Шупашкарта Чонгар Михайлович Шлепнев ячӗллӗ сквер тӑвасшӑн. «Энергозапчасть» чарӑну патӗнче сквер пур. Шӑпах ӑна унӑн ятне парасшӑн.
Шлепнев «Энергозапчасть» савут пуҫлӑхӗ пулнӑ. Чонгар Михайлович 2019 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл чылай ҫул чирленӗ. Ҫӗре кӗнӗ чухне 86 ҫулта пулнӑ.
Палӑртмалла: Чонгар Михайлович Мускавра 1932 ҫулта суралнӑ. «Энергозапчасть» савута 1987 ҫулта ертсе пыма пуҫланӑ. 2014 ҫулта тӗп директор тивӗҫне ывӑлӗ Юрий йышӑннӑ. Чонгар Михайлович директор пулнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Чатукасси ялӗнче «Хоровая наставническая столица Чувашии» фестиваль-конкурс иртнӗ. Ӑна Филипп Лукин паллӑ чӑваш композиторӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Унта Элӗк, Ҫӗрпӳ, Канаш, Елчӗк, Ҫӗмӗрле, Комсомольски, Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри тата Красноармейски тӑрӑхӗсенчи, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар хулисенчи халӑх хорӗсемпе вокал ансамблӗсем, Раисӑпа Николай Андреевсем, Тутарстанпа Мари Элти пултарулӑх коллективӗсем хутшӑннӑ.
Пухӑннисем умӗнче паллӑ чӑваш композиторӗн мӑнукӗсем Марианна Левитова тата Филипп Патеев, «Трак ен» ентешлӗх ертӳҫи Иван Архипов тата ыттисем тухса калаҫнӑ.
Паян ирхине Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 34-мӗш ҫуртра пушар пулнӑ. Унта пӗрремӗш хутри хваттер ҫуннӑ. Ҫав вӑхӑтра 19-ти каччӑ 8 ҫулти тата 13-ри йӑмӑкӗсемпе килте пулнӑ.
Ирхи 7 сехет ҫурӑра асли тӗтӗм шӑршипе вӑраннӑ. Вӑл йӑмӑкӗсене вӑратса урама тухнӑ. Иртен-ҫӳрен ҫулӑм тухнине курса пушарнӑйсене чӗннӗ.
Хваттерте тӗпел ҫуннӑ. Кӳршӗре пурӑнакан хӗрарӑмпа ачана ҫӑлавҫӑсем урама тухма пулӑшнӑ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар юсавсӑр электропралука пула тухнӑ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енри тепӗр 6 ҫамрӑк информатикӑпа тата акӑлчан чӗлхипе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100-шер балл пухнӑ. Кун пирки ЧР вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров пӗлтернӗ.
Информатикӑпа Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав шкулӗнчи Максим Иванов, Шупашкарти 5-мӗш гимназири Никита Патшин, тӗп хулари 2-мӗш гимназири Дмитрий Фомин, Шупашкарти 4-мӗш лицейри Даниил Кузнецов чи нумай балл илнӗ. Акӑлчан чӗлхипе Шупашкарти 4-мӗш гимназири Илья Наумов, Шупашкарти 47-мӗш шкулти Анна Алексеева палӑрнӑ.
Шупашкарта 74 ҫулти кинемей ҫухалнӑ. Ӑна «Лиза Алерт» хастарӗсем те шыраҫҫӗ.
Ильвира Грингорьевна Карзакова (Убакова) килтен ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ӑна медпулӑшу кирлӗ.
Кинемей ҫӳллех мар – 160 сантиметр, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ кӑвакарнӑ. Килтен кайнӑ чухне кӗрен халат, тӗттӗм нуски хӗрлӗ тапочкӑ тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Элтеперӗ патшалӑх наградисене парасси ҫинчен калакан черетлӗ хушӑва алӑ пуснӑ.
«Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Ольга Тимофеева тивӗҫнӗ.
Хушури кӗске информаци тӑрӑх хакласан, Ольга Александровна – «Сыны Отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршывӑн ывӑлӗсем) офицерсен юлташлӑхӗн регионти общество организацийӗн пайташӗ.
Эпир тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, кунта сӑмах Ольга Оболенская-Тимофеева пирки пырать. Вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ, Мускавра пурӑнать. Ҫав хӗрарӑм концертсемпе хӗрӳ точкӑсенче те пулнӑ.
Шупашкарта шыв ҫинчи спектакль кӑтартнӑ. Ун пекки пирӗн патра халиччен пулман.
«Карусель сказок» (чӑв. Юмах каруҫҫелӗ) пӗтӗм тӗнчери IV фестиваль тата «Одинаковыми быть нам необязательно» (чӑв. Пурин те пӗр пек пулмасан та) ыттисенчен уйрӑлса тӑракан куракансен VIII фестивалӗ иртнӗ май пирӗн пата Кострома облаҫӗнчи пукане театрӗ те килнӗ. Вӑл «Иван да Марья» шыв ҫинчи спектакле кӑтартнӑ. Асӑннӑ ӗҫ режиссёрӗ тата художник-постановщикӗ — Марина Пудкова.
Урамри спектакле, урамри кӑна та мар, шыв ҫинчи спектакле, куракансем кӑмӑлласа йышӑннӑ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм туй кӗпине сутас тенӗ. Пӗлтерӗве вӑл тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ.
54 ҫулти хӗрарӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, платье туянас кӑмӑллӑ хӗр Воронежран тесе ӗнентернӗ.
Вӑл электрон почтӑпа ятарлӑ каҫӑ ярса панӑ, унта банк карттин реквизичӗсене тата смс-ҫырупа килекен пароле кӑтартма ыйтнӑ. Ҫапла тусан патье укҫи унта куҫса килӗ тесе ӗнентернӗ.
Банк укҫана куҫарса парасран икӗ хутчен чарса лартнӑ, виҫҫӗмӗш хутӗнче 123 пин ытларах тенкӗ такам счёчӗ ҫине куҫса кайнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан Юлия Ермолаева 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ӑна тӳре-шара саламлама килсен вӑл «Катюша» юрра шӑрантарса панӑ.
Юлия Ермолаева Куславкка районӗнчи Тӗмшер ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 18 ҫулта чухне, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан, вӑл Аслӑ Куснар ялӗ ҫывӑхӗнче окоп чавнӑ. Ӑна «1941-1945 ҫулсенче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн» медальпе чысланӑ.
Шупашкарти «Садовый» микрорайонта пурӑнакансем шкул уҫӑласса чӑтмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Унӑн алӑкӗ хӑҫан яои уҫӑлӗ? Ҫак кун часах ҫитесси пирки тӳре-шара пӗрре мар каланӑ. Анчах ку таранччен те шкул уҫӑлман-ха.
ЧР Элтеперӗ Олег Николаев унта кӑҫал аванӑн 1-мӗшӗнчен ачасем вӗренме пуҫласса шантарнӑччӗ.
Анчах микрорайонти ҫынсен ҫӗнӗ шкула татах кӗтме тивӗ. «Правда ПФО» сайт пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ ӑна кӑҫал раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне уҫма шантарнӑ.
Аса илтерер: ҫӗнӗ шкулта 1650 ача валли вырӑн пулмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.06.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Хальхи Вӑрнар районне кӗрекен Хапӑсра пӗрремӗш хут чиркӳре чӑвашла кӗлӗ тунӑ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Яковлева Нина Михайловна, паллӑ чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Вязов Валерий Иванович, агроном, юрист, патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чувашия» пуйӑс пӗрремӗш хут ҫула тухнӑ. | ||
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |