Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 80 ҫул ҫитнӗ май Шупашкарта Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ паттӑрсене халалланӑ мӗнпур палӑка юсаса ҫӗнетме палӑртнӑ.
Хула пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов Атӑш леш енне ҫитсе палӑксем мӗнле лару-тӑрура пулнипе паллашнӑ. Вӑл вырӑнти пуҫлӑхпа тӗл пулса ку ыйӑва сӳтсе явнӑ. Палӑксене ҫанталӑк ӑшӑтсан ҫӗнетме тытӑнӗҫ те ҫу уйӑхӗччен вӗҫлӗҫ.
Коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем палӑксен инвентаризацине тунӑ. Халӗ хула пуҫлӑхӗн хушӑвӗпе мӗн чухлӗ укҫа кирлине шутлаҫҫӗ.