ЧР ШӖМӗ «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче 300 пин тенке йӑтса кайнӑ ҫынна шырани пирки пӗлтернӗ. Шупашкарта палламан арҫын хутаҫа чикнӗ укҫа-тенке тупнӑ та хӑйӗнпе пӗрле илсе кайнӑ.
Ку акӑ мӗнле пулса иртнӗ. Паян, юпа уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Граждан урамӗнчи пӗр урамри банкра пӗр ҫын хутаҫ манса хӑварнӑ. Унта вара 300 пин тенкӗ пулнӑ. Ӑна вара такам йӑтса кайнӑ.
Хутаҫа илсе кайнӑ ҫын видеокамерӑна лекнӗ. Вӑл ҫамрӑк курӑнать. Халӗ ӑна полицейскисем шыраҫҫӗ.
Хӗрлӗ Чутай тата Комсомольски районӗсенче прокурорсен пуканне урӑх ҫынсем йышӑннӑ. Малашне Хӗрлӗ Чутай районӗн прокурорӗн тивӗҫӗсене юстици советникӗ Альберт Петров пурнӑҫлӗ. Комсомольски районӗнче ку должноҫе юстици советникӗ Олег Васильев йышӑннӑ.
Альберт Петров Шупашкарта 1980 ҫулта ҫуралнӑ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн юридици факультетне вӗренсе пӗтерсен прокуратура органӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ, Муркаш районӗн прокурорӗн пулӑшуҫи пулнӑ. Кайран вӑл тӗрлӗ ҫӗрте вӑй хунӑ. 2017 ҫултан пуҫласа ку таранччен Ҫӗнӗ Шупашкар хулин прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ.
Олег Васильев 1977 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. 2003 ҫулта прокуратура органӗсенче ӗҫлеме пуҫланӑ, Шупашкарти Калинин районӗн прокурорӗн пулӑшуҫи пулнӑ. 2006 ҫултанпа Канашри районсен хушшинчи прокурорӗн ҫумӗ пулнӑ, кӑҫал утӑ уйӑхӗнче Комсомольски районӗн прокурорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫланӑ.
Юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан 33 ҫулти арҫын 6-ри хӗрне тата пӗрле пурӑнакан хӗрарама хӗненӗ. Ачан тӑван амӑшӗ ҫук. Вӑл ҫу уйӑхӗнче эрех ӗҫсе вилнӗ. Хальлӗхе вара паллӑ мар: хӗрачана каялла ашшӗне парӗҫ е ҫук.
Ачана ҫав кунах пульницӑна илсе ҫитернӗ. Ахартнех, ашшӗ пӗчӗкскере пиҫиххипе хӗненӗ – кӗлетки ҫинче кӑвакарнӑ вырӑнсем пур. Арҫын ӑна пӗрре те хӗрхенмен – ҫӳҫне те тӑпӑлтарнӑ.
Пульницӑри пациентсем ачана ҫуса тасатнӑ, тумтир панӑ. Пациентсем каланӑ тӑрӑх, хӗрачана психологи пулӑшӑвӗ кирлӗ. Ашшӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ачалӑха сыхлакан пай ӗҫченӗсем халӗ хӗрачан шӑпине татса параҫҫӗ.
Шупашкарта пурӑннӑ 28 ҫулти арҫын виллине тупнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ 29 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл – унӑн пӗлӗшӗ. Следстви версийӗ тӑрӑх, преступлени юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫӗрле пулнӑ. Хайхи 29 ҫулти арҫын хӑнара пулнӑ, 28-ти арҫынпа эрех ӗҫнӗ. Унтан вӑл пӗлӗшӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ, ун ҫине сиксе ӳкнӗ. Аслӑраххи кӗҫӗннине чӑмӑрӗпе, патакпа ҫапнӑ. Лешӗн янах шӑмми, сӑмси, аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ. Шел те, вӑл вилнӗ.
Кил хуҫи хӑна вилнине юпан 17-мӗшӗнче каҫхине ҫеҫ асӑрханӑ. Вара тин васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем арҫын вилнине палӑртнӑ.
Ӗнер, юпан 20-мӗшӗнче, «Лучше всех!» (чӑв. «Пуринчен те лайӑхрах!») кӑларӑм черетлӗ хут экран ҫине тухрӗ. Хальхинче унта Шупашкарта пурӑнакан Макар Семенов ҫынсене тӗлӗнтерчӗ.
Макар 3 ҫулта кӑна-ха. Анчах вӑл пулӑсем пирки тепӗр ҫынран та ытларах пӗлет. Арҫын ача каланӑ тӑрӑх, вӑл пулӑ тытма юратать. Ашшӗ вара ҫапларах ӑнлантарать: ача ӗметленме кӑна юратать, ку таранччен вӑл пула тытман, шуйсене ҫес пуҫтарнӑ.
Макар тӑватӑ чӗлхе пӗлет: акӑлчанла, испанла, малазийла тата финла. Шупашкар ачи куракансене пулӑсем пирки мӗн пӗлнине каласа кӑтартнӑ. Максим Галкин телеертӳҫӗ ӑна тинӗс чӗрчунӗсене сӑнланӑ видео кӑтартнӑ, Макар вара вӗсен ячӗсене каласа пынӑ.
Шупашкарти Иван Яковлев проспектӗнчи ҫула юсани чылай ҫыншӑн йывӑрлӑх кӑларса тӑратать. Ара, тавран ҫаврӑнса ҫӳреме тивет-ҫке-ха. Аса илтерер: реконструкци авӑн уйӑхӗнче пуҫланнӑ.
Ҫак кунсенче комисси ӗҫ мӗнле пынине тӗрӗсленӗ. Унта Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков та ҫитнӗ. «Иккӗленӳ ҫук: машинсене ку ҫулпа ҫулталӑк вӗҫлениччен ярӑпӑр», - тенӗ сити-менеджер.
2020 ҫулта Ашмарин урамӗнчен пуҫласа Канаш ҫулӗ таран юсӗҫ. Унта полосасен шутне ултта ҫитересшӗн, магистральпе ҫумӑн тротуар тӑвӗҫ, ҫутӑсем лартӗҫ, светофор тата ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнсем пулӗҫ.
Китайри Шанхай хулинче ачасен таварӗсен тата теттисен China Toy Expo 2019 куравра Чӑваш Енри теттесем те ҫитнӗ. Шупашкарти Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ ҫӗнӗ бренд – резин мечӗксем – кӑтартнӑ. Вӗсене трафаретпа сӑрланӑ.
Шанхайри курава Китайри тата ют ҫӗршыври пӗрремӗш класлӑ 2500 ытла тетте илсе килнӗ.
Шанхайри предприяти ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри мечӗксене Китайри, Аслӑ Британири, Индири, Японири тата Индонезири ҫынсем килсе курнӑ.
Паян Шупашкарта XXIV чӗлхе фестивалӗ иртрӗ. Вӑл ҫулсерен иртет. Йӗркелӳҫӗсен йышӗнче педагогика университечӗ (вӗсем патӗнче пухӑнаҫҫӗ), «Ӑнӑҫу чӗлхи» ют чӗлхе шкулӗ, «Хавал» пӗрлӗх, Чӑвашри эсперанто ассоциацийӗ.
Яланхи пекех чӗлхе фестивалӗ питӗ тухӑҫлӑ ӗҫлерӗ — хӑнасем нумай-нумай чӗлхесемпе паллашрӗҫ. Лекцисем пӗр харӑс 17 аудиторире иртрӗҫ. Сӑмах май, чӗлхесем тӗрлӗрен пулчӗҫ — чӑвашсемпе юнашар пурӑнакан ҫармӑссемпе ирҫесенчен пуҫласа инҫетри корейсемпе китайсен чӗлхисемпе те паллашма пулатчӗ. Паллах, фестиваль чӗлхесем вӗренмелли вырӑн мар — ун тӗллевӗ: тӗнчен тӗрлӗ енлӗхне кӑтартса парасси. Ҫавӑнпа та лекторсем ытларах чӗлхесенчи кӑсӑк енӗсене кӑтартма тӑрӑшаҫҫӗ. Чылайӑшӗ вӑл вӑхӑтрах — инҫетрен килнӗ хӑнасем. Сӑмахран китай чӗлхипе паллаштаракансем йышлӑн пулчӗҫ.
Чӑваш чӗлхипе Александр Степанов паллӑ вӗрентекен паллаштарчӗ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Шупашкарта инкек пулса иртнӗ. Чӑваш Ен прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, рабочи тӑхӑр хутлӑ ҫурт ҫивиттинчен персе аннӑ. Инкек пирки пӗлнӗ хыҫҫӑн Шупашкарти Мускав районӗнчи прокуратурӑра тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Надзор органӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Рабочисем Эльмен урамӗнчи 22-мӗш ҫурт ҫивиттине юсанӑ. Арҫынсенчен пӗри ҫурт тӑрринчен йӑтӑнса аннӑ. Йывӑр суранланнӑ арҫын ҫавӑнтах вилнӗ.
Инкек вырӑнне прокуратурӑра ӗҫлекенсем, РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем тата полицейскисем пырса ҫитнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «Озон» тулли мар яваплӑ общество (вӑл — управляющи компани) уйрӑм усламҫӑпа килӗшӳ тунӑ. Уйрӑм усламҫӑн ҫурт ҫивиттине юсамалла пулнӑ. Ҫав ӗҫре тӑватӑ рабочи тимленӗ, вӗсенчен пӗри шар курнӑ.
Шупашкарти «Питомник» общество транспорчӗн чарӑнӑвне урӑх ят парасшӑн. Тӳре-шара «Уҫӑ хула» порталта сасӑлав ирттерет. Чарӑнӑва «Чӑвашкино» ят пама сӗннӗ. Сасӑлав ирттернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмлетӗве хулари объектсене ят паракан комиссие пӑхса тухма парӗҫ.
Чылайӑшӗ «Чӑвашкино» «Кино ҫуртӗнче» вырнаҫнӑ тесе шутлать. Тен, «Питомник» ятне улӑштарсан ку пӑтӑрмах сирӗлӗ. Палӑртмалла: «Чӑвашкино» фильмсем ӳкерет, кинофестивальсем йӗркелет. 2017 ҫултанпа вӑл 20 ытла фильм ӳкернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |