Чӳк уйӑхӗн 15–17-мӗшӗсенче Белгород хулинче ветерансен «Поединки хоров» (чӑв. Хорсен тупӑшӑвӗ) Раҫҫейри II конкурсӗ иртмелле. Унта пирӗн республикӑран кам каяссине ыран палӑртӗҫ.
Юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 10 сехетре, «Ҫирӗп пирӗн ҫунатсем!» республикӑри фестиваль-конкурсӗ пулать. Унта хутшӑнакансен икӗ хайлав шӑрантармалла. Вӗсенчен пӗри чӑвашла пулмалла. Кун пирки Чӑваш Енӗн Культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-служби пӗлтерет.
Конкурса хутшӑнакансене «Вокал», «Фольклор пултарулӑхӗ», «Театр жанрӗ», «Инструмент музыки», «Хореографи», «Илемлӗ сӑмах» номинацисемпе хаклӗҫ.
Белгорода кайма тивӗҫ ветерансен хорне палӑртмалли республикӑри фестиваль Шупашкарта, Трактор тӑвакансен культура керменӗнче, иртӗ.
Тӗмен облаҫӗнчи чӑвашсен «Тӑван» ассоциацийӗн йышӗнчи хастарсенчен пӗрне, Геннадий Афанасьев поэта, сӑвӑ кӗнеки пичетлесе кӑларма вӑл тӑрӑхри чӑвашсен пӗрлӗхӗ тата облаҫ Думин депутачӗ Артем Зайцев (вӑл та чӑваш) пулӑшӗ. Ку хыпара «Хыпар» издательство ҫуртне ассоциаци ертӳҫи Ираида Маслова пӗлтернӗ.
Геннадий Афанасьев Тутарстанра ҫуралса ӳснӗ чӑваш иккен. Анчах вӑл Ҫурҫӗрте ӗҫлесе пурӑннӑ. Пӗлтӗр поэт Тӗмене куҫса пынӑ. Сӑввисене вырӑсла ҫырать. Хальлӗхе унӑн пӗр кӗнеке пичетленнӗ те иккен. Иккӗмӗшне кун ҫути кӑтартма «Тӑван» ассоциаци тата Тӗмен облаҫӗн Думин депутачӗ Артем Зайцев чӑваш пулӑшӗ.
Геннадий Афанасьев вырӑнти чӑвашсен ассоциацийӗ Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ячӗпе вырӑнти хастарсене пухса ирттернӗ уявра аякри ватӑ йӑхташӑмӑрсене хай ҫырнӑ сӑввипе саламланӑ.
Кӗнеке ҫӳлӗкӗ
Вулакансем тӑтӑшах ыйтнине шута хурса Чӑваш кӗнеке издательстви «Чӑваш пилӗсемпе кӗллисем» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ (Шупашар, 2017. Редакторӗ В.Н.Алексеев. — 366 ен). Халӑх пилӗсемпе кӗллисем пӗрремӗш хут «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ» ярӑмпа 2005 ҫулта пин ҫурӑ шутпа тухнӑччӗ. Вӑл академилле кӑларӑм пулсан та, ҫулталӑкранах сутӑнса пӗтнӗ-мӗн.
«Чӑваш пилӗсемпе кӗллисем» кӗнекене ку хутӗнче пӗчӗкрех калӑппа, кӗскетсе, ҫӗнетсе, тирпейлӗ пичетленӗ. «Чӑваш халӑхӗн тӗнӗ-ӗненӗвӗ – чи авалхи йӑла-йӗркесенчен упранса юлнӑ еткерлӗх. Ӑна таптаса, кӑкласа, пӗтерсе пынӑ пулсан та, вӑл хӑйӗн ҫирӗп никӗсне паян кунчченех тӗрӗс-тӗкел тытса тӑрать», — тенӗ кӗнеке пуҫламӑшӗнче. Ача-пӑча шыва кӗрес умӗн калакан ансат сӑмахсене, пысӑк ӗҫ умӗн вӑйпитти ҫын ҫутҫанталӑкран ӳт-пӳ ҫӑмӑллӑхне ыйтнине, ваттисем яш-кӗрӗме туйра пилленине, уявра-ӗҫкӗре ҫӑкӑр касса пичке пуҫланине, салтака е вӗренме каякана ырӑ сунса ӑсатнине, несӗл пуҫӗсене асӑнса хывнӑ кӗлӗсене пирӗнтен нумайӑшӗ илтме пултарнӑ.
Ӗмӗрсен аваллӑхӗнче ҫуралнӑ сӑмахлӑхран халӑха ХХI ӗмӗрте кирли мӗн юлма пултарнӑ-ши.
«Чӑваш эстрада юррисенчен тӗлӗнсе каятӑп: хӑш юрра кӑна ямастӑн — пӗр тӗрлӗ тӑнкӑр-тӑнкӑр кӗвӗ... Пӗр ҫыракан пурин валли те кӗвӗсем шаплатарать кӑна. Ҫакӑн пек кӗвӗсем 90-мӗш ҫулсенченех пыраҫҫӗ... Юрлаканнисем лайӑх юрлаҫҫӗ, сассисем те пур - лӗпӗр- лӗпӗр мусӑкки пӗтерет... Ҫавӑнпа чӑваш эстрадин аталанӑвӗ ҫук», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Чӗмпӗр тӑрӑхӗнче пурӑнакан Микулай Павловский.
Микулай Павловский шухӑшне аталантарса теприсем сӑвӑ пахалӑхне те, юрлас ӑсталӑха та хурлассӑн туйӑнать. Мӗнех, кашнин хӑйӗн шухӑшӗ тейӗпӗр те лӑпланӑпӑр.
Чӑваш Республикин гербне ӳкернӗ туалет хучӗ сутнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ҫак гигиена хатӗрне туса кӑларакан предприятие Мускав облаҫӗнче регистрациленӗ. Хӑйӗн бренчӗ валли логотип шухӑшласа кӑларнӑ. Ҫуралнӑ тӑрӑхне юратнӑран хӗрарӑм хӑйӗн продукцийӗ ҫине ӳкернӗ Кузьӑна чӑваш гербӗллӗ футболка тӑхӑнтарнӑ.
«Хыпар» издательство ҫурчӗ Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министерствипе ҫыхӑннӑ. Унтисем туалет хучӗ ҫинчи чӑваш элемӗсене Геральдика комиссийӗ пӑхса тухассине пӗлтернӗ. Кунсӑр пуҫне ведомство производителе Чӑваш Республикинчи Геральдика комиссийӗнчен ятарлӑ ирӗк илме сӗнсе ҫыру янине каланӑ. Туалет хутне кӑларакан предприяти ертӳҫи Марина Петровна ун пек сӗнӳ вӗсем патне хальлӗхе ҫитменнине ӗнентернӗ.
Чӑваш Енре ҫитес ҫул наци кӗнекин фестивальне анлӑн ирттересшӗн. Кун пирки ӗнер республикӑн Информаци политикин, массӑллӑ коммуникацин министерствинче иртнӗ канашлура сӑмах хускатнӑ.
Социаллӑ пӗлтерӗшлӗ литература кӑларас енӗпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвне Александр Иванов министр ертсе пынӑ.
Ларура тухса калаҫнӑ Чӑваш кӗнеке издательствин пуҫлӑхӗ Валерий Комиссаров хӑйсен ӗҫпе кӗскен паллаштарнӑ. Кӑҫал тухнӑ кӗнекесенчен вӑл тӗслӗх вырӑнне «Чувашская Республика. Книга памяти жертв политических репрессий, т. 3», «Братья Турхан: личности и время» (вӑл «Замечательные люди Чувашии» ярӑмпа пичетленнӗ), Николай Терентьевӑн суйласа илнӗ хайлавӗсене илсе кӑтартнӑ.
2017 ҫулхи социаллӑ пӗлтерӗшлӗ литературӑн тематика планне 45 кӗнеке кӗртнӗ, вӗсенчен 31-шӗ — чӑвашла.
Чӑваш Ене килекен туризмсене наци ҫимӗҫӗпе сӑйлас ыйтӑва ӗнер Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӗн, суту-илӗвӗн министерствинче сӳтсе явнӑ. Унта Шупашкарти обществӑлла апатлану предприятийӗсен пуҫлӑхӗсем пуҫтарӑннӑ. Канашлура хускатнӑ ыйту — гастрономи туризмӗ.
Чӑваш Енре паян тӗрлӗ наци кухни пур. Ку вӑл питех те аван. Чи малтанах пирӗншӗн, чӑвашсемшӗн, темелле-тӗр. Ытти халӑхӑн ҫимӗҫӗпе сӑйланса вӗсене хаклама пултаратпӑр. Анчах мӗншӗн пирӗн, чӑвашсен, хамӑрӑн ҫимӗҫе туллин сӗнес мар. Нишлӗ мар вӗт халӑхӑмӑрпа пирӗн апат-ҫимӗҫӗмӗр: аш-пӑшран хатӗрлекен ҫимӗҫе кӑмӑллакансем валли шӑрттан, шӳрпе пур; кукӑль-ҫӑмах юратсан — хуплу, хуран кукли...
Шупашкарти кафесемпе ресторансен хуҫисем наци апат-ҫимӗҫне хатӗрлеме пуҫличчен туроператорсемпе калаҫса татӑласшӑн. Ара, лешсем туристсене хайсем патне илсе пырсан аван-ҫке.
Обществӑлла апатлану предприятийӗсенче чӑваш наци апат-ҫимӗҫӗ кирлех тенӗ май меню пуянлӑхӗ, хӑш-пӗр апат-ҫимӗҫе хальхи вӑхӑт ыйтнине кура ҫӗнетесси пирки те сӑмах хускатнӑ. Тата, паллах, хаксене те ирӗке яма кирлӗ мар. Килен-каяна ӑш пиллӗн йышӑнни те пӗлтерӗшлӗ.
Йошкар-Олана хӑнана килсен ҫӗршывӑмӑр пуҫлӑхӗ Владимир Путин наци чӗлхисене вӗрентесси пирки питӗ тавлашуллӑ хурав пачӗ. Имӗш наци чӗлхисене ирӗксӗрлесе вӗрентме кирлӗ мар (ку утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулса иртсеччӗ). Ку ҫеҫ те мар, кун хыҫҫӑн вӑл ҫурла уйӑхӗн вӗҫнелле прокуратурӑна тӗрӗслев ирттерме хушнӑччӗ — наци чӗлхисене вӗрентнӗ чухне йӗрке пӑсни пур-и е ҫук? Ку ӗҫе вӗсен раштав уйӑхӗччен туса ирттермелле, пӗтӗмлетӳ туса ҫӗршыв ертӳҫине пӗлтермелле.
Хальхи вӑхӑтра шкулсенче чӑн та мӗн кӑна вӗренмеҫҫӗ пуль ачасем. Анчах ашшӗ-амӑшне чи вӗчӗрхентерекенни вӗсенчен — наци чӗлхисем. Вӗсен шухӑшӗпе, имӗш, ачасене «пустуй нушалантараҫҫӗ». Акӑлчан чӗлхине те, нимӗҫ чӗлхине те, хрантсус чӗлхине те вӗрентеҫҫӗ-ха. Ирӗксӗрлесех. Анчах вӗсен тӗлӗшпе ҫав ашшӗ-амӑшӗсен нихҫан та темшӗн вӗчӗрхенӳ туйӑмӗ ҫуралмасть. Сӑмахран, нимӗҫ чӗлхи вӗренекене вӑл пӗлӳ хӑҫан та пулин кирлӗ пуласси питӗ ыйтуллӑ. Анчах вӗрентеҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗ хирӗҫ тӑмасть. Физика, математика, тригонометри… Ку йыша тӑсма та пулать. Пурне те ирӗксӗрлесе вӗрентеҫҫӗ.
Тутарстан Республикинчи Чӑвашсен наци культурин автономийӗн ертӳҫи, Тутарстан Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Дмитрий Самаренкин Чӑваш Енри культура учрежденийӗсемпе паллашнӑ.
Дмитрий Самаренкинпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та тӗл пулнӑ. Ертӳҫӗсем чӑвашсене ҫутта кӑлараканӑмӑр, паллӑ ӑсчах Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине асӑнса ирттерекен мероприятисем пирки канашланӑ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвасси пирки сӳтсе явнӑ.
Республикӑн культура, наци ӗҫӗсен, архив ӗҫӗсен министрӗпе хӑна Чӑваш тӗррин музейне ҫитсе курнӑ. Унти экспонатсемпе паллашнӑ май Тутарстан хӑни музей йӗркеленине пысӑка хурса хакланӑ. Раҫҫей халӑх художникӗн Ревель Федоровӑн ӗҫӗсем уйрӑмах килӗшнӗ ӑна. Чӑваш наци музейӗнче те пулнӑ вӑл.
Тукай ялӗнче пурӑнакансем этнокультура паркне хута ярассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Ял ҫыннисем ӑна хӑйсен пуҫарӑвӗпе хӑпартаҫҫӗ. Хальлӗхе унта саксем, видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ.
Тукайсем малтан парк вырӑнне карта тытса ҫаврӑннӑ, унтан сцена туса лартнӑ, ҫӑла юсанӑ. Парк варринче ҫынсем юпасем лартнӑ, хӳшӗ туса лартнӑ, сӗтел, саксем вырнаҫтарнӑ.
Этнопарка тума вырӑнти администраци те пулӑшнӑ. Тӳре-шара «Санӑн яту – санӑн тымарусенче» проект хатӗрлесе 990 пин тенкӗлӗх грант ҫӗнсе илнӗ. Ял ҫыннисем парка ҫӑвӗпех хӑтлӑлатнӑ. Халӗ унта ача-пӑча лапамне хута ярас ӗҫ кӑл-кал пырать.
Тукайсем ҫанӑ тавӑрса тӑрӑшсан кӗҫех этнопарк ӗҫлеме тытӑнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Абашев Владимир Никифорович, чӑваш литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ вилнӗ. | ||
| Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |