Чӑваш патшалӑх электрон тата кинодокументаци архивӗнче «Литераторы Чувашии — наши современники» мультимедильлӗ кӑларӑма хӑтланӑ. Ӑна республикӑри поэтсемпе ҫыравҫӑсене халалланӑ.
Мультимедильлӗ кӑларӑма Раҫҫейри литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа кӑларнӑ. Электронлӑ кӑларӑм темиҫе пайран тӑрать. Унта ҫыравҫӑсене биографийӗсем, вӗсен пултарулӑхӗпе пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартакан сӑнӳкерчксем, видеоинтервьюн саманчӗсем кӗнӗ. Унта вӗсем литература ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа кӑтартаҫҫӗ, хальхи чӑваш прозипе поэзийӗ тавра шухӑшлаҫҫӗ, «Нарспи» поэмӑн сыпӑкне вулаҫҫӗ, малашнехи планӗсемпе паллаштараҫҫӗ.
Кӑларӑма республикӑри паллӑ 10 поэтпа ҫыравҫӑ кӗнӗ. Ӑна 2015 ҫул пуҫламӑшӗнчех хатӗрлеме тытӑннӑ.
Авӑнӑн 15-мӗшӗнче Наци вулавӑшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче ҫуралса ӳснӗ чӑваш поэчӗн Микулай Мӑскалӑн пултарулӑх куҫӗ иртет.
Микулай Мӑскал — пултаруллӑ поэт, ЧР Писательсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, А.Талвир, А.Канаш премийӗсен лауреачӗ. Вӑл — ветеринари ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент.
Микулай Мӑскал пӗрремӗш сӑввисене район хаҫатӗнче пичетленӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем Вӑрнар район хаҫатӗнче, Шупашкарти хуҫатсемпе журналсенче кун ҫути курнӑ. Вӑл — темиҫе кӗнеке авторӗ: «Ӑнсӑртран вӑраннӑ туйӑм», «Халал сӑввисем», «Кӗрхи парнесем» тата ыттисем. Хӑш-пӗр сӑввисене юрра хывнӑ.
Пултарулӑх каҫӗнче Микулай Мӑскал «Мелодии Прицивилья» ҫӗнӗ кӗнекине хӑтлӗ. Вӑл хӑйсен тӑрӑхӗнчи поэзие пӗр кӗнекене пухма тӗллев лартнӑ. Кӗнекере 51 авторӑн биографийӗпе пултарулӑхӗ кӗнӗ.
Ҫак кунсенче Чӑваш кӗнеке издательствинче Микулай Мӑскалӑн вуннӑмӗш кӗнеки, «Кирушкапа Хураҫка» ятли, кун ҫути курнӑ. Пултарулӑх каҫӗ 2-мӗш хутра 15 сехетре иртӗ.
Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ЧР Наци вулавӑшӗнче «Чӑваш Енри литератури: вуламалли 100 кӗнеке» электрон хӑтлав иртнӗ. Акцие ЧР Культура министерстви пуҫарнипе Наци вулавӑшӗ йӗркеленӗ.
Ӑна Раҫҫейри Литература ҫулталӑкне тата Чӑваш Енри Константин Иванов ҫулталӑкне халалланӑ. Вӑл пулӑшнипе наци литературинчи чи лайӑх кӗнекесене палӑртаҫҫӗ, ӑна ыттисене вуласа тухма сӗнеҫҫӗ.
Кун валли ятарласа эксперт ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Ӑна Виталий Родионов профессор ертсе пырать. Ушкӑн тӗнче тетелӗнчи сасӑлава тишкернӗ, вуламалли чи лайӑх 100 кӗнекен списокне хатӗрленӗ.
Наци вулавӑшӗн ӗҫченӗсем кӗнекесене тӗнче тетелне куҫарас тӗллевпе пин-пин страницӑна сканер витӗр кӑларнӑ, темиҫе хут тӗрӗсленӗ. Авӑнӑн 1-мӗшӗ тӗлне электрон пухмача ЧР Наци вулавӑшӗн сайтне вырнаҫтарнӑ. Ҫапла кашниех килтен тухмасӑрах чӑваш литературинчи чи лайах кӗнекесемпе паллашма пултарать. Вӗсемпе ЧР Наци вулавӑшӗн сайтӗнче паллашма май пур.
Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Лидия Филиппова сӑвӑҫ, журналист, публицист, республикӑн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫачӗн редакторӗ «Чун таппи» кӗнеке хӑтлавне ирттерет.
Лидия Ивановнӑн ӗҫ вырӑнне юриех кайран асӑнтӑм. Ытти ҫӗрте еплине пӗлместӗп те, анчах ӗҫтешӗсем умӗнче хӑй пуҫлӑх иккенне палӑртас йӑла ҫук унӑн. Лидия Филиппова, ман шутпа, чи малтанах, — сӑвӑҫ. Чунӗ ҫемҫе пулин те ҫирӗп вӑл, кӑмӑлӗ хуҫӑлсан та шӑмарса ҫӳремест, кӳрентерсен те ҫилле вӑрах тытмасть, такӑнмалли пулсан та пуҫне усмасть. Мана вӑл хӑш чухне мифологинчи Феникс кайӑкӑнах туйӑнать: хӑйне хӑй ҫунтарать те кайран кӑмрӑкран чӗрӗлсе тӑрать.
«Чун таппи» кӗнекене алла илсен ҫакӑнта эп калани чӑн пулнине вулакан хӑех ӑнланса илӗ. Унта — чун хӳхлевӗ. Унта — чун ыратӑвӗ. Унта — чун кӗрешӗвӗ. Унта — чун талпӑнӑвӗ. Унта — чун хӑвачӗ. Унта — чун таппи.
Кӗнеке хӑтлавӗ республикӑн Наци вулавӑшӗнче иртӗ. Хӑтлава Лидия Филиппова пултарулӑх анинчи чӗрӗк ӗмӗре халалласшӑн. Поэзи уявне ирттерме хастар хутшӑнакана автор «Чун таппине» парнелеме шантарать.
Республика кунӗнче йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, экономика канашлӑвӗ иртет. Кӑҫал та унта чылаййӑн пухӑннӑ. Унта Чӑваш Енӗн логотипне хӑтланӑ.
Логотипа республика ҫыннисем, тӗрлӗ специалистсем (тӗслӗхрен, дизайн, этнографи, истори тытӑмӗнчисем) хатӗрленӗ. Логотип ҫаврашка евӗр.
Мӗне пӗлтерет-ха ҫав ҫаврашка? Вӑл — пӗрлӗх, вӗҫӗ-хӗррисӗрлӗх. Ҫаврашка тӗрлӗ тӗслӗ. Кӑвакки шывпа ҫыхӑннӑ. Шыв Чӑваш Ен ландшафчӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ шутланать. Вӑлах тасалӑха палӑртакан тӳпене кӑтартать. Симӗс тӗс республикӑри ҫутҫанталӑк пурлӑхне уҫса парать.
Логотипӑн пайӗсем пӗр-пӗринпе пӗрлешмесен те вӑл пӗрлӗхе кӑтартать. Ҫак элементсем — чӑваш орнаменчӗн паллисем.
Ҫаврашка варринчи хӗвел вӑя, ӗмӗрлӗх ҫамрӑклӑха, пурнӑҫ вӑйне кӑтартать.
Логотипа Finjecto команин генеральнӑй директорӗ Антон Хреков кӑтартнӑ. Ку паллӑ Чӑваш Ене инвесторсене илӗртмелли май пулӗ.
Вырӑс ҫыравҫи Александр Пушкин ҫуралнӑ кун, ҫӗртме уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, республикӑра вырӑс чӗлхин пӗрремӗш уҫӑ фестивалӗ иртӗ.
Ун умӗн, ҫӗртмен 4-мӗшӗнче, техникум-колледжсенче, училищӗсенче вӗренекенсем тата вӗрентекенсем вырӑс чӗлхине мӗнле шайра пӗлнине тӗрӗслӗҫ. Фестивале хутшӑнакансене Раҫҫейри вырӑс тымарӗсене, вырӑс чӗлхин историне, хальхи правилӑсене мӗнле пӗлнине тӗрӗслӗҫ. Фестивальпе килӗшӳллӗн ҫавӑн пекех сӑвӑ вулакансен конкурсне ирттерӗҫ. Унта хутшӑнакансем Александр Пушкин поэзийӗн Ылтӑн фондӗнчи чи лайӑх сӑвӑсене халӑх умӗнче вулӗҫ.
Ҫавӑн пекех фестивальпе килӗшӳллӗн курав, конференци, видеохӑтлав йӗркелӗҫ. Мероприятисем Шупашкарти электромеханика колледжӗнче тата культура училищинче иртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене те унтах чыслӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ Марат Никитин режиссер пӗлтӗр кӗркунне Чӑваш Енре «Хорло» тулли метражлӑ фильм ӳкернӗ. Нумаях пулмасть ӑна Мускавра хӑтланӑ.
Унта Раҫҫей эстрада тата кино ҫӑлтӑрӗсем, шоу-бизнесменсем килнӗ. Ҫав йышра 2013 ҫулхи Раҫҫей чиперукӗ Анастасия Трусова та пулнӑ.
Марат Никитин режиссер пӗлтернӗ тӑрӑх, «Хорло» фильм Шупашкарта иртекен кинофестивале хутшӑнӗ.
Фильма кӗске вӑхӑтра ӳкернӗ-мӗн. 16 кунра хатӗрлеме тивнӗ. Анчах актерсем йӑлтах ӗлкӗрнӗ. Ӳкерӳ валли 100 пин доллар кирлӗ пулнӑ-мӗн. Фильма Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш, Йӗпреҫ районӗсенче, Шупашкарта иртнӗ.
Халӗ Мускав сценарисчӗпе пӗрле «Нарспи» сценарипе ӗҫлеҫҫӗ. Марат Никитин Константин Ивановӑн поэмине киночӗлхене куҫарасшӑн-мӗн. Унӑн шухӑшӗпе, ку лайӑх фильм пулмалла.
Ыран Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче «Кӗнеке халӑхсене ҫураҫулӑхкӳрет» регионсем хушшинчи наци кӗнекисен фестивалӗ йышӗнче «Ӑслӑлӑх кӗнекин кунӗ» ятпа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен инситучӗн кӗнекисен хӑтлавӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре.
Хӑтлавра «Чӑваш халӑх пултарулӑхӗ. Чӗлхе сӑмахӗсем. Вӗрӳ-суру чӗлхи», «Татары-кряшены в зеркале фольклора и этнографических сеочинений слушателей казанских кряшенских педагогических курсов (педагогического техникума) (1921–1922 гг.)», «Современное российское село: реформы и повседневность» (чӑв. Раҫҫейри хальхи ял: реформӑсем тата кулленхи пурнӑҫ) кӗнекесемпе тӗплӗнрех паллашма пулӗ. Кунтах ЧПГӐИ кӑларнӑ кӗнекесене туянма май пулӗ.
Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче паян Эдисон Патмар хатӗрлесе кӑларнӑ ҫӗнӗ кӗнекене хӑтларӗҫ. Унӑн ячӗ — «Я песчинка… Я травинка… Я дуб!». Унта нумай пулмасть 60 ҫул тултарнӑ ҫыравҫӑн, таврапӗлӳҫӗн, хастарӑн пурнӑҫӗ сӑнланнӑ. Автобиографилле кӗнеке темелле ӑна.
Виҫӗ пайран тӑракан кӗнеке ачалӑх кунӗсенчен пуҫланать. Унта автор ача вӑхӑтӗнчи ҫулӗсене аса илнӗ, унпа сиксе тухнӑ пӑтӑрмахсемпе паллаштарнӑ. «Я песчинка...» пай вара автор Ӗремпур училищине вӗренме кӗнипе вӗҫленет.
«Я травинка...» пайра автор ҫар училищинче иртнӗ вӑхӑта, хӗсметрине ҫырса кӑтартнӑ. Вӗлӗмрен хӑтӑлни те пулнӑ Эдисон Патмар пурнӑҫӗнче.
Виҫҫӗмӗш пайӗ вара саппаса тухнӑ хыҫҫӑнхи пурнӑҫа сӑнлать. Кунта вара унӑн хальхи ӗҫӗ ҫырӑннӑ: ашшӗн — Иван Патмарӑн — килти архивне пичетлесе кӑларасси, ҫӗнӗ материалсем пухма тулай чӑвашсем патне ҫӳрени, кӑларнӑ кӗнекесене халӑх патне ҫитересси тата ытти те.
Патмар Эдисон Иванович 1955 ҫулхи акан 11-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Яманак ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗрремӗш сӑвви «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра 1970 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗнче пичетленсе тухнӑ.
ЧР Наци вулавӑшӗнче чӑваш композиторӗсем пирки тухнӑ ҫӗнӗ кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ.
Кӑларӑм икӗ пайран тӑрать. Пӗринче Совет Союзӗнчи композиторсем пирки ҫырса кӑтартнӑ. Тепӗр пайне 21-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнчисене кӗртнӗ. Кӗнеке авторӗ — ӳнер пӗлӗвӗн кандидачӗ Любовь Бушуева. Вӑл ӑна республикӑри пӗрремӗш музыковедӑн Юрий Илюхинӑн кӗнеки тӑрӑх хатӗрленине палӑртнӑ. Илюхинӑн кӗнеки профессионал мусӑкҫӑсемшӗн юратнӑ кӑларӑм пулнӑ.
Любовь Бушуева Илюхинӑн кӗнекине ҫӗнетсе кӑларма шутланӑ. Вӑл — сайра тӗл пулакан кӑларӑм, республикӑра унпа танлашаканни ҫук та. Ҫапла палӑртать Любовь Бушуева.
Чӑваш Енри мусӑкҫӑсем Бушуевӑн кӗнекине кӑмӑлланӑ. Унта республикӑри композиторсен пултарулӑхӗпе пурнӑҫӗ пирки тӗплӗн пӗлме май пуррине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |