«Макдональдс» хӑвӑрт апатланмалли ресторансене Казахстанри Кайрат Боранбаев усламҫӑ туянать. Вӑл Раҫҫейӗн 13 регионӗнчи ҫав апатлану предприятийӗсене илмелле. Кунта Чӑваш Ен те кӗрет.
Казахстанри усламҫӑ «Макдональдссене» 6 миллиард тенкӗ хывма хатӗррине пӗлтернӗ. Маларах пуян ҫын Казахстанри тата Белоруҫри ҫӳлерех асӑннӑ сеть ресторанӗсене туяннӑ. Алма-Атара тата Казахстанра унӑн пуянлӑхе нумай теҫҫӗ: суту-илӳпе кану центрӗсем, кинотеатрсем, фитнес-залсем, хӑна ҫурчӗ пур иккен. Усламҫӑна ҫаврӑниччен газ отраслӗнче ӗҫленӗ.
Кайрат Боранбаев Казахстан президенчӗн Нурсултану Назарбаевӑн тӑванӗ лекет-мӗн. Усламҫӑн хӗрӗ 2013 ҫулта Назарбаевӑн мӑнукне качча тухнӑ.
Чӑваш Республикин Элтеперне Михаил Игнатьева 28 ҫулти ҫамрӑк канаш парса тӑрӗ.
Обществӑлла ҫак функцие Роман Караулов пурнӑҫлӗ. Вӑл «Холдинг КиПиАй» тулли мар яваплӑ обществӑра директорсен канашӗн ертӳҫи пулса тӑрӑшать. Асӑннӑ холдинг усламҫӑсене тата ертӳҫӗсене канашпа пулӑшать. Унсӑр пуҫне информаци технологийӗпе тата ытти хӑш-пӗр енпе ҫыхӑннӑ самай ӗҫ-пуҫпа та аппаланать.
Роман Караулов Мускавра усламҫӑ пулнисӗр пуҫне унӑн тымарӗсем Чӑвашран теҫҫӗ.
Роман Караулова Михаил Игнатьев Элтепер канашҫине лартасси пирки кӑларнӑ хушӑва ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 209-мӗш номерпе алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӗҫлӗ хута ун чухнех республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Шупашкарти аэропорт «МАЧ» тулли мар яваплӑ обществӑн аллине куҫнӑ. Обществӑн бенефициарӗ, хрантсус чӗлхинчен куҫарса чӑвашлатсан, харпӑрлӑхҫи, — Шупашкарти Депутатсен пухӑвӗн депутачӗн Ильяс Калмыковӑн ҫемйи. Ильяс Калмыков «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин умсуйлавне хутшӑнчӗ. Унта вӑл РФ Патшалӑх Думине суйланас шухӑшлӑ кандидатсен шучӗпе тухнӑччӗ.
Шупашкарти аэропортӑн управляющи компанийӗ ылмашнине ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнчех пӗлтернӗ иккен. Ун чухне аэропорт хӑйӗн 70 ҫулхине уявланӑ.
Аэровокзала «Международный аэропорт Чебоксары» (чӑв. Шупашкар пӗтӗм тӗнчери аэропорт) тулли мар яваплӑ общество тытса тӑрӗ. Инвесторӗ — «Аэрофьюэлс» компани (ертӳҫи Руслан Минаев).
Маларах асӑннӑ «МАЧ» учредителӗсем «Аэрофьюэлс Групп» (51%) тата «Аэротехнологии» (49%) обществӑсем иккен. Кун пирки «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат «Контур-Фокус» тытӑм пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать. «Аэротехнологии» обществӑн учредителӗ — «Базис» общество. Юлашкинчен асӑнни Зухра Расыховна Калмыковӑн шутланать. Вӑл вара, маларах асӑннӑ хаҫат илтнӗ тӑрӑх, — Ильяс Калмыковӑн амӑшӗ. «Базис» пуҫлӑхӗ — Алексей Львов.
Нумаях пулмасть К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫейри усламҫӑсен кунне халалласа савӑнӑҫлӑ уяв иртнӗ. Унта Михаил Игнатьев Элтепер те хутшӑннӑ.
Мероприятие чӑваш парламенчӗн спикерӗн ҫумӗ Николай Малов, Чӑваш Енри усламҫӑсен прависене хӳтӗлекен уполномоченнӑй Владимир Иванов, республикӑри суту-илӳпе промышленноҫ палатин президенчӗ Игорь Кустарин, ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.
Республика Элтеперӗ уяв пӗлтӗрхи ҫул ӗҫ кӑтартӑвӗсене тишкерме май панине, малашлӑхри тӗллевсене палӑртма, пултаруллисене чыслама ирӗк панине асӑннӑ. Усламҫӑсем производствӑсем уҫса, хушма ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесе тата хыснана налук тӳлесе, халӑха кирлӗ таварсемпе тата пулӑшупа вӑхӑтра тивӗҫтерсе республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин аталанӑвне питех те паха тӳпе хывнине уйрӑммӑн ырласа каланӑ тесе пӗлтерет Элтепер Администрацийӗн пресс-служби.
Кун пирки пӗлекенни, тен, пӗлет те пулӗ, анчах илтменнисем те пур-тӑр. Пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑлӑхпа аппаланакансен Республикӑри бизнес-инкубатор бизнес-плансене тӳлевсӗрех хатӗрлесе парать. Ӑна укҫасӑрах ҫыртарас тесен район администрацийӗсене каймалла та тӗртев илмелле.
Бизнес-план валли кирлӗ ҫак хута вырӑнти тӳре-шара Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерстви ячӗпе ҫырса парӗҫ. Ун пек хут пуррисен бизнес-план тутарма хӑтланса укҫа тӑкаклама тивмӗ. Ку хут патшалӑх пулӑшӑвӗ илес тата ытти валли те кирлӗ.
Сӑмах май каласан, Республикӑн бизнес-инкубаторӗ усламҫӑсене ытти енпе те пулӑшу кӳни пирки ӗнентерет. Унта ҫак енӗпе ӗҫлеме пуҫлакансене те тӗрев кӳрессине пӗлтереҫҫӗ.
Куславкка районӗнче пурӑнакан 62 ҫулти арҫын налук тӳлессинчен пӑрӑнма хӑтланнӑ. Укҫана вӑл Шупашкар районӗнче ҫӗрсем сутса тунӑ. 2012–2014 ҫулсенче хастар ҫав этем пурӗ 22 лаптӑк 31 миллион ытла тенкӗлӗх сутса янӑ. Анчах деклараци тӑратнӑ чух ҫӗр лаптӑкӗ сутнине усламҫӑ-арҫын кӑтартмасӑр хӑварнӑ. Декларацие кирлӗ пек тӑратманнине кура вӑл 4 миллион тенкӗ ытла налук тӳлемесӗр юлнӑ.
Налука пытарма хӑтланнӑ ҫын тӗлӗшпе халӗ тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗс пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем ыйтнипе суд арҫыннӑн «Cadillac GMT 166 SRX» ятлӑ автомобильне арестлеме йышӑннӑ. 2012 ҫулта кӑларнӑ ҫав урапана 1,5 миллиона яхӑн тӑрать.
Сӑмах май каласан, налука тата пенине арҫын хӑй кӑмӑлӗпе йӑлтах тӳлесе татсан пуҫиле ӗҫе чарса лартма пултараҫҫӗ, мӗншӗн тесен саккун ун пек тума ирӗк парать.
Нумаях пулмасть ҫӗршывӑн тӗп хулинче вырнаҫнӑ Раҫҫейӗн Суту-илӳпе промышленность палатинче «Citi» фондӑн пӗчӗк усламҫӑлӑхри Раҫҫей премийӗсем» вунпӗрмӗш конкурсне пӗтӗмлетнӗ.
Citi фонд пӗчӗк усламҫӑлӑха сарассипе ӑнӑҫлӑ ӗҫлекенсене тата пӗчӗк усламҫӑсене укҫа-тенкӗ парса пулӑшакансене чыслать.
2015 ҫулта микрофинансировани енӗпе инновацисене пурнӑҫа кӗртекен лидера Пӗчӗк бизнеса аталантаракан Чӑваш Енри агентство палӑрнӑ. Пӗлтӗр строительствӑра чи маттур предприниматель ятне Сӗнтӗрвӑрринчи «Посад» обществӑн пуҫлӑхӗ Александр Афанасьев тивӗҫсе преми илнӗ. «АПМБ» аналитика обществин Сӗнтӗрвӑрринчи уйрӑмӗн финанс аналитикӗ Ольга Шиверова «2015 ҫулхи чи лайӑх кредит эксперчӗ» пулса тӑнӑ.
2005 ҫулта йӗркелеме тытӑннӑ ӑмӑртӑва фонд тӗнчери 32 ҫӗршывра ирттерет. Раҫҫейре конкурса йӗркелеме РФ Экономика министерствипе Суту-илӳ палати те пулӑшать.
Республикӑри следстви органӗсем Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан усламҫӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 46 ҫулти арҫын сӑмакун юхтарса сутнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ентешӗсене икӗ ҫул сӑмакун сутнӑ. Шӗвеке вӑл литр ҫурӑллӑ кӗленчесен янӑ. Унӑн хваттерӗнче шырав ирттернӗ хыҫҫӑн сӑмакун аппаратне тата 1,1 тонна кӑрчамапа ханша тупнӑ. Вӑл ӑна 200 литр кӗрекен пичкесенче упранӑ.
Спирт шӗвекне судпа медицина экспертизи тума палӑртнӑ. Арҫын тӗлӗшпе вара пуҫиле ӗҫ пуҫӑрнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пуҫлӑхӗн аслӑ пулӑшуҫи Олег Дмитриев каланӑ тӑрӑх, ку преступленишӗн тӗрмене 2 ҫул таранах лартма пултараҫҫӗ.
Чӑваш Ене Итали уламҫисем килнӗ. Вӗсем икӗ ҫӗршыв пӗчӗк тата вӑтам услам тытамӗнче килӗштерсе ӗҫлес ыйтусене сӳтса явӗҫ.
Италипе Чӑваш Енӗн ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗ юпа уйӑхӗн 15–16-мӗшӗсенче иртӗ. Раҫҫей делегацийӗн йышӗнче пӗчӗк тата вӑтам предпринимательлӗх аталанӑвӗн департаменчӗн директорӗ Наталья Ларионова пулӗ. Итали делегацийӗн йышӗнче 50 яхӑн усламҫӑ пулӗ. Ӑна Джузеппе Триполи ертсе пырӗ.
Ларӑва хутшӑнассине Раҫҫейри 30 ытла регион ҫирӗплетнӗ. Вӗсен йышӗнче — Питӗр, Вологда, Чулхула, Чӗмпӗр, Орел, Тула, Самар, Ростов, Волгоград облаҫӗсем, Тутарстан, Ханты-Манси автономи округӗ тата ыттисем.
Ларӑва хутшӑнакансем Раҫҫей тата Итали машиностроени, энерги перекетлекен, ҫутҫанталӑка сыхлакан технологисен тытӑмӗнче килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва сӳтсе явӗҫ.
Мероприяти Наци вулавӑшӗнче пуҫланӗ те Правительство ҫуртӗнче малалла тӑсӑлӗ. Хӑнасене Чӑваш Енӗн предприятийӗсемпе, инвестици лапамӗсемпе паллаштарӗҫ.
Паян, финансистсен професси кунӗнче, банксен канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Мероприятие республикӑри банксенчен 15-е яхӑнӗ хутшӑннӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Михаил Игнатьев республикӑри кредит портфелӗнче ҫав банксем 70,1 процент таран тӳпе йышӑннине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне халӑхӑн 86,5 проценчӗ тупрана ҫав банксен депозит счечӗ ҫинче упранине асӑнса хӑварнӑ. Банксем республикӑра малашлӑхлӑ тӗллевсене татса панӑ чух тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнма пултарнине шута илмеллине те палӑртнӑ.
Укҫа тенӗрен, Михаил Игнатьев ҫакна палӑртса хӑварнӑ: «Эпӗ тӗрлӗ аудиторипе, тӗрлӗ усламҫӑпа тӗл пулнӑ чух халӑхӑн укҫа пурри пирки калатӑп. Анчах ӑна епле туртса кӑларасси сирӗнпе пирӗн пӗрлехи ӗҫ тетӗп. Ку енӗпе пирӗн, паллах, пӑхмалла, пӗтӗмлетӳ тумалла тата малашне ӗҫлемелле».
Сӑнсем (8)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |