Шупашкарти аэропорта юсаса ҫӗнетме ҫӗр панӑ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, ҫӗре «Развитие аэровокзального комплекса г. Чебоксары» (чӑв. Шупашкар хулин аэровокзал комплексне аталантарасси) инвестици проекчӗпе килӗшӳллӗн уйӑрӗҫ.
Шупашкар аэропорчӗ пӗчӗкки, ӑна реконструкцилемелли каламасӑрах паллӑ. Аэропорта 2021 ҫул тӗлне ҫӗнетме палӑртнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчех
пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: юсав ӗҫӗ валли 550 миллион тенкӗ таран тухса кайӗ. Кун пирки унӑн директорӗ Руслан Минаев Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарти аэропорта ҫӗнетме федераци харпӑрлӑхӗнчи 5,0717 гектар ҫӗре (вӑл республикӑн тӗп хулинчи И.Ф. Скворцов урӑмӗнчи 1-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫнӑ) республика харпӑрлӑхӗнчен панӑ.
Шупашкар хулинче ӗнер упа чупса ҫӳренӗ. Малтан ӑна Соляной проездра асӑрханӑ, кайран вӑл ытти ҫӗре ҫитнӗ.
«Ҫыхӑнура» форумра пӗлтернӗ тӑрӑх, специалистсем ӑна ҫывӑратса ямалли укол тунӑ. Ӑна Хевеш урамӗнче асӑрханӑ. Упана тытма Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин специалисчӗсем тата полицейскисен темиҫе экипажӗ хутшӑннӑ.
Шупашкарта упа чупнине ӗнер, юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, каҫхине асӑрханӑ. Ӑна Соляной проездра, Мир проспектӗнче, Кабель проездӗнче курнӑ.
МИХсенчен пӗри шапито-цирк промоакцийӗ пуль тесе пӗлтернӗ иккен. Анчах ку хыпар тӳрре тухман.
Упана специалистсем ҫӗрӗпе шыранӑ. Ӑна ир енне ҫеҫ тупнӑ. Вӑл Хевеш урамӗнче пулнӑ.
Упа — ҫулталӑкра. Вӑл Мари Элтан, унти сунарҫӑсенчен тарнӑ пулӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна вӑрмана кайса ярасшӑн.
Юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче 10 сехет те 15 минутра Шупашкарти пӗр урамра ватӑ хӗрарӑм тӑнне ҫухатнӑ. Ҫакна иртен-ҫӳрен курнӑ та тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Анестезиологи тата реанимаци бригади вырӑна 5 минутранах ҫитнӗ.
Хӗрарӑма медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ, анчах ҫул ҫинче вӑл сывлама пӑрахнӑ. Сергей Кузнецов тухтӑр унӑн клиника вилӗмӗ пулнине палӑртнӑ. Реаниматологсем пӗр тӑхтамасӑр пациента пулӑшма пуҫланӑ.
Ватӑ хӗрарамӑн ӳпкине искуственнӑй майпа сывлаттарнӑ, чӗрине массаж тунӑ, юн тымарӗнчен эмелсем янӑ. Телее, тухтӑрсем ватӑ хӗрарӑмӑн чӗрине ӗҫлеттерсе янӑ. Вӑл чӗрепе юн тымарӗсен чирӗпе аптӑрать-мӗн.
Шупашкарта пӗри йытта уҫӑлтарса ҫӳремелли хӑйне май меслет тупнӑ. Ҫавна курни видео ӳкерсе илнӗ, ӑна МИХсенчен пӗрне ярса панӑ.
Йытӑ уҫӑлтарма илсе тухнӑ хӗрарӑм тӑватӑ ураллӑ тусӗпе юнашар утман. Хӑй вӑл машина рулӗ умӗнче пулнӑ. Йытта машина ҫумне кӑкарнӑ те лешӗн автомобильтен юлмасӑр чупма тивнӗ. Машина маларах хуллен кайнӑ, унтан вӑл хӑвӑртлӑха ӳстернӗ.
Йытта шеллекен ҫын хӗрарӑм-водителе: «Эсир ӑслах-и?» — тесе ыйтнӑ тӳсеймесӗр. Лешӗ хӑнк та туман темелле. «Гринпис-и?» — касса татнӑ вӑл ним пулман пек. Унтан хӗрарӑм-водитель хӑйне видео ӳкерме юрамасть тесе кӑмӑлсӑрланма пуҫланӑ.
«Гринпис», сӑмах май, — экологие хӳтӗлессипе ӗҫлекен пӗтӗм тӗнчери организаци. Вӑл ҫутҫанталӑкшӑн тӑрӑшать.
Шупашкар тата Чӑваш епархийӗ сахал тупӑшлӑ ҫемьесене, пӗччен пурӑнкан ҫынсене тӳлевсӗрех ҫӗрулми леҫсе панӑ. Ҫапла майпа ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттернӗ.
Епархи пӗлтернӗ тӑрӑх, ку акцие ватӑ ҫынсем, сусӑрсем, сахал тупӑшлӑ тата нумай ачаллӑ ҫемьесем валли йӗркеленӗ. Вӗсем патне ыркӑмӑллӑх акци йӗркелӳҫисем ҫӗрулми илсе ҫитернӗ.
Чылай ҫемье патне епархи ҫыннисем хӑйсем ҫитнӗ. Аякри районсенче пурӑнакансем патне вара ҫӗрулмине социаллӑ пулӑшу паракан центрсем урлӑ илсе ҫитернӗ.
Юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура ҫуртӗнче Чир спорчӗ енӗпе Чӑваш Республикин кубокӗшӗн ӑмӑртӗҫ.
Ӑмӑртӑва хамӑр республикӑри тата Тутарстанпа Мари Элти хуласемпе районсенчен 150-а яхӑн спортсмен хутшӑнмалла.
Ӑмӑртусен программинче командӑсемпе дуэтсем «чир–фристайл», «чир-джаз» тата «чирлидинг» дисциплинӑсенче тупӑшӗҫ. Спортӑн ҫак енӗпе тинтерех туслашнисем те хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ.
ЧР Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, чир спорчӗ Чӑваш Енре 2015 ҫултанпа аталанать. Юлашки 2 ҫулта пирӗн тӑрӑхри 38 спортсмен «Раҫҫейӗн спорт мастерӗн кандидачӗ» ята тивӗҫнӗ.
Чир спорчӗ енӗпе ӑмӑртусем Чӑваш Республикинчӗ тӑтӑшах иртеҫҫӗ. Ыранхи тупӑшу 12 сехетре пуҫланӗ.
Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ регионти ҫӳп-ҫап илсе тухакан «МВК «Экоцентр» тата «Траст-Вега» тулли мар яваплӑ общество тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем конкуренцие хӳтӗлесси пирки калакан саккуна пӑснӑ-мӗн.
Ҫӗртме уйӑхӗн вӗҫӗнче регионти оператор «Трас-Вега» фирмӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, иккӗмӗшӗн Шупашкарти Калинин тата Ленин районӗсенче, Ҫӗнӗ Лапсар поселокӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Шупашкар, Красноармейски, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче ҫӳп-ҫап илсе тухмалла. «ГрандСити» тулли мар яваплӑ общество тата Филиппов харпӑр усламҫӑ монополипе кӗрешекен службӑна кун пирки ҫӑхавланӑ – аукциона ӗҫӗн пысӑк калӑпӑшне шута хурса йӗркеленӗ, ҫавна май пӗчӗк услам субъекчӗсем унта хутшӑнайман имӗш. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, аукциона ҫӳп-ҫап илсе тухмалли рынока монополизацилес тӗллевпе йӗркеленӗ.
Ҫак кунсенче республикӑри театрсемпе концерт учрежденийӗсенче ҫӗнӗ сезон уҫаҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх симфони капелли куракансене концерта йыхравланӑ. Ӗнер Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ 96-мӗш пултарулӑх сезонне уҫнӑ. Ушкӑна нумай-нумай ҫул ӗнтӗ Раҫҫей халӑх артисчӗ Юрий Васильев илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссер пулса ертсе пырать.
Программӑра ылтӑн фондри юрӑ-ташӑпа пӗрлех ҫӗннисем те пулнӑ. «Пӗр хӑмапа» ятлине Чӑваш Республикин халӑх артистки Лидия Попова лартнӑ, «На завалинке» тата «Ожидание» — Геннадий Крылов ҫамрӑк балетмейстер. «Шура-шурӑ Шупашкар» вокалпа хореографи сюитине те куракансем кӑмӑлтан йышӑннӑ.
Юлашки вӑхӑтра ҫынсен пӗр пайӗ «Bla-bla-car» тытӑмпа анлӑ усӑ курма пуҫларӗ. Ун урлӑ пассажирсем ҫула май машина тупаҫҫӗ, водительсем — пассажир. Вӑл тытӑма темиҫе ҫул каялла ҫынсене ҫула май лартса кайма йӗркеленӗ. Тӳлевсӗр илсе ҫӳрекенсем те пулнӑ, е питӗ йӳнӗ хакпа. Халӗ ҫав пулӑшу услама ҫаврӑнчӗ. Асӑннӑ тытӑмра регистрациленсе укҫа тӑваҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Ен Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑх министерстви, ҫул-йӗр инспекторӗсем, налук службин специалисчӗсем рейд йӗркеленӗ. Вӗсем пассажирсене таксипе турттарас ӗҫе епле йӗркеленине Шупашкар районӗнче тӗрӗсленӗ.
15 транспорта чарнӑ. «Lada Largus» автомобиль водителӗ ҫул ҫӳрекенсене «Bla-bla-car» сервис урлӑ тупса Шупашкартан Мускава турттарнӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, «Шупашкар – Ҫӗнӗ Шупашкар» маршрутпа ҫӳрекен 234-мӗш маршруткӑран хӗрарӑм тухса ӳкнӗ. Ирхине 7 сехет ҫурӑра транспорт Шупашкарти Гагарин урамӗнче пынӑ, «Патрис Лумумба урамӗ» чарӑнуран тапранса кайнӑ.
Маршрутка пынӑ вӑхтра ӑнсӑртран алӑк уҫӑлса кайнӑ. Салонри 37 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫине тухса ӳкнӗ.
ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн пуҫӗ аманнӑ, пуҫ мими чӗтреннӗ. Ӑна пульницӑра пулӑшу панӑ хыҫҫӑн киле янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 742 - 744 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |