Шупашкар хула администрацийӗн специалисчӗсем кашни эрнерех 11 лавккари 31 тавар хакне тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. Юпан 11-17-мӗшӗсенче хаксем мӗнле улшӑннӑ-ха?
Шурӑ ҫӑнӑх хакӗ улшӑнман. Ытларах макарон, сысна ашӗ, ӗне какайӗ хакланнӑ. Чӗрӗлле тӗтӗмленӗ кӑлпасси, вир пӑтти, таса шыв (5 литр) хакӗ кӑштах ӳснӗ.
Чей хакӗ 62 тенкӗ хӑпарнӑ. Ҫавӑн пекех шӑнтнӑ пулӑ (14,5 тенкӗ), услам ҫу (38,5 тенкӗ), панулми (2,3 тенкӗ) хакланнӑ.