ленин Комсомолӗн урамӗнче пурӑнаканскер хваттере кӗреймен. Вӑл подъезда йӑпӑртлӑха тухнӑ, ҫав вӑхӑтра ачи алӑка ӑнсӑртран питӗрнӗ. Плита ҫинче вара апат пиҫсе ларнӑ. Ҫӑлавҫӑсем алӑка уҫнӑ. Ача йӗркеллех.
Ӗнер 12 сехет те 47 минутра ҫав урамра хӗрарӑм балкона тухнӑ, пӗчӗк хӗрӗ вара алӑка хупса лартнӑ. Вӑл хӑй тӗллӗн уҫайман, урамра вара сивӗ. Ҫитменнине, плита ҫинче апат вӗресе ларнӑ. Ҫӑлавҫӑсем 9-мӗш хутран 8-мӗшне альпхатӗр пулӑшнипе аннӑ, балкон алӑкне уҫнӑ.
Чук уйӑхӗн 19-мӗшӗнче каҫхи 8 сехетре шыравпа ҫӑлав службине шӑнкӑрав ҫитнӗ: кушак инкеке лекнӗ-мӗн.
Ку ҫапларах пулса иртнӗ: Шупашкарти Мускав проспектӗнчи пӗр лавккара сутуҫӑ алӑка хупса киле кайма тӑнӑ та холодильник хыҫӗнче кушак макӑрнине илтнӗ. Хӗрарӑм хӗсӗк вырӑнтан чӗрчуна хӑй тӗллӗн кӑларайман, ҫӑлавҫӑсене шӑнкӑравласа чӗннӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен «Умелец» хатӗр пулӑшнипе холодильник ҫумӗнчи стенана илнӗ, кушакан ирӗке кӑларнӑ. Чӗрчун унта мӗнле майпа лекнӗ? Паллӑ мар.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, каҫхи 10 сехет тлӗнче Шупашкарти Гладков урамӗнчи пӗр хваттерте пушар тухнӑ. Унти 26-мӗш ҫуртри пурӑнакан хӗрарӑм килӗнче ҫулӑм алхасма пуҫланӑ.
Тӑххӑрмӗш хутри пӗр пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнаканскер патне подъездра асли шутланакан Павел Тихонов тата 8-мӗш хутра пурӑнакан Сергей Ефимов чупса хӑварнӑ. Вӗсем хваттере вирхӗнсе кӗнӗ. Тӗтӗм сарӑлнӑскерте нимӗн те курӑнман. Кил хуҫи хӗрарӑмне хунар ҫутипе шыраса тупнӑ. Вӑл кӑритурта выртнӑ. Хваттертен тухас тенӗ пулинех. Дмитрий Артемьев пулӑшнипе арҫынсем хӗрарӑма пӗрремӗш хута антарнӑ. Унтан ӑна, пиҫсе кайнӑскерне, тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ.
Хӗрарӑм пирус туртнӑ чух асӑрханман пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пушарта хваттер сиенленнӗ.
Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, ӗҫ сыхлавӗ енӗпе ӗҫлекен Чӑваш Енри чи лайӑх специалистсене палӑртнӑ. Конкурса унчченхи тапхӑрта суйланса илнӗ хыҫҫӑн 13 ҫын хутшӑннӑ. Муниципалитет шайӗнче пултарнисем республикӑри конкурсра тупӑшнӑ. Мероприятие Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев хутшӑннӑ. Вӑл производствӑра инкек тӳсесси юлашки ултӑ ҫулта 1,7 хут чакнине пӗлтернӗ.
Ӗҫ сыхлавӗн 2019 ҫулти чи лайӑх специалисчӗ ята Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче (Шупашкар хули) тӑрӑшакан Елена Гладкова, Канашри автоагрегат савутӗнчи ӗҫ сыхлавӗ тата техника хӑрушсӑрлӑхӗн ертсе пыракан специалисчӗ Сергей Иванов, Шупашкар хулин теплосечӗн специалисчӗ Роман Смирнов тивӗҫнӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 56 ҫулти хӗрарӑм финанс пирамидине укҫа хывнӑ, унтан палламан ҫынна ӗненсе ӑна укҫа панӑ.
Хӗрарӑм патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ та микрофинанс компанийӗн ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ. Организаци 2018 ҫулта хупӑннӑ, хӗрарӑм вара шӑпах ӑна 180 пин тенкӗ панӑ.
Арҫын куншӑн компенсаци пулассине пӗлтернӗ. Ку кӑна мар, процентсем те тавӑрӗҫ-мӗн – 700 пин тенкӗ ытла. Анчах куншӑн укҫа куҫармалла имӗш – урӑх вкладчиксем валли.
Хӗрарӑм ҫакна ӗненсе 451 пин тенкӗ кредит илнӗ. Кун хыҫҫӑн арҫын пач ҫухалнӑ. Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хӗрарӑм полицие кун пирки пӗлтернӗ.
Шупашкарта раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӑнӑҫсӑр ҫемьере пурӑнакан ачасем валли парнесем пухӗҫ. Акци «Юлташа тетте парнеле» ятлӑ.
Сирӗн те ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑнас килсен Шкул умӗнхи вӗренӗве аталантармалли центра ҫитмелле. Вӑл ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Шупашкар хули, Эгер бульварӗ, 6/1-мӗш ҫурт. Теттесене Шупашкарти кирек мӗнле ача пахчине те илсе килме юрать.
Акци вӑхӑтӗнче пухӑннӑ теттесене йывӑр лару-тӑрӑва лекне ачасене парӗҫ. Вӗсене шӑпӑрлансене ыркӑмӑллӑх елкисенче те парнелӗҫ. Сӑмах май, кунашкал мероприятисем раштавӑн 21-мӗшӗнчен пуҫланаҫҫӗ.
Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи пӗр хваттере ҫӑлавҫӑсем балкон урлӑ кӗнӗ. Вӗсене кӳршисем чӗнсе илнӗ. Ара, хваттерте йытӑсем уланӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ку паян Мичман Павлов урамӗнчи 4-мӗш ҫуртра пулнӑ. Йытӑсем уланӑран кӳршисем сисчӗвленнӗ. Вӗсем шутланӑ тӑрӑх, хуҫисем чӗрчунсене пӗччен хӑварнӑ.
«Йытӑсем ӗнертенпе вӗреҫҫӗ, улаҫҫӗ. Ирхине ҫӑлавҫӑсем тата полици килчӗҫ. Ҫӑлавҫӑсем хваттере балкон урлӑ кӗрсе икӗ йытта апат ҫитернӗ. Хваттерте кушаксем те пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ халӑх корреспонденчӗ.
Полицейскисем килсен кил хуҫи хӗрарӑмӗ те ҫитнӗ. Чӗрчунсем хваттерте мӗн чухлӗ выҫӑ ларни паллӑ мар.
Кӑҫал Шупашкарта Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсем яланхи пекех Хӗрлӗ лапамра мар, урӑх вырӑнта иртӗҫ. Пӗлетӗр пулӗ: Хӗрлӗ лапамра реконструкци пырать, ҫавна май уяв «Шупашкар: 500 ҫул» паркра пулӗ. Унтах пӑр катокӗ тӑвӗҫ, Хӗл Мучи резиденцийӗ ӗҫлӗ.
Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне тӗп хуламӑра илемлетсе пӗтерӗҫ. Кӑҫал Граждан урамӗнче, Эгер бульварӗнче, Мир проспектӗнче, 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнче те илем кӳрӗҫ. Чи пысӑк тӑвайкки Лакрей вӑрманӗнче вырнаҫӗ.
«Шупашкар: 500 ҫул» парка раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗ тӗлне илемлетсе пӗтерӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.07.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Андреев Пётр Кузмич, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ишлей, Муркаш, Октябрьски, Первомайски тата Чурачӑк районӗсене пӗтернӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |