Шупашкарти Ленин районӗн администрацийӗн ЗАС пайӗнче ӗҫлекенсем хӑйне евӗр ята регистрациленӗ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ хӗрачана ашшӗ-амӑшӗ икӗ ят хунӑ. Вӑл – Яра-Дея.
ЗАГС пайӗнче ӗҫлекенсем унччен кунашкал ятпа тӗл пулманнине палӑртнӑ. Сӑмах май, Шупашкарта Космос ятлӑ арҫын ача та пур.
Сургута Шупашкартан самолет вӗҫме пуҫлӗ.
Ҫурҫӗрти ҫав хулана пирӗн республикӑран авиарейс ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче уҫӑлӗ. Самолет эрнере пӗрре — ытларикунсерен — вӗҫӗ.
Самолёт Сургутран Шупашкара 9 сехет те 40 минутра килсе ҫитӗ, Сургута 10 сехет те 30 минутра вӗҫсе кайӗ.
Элӗк районӗнче – ҫӗнӗ прокурор. Алексей Владимирова ҫак должноҫе ҫирӗплетесси пирки РФ Тӗп прокурорӗ хушӑва алӑ пуснӑ.
Алексей Владимиров Шупашкарта ҫуралнӑ. Унӑн юридици пӗлӗвӗ пур. Вӑл Вӑрнар районӗн прокурорӗн пулӑшуҫинче ӗҫленӗ, унтан аслӑ пулӑшуҫӑ пулнӑ. Кайран ҫав районтах прокурор ҫумӗ пулнӑ. Кун хыҫҫӑн Етӗрне районӗн прокурорӗн ҫумӗнче вӑй хунӑ.
2020 ҫултанпа Шупашкарти Калинин районӗн прокурорӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ. Халӗ ӑна Элӗк районне ӗҫлеме янӑ.
Паян республикӑра ҫӗнӗ перевозчик туса хунӑ. Вӑл «Чӑваш транспорт управленийӗ» ятлӑ.
Ӑна Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбус управленийӗсенчен туса хунӑ. Унччен вӗсем муниципалитет харпӑрлӑхӗнче пулнӑ.
Ҫӗнӗ предприяти социаллӑ пӗлтерӗшлӗ маршрутсем валли автобуссем туянма палӑртнӑ. Ҫав шутра – районсем валли те. Ҫитес вӑхӑтра 153 троллейбус туянасшӑн. Вӗсен йышӗнче автономлӑ мелпе ҫӳрекеннисем те пулӗҫ.
Чантӑр ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑ виллисене асӑрханӑ. Ҫавна май Шупашкарти Мускав районӗн прокуратури тӗрӗслев пуҫарнӑ.
Пулӑ виллисем ҫыран хӗрринче те, пӗвере те пулнине асӑрханӑ. Халӗ специалистсем пулӑсем мӗншӗн вилнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Айӑплисене тупсан прокуратура вӗсен тӗлӗшпе мерӑсем йышӑнӗ.
Шупашкарта 11 ҫулти арҫын ачана шыраҫҫӗ. Максим Марьин ӗнер ҫухалнӑ. «Лиза Алерт» хастарӗсем ӑна шырама тухнӑ.
Ача 130 сантиметр ҫӳллӗш, тӗреклӗ кӗлеткеллӗ, куҫӗ хӑмӑр, ҫӳҫӗ хура. Тӗттӗм кӑвак куртка, тӗттӗм хӗрлӗ шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ун пирки пӗлетӗр пулсн шӑнкӑравлӑр: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗсем: Елена Касатка, 89520203557, Татьяна Гюрза, 89282660548
"Лиза Алерт" ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем 58 ҫулти Валерий Анинович Филиппова шыраҫҫӗ. Шупашкарта пурӑнакан арҫын килтен ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Унтанпа унран хыпар ҫук.
Килтен кайнӑ чухне тӗттӗм кӑвак футболка, сӑрӑ жилет, кӑвак трико, хура пушмак, хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ.
Ҫак арҫынна куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лиза Алерт» инфоргӗ: Елена Касатка, 89520203557.
Нумаях пулмасть Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫынсен ыйтӑвӗсене тӳрӗ эфирта хуравлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Ун чухне ҫынсем нумай ыйту хускатнӑ. Ӗнерхи кун тӗлне илсен, вӗсенчен 70 процентне хуравланӑ.
Ыйтусем уйрӑмах нумай Шупашкартан, Куславкка тӑрӑхӗнчен тата Ҫӗнӗ Шупашкартан ҫитнӗ. Йӗпреҫемпе елчӗксем пӗр ыйту та паман.
Ыйтусене хуравлассипе пур ведомствӑпа вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ те пӗр пек хӑвӑтлӑхпа ӗҫлемест. Экономика аталанӑвӗн, Вӗрентӳ министерствисем, Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Куславкка муниципалитечӗсен округӗсенче ыйтусене 40 процентӗнчен сахалтарах хуравланӑ.
Шупашкарти «Садовый» микрорайонти шкула ҫӗртме уйӑхӗччен утса пӗтересшӗн. ЧР строительство министрӗ Павел Данилов объектӑн 80 проценчӗ хатӗр пулнине пӗлтернӗ.
Ку ыйтӑва Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура та сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: шкула малтанах 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен туса пӗтермелле пулнӑ. Кайран кӑҫал авӑнӑн 1-мӗшӗ тесе пӗлтернӗччӗ. Халӗ ав ҫӗртме уйӑхӗччен туса пӗтерме шантарнӑ.
Шупашкартаи Арбатра «Вӑхӑтран маларах иртнӗ ҫын» курав уҫӑлнӑ. Вӑл Ехрем купса бульварӗнче вырнаҫнӑ. Курава чӑвашсен Ҫуттакӑларуҫи Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Эуспозицире – 36 информаци стенчӗ. Унта Иван Яковлевичӑн пурнӑҫне кӑтартакан сӑнӳкерчӗксене курма пулать. Ҫавӑн пекех куравра унӑн ӗҫӗсем пур. Хӑш-пӗр стенда унӑн вӗренекенӗсене халалланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |