Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Хутарти культура ҫуртӗнче «С любовью к песне» (чӑв. Юрра юратса) регионсем хушшинчи конкурс-фестиваль иртнӗ. Ӑна Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Сергей Мухоморова асра тытса ирттернӗ. Кун пек фестивале вырӑнтисем тӑххӑрмӗш ҫул йӗркелеҫҫӗ.
Конкурса хор коллективӗсем, ансамбльсем, солистсем, инструменталистсем хутшӑннӑ. Сӑмах май каласан, Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрти «Калинушка» ансамбль (ертӳҫи — Валентина Телей) солисчӗсем Николай Фролов тата Александр Ильин та хутшӑннӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Николай Гоголь повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Шинель» драмӑна Раҫҫейри наци театрӗсен фестивалӗн программине кӗртнӗ. Вӑл ака уйӑхӗн 15-20-мӗшӗсенче Элистари Б. Басангов ячӗллӗ наци драма театрӗнче иртӗ. Унта Раҫҫейри 6 наци театрӗ хутшӑнӗ.
«Шинель» пластика драмипе чӑваш театрӗ тӗрлӗ фестивале унччен те хутшӑннӑ. Вӑл ӗҫе Мускаври, Иркутскри тата Севастопольти куракансен хаклама ӗлкӗрнӗ.
Шупашкар 555 ҫул тултарнине халалласа ирттерекен мероприятисен шутӗнче сывлӑшра вӗҫекен аппаратсен «Чебоксарское небо» (чӑв. Шупашкар пӗлӗчӗ) фестивалӗ те пулӗ. Сывлӑшри хӑмпӑсен илемӗпе киленнипе пӗрех вунӑ шартан пӗрин пассажирӗ пулса тӑма май килӗ. Унпа улӑхсан Шупашкар илемӗпе ҫӳлтен киленме май пур.
Тӗрлӗ ҫулхисем валли фестиваль вӑхӑтӗнче кӑсӑклӑ программа хатӗрлеме шантараҫҫӗ. Ҫав шутра — концертсем, ал ӑстисен куравӗсем, ӑсталӑх лаҫҫсем, фудкорт зони, сӑн ӳкерӗнме хитре вырӑнсем хатӗрлӗҫ.
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка учлищинче хисеплӗ хӑнасем пулӗҫ. Вӗренӳ заведенине Чулхулари М.И. Глинка ячӗллӗ консерваторире ӗҫлекен преподавательсемпе унта вӗренекенсем килсе ҫитӗҫ.
Чӑваш Ен валли ҫамрӑк талантсене туптакан вӗренӳ заведенийӗпе музыка училищи чылайранпа туслӑ ҫыхӑну тытать. Консерваторирен килнисем хальхинче фестивале хутшӑнса «Звуки и отзвуки: инструментальные дуэты композиторов XX-XXI вв.» программӑпа паллаштарӗҫ.
Хӑнасем хальхи вӑхӑтри музыка классикӗн Альфред Шниткен камера хайлавӗсемпе, Михаил Алексеев авангард чӑваш композиторӗн, Якут Республикипе Питӗрти композитор шкулӗсен ӑстисен Герман Комраковпа Юрий Корнаковӑн, ҫавӑн пекех хальхи вӑхӑтри авторӑн Лера Ауэрбахӑн ӑсталӑхӗпе паллаштарӗҫ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Чӑваш музыкин XIII фестивалӗ иртӗ. Ӑна нарӑс уйӑхӗн 1-4-мӗшӗсенче «Атӑл Опера» оперӑпа балет театрӗнче йӗркелӗҫ.
Музыка форумне Анисим Асламас кӗввипе ҫырнӑ «История Нарспи» балет уҫӗ. Композитор ҫуралнӑранпа кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 100 ҫул ҫитӗ. Балета Константин Иванов поэмине тӗпе хурса хатӗрленӗ.
Фёдор Васильевӑн «Шыварман» балетне те программӑна кӗртнӗ. 1960 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче шӑпах ҫав ӗҫпе уҫӑлнӑ та Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ. Премьера хыҫҫӑ оперӑна темиҫе хутчен ҫӗнетнӗ.
Андрей Галкин музыкипе лартнӑ «Хуркайӑк ҫулӗ» балета нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче курма май килӗ.
Фестиваль нарӑс уйӑхӗн 4-мӗшӗнче «Тӗнчери наци музыки» гала-концертпа вӗҫленӗ. Унта Питӗрти «Acid Hasid» ансамбль тата «Атӑл Опера» симфони оркестрӗ хутшӑнӗ.
Пӗлтӗр республикӑри Ҫырла фестивалӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Ӑна кӑҫал та йӗркелеме палӑртнӑ. Кунӗ те паллӑ: утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗ. Вырӑнӗ ҫавах: Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи «Ивушка» питомник.
Аса илтерер: пӗлтӗр Ҫырла фестивалӗ Питравра, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртнӗ. Кӑҫал ӑна канмалли кун йӗркелеме палӑртнӑ.
Нумаях пулмасть Чӗмпӗр облаҫӗнче юр скульптурӑсен «Зимний хутор» фестивалӗ иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем Евгений Акимовпа Александр Иванов хутшӑннӑ.
Вӗсем юртан, пӑртан скульптурӑсем туса Гран-прие тивӗҫнӗ. Ентешсем казахсен темипе кӳлепесем хатӗрленӗ.
Палӑртмалла: фестивале 8 команда хутшӑннӑ. Кашнин хӑйӗн заданийӗ пулнӑ. Ҫанталӑк вара самаях сивӗ тӑнӑ: 23 градус.
Шупашкарта Чӑваш Енри патшалӑх пабликӗсен фестивалӗ иртнӗ.
Унта республикӑри тата муниципалитетсенчи влаҫ органӗсен тата вӗсене пӑхӑнакан учрежденисен чи лайӑх пабликӗсен администраторӗсем пуҫтарӑннӑ.
Мероприятие Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви Чӑваш Енӗн цифра трансформацийӗн центрӗпе пӗрле йӗркеленӗ.
Влаҫ органӗсен «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче страницӑсем пулмалла текен саккуна йыӑннӑранпа ҫулталӑк иртрӗ. Паян асӑннӑ ушкӑнра 1300 ытла паблик. Вӗсенче эрнесерен 15 пине яхӑн пост вырнаҫтараҫҫӗ. Фестивальте 50 чи лайӑх паблика палӑртнӑ.
Раштав уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Вӑрнарти культура ҫуртӗнче халӑх пултарулӑхӗн конкурсӗсен «Фестивальсен фестивалӗ – 2023» республикӑри фестивальсен лауреачӗсен фестивалӗ иртнӗ.
Гала-концерта Шупашкарти «Суварята» ача-пӑча коллективӗ, «Мадригал» академи камера хорӗ, «Каприс» халӑх вокал ансамблӗ, халӑх инструменчӗсен «Эревет» ансамблӗ; Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи «Кукашни» фольклор коллективӗ, Муркаш тӑрӑхӗнчи «Шуҫӑм» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, Канаш районӗнчи «Янрав» инструмент ансамблӗ, Каҫал тӑрӑхӗнчи «Кубняночка» вокал ансамблӗ, Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи «Ахах» вокал ушӑнӗ тата Вӑрнар тӑрӑхӗнчи «Тивлет» юрӑпа ташӑ ансамблӗ, «Чаршав» халӑх театрӗ, «Санар» фольклор коллективӗ хутшӑннӑ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче икӗ кун хушши — раштав уйӑхӗн 11 тата 12-мӗшӗсенче — «Созвездие земляков» (чӑв. Ентешсем-ҫӑлтӑрсем) IV фестиваль иртнӗ.
Унта Чӑваш Енре ҫуралнӑ, хальхи вӑхӑтра ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче ӗҫлесе пурӑнакан маттур сцена ӑстисем пуҫарӑннӑ.
Мероприятие Чӑваш патшалӑх филармонийӗ, республикӑн Правительствипе Культура министерстви йӗркеленӗ.
Фестиваль хӑнисем хушшинче Ольга Кузьмина (скрипка), Людмила Фунтикова (виолончель), Михаил Наумов (бас) тата Виктор Иванов (виолончель) пулнӑ. Вӗсемпе пӗрле фестивалӗн пӗрремӗш каҫӗнче сцена ҫине Кирилл Бруховский-Васильев пианист тата Федор Волковпа Тимур Нардинов флейтистсем тухнӑ. Концерта Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли илемлетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Жирнова Людмила Васильевна, хор дирижёрӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
| Володарский Григорий Яковлевич, музӑқҫӑ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |