Шупашкар хулинчи тӳре-шара ҫамрӑксене мунча кӗртесшӗн. Тӗрӗсрех каласан, муниципалитетӑн мунчисем ҫинчен халӑх тетелӗсем урлӑ ытларах каласа кӑтартасшӑн.
Шупашкарта паян муниципалитетӑн 8 мунчи ӗҫлет. Вӗсенче пӗр харӑс 450 ытла ҫын ҫӑвӑнма пултарать.
«Сывлӑх» акционерсен обществи кӑҫалхи ҫур ҫулта 52,05 млн тенкӗ ӗҫлесе илнӗ, ку вӑл пӗлтӗрхи ҫав тапхӑртинчен 18 процент нумайрах.
«Мунча кӗмелли хаксене хӑйхаклӑхне кура йӗркелеҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра хак 300-310 тенкӗ тӑрать. 14 ҫула ҫитмен шкул ачисемшӗн 190 тенкӗ тӳлемелле, пенсионерсен — 290 тенкӗ (ку вӑл эрне варринчи хак). 7 ҫулчченхи ачасемшӗн — тӳлевсӗр.
Шупашкарта пурӑнакан 32 ҫулти хӗрарӑм мессенджерта пуҫлӑхӗнчен ҫыру килнӗ тесе ӗненнӗ те питӗ пысӑк укҫа ҫухатнӑ.
Ҫырура "пуҫлӑх" унӑн йӗрке хуралҫисемпе тата банк ӗҫченӗсемпе калаҫмаллине пӗлтернӗ. Хӗрарӑма номер пуҫлӑхӑн пулманни те, унӑн сӑнӳкерчӗкӗ ҫукки те иккӗлентермен.
Кӗҫех ун патне шӑнкӑравланӑ. Палламан ҫын пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн счечӗсене такам тапӑннӑ, ҫавӑнпа кредит илсе укҫана "хӑрушсӑр счет" ҫине куҫармалла имӗш. Хӗрарӑм вӑл каланине итлесе кредит илнӗ 2 миллион тенке ултавҫӑ счечӗ ҫине куҫарнӑ.
Республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи илемлӗ вырӑнсемпе киленес вырӑнне хӑшӗсем пуҫтахланса ҫӳреҫҫӗ. Шупашкарта такамсем Атӑл хӗрринчи бинокле ватнӑ. Ӑна ватнипех ҫырлахман, унӑн линзине вӑрланӑ. Кун пирки Телеграмри каналсенчен пӗринче паян ирпе пӗлтернӗ.
Те пуҫтахланас тенӗ ӗнтӗ вӗсем, те бинокль килӗшмен, те бинокльти линзӑна куҫ хывнипе ҫапла хӑтланнӑ.
Апла-и, капла-и, пуҫтахсене тытсан вӗсене явап тыттарасси куҫкӗрет.
Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 18 сехет те 20 минутра ҫамрӑк арҫын «Медик» коллектив садӗнче секаторпа пӳрнине татса илнӗ. Васкавлӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ та диспетчен пулӑшма хиреҫленӗ, Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине хӑй тӗллӗн ҫитме каланӑ.
Анчах арҫын Ишлее ҫити кӑна хӑрах алӑпа руле тытса ҫитейнӗ. Унта вӑл ҫул-йӗр патрулӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Арҫын юн нумай ҫухатнине кура вӗсем ӑна хӑйсен машинине лартнӑ та Шупашкара илсе кайма тухнӑ. Анчах ҫул ҫинче васкавлӑ мудпулӑшу машинине курнӑ та чарнӑ. Фельдшер пӗрремӗш медпулӑшу панӑ.
Улатӑрти 64 ҫулти хӗрарӑм пухнӑ 2 миллион та 950 пин тенкине кӑна мар, кредит илнӗ 200 пин тенке те ултавҫа куҫарса панӑ.
Ун патне палламан хӗр шӑнкӑравланӑ. Вӑл Тӗп банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер хӗрарӑма такам унӑн харпӑр кабинетне кӗнине, счет ҫинчи укҫа ҫухалма пултарассине каланӑ. Ӑна упраса хӑварас тесен урӑх счет ҫине куҫармалла-мӗн.
Хӗрарӑм банка кайса хӑйӗн укҫине, 2 млн та 950 пин тенке, илнӗ. Кунсӑр пуҫне хваттер юсама кирлӗ тесе банкран 200 пин тенкӗ илнӗ. Ҫапла вӑл ултавҫа 3 млн тенкӗ ытла куҫарса панӑ.
Паян ирхине Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗчӗк ача чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ку пысӑк инкек Селикат урамӗнчи 22-мӗш ҫуртра пулнӑ.
Ачана иртен-ҫӳрен асӑрханӑ та тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Пӗчӗкскер ун чухне чӗрех пулнӑ. Шел те, васкавлӑ медпулӑшу ҫитиччен вӑл вилнӗ.
Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗнче Шупашкарти Хусанкай урамӗнче 1 ҫулти ача 9-мӗш хутран ӳксе вилнӗ.
ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ, ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ Николай Григорьев ӗнер пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 90 ҫула кайнӑ пулнӑ.
Канаш тӑрӑхӗнче ҫуралнӑскер Хусанти медицина институтне пӗтернӗ, унтан Тӑвайри тӗп пульницӑра хирургра ӗҫлеме пуҫланӑ, кайран тӗп тухтӑр пулнӑ. Кун хыҫҫӑн Канаш хулин пульницинче, Республикӑри пульницӑра ӗҫленӗ. 1979-1994 ҫулсенче вӑл ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ пулнӑ. Унта 15 ҫул тӑрӑшнӑ.
Николай Григорьевпа утӑн 8-мӗшӗнче 11 сехетре Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ. Ӑна хӑйӗн тӑван ялӗнче, Кайӑкъялӗнче, пытарӗҫ.
Тӗнче тетелӗпе халӑх тетелӗсем вӑйлӑ аталаннӑ саманара ҫынсем йӑлтах кураҫҫӗ-илтеҫҫӗ, пӗлеҫҫӗ-вулаҫҫӗ ҫеҫ мар, хӑйсене тӗлӗнтерекен пулӑмсене тӳрех ӳкерсе е ҫырса илеҫҫӗ. Хӑйсем пӗлнипех ҫырлахмаҫҫӗ, халӑх тетелӗсем урлӑ ыттисем патне те ҫав хыпара ҫитерме васкаҫҫӗ.
Телеграмри каналсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх, Шупашкарти 1-мӗш троллейбус водителӗ ҫула тухсан пирус туртса тата телефонпа калаҫса пынӑ.
...Хулари маршруткӑсен водителӗсем ҫул ҫинче телефонпа калаҫса пынинчен пирӗнтен чылайӑшӗ тӗлӗнме пӑрахнӑ пулӗ. Ялсене ҫӳрекен автобуссемпе маршруткӑсен водителӗсем руль умӗнче пирус туртса пынине те хӑнӑхрӑмӑр пулӗ. Анчах троллейбус водителӗсем пирус туртни тата телефонпа калаҫни тӗлӗнтерме пӑрахман иккен.
Ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсем ватӑлсан та ҫавӑн пекех тӑрса юлаҫҫӗ. Вӗсем шӳтлесе кулма, хавасланса савӑнма пӗлеҫҫӗ, кирлӗ-кирлӗ маршӑн тарӑхса ҫӳремеҫҫӗ. Шупашкарти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн «кӗмӗл» волонтёрӗсем пирки те ҫавнах калама пулать.
Хастар ватӑсем паян хулари 127-мӗш ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансемпе тӗл пулнӑ. Центр ӗҫченӗсем ку тӗлпулу тӗллевне ачасене спортпа, сывӑ пурнӑҫ йӑли-йӗркипе паллаштарасси тесе палӑртнӑ-ха. Ватӑсем ҫак ӗҫе хӑйне май йӗркеленӗ. Вӗсем шӑпӑрлансемпе Сывлӑх сукмакӗ тӑрӑх утнӑ, тренажёрсем ҫинче тӗрлӗ хускану тунӑ. Унтан ачасемпе пӗрле асфальт ҫинче тӗрлӗ тӗслӗ пурӑпа ӳкернӗ.
«Тӗлпулу калама ҫук хаваслӑ иртрӗ», – тесе палӑртнӑ ушкӑнри чи аслӑ кинемей, 85 ҫулти Зинаида Васенёва. Вӑл, сӑмах май каласан, ӗмӗрӗпех учитель пулса ӗҫленӗ.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче 14 сехетре Шупашкарти 9-мӗш Пилӗкҫуллӑх урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра пӗрремӗшпе иккӗмӗш хутсен хушшинче арҫын виллине тупнӑ. Кӗлетки ҫинче ҫуннӑ йӗрсем пулнӑ.
Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ҫак ҫуртрах пурӑннӑ, вӑл 28 ҫулта пулнӑ. Хайхискер хваттертен тухса хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем ку ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |