Шупашкарӑн 555 ҫулхи юбилейӗ тӗлне кӑларнӑ медальсене пама тытӑннӑ. Вӗсене Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем тивӗҫнӗ. Медале 27 ветерана панӑ.
Вӗсен йышӗнче – Сӗнтӗрвӑрри округӗнче пурӑнакан 97-ри Аркадий Еремеев. Вӑл фронта 1944 ҫулта кайнӑ. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче пурӑнакан Георгий Александров та медале тивӗҫнӗ. Вӑл – 96 ҫулта. Михаил Сорокин ҫитес ҫул юпа уйӑхӗнче 100 ҫул тултарать. Вӑл 16 ҫулта чухне Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫӗре хутшӑннӑ. Икӗ ҫултан ӑна ҫара илнӗ. Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн Михаил Григорьевича II степень Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе чысланӑ.