Чӑваш Республикин Наци библиотеки централизациленӗ майпа кӑҫал 6 млн тенкӗлӗх 11 пине яхӑн экземпляр кӗнеке туяннӑ, вӗсенче 82 библиотекӑна валеҫсе тухнӑ.
Ҫӗнӗ кӑларӑмсем ялти 50 библиотекӑна, хулари 25 вулавӑша, ҫавӑн пекех Улатӑрти, Канашри, Куславккари, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Шупашкарти тӗп вулавӑшсене тата Чӑваш Енӗн Наци библиотекине лекнӗ.
Вулавӑшсен кӗнеке фончӗ ҫапла майпа тӗрлӗ отрасль литературипе, словарьсемпе тата энциклопедисемпе, илемлӗ литературӑпа пуянланнӑ.
Шупашкарта "Тутлӑ эрнекун" ярмӑрккӑ пӗрремӗш хут иртнӗ. Ҫичӗ фермер савутра ӗҫлекенсене тата хула ҫыннисене хӑйсен продукцийӗпе паллаштарнӑ.
Кунашкал ярмӑрккӑсене ҫулталӑк тӑршшӗпех ирттерме пулать. Анчах хӑҫан иртесси пуҫарупа тухакан предприятирен килет. Ярмӑрккӑ унти лапамра иртет-ха та. Йӗркелӳҫӗ суту-илӳ речӗсене хатӗрлесе фермерсене чӗнет.
Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗн генеральнӑй директорне Михаил Резникова «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ изобретателӗ» ят панӑ. Хушӑва еспублка Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
2018 ҫулта Михаил Резников «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» ордена тивӗҫнӗччӗ. Йышӑнӑва ун чухнехи Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑччӗ.
Михаил Резников хӑй вӑхӑтӗнче республика Правительствинче те тӑрӑшнӑччӗ, унта вӑл вице-премьер пулчӗ, кайран транспорт министрӗнче тимлерӗ. Кайран каллех хӑйӗн унчченхи вырӑнне — Чапаев ячӗллӗ завода — куҫнӑччӗ.
Амӑшӗпе ачи Шупашкарти Граждан урамӗнчи 5-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче уҫӑлса ҫӳренӗ чухне чутах инкеке лекмен. Вӗсене пирӗштисем сыхланӑ тейӗн.
Вӗсем акан 18-мӗшӗнче каҫхине уҫӑлса ҫӳренӗ. Тӑрук вӗсенчен темиҫе сантиметрта кирпӗч катӑкӗсем ӳкнӗ. Хӗрарӑм часрах ачана подъезд тӑрри айне, хӳтте, йӑтса кайнӑ.
Ҫав ҫуртра 12-мӗш хутра специалистсем кондиционер вырнаҫтарнӑ иккен.
Чӑваш Енри ачасем аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ олимпиадӑна хутшӑннӑ. Ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗе тата культурологийӗн кафедри ирттернӗ.
«Наследие Ивана Яковлева» (чӑв. Иван Яковлевӑн эткерлӗхӗ) олимпиада ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче инҫет ҫыхӑну мелӗпе пулса иртнӗ. Унта хутшӑннисене сертификатсем парса хавхалантарнӑ. Олимпиадӑна, сӑмахран, Шупашкарти 61-мӗш шкулта вӗренекенсем те хутшӑннӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 89 ҫулти кинемей те ултавҫӑсен серепине лекнӗ. Вӑл пӗтӗм уҫине палламан ҫынна куҫарса панӑ. Укҫине вара вӑл самаях пухнӑ - 1,5 миллион тенкӗ.
Ун патне банк ӗҫченӗ шӑнкӑравланӑ имӗш. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, такам кинемейӗн счечӗпе усӑ курасшӑн. Палламан ҫын ватӑскере ҫав нӗрсӗре тытма пулӑшмашкӑн ыйтнӑ. Кинемейӗн укҫине урӑх счет ҫине куҫармалла-мӗн. Пӗтӗм укҫине куҫарса парсан тин ватӑ ҫын ултавҫӑпа калаҫнине ӑнланнӑ.
Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пирӗн республикӑна Карелинчи ансамбль концертпа килӗ. Артистсем Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура керменӗн сцени ҫине 19 сехетре тухӗҫ.
Карели Республикинчи «Кантеле» юрӑпа ашӑ ансамблӗн концерт программи ҫӗршывӑмӑрӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчи регионӗнче пурӑнакан халӑхсен йӑли-йӗркипе тата культурипе паллаштарӗ.
Ансамбль ячӗ карелсемпе финсен кантеле музыка инструменчӗн ятне пӗлтерет. Асӑннӑ инструмент вырӑссен кӗслипе пӗр тӑван теме юрать. Пултарулӑх коллективне 1936 ҫулта йӗркеленӗ. Коллективра — оркестр, кантелистсен ансамблӗ, ташӑ ушкӑнӗ тата «Айно» вокал ушкӑнӗ.
Программӑра тӗрлӗ жанрлӑ халӑх юррисем кареи рунисемпе балладисем, вокалпа хореографи композицийӗсем тата инструмент номерӗсем пулӗҫ.
«Йӗп ҫинчи хӗвел» велоюхӑм хастарӗсем черетлӗ велосезона уҫнӑ. Туслӑ йыш велосипед ҫине ларса СССР лётчик-космонавчӗн Андриян Николаевӑн тӑван тӑрӑхне, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑла, ҫитсе килнӗ. Велочупӑва хастарсем Космонавтика кунне халалланӑ.
Велоюхӑм ертӳҫи Николай Плотников халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «Шупашкар — Ҫӗнӗ Шупашкар — Шуршӑл» маршрутпа 200-е яхӑн ҫула тухнӑ. Вӗсенчен чи кӗҫенни 7 ҫулта пулнӑ, чи асли — 81-ре.
Велосипедпа ҫула тухнисене вырӑнти тӳре-шара кӗтсе илнӗ. Шупашкартан пырса ҫитнисене музейпа паллаштарнӑ, концерт кӑтартнӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Атӑл леш енче, Шупашкар лесничествинче, пушар пулнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра вӑрман пушарӗ пулманччӗ-ха. Ку- пӗрремӗш тӗслӗх.
Ҫулӑм Астраханка кӳлли ҫывӑхӗнче тухнӑ. Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑрт ҫитнӗ. Ятарлӑ техника та пулнӑ.
Пӗр сехетрен ҫулӑма сарӑлма чарнӑ. Кайран ӑна вуҫех сӳнтернӗ.
Пушар 0,12 гектар ҫӗр ҫинче алхаснӑ.
Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Ҫӗнтерӳ кунӗнче, Шупашкарти Хӗрлӗ тӳремре уҫӑ тӳпе айӗнче кино кӑтартӗҫ. Фильмсем Совет Союзӗнче ӳкернисем пулӗҫ.
Пӗтӗмпе 10 кино кӑтартӗҫ. Мӗнлисене? Ҫынсем хӑйсем суйлӗҫ. Ҫавна май "Уҫӑ хула" порталта сасӑлав пуҫарнӑ. Унта 11 кинокартинӑна кӗртнӗ: «А зори здесь тихие», «Аты-баты шли солдаты», «Битва за Москву», «В бой идут одни старики», «Два капитана», «Женя, Женечка и „катюша“», «Кортик», «Летят журавли», «Мальчишки ехали на фронт», «Офицеры», «Солдат Иван Бровкин».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |