Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: хаксем

Апат-ҫимӗҫ
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Кӑрлач уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче апат-ҫимӗҫ хакӗ мӗнле улшӑннине Чӑвашстат тишкернӗ. Чи хӑвӑрт йӳнелекен 5 ҫимӗҫ списокӗнче ҫӑмарта пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

Хӑяр хакӗ 3,86 процент чакнӑ, помидор 3,68 процент йӳнелнӗ. Хӗрлӗ кӑшман хакӗ 2,62 процент чакнӑ, пӗҫернӗ кӑлпасси – 2,59 процент. Банан тата ҫӗрулми кӑшт хакланнӑ.

Сӑмах май, пӗлтӗр Чӑваш Енре ҫӑмарта 81 процент хакланнӑ, пахча-ҫимӗҫ – 28 процент, чӑх какайӗ – 21 процент.

 

Раҫҫейре
gov.ru сайтри сӑн
gov.ru сайтри сӑн

Кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Раҫҫее Турцирен 19 тонна ҫӑмарта кӳрсе килнӗ. Пӗтӗмпе - 316800 ҫӑмарта. Ку - иккӗмӗш парти. Пӗрремӗш партие кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче кӳрсе килнӗ. Ун чухне те ҫавӑн чухлех тонна пулнӑ.

Турцирен кӳрсе килсе Раҫҫейри лавккасенче ҫӑмарта хакне чакарасшӑн тата дефицита пӗтересшӗн. Ҫӑмартана чикӗ леш енчен илсе килнӗ чухне унра сиенлӗ тата усӑ курма юраман япаласем пуррипе ҫуккине тӗрӗслеҫҫӗ.

Аса илтерер: юлашки вӑхӑтра Раҫҫейри лавккасенче ҫӑмарта хакӗ палӑрмаллах ӳснӗ.

 

Республикӑра
"За рулем" порталти сӑн
"За рулем" порталти сӑн

Шупашкартан Кӳкеҫе пассажирсене илсе ҫӳрекен 162-мӗш маршруткӑра билет хакӗ ӳснӗ. Анчах каҫхи 21 сехет хыҫҫӑн кӑна.

«Каҫхи тариф» 10 тенкӗ хӑпарнӑ. ЕТКпа тӳлесен - 40 тенкӗ, чӗрӗ укҫапа - 42 тенкӗ. Ахаль чухне билет ЕТКпа 30 тенкӗ тӑрать, чӗре укҫапа - 32 тенкӗ.

Расписанипе килӗшуллӗн, 162-мӗш маршрутӑн пӗрремӗш рейсӗ ирхи 5 сехетре ҫула тухать. Каҫхине юлашки рейс 23 сехет те 20 минутра каять.

 

Ҫурт-йӗр
vk.com/podslushanocheb страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк
vk.com/podslushanocheb страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Росреестрӑн Чӑваш Енри упарвленийӗнче чи йӳнӗ хваттерпе чи хаклӑ хваттер хакне пӗлтернӗ.

2023 ҫулта пӗри 1 пин тенкӗпе хваттер туяннӑ. Куславккари 45 тӑваткал метрлӑ хваттере ҫав хакпа сутса яни ҫинчен регистрациленӗ.

Чи хаклӑ хваттере Шупашкарта сутса янӑ. 280 ытла тӑваткал метр лаптӑклӑ хваттере 43 миллион тенкӗпе сутса янӑ. Ҫав пурлӑх амӑшӗн пулнӑ. Ӑна ывӑлӗ сутнӑ.

 

Ҫул-йӗр
www.gipernn.ru сӑнӳкерчӗкӗ
www.gipernn.ru сӑнӳкерчӗкӗ

«М-12» федераци ҫулӗпе Мускавран Хусана ҫитме ҫӑмӑл автомашинӑсен 4 481 тенкӗ тӳлеме ттвӗ. Кун пирки «Автодор» организация пӗлтернӗ. Ҫав ҫулпа Чулхуларан Хусана ҫитме ҫӑмӑл машинӑсен 1660 тенкӗ тӳлемелле, йывӑр тиев турттаракан автомобильсен — 3 912 тенкӗ.

Мускавран Хусана машинӑсем хӑвӑрт ҫӳремелли ҫулпа ҫитме 5 пин тенкӗ ытла тӳлемелле тесе ӗнер ҫӗршыв Президенчӗн тӳрӗ эфирӗ вӑхӑтӗнче ыйту хускатакан пулнӑччӗ, Владимир Путин хака малтан шантарнӑ пекех хӑварма шантарнӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/171674
 

Раҫҫейре
56orb.ru сайтри сӑн
56orb.ru сайтри сӑн

Раҫҫейре ҫӑмарта хакланни пирки унччен пӗлтернӗччӗ. «Amur.life» сайт хыпарланӑ тӑрӑх, хӑш-пӗр регионта ӑна пӗрер сутма пуҫланӑ.

Паянхи кун Крымра пӗр теҫетке ҫӑмарта 200 тенкӗ тӑрать. Ытла хаклӑ пулнӑран ӑна пӗрер сутаҫҫӗ, пӗри 20 тенкӗ тӑрать. Эренпурпа Новосибирскра пӗр ҫӑмартана 11,5 тенкӗпе сутаҫҫӗ.

Аналитиксемпе тӗрлӗ тӗрӗслев органӗсем каланӑ тӑрӑх, ҫӑмарта хакӗ кайӑк-кӗшӗк грипне, электроэнерги хакланнине пула ӳснӗ.

 

Раҫҫейре
imsnip.ru сайтри сӑн
imsnip.ru сайтри сӑн

Раҫҫейри 16 регионта ҫӑмарта хакланнӑ: Астрахань, Вологда, Свердловск, Новосибирск, Оренбург, Омск, Ростов, Калининград, Кострома, Чӗмпӗр, Чита, Ярославль, Владимир тата Сахалин облаҫӗсенче, Ставрополь крайӗнче, Удмурт Республикинче. Ку ыйтупа Правительство председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Андрей Белоусов ӗҫлеме пуҫланӑ.

Хак ытлашши пысӑкланнӑран Правительство монополипе кӗрешекен федераци службине тата РФ Ял хуҫалӑх министерствине лару-тӑрӑва тишкерме хушнӑ. Ҫавӑн пекех министерство ҫӑмарта импортне пысӑклатма сӗннӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://primpress.ru/article/106782
 

Ял пурнӑҫӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑхран пухакан сӗтӗн вӑтам хакӗ 20 тенке ҫитнӗ. Нумаях пулмасть ведомство ялсенчи хаксене тишкернӗ.

Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне 1 литр сӗте вӑтамран 20 тенкӗ те 30 пуспа пухнӑ. Кунашкал хак юлашкинчен кӑҫал пуш уйӑхӗнче пулнӑ. Кайран хак самаях чакса ларнӑ. Утӑ уйӑхӗнче чи пӗчӗк хак пулнине палӑртнӑ: 14 тенкӗ те 60 пус.

Сӗте халӑхран чи пысӑк хакпа пухакан округ – Элӗк. Унта 1 литрне 24 тенкӗпе туянаҫҫӗ. Пӑрачкав, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенче 1 литрӗ 22 тенкӗ.

 

Апат-ҫимӗҫ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хула администрацийӗн специалисчӗсем кашни эрнерех 11 лавккари 31 тавар хакне тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Юпан 11-17-мӗшӗсенче хаксем мӗнле улшӑннӑ-ха?

Шурӑ ҫӑнӑх хакӗ улшӑнман. Ытларах макарон, сысна ашӗ, ӗне какайӗ хакланнӑ. Чӗрӗлле тӗтӗмленӗ кӑлпасси, вир пӑтти, таса шыв (5 литр) хакӗ кӑштах ӳснӗ.

Чей хакӗ 62 тенкӗ хӑпарнӑ. Ҫавӑн пекех шӑнтнӑ пулӑ (14,5 тенкӗ), услам ҫу (38,5 тенкӗ), панулми (2,3 тенкӗ) хакланнӑ.

 

Раҫҫейре
life.ru сӑнӳкерчӗкӗ
life.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Раҫҫейре бензинӑн вӑтам хакӗ авӑн уйӑхӗн 18-25-мӗшӗсенче 27 пус хакланнӑ. Халӗ унӑн пӗр литрне 55 тенкӗ те 92 пус парса туянмалла.

«Аи-92» маркӑллӑ безинӑн вӑтам хакӗ 21 пус хакланнӑ, халӗ вӑл 51 тенкӗ те 62 пус тӑрать. «Аи-95» маркӑлли 23 пус хакланса 56 тенкӗ те 47 пуса ҫитнӗ; «Аи-98» хакӗ 56 пус ӳснӗ, 68 тенкӗ те 45 пус тӑрать.

Дизель топливи 1 тенкӗ те 3 пус хакланнӑ, 64 тенкӗ те 99 пус тӑрать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/bbbreaking/165967
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 36
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хӑвӑрӑн принципсене ӗнентерме тивӗ. Сире никам та ӑнланмасть пек туйӑнӗ. Анчах апла мар. Тавралла пӑхӑр. Таҫта юнашар сирӗн шухӑшсемпе килӗшекен союзник пур, вӑл сире пулӑшӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурри пысӑк япала туянма, коммерци ӗҫӗсем тума ӑнӑҫлӑ.

Ҫӗртме, 07

1937
88
Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та