Паян республикӑн Наци вулавӑшӗнче С.В. Щербаковӑн «Государственные символы Чувашской Республики: история создания, проекты, документы и материалы» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш патшалӑх кӗнеке издательстви тата наци вулавӑшӗ пӗрле пулса йӗркелерӗҫ. Мероприятие тӗрлӗ шайри тӳре-шара тата тӑван халӑхӑмӑр пуянлӑхне куҫ шӑрҫине упранӑ евӗр упрасшӑн ҫунакан хастарсем, студентсем пуҫтарӑнчӗҫ.
Республикӑн хальхи вӑхӑтри символӗсем юлашки икӗ вунӑ теҫетке ҫулта Чӑваш Енӗн пуянлӑхӗ пулса тӑма ӗлкӗрчӗҫ. Шӑпах ҫавсене халалласа кӑларнӑ та кӗнекене. Хӑтлава хутшӑннӑ гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн пуҫлӑхӗ Юрий Исаев кӑларӑмӑн авторне тӑрӑшулӑхшӑн тав тунӑ май ку ӗҫе малашне сарса-анлӑлатса пырассине палӑртса хӑварчӗ. Щербаков ырӑ ӗҫ тунине Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн ертӳҫи Анатолий Ухтияров та каларӗ. Ӗҫе вӑл тӗплӗ тесе пахаларӗ.
Хӑтлава хутшӑннӑ ытти ҫын та кӗнеке авторӗн пуҫарӑвне пысӑка хурса хакларӗ.
Мускавра нумаях пулмасть Геннадий Айхин халиччен пичетлемен сӑввисене хӑтланӑ. «Расположение счастья» кӗнекере кун ҫути курнӑскерсем унччен нихӑҫан та пичетленмен. Поэт архивӗчен вӗсене пухса тата ҫӗнетсе кӑлараканӗсем — Наталия Азаровапа Татьяна Граузӗ Вӗсемех кӗнеке хӑтлавӗ вӑхӑтӗнче Айхин сӑввисене вуланӑ.
Кӗнеке хӑтлавне поэтӑн тусӗ пулнисем, литераторсем тата сӑвӑҫӑн пултарулӑхне пысӑка хурса хаклакансем пуҫтарӑннӑ. Геннадий Айхи ҫинчен тус тата поэт евӗр, тӗслӗхрен, Игорь Макаревич художник каласа кӑтартнӑ. Сӑвӑҫа халалланӑ ӗҫӗсене те кӑтартнӑ вӑл унта. Акварельпе ӳкернӗскерсем поэта чӗрӗ евӗр сӑнлаҫҫӗ иккен. Айхин сӑнӳкерчӗкӗсене те илсе пынӑ.
Хӑтлава поэтӑн ывӑлӗ Алексей Айхи хӑйӗн «4'33» ушкӑнӗпе пырса ҫитнӗ. Вӑл ашшӗн темиҫе сӑввине кӗвӗленине пӗлтернӗ. Ачалӑхри хӑш-пӗр саманта та аса илнӗ. Ашшӗн савӑнӑҫлӑ та тиркевлӗ сӑввисене итленӗ май ӑна хӑй валли тепӗр енчен уҫнине те пытарман вӑл.
Кӗнеке хӑтлавне Чӑваш Енӗн Раҫҫей Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков хутшӑннӑ.
Паян вара Айхине асӑнса Мускаври Пултарулӑх ҫуртӗнче кӗнеке хӑтлавӗ иртмелле.
Юпан 21-мӗшӗнче Шупашкарти Наци вулавӑшӗнче Тутар Республикинчи ЧНКА ҫумӗнчи Чӑваш писательсен пӗрлӗхӗн председателӗ Николай Сорокинӑн виҫӗ томлӑ «Вечная Волга» романӗн хӑтлавӗ пулать. Сумлӑ мероприяти умӗн «Сувар» вулаканӗсене автор хӑйӗнпе те, романпа та ҫывӑхрах паллаштарасшӑн.
Николай Сорокин Теччӗ районӗнчи Аслӑ Ӑнӑ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хусанта 8 ҫул «Советская Татария» хаҫатра ӗҫленӗ, унтан 37 ҫул ытла ИТАР-ТАСС-ра, халичченех ӗҫленӗ. Ҫав вӑхӑтрах Хусанти радиора «Атте-анне сассисем» ятлӑ чӑваш кӑларӑмӗсене пуҫарса янӑ, унтан «Сувар» хаҫата, «Шурӑмпуҫ» журнала уҫса 6 ҫул тӗп редактор пулса ӗҫленӗ. Хусан историйӗнче пирвайхи хут чӑваш чиркӗвне Параскева Пятница ятлине уҫнӑ.
Ҫав хушӑрах, укҫа ҫитменнипе-тӗр, кӗнекесем ҫырма тытӑннӑ. Малтан очерк пуххисем — «Рабочие династии», «Нижнекамский репортаж», «Над шишкинским бором рассвет» — тухнӑ, унтан повеҫсем: «Колесо жизни», «Купец с КАМАЗа», «Купцы новой России». Пӗлтӗр ӑна тата Тутарстанри чӑваш ҫыравҫисен пӗрлешӗвӗн ертӳҫине суйланӑ.
Хусанта Тутар Республикин Писательсен союзӗн Г. Тукай ячӗллӗ клубӗнче тутарсен паллӑ поэчӗн, Совет Союзӗн Геройӗн Муса Джалилӗн нумаях пулмасть Шупашкарта чӑвашла кун ҫути курнӑ «Моабит тетрачӗсем» кӗнекин хӑтлавӗ иртнӗ. Кун пирки «Хыпар» хаҫат пӗлтерет.
Поэзи тата икӗ халӑхӑн туслӑх уявне Чӑваш халӑх поэчӗ, ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ Порфирий Афанасьев, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Ҫеҫпӗл Мишши премийӗн лауреачӗ Раиса Сарпи, «Моабит тетрачӗсен» тулли вариантне (1956 ҫулта кӗнекене кӗскетсе пичетленӗччӗ) чӑвашла куҫарнӑ Валери Туркай хутшӑннӑ.
Чӑваш Ен хӑнисене Тутар Республикин Писательсен союзӗн правленийӗн председателӗ Рафис Курбанов, Тутарстанри Чӑваш наци культура автономийӗн ертӳҫи Константин Яковлев, Тутар халӑх поэчӗ, Раҫҫей тата Тутарстан Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Ренат Харис, Тутартсан Ӑслӑлӑхсен академийӗн вице-президенчӗ Джавдат Сулейманов профессор тата ыттисем кӗтсе илнӗ. Вӗсем Туркай ӗҫне пысӑка хурса хакланӑ-мӗн.
Паян Чӑваш наци вулавӑшӗнче Евгений Турханӑн ҫӗнӗ кӗнекине — «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» ятлине — хӑтларӗҫ. Мероприяти 15:00 сехетре пуҫланчӗ.
Романри ӗҫсем XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пулса иртеҫҫӗ. Тӗп харкамҫӑсен сӑнарӗсем урлӑ автор вӑл вӑхӑтри хресченсен пӑлхавне кӑтартса парать. Романра чӑнлӑх тӗпренчӗкӗсем те пур — автор хайлава ашшӗпе аслашшӗ каласа панисене тӗпе хурса ҫырнӑ. Евгений Турхан пӗр кӗнекепе ҫырлахасшӑн мар, иккӗмӗшне те хатӗрлеме пуҫланӑ.
Хӑтлава ҫыравҫӑсем, чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, Хусанти юлташӗсем килнӗччӗ. Мероприятие пухӑннисем пурте тенӗ пекех ҫӗнӗ кӗнекене те авторне те мухтарӗҫ.
Паян Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Геннадий Айхин чӑвашла ҫырнӑ сӑввисене акӑлчанла: шведла тата норвег чӗлхи ҫине куҫарнӑ «Ултӑ сӑвӑ» кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ.
Айхин вырӑсла сӑввисене 50 ытла чӗлхене куҫарнӑ-ха. Нумаях пулмасть унӑн чӑвашла хайлавӗсене те урӑх чӗлхесене куҫарма тытӑннӑ. Шведла куҫарас шухӑша Микаэль Нюдаль тӑлмач тытнӑ. Вӑл сӗннипе ултӑ сӑвва акӑлчанла (куҫаруҫи — Питер Франс), норвегла (Гуннар Вэрнесс) куҫарнӑ. Айхин сӑввин оригиналӗсене тата куҫарӑвӗсене уйрӑм кӗнекепе кун ҫути кӑтартнӑ.
Шупашкарта иртнӗ хӑтлава Микаэль Нюдаль, Питер Франс, Анника Бекстрӑм тӑлмачсем, Гуннар Вэрнесс поэт килсе ҫитнӗ. Мероприятие поэтӑн йӑмӑкӗ, ҫыравҫӑ тата куҫаруҫӑ Ева Лисина, Атнер Хусанкай литературовед тата критик, Борис Чиндыков драматург, публицист, тӑлмач тата ыттисем хутшӑннӑ.
Ҫурлан 22-мӗшӗнче, 16 сехетре, К. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Геннадин Айхин «Ҫырнисен пуххи» кӗнекен 3-мӗш томӗн хӑтлавӗ иртӗ. Ҫав кунах унта «Геннадий Айхин литературӑри ҫулҫӳревӗ» курав уҫӑлмалла.
«Ҫырнисен пуххин» малтанхи икӗ томӗ 2008 тата 2009 ҫулсенче пичетленнӗ. Унта поэтӑн тӗрлӗ ҫулта чӑвашла ҫырнӑ хайлавӗсем, вырӑсларан тата хрантсусларан вӑл куҫарнисем кӗнӗ.
Хальхи юбилей дати тӗлне (аса илтеретпӗр, Айхи ҫуралнӑранпа ыран 80 ҫул ҫитет) Чвӑаш кӗнеке издательстви 20 ытла чӗлхерен айхи чӑвашла куҫарнисене пухса кӗнеке кӑларнӑ. Унта хрантсус, венгр, швед, Шотланди, Австри, Польша, Болгари авторӗсен хайлавӗсем кун ҫути курнӑ.
Курава вара Айхи тухса калаҫнисенчен, унӑн вулавӗсенчен, кӗнеке хӑтлавӗсенчен пухнӑ материалсем тӑрӑх йӗркелӗҫ. Унта поэт ют ҫӗршыва пуҫласа тухса кайнӑ самантран пуҫласа юлашки литература ҫулҫӳревӗ таранах вырӑн памалла.
Курава Айхин япалисене те, вӗсене ӑна вӑл ют ҫӗршывсенче пулнӑ чухне парнеленӗ, вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ҫав шутра Париж художникӗн Николай Дронниковӑн алӑпа ӑсталанӑ веерӗ те пур.
Паян 15 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗнче турккӑ чӗлхеҫисен — Эмине Йылмазпа Фейзи Эрсойӑн — ӑслӑлӑх кӗнекисен хӑтлавӗ иртрӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин кӗнеке палати, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ тата ыттисем тӑрӑшнипе йӗркеленӗ. Хӑтлавра турккӑ ӑсчахӗсемпе те паллашма май пулчӗ.
Мероприятие институт директорӗ Юрий Николаевич Исаев ертсе пычӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче Лев Пантелеймонович Кураков, Виталий Петрович Иванов, Николай Егорович Егоров, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Валерий Туркай, Юрий Сементер тата ыттисем пулчӗҫ. Паллах, Турцирен килнӗ хӑнасем те сӑмах каларӗҫ — Эмине Йылмаз та, Фейзи Эрсой та хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе тӑлмач пулӑшӑвӗсӗр чӑвашла паллаштарчӗҫ.
Мероприятире турккӑсемпе чӑвашсем хушшинчи туслӑха ҫирӗплетмелли пирки, чӑваш чӗлхине лайӑхрах тӗпчемелли пирки сӑмах хускатрӗҫ. Турккӑ ӑсчахӗсем пирӗн чӗлхене епле тӗпчени пирки те чарӑнса тӑчӗҫ. Юрий Сементер хӑйӗн сӑмахӗнче турккӑ поэчӗсен сӑввисене чӑвашла куҫарма пуҫлани пирки пӗлтерчӗ, ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулса иртсен, тен, кӗнекен те кӑларма май пулӗ терӗ.
Чӑваш Енӗн геопорталӗ. Мӗнлерех-ха вӑл? Унӑн усси мӗнре? Ҫак тата ытти пирки «Регионсем — чикӗсӗр хутшӑну» регионсем хушшинчи курава хутшӑнакансене тӗплӗн каласа кӑтартма палӑртнӑ.
2013 ҫулта хута янӑ проекта республикӑн Информаци политики министерстви хӑтлӗ. Геопорталпа епле усӑ курмаллине те ӑнлантарса парӗҫ. Курав ҫак уйӑхӑн 18–22-мӗшӗсенче Шупашкарта ӗҫлӗ.
Геопортал патне таврӑнсан, унта республика территорийӗнчи мӗнпур объект пирки информацие вырнаҫтарнӑ. Интерактивлӑ картта ҫинче республикӑри патшалӑх учрежеднийӗсене, культура эткерлӗхӗн объекчӗсене, массӑллӑ информаци хатӗрӗсене, ирӗклӗ ҫӗр лаптӑкӗсене, инвестици лапамӗсене кӑтартнӑ.
Асӑннӑ экспозиципе пӗрлех ытти IT-проектсемпе те паллашма май килӗ. Сӑмахран, «ГИС ЖКХ-Регион» ятлине тата патшалӑх вӑрттӑнлӑхне упрама вӗрентекен информацие.
Ӗнер, ҫӑвӑн 24-мӗшӗнче, Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Ҫӑлтӑрпа ҫуралнӑ ӗмӗт» кӗнекен хӑтлавӗ тата «Чӑваш ачи, сасуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӗнче ҫӗнтернисене чысласси пулчӗ.
Кӗнеке пирки ӑна пухса кӑлараканӗ Николай Плотников, редакторӗ Алина Сосаева тата ыттисем — шкул ачисем те, вӗрентекенсем те — тухса калаҫрӗҫ. Паллах, кашни автора эпир тин ҫеҫ тухнӑ кӗнекене парнелерӗмӗр.
«Чӑваш ачи, сассуна пар!» конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене темиҫе парне кӗтрӗ — паллӑ сӑвӑҫсен сӑнӗсем (вӗсене чӑваш чӗлхипе литературин класӗнче ҫакма меллӗ тесе шутларӑмӑр) тата Чӑваш халӑх сайчӗ пухса кӑларнӑ кӗнекесенчен пӗри. Паллах, Хисеп хучӗсемпе тивӗҫтермесӗр пултараймарӑмӑр. Уява уйрӑмах сӑвӑ калакансем илем кӳчӗҫ — пӗчӗккисем те аслӑрах класрисем те.
Юрӑ-ташӑпа вара Чӑваш патшалӑх филармонийӗ ҫумӗнчи «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ансамблӗ савӑнтарчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (17.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Курак Иван Игнатьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Яковлев Константин Геннадьевич, Тутарстанри ЧНКА ертӳҫи ҫуралнӑ. | ||
| Айзман Николай Спиридонович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |