Мӑн Шетмӗ шкулне уҫнӑранпа 175 ҫул ҫитрӗ. Халӗ вӑл хӑйсен ентешӗ — Совет Союзӗн Геройӗ В.В.Васильев — ячӗпе хисепленет. Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӑтам шкул юбилее пӗрле паллӑ тума кунтан вӗренсе тухнисемпе ҫамрӑк ӑрӑва тарӑн пӗлӳ парассишӗн ырми-канми вӑй хунисене, хӑнасене йыхравларӗ. Вӗсене (200 ытла ҫынна) ачасем ҫӑкӑр-тӑварпа, хавас юрӑпа кӗтсе илчӗҫ.
Пухӑннисем малтанах шкулпа, вӗренӳ пӳлӗмӗсемпе, ал ӗҫӗсен куравӗпе паллашрӗҫ. Уява Р.Г.Герасимовӑпа И.Н. Петрова йӗркелесе пычӗҫ. Шкул директорӗ, район Пухӑвӗн депутачӗ А.И.Васильев вӗрентӳ учрежденийӗн 175 ҫулхи историйӗпе паллаштарчӗ, шкул халӗ мӗнле пурӑнни ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Вӑл ресурс центрӗ шутланать, унта 138 ача вӗренет. Пурлӑхпа техника никӗсӗ пуян. Шкулта 26 компьютерлӑ класс пур, 5 учитель хӑйӗн сайтне уҫнӑ. Мӑн Шетмӗсем Чӑваш Республикин Президенчӗн 200 пин тенкӗлӗх грантне тивӗҫнӗ.
Шкул коллективне сумлӑ юбилейпе район пуҫлӑхӗ С.А.Николаев саламларӗ.
Ку уяв сирӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Шкул пуянлӑхӗ — учительсемпе вӗрҫнекенсем тата кунта пӗлӳ илсе пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑнисем.
Тин ҫеҫ Ҫӗрпӳри 1-мӗш ПВПШ-ра «Туслӑх хӗлхемӗ» ятлӑ наци культурин фестивалӗ иртрӗ. Шкула чӑваш чӗлхине лайӑх пӗлекен, олимпиадӑсенче мала тухнӑ ачасем пухӑнчӗҫ. Пурӗ 68 шкул ачи хутшӑнчӗ.
Вырӑсла вӗрентекен шкулсенчи ачасен пилӗк утӑм урлӑ тухмалла пулчӗ:«Чӗвӗлти чӑваш чӗлхи», «Илемлӗх тӗнчи», «Савнӑ ҫӗр — чӑваш ҫӗр-шывӗ», «Халӑх сӑмахлӑхӗ», «Пирӗн пултарулӑх», «Чӑваш ҫӑлтӑрӗ». 7-10 классенче вӗренекен ачасем хӑйсен пултарулӑхне «Асамат — 2009» ятлӑ тӑван ен культурин олимпиадинче кӑтартрӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗсен Ҫӗр ӗсченӗн ҫулталӑкне халалланӑ «Алран кайми…» ӑмӑртура, «Асамат – 2009» ӳнер конкурсӗнче ӑмӑртма тиврӗ.
Вырӑсла вӗрентекен шкулсем хушшинчи «Ҫӑлтӑрчӑк» конкурсра Ҫӗрпӳри 2-мӗш шкул чи Екатерина Михайлова пӗрремӗш вырӑна тухрӗ, 1-мӗш шкулта вӗренекен Елена Фадеева — иккӗмеш пулчӗ. Ял шкулӗнче вӗренекен ачасем хушшинче ку ӑмӑртура мала Тавӑшкасси шкулӗнче 10-мӗш класра вӗренекен Екатерина Пудова, иккӗмӗш вырӑна Патӑрьел шкулӗнче 7-мӗш класра вӗренекен Людмила Петрова тухрӗ. «Шевле-2009» конкурсра Первомайски шкулӗнче 9-мӗш класра вӗренекен Елена Николаевӑран пултаруллӑраххи пулмарӗ.
Ҫак кунсенче Елчӗк районӗнчи Курнавӑшри ҫӗнетсе илемлетнӗ Культура керменӗнче (халӗ ӑна информаципе культура центрӗ теҫҫӗ) ялти шкулта вӗренекенсем пысӑк уява — Ҫӗр ӗҫченӗсен ҫулталӑкне халалланӑ фольклор фестивальне пуҫтарӑнчӗҫ.
Тӑван халӑх пултарулӑхӗ ҫав тери тӗрлӗ енлӗ та кӑсӑк. Авалтан килекен пуянлӑха — чӑвашсен ырӑ йӑли-йӗркине сцена ҫинче кӑтартса пама тӗллев тытрӗҫ те ӗнтӗ шкул ачисем. Курнавӑшри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем - В.Н.Воронова тата Н.Н.Круглова йӗркеленӗ уяв сценарийӗнче 1-10 классенче вӗренекенсем «Вӑйӑ», «Выртмара», «Ҫӑварни», «Сӗрен», «Сурхури» тата ытти уявсен тӗслӗхӗсемпе паллаштарчӗҫ. Сӑнарсене калӑпламашкӑн ачасен самай вӑй хума тиврӗ. Чӑвашсен ӗлӗкхи вӑхӑтри пултарулӑхӗ ҫамрӑк ӑрушӑн ҫӗнӗлӗх уҫниех: нумай япалана ялти ватӑсенчен ыйтса пӗлмелле, кӗнекесенче ҫырнисене тӗпчемелле, «асанне арчине» ухтарса пӑхмалла…Паллах, вырӑнти материалсене тӗпе хуни пӗлтерӗшлӗрех те кун пек чухне. Хамӑр таврари йӑла-йӗркене, мӑн асатте, мӑн асаннесен иртнӗ кун-ҫулне ас тутарать, вӗсене уяса пурӑнма хистет.
Шупашкар районӗнче кашни ҫулах технологипе олимпиадӑсем иртеҫҫӗ — шкул ачисем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартаҫҫӗ. Уйрӑмах Кӳкӗҫри пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан 1-мӗш шкул ачисем пултаруллӑ — ялан тенӗ пекех пӗрремӗш вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Паллах, ку вӗрентекенӗнчен те килет — Востриков Н.А. вара хӑй ӗҫне лайӑх пӗлет. Ак кӑҫалхи олимпиадӑра та пӗрремӗш вырӑна ун вӗренекенӗ Павлов Руслан йышӑнчӗ. 9-мӗш класра пӗлӳ пухакан ача алӑкум (прихожий) валли ӑсталанӑ «Чӑваш хӑмли» ятлӑ тӗкӗре конкурса тӑратнӑ пулнӑ. Ун ӗҫӗ чӑнах та питӗ чаплӑ — пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ!
Халӗ ӗнтӗ Русланӑн Раҫҫей шайӗнчи олимпиадӑна хатӗрленмелле — ӑнӑҫу сунатпӑр!
«Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх ҫак кунсенче Красноармейски районӗнчи Упи шкулӗнче Нестор Янкас ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ литература каҫӗ иртнӗ. Уява Янкас премийӗн лауриачӗсем, Трак тӑрӑхӗнчи Шетмӗ Михали, Николай Ершов сӑвӑҫсем хутшӑннӑ.
Паллах, литература каҫӗ шкул ачисемсӗр иртмен — вӗсем пултаруллӑ сӑвӑҫӑн пурнӑҫӗпе паллаштарнӑ, унӑн сӑввисене пӑхмасӑр каласа панӑ. Унтан Упи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ҫавал» фольклор ушкӑнӗ «Ача-пӑча вӑййисем» программӑпа паллаштарнӑ.
Нестор Янкас 1909 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Красноармейски районне кӗрекен Янкасра ҫуралнӑ. Малтан пуҫламӑш шкулта, унтан Упири ултӑ ҫул веренмелли шкулта, каярахпа Ҫерпӳри икӗ сыпӑклӑ шкулта вереннӗ. 1928 ҫулта Шупашкарти типографи ҫумӗнчи ФЗО шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, типографире наборщикре ӗслеме тытӑннӑ.
Эрнекун, раштавӑн 19-мӗшӗнче, Ҫатра-Лапсарти пӗтӗмешле пӗлӳ паракан тӗп шкулта ачасемшӗн асӑмра юлмалли мероприяти иртрӗ, вӗренекенсемпе ача-пӑча ҫыравҫи Ева Николевна Лисина тӗл пулчӗ.
Паллӑ ҫыравҫӑ хӑйӗн пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ, кулленхи пурнӑҫ ҫинчен каласа пачӗ. Ачасем тӗлпулӑва лайӑх хатӗрленнӗ — Ева Николаевнӑн пултарулӑхӗпе паллашнӑ, пӗр калавне ушкӑнпа вуланӑ. Ҫыравҫӑ ачасене уйрӑмах тӑван чӗлхене упрамалла терӗ. Тӗлпулу лайӑх иртрӗ, пурте кӑмӑллӑ юлчӗҫ — ачасем те, ҫыравҫӑ та.
Мероприяти хыҫҫӑн Ева Николаевна шкул музейӗпе паллашрӗ — ӑна унта питӗ килӗшрӗ, уйрӑмах, авалхи япаласем пурри кӑмӑла кайрӗ.
Шӑматкун, раштавӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче чӑвашла фантастика хайлавӗсем пичетленме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысларӑмӑр! Пӗрлех тата тепӗр икӗ конкурс ҫӗнтерӳҫисене хисеп хучӗсене пачӗҫ. Кашни ҫӗнтерӳҫӗ ҫавӑн пекех К.Ивановӑн «Нарспи» поэмипе нумаях пулмасть кӑларнӑ ҫӗнӗ азбукӑна тивӗҫрӗҫ. Эпир, хамӑр енчен, фантастикӑпа фэнтези конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене сӑнӳкерчӗксем парнелерӗмӗр. Пӗрремӗш вырӑн йышӑннисене — 60х40 пысӑкӑшшине, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑна тухнисене — 30х20 пысӑкӑшшине.
Чуслава вӗрентӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ Петрова Светлана Владимировна, ҫав министрествӑн специалисчӗ Инесса Владимировна Ядранская, чӑваш чӗлхи кафедрин пуҫлӑхӗ Евдокия Александровна Андреева, паллӑ ҫыравҫӑ Юхма Мишши, инҫет вӗрентӳ центрӗн ертӳҫи, электронлӑ пособисен авторӗ Владимир Андреев, вӗрентӳ институчӗн чӑваш чӗлхипе литература кафедрин доценчӗ Юрий Михайлович Виноградов хутшӑнчӗҫ.
Раштавӑн 19-мӗшӗнче Шупашкарти 54-мӗш шкулта (139-мӗш стр. дивизи урамӗ, 14 ҫурт) «Шкул ачи валли хатӗрленӗ чи тутлӑ апат» ятлӑ конкурс иртӗ — тӗрлӗ организацисем, усламҫӑсем хӑйсен апат пӗҫерес ӑсталӑхне кӑтартӗҫ.
Ҫӗнтерӳсене ҫак номинацисенче палӑртӗҫ: «Шкул ачи валли хатӗрленӗ чи тутлӑ та паха ирхи апат», «Шкул ачи валли хатӗрленӗ чи тутлӑ десерт», «Шкул ачи валли хатӗрленӗ чи витаминлӑ апат», «Шкул ачи валли хатӗрленӗ чи тутлӑ пылак шӗвек», «Шкул ачи валли хатӗрленӗ чи тутлӑ кукӑль».
Пӗрремӗш вырӑнсене йышӑннисене дипломсемпе парнесем парӗҫ.
Шӑматкун, раштавӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче 10 сехетре эпир ирттернӗ чӑвашла фантастика хайлавӗсем пичетленме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс ҫӗнтерӳҫисене чыслӑпӑр! Камӑн килсе курас кӑмӑл пур — килме пултаратӑр! Чыслав чӑваш чӗлхи кафедринче иртӗ.
Тепӗр хут асаилтерер: ку конкурса пире ирттерме Чӑваш Республикин вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министeрстви, чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ, Юхма Мишши ертсе пыракан ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗ, «Тантӑш» хаҫат редакцийӗ пулӑшрӗҫ. Ӗҫсене чӳкӗн 15-мӗшӗччен йышӑнтӑмӑр, раштавӑн 5-мӗшӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӑмӑр.
Пирӗн енчи парнесемсӗр пуҫне ыттисем те хӑйсен парнисене парӗҫ.
Чӑвашла фантастика хайлавӗсем пичетленме пуҫланӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ конкурс вӗҫленчӗ — ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртрӑмӑр. Тӳрех калам, Вӗрентӳ министерстви сайтӗнче пелтернӗ хыпарта тӗрӗс марри пур — чи лайӑх фантастсем Штанаш шкулӗнче вӗренмеҫҫӗ. Унти вӗренекенсем те чаплӑ, анчах та Вӑрмар районне кӗрекен Чупайри тӗп шкулпа Пучинкери пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкула (Йӗпреҫ районӗ) ҫӳрекен ачасен хайлавӗсем пирӗн шутпа чаплӑрах. Штанаш шкул ачисен хайлавӗ вара вулавҫӑсене ытларах килӗшнӗ. Хайлавӗ интереслӗ пулнӑран пулӗ — унпа чылайӑшӗ паллашрӗҫ. Сире те интереслӗ пулсан вӑл «Иртнӗ ӗмӗрте пулса куртӑмӑр» ятлӑ. Ҫырасса ӑна ушкӑнпа ҫырнӑ — ҫак ачасем тӑрмашнӑ: Андреев Александр, Лобова Ирина, Ильина Екатерина, Коннова Алевтина, Семенова Ксения, Соловьева Наталия, Сатлайкина Ирина, Софронов Николай.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |