Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти арҫын пирус туртса янӑ та… Ҫапла пушар тухнӑ. Унта вӑл хӑй те шар курнӑ. Арҫынна васкавлӑ медпулӑшу машинипе пульницӑна илсе ҫитернӗ. Унӑн урисем пиҫсе кайнӑ.
Пушарнӑйсене ывӑлӗ чӗннӗ. Вӑлах ашшӗне ҫунакан ҫуртран урама илсе тухнӑ.
Пушарнӑйсем ҫулӑма 20 минутран сӳнтернӗ. Вӗсем тӑрӑшнипе ҫулӑм кӳршӗ ҫуртсем ҫине куҫман.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ умӗнче пианино калама пулать. Ҫапла-ҫапла, чӑн-чӑн пианино вырнаҫтарнӑ унта. Пӗрре кӑна мар, иккӗ.
Пӗри – кӑвак, тепри сарӑ тӗслӗ. Пианионӑсене ҫумӑр, хӗвел лекмен вырӑна лартнӑ. Апла ҫуллахи шӑрӑхра унта сулхӑнра юрӑ-кӗвӗ итлесе канма пулать.
Чӑваш паташлӑх оперӑпа балет театрӗн ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫитес ҫул урамра тепӗр инструмент вырнаҫтарасшӑн.
Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта уявра ретро-троллейбус ҫула тухать. Республика кунӗнче те вӑл хула тӑрӑх ҫӳрӗ.
1-мӗш троллейбус 9 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен, унтан 14 сехет 46 минутран пуҫласа 17 сехетчен Трактор тӑвакансен проспекчӗпе "Университет" микрорайона кайӗ.
Руль умӗнче Шупашкарти троллейбус управленийӗн хисеплӗ ҫынни Владимир Поликарпович Спиридонов пулӗ. Ретро-троллейбус ҫӳренине "Ӑслӑ транспорт" сарӑмра та курма пулӗ. Ӑна "001Р" паллӑпа уйӑрса илме пулать.
Шупашкарта Республика кунӗнче хула ҫыннисемпе хӑнисене Раҫҫейри паллӑ юрӑҫсем савӑнтарасси йӑлана кӗнӗ.
Хальхинче кам килӗ? Вӑрттӑнлӑха уҫнӑ: Viva ушкӑн. Унта пилӗк арҫын юрлать.
Аса илтерер: Ҫӗнӗ Шупашкарта вара уявра «Краски» ушкӑн юрлӗ. Вӑл 2000 ҫулсен пуҫламӑшӗнче палӑрнӑ.
Аса илтерер: Республика кунӗнче фейерверксен "Асамат" фестиваль те пулӗ.
Чӑваш Енре ҫӗртме уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче, Республика уявӗнче, фейерверксен «Асамат» фестиваль иртӗ. Яланхи пекех вӑл Шупашкарти кӳлмекре пулӗ.
Фейерверк курас килсен кӳлмеке 22 сехет ҫурӑ валли ҫитмелле. Фестивале хамӑр тата ют ҫӗршыври пиротехника организацийӗсем хутшӑнӗҫ.
Аса илтерер: Республика кунӗнче «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем», «Руҫ ӑстисем» фестивальсем те иртӗҫ.
Шупашкарта газ организацйӗнче ӗҫлекен арҫынна судпа айӑпланӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл хӑрушсӑрлӑх требованийӗсене пӑхӑнмасӑр пулӑшу кӳнӗ хыҫҫӑн икӗ ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче 22-ри каччӑ тата 20 ҫулти хӗр тара илнӗ хваттерӗнче ваннӑйӗнче газ сӗрӗмӗпе наркӑмӑшланса вилнӗ. Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, шыв ӑшӑтакан кӑмака йӗркеллӗ ӗҫлемен. 2018 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче газ организацийӗн ӗҫченӗ кӑмакана тӗтӗм тухмалли пӑрӑхпа тӗрӗс мар сыпӑнтарнӑ. Ҫапла газ сӗрӗмӗ ваннӑйӗнче пухӑннӑ.
Суд слесарь айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 5 ҫуллӑха айӑпланӑ.
Запорожье облаҫӗнчи Бердянск тӑрӑхӗнчи ачасем пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен «Эткер» центрӗнче пулнӑ.
Асӑннӑ тӑрӑхри ачасем валли «Чи хастар ҫулҫӳревҫӗ» проекта пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Унпа килӗшӳллӗн ҫамрӑк хӑнасем «Бригантина» сывлӑхпа вӗрентӳ лагерӗнче канаҫҫӗ, Чӑваш Енпе, пирӗн регионӑн культурипе тата историйӗпе паллашаҫҫӗ.
«Эткер» центрта ачасем унти тӗрлӗ лабораторипе (хими, биологи, мобильлӗ тата промышленность робот техникин), унти хальхи вӑхӑтри оборудованипе паллашнӑ, центрта ӗҫлекен ӑсталӑх лаҫҫисем ҫинчен пӗлнӗ.
Ачасем астрономи тата космос тытӑмӗсен, гидропоника пӳлӗмӗпе уйрӑмах кӑсӑкланса паллашнӑ.
Паян общество предмечӗпе патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗн кӑтартӑвӗ паллӑ пулнӑ. Унпа республикӑри 15 ҫамрӑк 100 балл пухнӑ. Ҫапла патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100 балл пухнисен йышӗ 78 ҫынна ҫитнӗ.
Тӑватӑ яш-хӗр вара икӗ экзаменра 200 балл пухнӑ. Вӗсен йышӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти 18-мӗш лицейри Виктория Котусенко /хими тата вырӑс чӗлхи/ тата Юлиана Яковлева /обществознани тата вырӑс чӗлхи/, Шупашкарти 2-мӗш лицейри Вадим Иванов, Шупашкарти 3-мӗш лицейри Владимир Федоров.
Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, Чӑваш Енре ача-пӑча Акатуйӗ иртӗ. Вӑл Шупашкарти А.Г. Николаев ячӗллӗ паркра иртӗ. Уяв 10 сехетре пуҫланӗ.
Ача-пӑча Акатуйне йӗркелекенсем мероприяти кӑсӑклӑ пулассине шантараҫҫӗ. Ачасем хӑйсен тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне туллин кӑтартса парӗҫ. Спорт ӑмӑртӑвӗсем те иртӗҫ, асра юлмалли кӑсӑклӑ ытти самантсем те пулӗҫ. Вӗсем, пӗр енчен, Акатуя хутшӑнакансемшӗн кӑсӑклӑ пулмалла, тепӗр енчен, куракансене савӑк кӑмӑл парнелемелле.
Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Чи лайӑх бульдозерист» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн федераци тапхӑрӗ иртӗ. Пирӗн республикӑра кунашкалли – пӗрремӗш хут.
Конкурса ЧР Ӗҫлев министерстви тата бульдозер техникипе тивӗҫтерекен Шупашкарти компани йӗркеленӗ.Унта 11 регионтан хутшӑнӗҫ: Алтай, Красноярск крайӗсенчен, Белгород, Вологда, Ленинград, Липецк, Чулхула облаҫӗсенчен, Тутарстанран тата Хакасирен. Конкурсҫӑсем теори ыйтӑвӗсене хуравлӗҫ, унтан тренажер-стимуляторпа Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта трассӑна, полигона парӑнтарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |