Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: усламҫӑсем

Кун пек пӗтӗмлетӳ патне килсе тухма пулать ӗнер пирӗн республикӑра йӗркеленнӗ «Ӗҫлӗ Чӑваш Ен» бизнес-клуб тӗллевӗпе паллашнӑ май. Ара, коммерцилле мар ҫак юлташлӑхӑн тӗллевӗсен шутӗнче обществӑра усламҫӑсен витӗмне ӳстересси те пур-мӗн. Кунсӑр пуҫне бизнес-клуб предпринимательлӗхе аталантарма пулӑшасшӑн, пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсене ӗҫ тӑвакан тата саккун йышӑнакан влаҫ умӗнче хӳтӗлесшӗн.

Сӑмах май, хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсен йышӗ 47,9 пинпе танлашать, ҫав шутран 33 пин ытла ҫын уйрӑммӑн ӗҫлет.

Бизнес-клуба йӗркеленӗ ятпа ирттернӗ савӑнӑҫлӑ пухӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хутшӑннӑ. Вӑл ку юлташлӑх Чӑваш Енри ӗҫлӗ ҫынсен хутшӑнӑвӗсене лайӑх енчен витӗм кӳрессине палӑртнӑ.

 

Республикӑра предпринимательсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен должноҫне нумаях пулмасть ҫирӗплетнӗччӗ. Тав сӑмахӗлле ҫак тивӗҫе пурнӑҫлама Шупашкар хулин Депутатсен пухӑвӗн депутатне Владимир Иванова ҫирӗплетнӗччӗ. Ӳлӗмрен вара усламҫӑсен хӳтлӗхҫи хӑйӗн тивӗҫне республика хыснин шучӗпе пурнӑҫлӗ.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн паянхи сессийӗнче асӑннӑ институт пирки саккун йышӑнчӗҫ. Пытарар мар, ку должноҫа тӗрлӗрен йышӑнакансем пур. Хӑшӗсен шучӗпе хысна туприне уншӑн яни тӗрӗс мар. Ун йышшисем: «Атьӑр эппин учительсен, врачсен, уполномоченнӑйсен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйсем туса хурар», — тесе каланине те илтме пулать. Паянхи сессире те кун пирки тӗрлӗ шухӑшлӑх сисӗнчӗ. Ҫапах та Раҫҫейре те ун пек уполномоченнӑй пур-мӗн те, усламҫӑсен хӳтӗлевҫи ҫинчен калакан саккуна йышӑнчӗҫех.

Ҫӗнӗ саккуна пурнӑҫа кӗртме республика хыснинчен 4,38 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Уполномоченнӑй рангне министрӑннипе танлаштараҫҫӗ.

 

Экономика преступленийӗсем тунисене нумаях пулмасть пирӗн ҫӗршывра каҫарма йышӑнчӗҫ. Анчах пурне те мар. Саккуна хирӗҫле ҫак ӗҫе хӑратса, вӑйпа усӑ курса тунӑ тӑк каҫарасса кӗтсе илеймӗн. Амнисти ҫур ҫуллӑха пырать. Кун пирки эпир маларах пӗлтернӗччӗ.

Ҫак вӑхӑтра Раҫҫейӗпе пурӗ 10 пине яхӑн ҫын ирӗке тухмалла. Ҫав шутра Чӑваш Енри икӗ усламҫӑ та пур-мӗн. Кун пирки усламҫӑсен правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Владимир Иванов Regnum информаци агентствине пӗлтернӗ. Ыттисене, айӑплав вӑхӑтне тӗрмере лармасӑр ирттерекенсене, — ун пеккисем вӑтамран пӗр 100 ҫын таран — каҫарас шанчӑк пур-мӗн.

 

Ҫапла тума Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ ларӑвӗнче йышӑннӑ. «Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ предпринимателӗ» хисеплӗ ята парасси пирки йышӑну тӑвиччен «халӑх тарҫисем» хӗрсех тавлашнӑ-мӗн. «Regnum» информаци агентстви хыпарланӑ тӑрӑх, усламҫӑсене хавхалантарассипе хавхалантармасси пирки ҫур сехете яхӑн сӳтсе явнӑ.

Ытти регионта ҫук хисеплӗ ята кама тата мӗне кура парӗҫ, усламҫӑсене, тен, уҫӑ кӑмӑллӑхшӑн е налук нумай тӳленӗшӗн чысласан тӗрӗсрех пулмӗ-и текенсем те тупӑннӑ иккен. «Хисепе тивӗҫлисем пур. Анчах вӗсем наградӑсемпе хисеплӗ ятсене илмесӗр юлаҫҫӗ», — тесе ӑнлантарнӑ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Александр Иванов.

Саккун проектне икӗ вулавпа пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн уншӑн 34 депутат сасӑланӑ, пилӗккӗн хирӗҫ пулнӑ, иккӗн тытӑнса тӑнӑ.

 

Михаил Игнатьев Элтепӗр ӗнер «Чӑваш Республикинче усламҫӑсен ӗҫӗнче ҫӑмӑллӑх кӳмелли ӗҫсем ҫинчен» хушӑва алӑ пуснӑ. Ун тӑрӑх услам тӑвакансене хавхалантарас тӗлӗшпе хисеп ячӗсен шутне «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ усламҫи» ята та кӗртнӗ. Ҫавӑн пекех пирӗн тӑрӑхра усламҫӑсен прависене хӳтӗлемелли ӗҫе тӑвакансен институтне йӗркелеме пуҫланӑ.

Чӑваш Ен Элтепӗрӗн администрацийӗ шухӑшӗпе ҫак утӑмсем республикӑра ҫӗнӗ производствӑсем йӗркелеме, пысӑк ӗҫ укҫиллӗ вырӑнсем тума май парӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i695.html
 

Страницӑсем: 1 ... 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, [16]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче укҫа-тенке е тивӗҫсене пула хирӗҫӳ тухма пултарать. Анчах эсир компромисс тупма пултаратӑр. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче тӑкакланас хӑрушлӑх ӳсет, ҫавӑнпа пысӑк япаласем туянма ан васкӑр.

Юпа, 19

1913
113
Вдовина Ираида Григорьевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1914
112
Пушкай Леонид Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
101
Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Виталий Енӗш, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1947
79
Исаева Людмила Сергеевна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1978
48
Краснов-Асли Василий Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1978
48
Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1982
44
Романов Борис Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
1990
36
Чӑваш АССРӗ вырӑнне Чӑваш Совет Социаллӑ Республики пулса тӑнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та