
Ишек чиркӗвӗ пирки «Арҫури» хайлав тӑрӑх та пиртен кашниех пӗлет. 1740-мӗш ҫулхи ҫав чиркӗве таврари ялсенчен кӑна мар, аякри ҫӗрсенчен те ҫынсем пухӑнаҫҫӗ. Анчах ҫак чиркӗве юсама тахҫанах тӗмсӗлекенсем пулсан та унта ниепле те ал ҫитеймен. Ҫапах та пӗчӗкӗн-пӗчӗкӗн юсама тӑрӑшнӑ-ха. Халӗ, ав, унӑн иккӗмӗш хутне хӑпартма тытӑннӑ.
Ҫӗнӗ чиркӳ унчченхинчен 6 хут пӗчӗкрех пулать-мӗн. Ҫӳллӗшӗ вара 26 метрпа танлашмалла. Чиркӗве хӑпартма ҫынсем укҫа пухаҫҫӗ. Асӑннӑ районти Лапсар ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем 35 пин тенкӗ пуҫтарнӑ, ҫӗньял-покровскисем — 17 пин. Район администрацийӗнче тата Пенси фончӗн районти пайӗнче ӗҫлекенсем те ыркӑмӑлланаҫҫӗ иккен. Предприяти-организацисем те укҫана ӑҫтана куҫармаллипе кӑсӑкланаҫҫӗ-мӗн. Укҫаллӑ пуянсене илсен Сергей Иванов усламҫӑ чиркӳ тума миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Кӑҫалхи пӗрремӗш кварталта тӗп капитала пуянсем укҫа-тенкӗ хывасси пӗлтӗрхи асӑннӑ тапхӑртинчен 1,9 процент чакнӑ. Цифра чӗлхине малалла тӑсас тӑк, укҫа хывнин виҫи 8,4 миллиард тенкӗпе танлашнӑ.
Укҫа-тенке ытларах чухне ҫурт-йӗр тума тата юсаса ҫӗнетме хывнӑ. Ҫак тӗллевпе 3,3 миллиард тенке яхӑн уйӑрнӑ. Пурӑнмалли мар ҫурт-йӗре илес пулсан, вӗсене тума тата техника енчен ҫӗнетме 2 миллиард тенкӗ ытларах янӑ. Машина, оборудовани, транспорт, производство тата хуҫалӑх хатӗр-хӗтӗрӗ илме 2,8 миллиард тенкӗ ытла шеллемен.
Тӗп капитала укҫа хывакансенчен ҫурри ытла, 52,7 проценчӗ, — пӗчӗк усламҫӑсем.

Услам илес тесе теприсем тем тума та хатӗр. Эрех черккине путнисен чирӗпе усӑ курса теприсем, ав, спиртлӑ хатӗрсене сутаҫҫӗ. Халӑхра вӗсене «фанфурик» тенипе пӗлеҫҫӗ. Саккунӗ вӗсене сутма чармасть. Пит-куҫа тасатма тесе ҫырнӑскерсене ирӗклӗнех ярӑнтараҫҫӗ вара ун йышшисем. Вӗсене туянакансенчен ытларахӑшӗ ӑна ал-урана сӗрме туянманнине пӗлмен ҫын ҫук-тӑр.
Муркаш районӗнче пӗчӗк тата вӑтам уҫсламҫӑсен инвестици вӑй-халне сӳтсе явма пухӑннӑ ларура ытти ыйтупа пӗрлех «фанфурик» темине те хускатнӑ. Сӑмах май, районӑн тӗп тухтӑрӗ В.Г. Данилов район администрацийӗнче иртнӗ пӗр планеркӑра ҫав хатӗре сутса укҫа тӑвакан усламҫӑсен хакӗ ниме тӑмасть тесех палӑртнӑ. Ҫын инкекӗпе усӑ курса укҫа тӑвакансем совеҫе сутса яманах-тӑр тесе муркашсем тем пекех шанаҫҫӗ.

Пӗтӗмлетӗве правительство ларӑвӗнче ирттернӗ. Чӑваш Енӗн усламҫисен хӳтӗлевҫи Владимир Иванов иртнӗ ҫул унтан 54 ҫын пулӑшу ыйтнине пӗлтернӗ. «Кашни ҫӑхав хыҫне пысӑк ыйту пытарӑннӑ, ансат та ҫӑмӑл ыйтусем пирӗн пата килмен», — тенӗ вӑл. Кӑҫалхи кӑрлач-нарӑс уйӑхӗсенче 40-е яхӑн ыйту килнӗ те иккен. Пӗлтӗрхисене илсен, вӗсенчен ҫуррине яхӑнӗнче ҫӗр хутшӑнӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусем усламҫӑсен хӳтӗлевҫинче хӳтлӗх шырама хистенӗ. Сӑмахран, 10 ҫул тара илсе пурӑннӑ хыҫҫӑн усламҫӑ ҫӗр лаптӑкӗсӗр тӑрса юлни кӑмӑллах мар. Ҫапла ыйтупа усламҫӑ патне пысӑк строительство фирми тухнӑ. Вӑл ҫынсене пурӑнма ярса ӗлкӗрнӗ иккен, коммуникацисене туса пӗтернӗ-мӗн, анчах палӑртнӑ территорие туса пӗтереймен. Шучӗпе ҫав лаптӑка аукцион урлӑ илме юрать. Анчах 10 ҫултан ҫӗр сана лекессипе лекмессине пӗлсе тӑни услаҫӑсене лӑпкӑн ӗҫлеме кансӗрлет тесе шухӑшланине палӑртнӑ Владимир Иванов.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кашни тӗслӗхпе обьективлӑ тата субьективлӑ факторсене тӗпе хумаллине палӑртса хӑварнӑ. Хӑшӗсем ҫӗре бизнеса аталантарма мар, кайран сутса яма туянаҫҫӗ-мӗн.
Чӑваш наци конгресне хирӗҫ нумай хутлӑ бизнес-центр хӑпартма шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ҫӗнӗлӗх пирки республикӑн Строительство министерстви хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Усламҫӑсен центрне Воробьев композиторсен урамӗнчи 5-мӗш «а» ҫурт вырӑнӗнче хӑпартӗҫ. Унччен ҫав тӗлте икӗ хутлӑ ҫурт ларнӑ. Халӗ вӑл вырӑна карта тытса ҫавӑрнӑ та теҫҫӗ.
Бинес-центр тӗллӗн-тӗллӗн ултӑ, вырӑн-вырӑнпа ҫичӗ хутлӑ пулмалла. Усламҫӑсен центрне кӑҫал ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле туса пӗтересшӗн.
Ӗнер Чӑваш Енӗн агропромышленноҫ комплексӗн малашнехи аталану ҫул-йӗрне сӳтсе явнӑ. Тӗлпулӑва унта район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, ял хуҫалӑх тата тирпейлекен предприятисен ертӳҫисем пухӑннӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патшалӑх самай пулӑшу кӳнине палӑртнӑ. Сӑмахне цифрӑсемпех ҫирӗплетнӗ — иртнӗ ҫул асӑннӑ отрасль валли республикӑра пӗтӗмпе 2,45 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. 2012 ҫулхипе те танлаштарса пӑхнӑ: укҫа виҫи 19 процент хутшӑннӑ.
Ял хуҫалӑхӗнче аш-пӑш тата сӗт туса илни ҫулталӑкӗпех тупӑш кӳнине асӑнса хӑварнӑ. Ҫавӑнпа та фермӑсене малашне те юсаса-ҫӗнетсех тӑмалла. Сӗт-ҫӑва тирпейлесе республика тулашне ӑсатассине те йӗркелемелле. Михаил Игнатьев сӗт отрасльне мӗн чухлӗ усламҫӑна явӑҫтарни тӑрӑх район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсен ӗҫне хаклама май пуррине те систерсе хӑварнӑ. 3–5 ҫулта ял хуҫалӑхне пысӑк укҫаллӑ пӗр инвестора та явӑҫтарайман тӑк, район админстрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑйӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫласа ҫитереймест тесе пӗтӗмлетме юрассине палӑртнӑ.
Республикӑн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов иртнӗ ҫул 23 фермӑна юсанине е ҫӗнӗрен туса лартнине пӗлтернӗ.
Ҫапла пӗтӗмлетнӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ҫынсен тӗрлӗ категорине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑйсемпе тӗл пулнӑ хыҫҫӑн.
Аса илтеретпӗр, паян Чӑваш Енре ачасен хӑйсен хӳтӗлевҫи, ҫын правине хӳтӗлессипе тепӗр ҫын тар тӑкать, виҫҫӗмӗшӗ вара усламҫӑсене хута кӗрет. Вӗсене кашнинех хысна шучӗпе тытса тӑраҫҫӗ. «Юрӗ, ачасемпе ҫынсене хӳтӗлеччӗр-ха. Усламҫисене тата мӗн уполномоченнӑйӗ? Тен, уполномоченнӑйсен уполномоченнӑйне туса хумалла мар-и тата?» — йӗплерӗҫ юлашкин кирлӗлӗхӗ пирки иккӗленнӗ май хӑшӗсем.
Уполномоченнӑйсемпе паян тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Михаил Игнатьев ҫак институт тухӑҫлӑхне ҫирӗплетнӗ. Пулӑшма мӗнпур инстанцире хирӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫынсем хайхисем патне кайнине палӑртнӑ.
Этем правине хӳтӗлессипе ӗҫлекен Юрий Кручинин пӗлтӗр ун патне пынисенчен 80 проценчӗ федераци органӗсен территори пайӗсенче пулнӑ хыҫҫӑн ҫитнӗ. Правӑна хӳтӗлекенсем пирки евитлекенсем нумай-мӗн. Социаллӑ сферӑна илсен, ҫынсем ҫурт-йӗр илес ыйтупа канӑҫсӑрланаҫҫӗ.
Ачасен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Вячеслав Рафинов вара пурнӑҫ лайӑх енне улшӑннине палӑртнӑ.
Пирус тавраш сиенлӗ пулнине чылайӑшӗ пӗлет. Сывлахӗ те сиенленет, укҫи те тӑкакланать. Нумай пулмасть пӗр Шупашкар ҫыннипе укҫа енчен тӑкаклӑ пӑтӑрмах пулса иртнӗ иккен. Пируспа ҫыхӑннӑскер.
Хайхи усламҫӑ тӗнче тетелӗнче пӗлтерӳ курнӑ — Мускав ҫынни пируса йӳнӗпе сутнӑ иккен. Унпа ҫыхӑннӑ хыҫҫӑн пирусне Мускав кайса илмелли пирки пӗлтернӗ. Пирӗн усламҫӑ хӑварт кӑна тӗп хулана ҫитнӗ, анчах сутӑҫпа тӗл пулма май килмен, ҫавах та лешӗ шанчӑка ҫухатмалла мар тесе пӗлтернӗ имӗш — пирус туянас тесен укҫине куҫармалла ҫеҫ, вӑл вара тавара тарнспорт компанипе ярса парӗ. Шупашкар ҫынни килӗшнӗ, ахӑртнех усламне тӑвасшӑн ҫуннӑ пулинех.
Мускаври ҫын тавара чӑн та ярса панӑ, анчах та усламҫӑ кунта курупкасене уҫсан унта кирпӗч ҫеҫ пулнине курнӑ. Ҫапла май Шупашкар ҫыннин самай хаклӑ хакпа кирпӗч туянма тивнӗ.
Халь ку ӗҫпе тӗрӗслев пырать. Ултавҫӑна шыраҫҫӗ...
Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура палӑртрӗ. Кунта сӑмах икӗ ҫуллӑ налук каникулӗ парасси пирки пырать. Анчах пурне те мар. Республикӑшӑн пӗлтерӗшлӗ отрасле укҫа-тенкӗ хывакан инвесторсене кӑна ҫапла ҫӑмӑллӑх кӳресшӗн.
Сӑмахпа каланине епле пурнӑҫламаллине Патшалӑх Канашӗпе Министрсен Кабинечӗн тишкермелле, майсем сӗнмелле. Республика экономикине укҫа хывакансене илӗртессипе хастартарах ӗҫлемеллине палӑртнӑ май пирӗн патра «инвестици условийӗсем тӑнӑҫли» пирки те асӑнса хӑварчӗ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл ют ҫӗршывран килекен «кӗмӗле» илӗртме ятарлӑ саккун кирлине те ӑнланать.

Турци патшалӑхӗн Стамбул хулинче чӳкӗн 25–30-мӗшсенче Тӗрӗк тӗнчин ҫамрӑк усламҫисен пӗрремӗш аслӑ пухӑвӗ пулнӑ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк ҫамрӑкӗсен пӗрлешӗвӗ (ертӳҫи Екрем Абдулаев /Азербайджан/) йӗркеленӗ.
Пурӗ 23 ҫӗршывран 200 ытла делегат пуҫларӑннӑ. Голланди, Венгри, Болгари, Румыни, Косово, Кипр, Греци, Турци, Азербайджан, Кӑркӑстан, Казахстан, Туркменистан, Афганистан, Иракпа Иран, Сири — хутшӑннӑ ҫӗршывсен йышӗ пӗчӗк пулман. Раҫҫейрен те пынӑ: Тува, Пушкӑрт, Тутар, Дагестан, Калмӑк, Чӑваш республикисенчен, Омск облаҫӗнчен килнӗ. МАФУНран делегатсем Мари Элтен тата Коми Республикинчен пулнӑ.
Чӑваш Республикинчен ҫак аслӑ пухӑва иккӗн хутшӑннӑ: Олег Михайлович Цыпленков тата Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультечӗн 3-мӗш курс студентки Кузнецова Анастасия Борисовна. Настӑна Шупашкарти Суту-илӳпе промышленность палати янӑ.
Олег Михайлович каласа панӑ тӑрӑх ҫак пухӑва питӗ лайӑх та тӗплӗн хатӗрленӗ, докладсем те делегатсемшӗн питӗ интереслӗ пулнӑ. Аслӑ пухура Курултай йӗркелемелли пирки йышӑнчӗҫ, унӑн Уставне хатӗрлерӗҫ. Тӗрӗк тӗнчин ҫамрӑк усламҫисен курултайне регистрациленӗ вӑхӑтра сиксе тухма пултаракан ыйтусене татса пама 9 ҫынран тӑракан комитет суйларӗҫ — унта ытларах Турципе Азербайджан ҫыннисем тата Европӑри усламҫӑсем кӗчӗҫ.
