Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбуспа ҫӳреме хакланӗ. Яланхи пекех билет хакӗ 2 тенкӗ ӳсӗ.
Ҫапла майпа билет хакӗ 23-рен 25 тенке ҫитӗ. Карточкӑпа тӳлесен вара 23 тенкӗ пулӗ /халӗ 21 тенкӗ/. Проездной халӗ 1260 тенкӗ тӑрать-тӑк ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 1380 тенкӗ пулӗ. Шкул ачисемпе студентсен проезднойӗ 750 тенкӗ мар, 828 пулӗ.
Юлашки хутчен Ҫӗнӗ Шупашкарта троллейбусри билет хакне 2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче хӑпартнӑ.
Общество транспортӗнче билет хакӗ ӳсесси пирки унта та кунта калаҫни илтӗнкелет. Ӗнер Шупашкартан Ҫӗнӗ Шупашкара ҫӳрекен маршрутсем ҫинче пушӑн 10-мӗшӗнчен хаксем ӳсесси пирки пӗлтерӳсем курӑнма пуҫланӑ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, карттӑпа тӳлесен билет 37 тенкӗ пулӗ, карттӑсӑр - 40 тенкӗ. Хальхи хаксем вара ҫапларах: карттӑпа тӳлесен билет 34 тенке кайса ларать, унсӑр - 37 тенке.
Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсем кашни эрнерех 11 лавккари хаксене тишкерсе тӑраҫҫӗ. Кӑрлач уйӑхӗн 10-17-мӗшӗсенче хаксем мӗнле улшӑннине пӗлтернӗ.
Шурӑ ҫӑнӑх, сахӑр, аш-какай консерви, макарон, тӑвар, чӑх какайӗ, сӗлӗ кӗрпи, шӑнтнӑ пулӑ, сӗт, сысна какайӗ, услам ҫу йӳнелнӗ. Сахӑрӑн, чӑх какайӗн, шурӑ ҫӑнӑхӑн хакӗ ытларах чакнӑ.
Вир тата хура тул кӗрписем, ҫӗрулми, сгущенка, шыв, хура чей, сухан, пан улми, шурӑ ҫӑкӑр хакӗсем кӑшт ӳснӗ, анчах 1 тенкӗрен ытла мар.
Кӑҫал пӗрремӗш эрнере пахча ҫимӗҫ тӑрук хакланнине палӑртнӑ. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, помидор хакӗ 28,8 процент ӳснӗ, хӑяр – 19,7 процент, кишӗр 17 процент хакланнӑ.
«Борщ пӗҫермелли хатӗр» те хакланнӑ. Сухан, хӗрлӗ кӑшман, ҫӗр улми, купӑста хакӗсем хӑпарнӑ. Чӑвашстат пан улмипе банан хакӗсене кӑна тишкерет. Пан улми – 2,7 процент, банан 3,9 процент ӳснӗ.
Ытти ҫимӗҫ хакӗ питех улшӑнман-мӗн.
Шупашкар хула администрацийӗ аптекӑсенче сутакан эмелсен хакне кашни кварталсерен тӗрӗслесе тӑрать иккен. Пурӑнма кирлӗ препаратсен списокне кӗмен, анчах халӑх уйрӑмах кирлӗ 50 эмеле илсен, асӑннӑ списокри 20 препарат иртнӗ ҫулӑн тӑваттӑмӗш кварталӗнче 40 процент йӳнелнӗ, 26 препарат 52 процент хакланнӑ.
Уйрӑмах йӳнелнисен шутӗнче — 10 таблеткӑран тӑракан 10-мӗш номерлӗ мукалтин. Вӑл 3 тенкӗ те 13 пус (е 9,3 процент) йӳнелнӗ. Фарингосепт хакӗ ыттисенчен ытларах хӑпарнӑ — 26,6 процент.
2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнчипе танлаштарсан иртнӗ ҫул вӗҫӗнче эмел хакӗ вӑтамран 10,79 процент ӳснӗ. Ҫав тапхӑрта уйрӑмах хакланни — валериана шӗвекӗ. Ӑна туянас тесен кӗсьене унчченхинчен 80,8 процент ытларах ҫӳхетме тивет.
Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен Раҫҫейре шурӑ эрех, коньяк тата бренди хакӗсем ӳсӗҫ. Тепӗр тесен, вӗсен хакне кашни ҫулах хӑпартаҫҫӗ.
РФ Финанс министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, шурӑ эрех 281 тенкӗ тӑрӗ (261 тенкӗ пулнӑ). Бренди 348 тенкӗрен 375-е ҫитӗ. Халӗ чи йӳнӗ коньяк 480 тенкӗ тӑрать пулсан ҫитес ҫул 517 тенкӗ пулӗ. Ку хаксем - ҫур литршӑн.
Сӑмах май, 2020 ҫулта чи йӳнӗ шурӑ эрех 215 тенкӗ тӑнӑ.
Шупашкарта Хӗл Мучи чӗнме мӗн хак ларӗ? Ҫакӑн хуравне шыраса ӳркенменнисем пӗлтерӳсене тишкернӗ. Ун пек пулӑшу сӗнекенсем питех те йышлӑ иккен.
Тӳлевсӗр пӗлтерӳ вырнаҫтаракансен сайтӗнчи пӗлтерӳсем тӑрӑх хакласан, хак 600 тенкӗрен пуҫӑнать. Ку вӑл — 5 минутлӑх саламшӑн.
Хӗл Мучипе Юрпикене 15 минутлӑха килсе кайма ашшӗ-амӑшӗн вӑтамран 1500 тенкӗ тӳлемелле. Ҫав хушӑра хӑнасем саламласа та ӗлкӗрӗҫ, конкурссем те ирттерӗҫ.
7 пин тенкӗ тӳлесен Хӗл Мучи хӑнана алӑкран мар, чӳречерен пырса кӗрӗ.
Раштав уйӑхӗн 30 тата 31-мӗшӗсенче хак вӑтамран икӗ хут ӳсӗ.
Хамӑрӑн Telegram-ри каналта эпир ыйтӑм ирттертӗмӗр: ЖКХ хакӗсем мӗнле сӑлтава пула ӗнер ӳснине халӑхран ыйтрӑмӑр.
Аса илтеретпӗр: раштавӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫутӑшӑн, газшӑн, шывшӑн тата ытти кил-ҫурт таврашӗнчи тӑкакшӑн хаксене хӑпартнӑ. Унччен маларах хаксем нумай пулмасть, утӑ уйӑхӗнче кӑнаҫ ӳснӗччӗ. Пилӗк уйӑх иртнӗ хыҫҫӑн хаксене каллех хӑпартма йышӑннӑ.
Пирӗн ыйтӑма хутшӑнакансенчен ытларах пайӗ ку йышӑнӑва ҫӗршыври инфляцие пула тунӑ тесе шутлать, ҫавӑн пекех «халӑхран укҫа ытларах сӑптӑрас кӑмӑлран» тата «бюджетра укҫа ҫитменнипе» вариантсене суйлакансем пур. Кӑмӑл пур пулсан хӑвӑр шухӑшӑра эсир те пирӗн ыйтӑмра палӑртма пултаратӑр.
2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен хӑш-пӗр таварӑн акцизӗ хӑпарӗ. Эппин, вӗсен хакӗ те ӳсӗ.
Ку 1,5 процент ытларах спиртлӑ шӗвексене пырса тивет. Ҫав йыша эрех-сӑра кӑна мар, парфюмери те кӗрет. Ҫавӑн пекех ҫитес ҫултан пирус, ҫӑмӑл машина, мотоцикл, бензин, дизель топливи хакланӗ. Топливо хакланнипе вара тиев тата пасажирсене илсе ҫӳрекенсем хаксене хӑпартӗҫ.
Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тӑкакӗсемшӗн те ытларах тӳлеме тивӗ.
2023 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пирӗн ҫӗршывра пуйӑспа ҫӳрекенсен ҫул укҫишӗн ытларах кӑларса хума тивӗ. Сӑмах аякка илсе ҫӳрекен плацкарт тата пӗтӗмӗшле вакунсем пирки пырать. Федерацин монополипе кӗрешекен служби хака 8,1 процент ӳстерме ирӗк панӑ.
2022 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен плацкартри хаксем 4,3 процент ӳснӗ, кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен — 6,25 процент.
«Купе», «СВ» тата «люкс» вакунсенче хак ҫутҫанталӑкӑн тӗрлӗ тапхӑрӗнчен, эрнерни хӑш кун пулнинчен, халӑх билетсене епле туяннинчен килет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |