Шупашкарта джаз музыкин фестивалӗ вӗҫленнӗ.
Аса илтерер: Чӑваш патшалӑх симфони капелли «Ентешсен ҫӑлтӑрчӑкӗ» пӗтӗм тӗнчери V фестивальне джаз музыкине халалланӑ. Ҫав вӑхӑтра концертсене 1000 ытла ҫын ҫитсе курнӑ. Фестиваль вӑхӑтӗнче джаз музыкин 5 концерчӗ иртнӗ.
Фестиваль чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Тутарстанри филармони джаз-оркестрӗн концерчӗпе вӗҫленнӗ. Коллективӑн илемлӗх ертӳҫи тата тӗп режиссёрӗ, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Васильев «Великие имена джаза» программа хатӗрленӗ.