
Елчӗкре ҫемье кафи уҫнӑ. Кун пирки вырӑнти муниципалитет сайтӗнче хавхаланса та хавасланса пӗлтернӗ. Мӗншӗн тесен ҫав вырӑн ҫынсем валли канма тата тӗл пулма кӑмӑллӑ вырӑн пулса тӑрасса шанаҫҫӗ.
Обществӑлла апатланӑвӑн ҫӗнӗ заведенийӗ уҫӑлни ачасемпе ҫемьесемшӗн питех те лайӑх тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кафере харӑсах 80 ҫын апатланма пултарать. Интерьер хӑтлӑ та килти евӗр-мӗн.
Муниципалитет тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Леонард Левый Алексей Александров усламҫа кафе уҫнӑ ятпа саламланӑ май хӑй пырса ҫитнӗ.

Пирӗн ҫӗршывран ҫывӑх вӑхӑтра Венесулэлӑна самолётсем вӗҫме пуҫлӗҫ. Пассажирсене турттараканни Conviasa компани пулӗ. Вӑл ҫитес тапхӑр валли ятарлӑ ирӗк илнӗ.
Ҫӗнӗ маршрут Венесуэлӑпа Питӗр хулине ҫыхӑнтарӗ. Палӑртни пурнӑҫа кӗрсен усламҫӑсене те меллӗ пулӗ, ҫул ҫӳреме юратакансене те. Тепӗр майлӑ каласан, Раҫҫей ҫыннисем Кӑнтӑр Америкӑна тӳрӗ рейспа ҫитейӗҫ.
Авиамаршрут уҫасси пирки Раҫҫейӗн тата Венесуэлӑн транспорт министрӗсем Андрей Никитин тата Рамон Веласкес тӗл пулсан калаҫса татӑлнӑ.

Чӑваш Енре пурӑнакан ватӑсем усламҫӑ ӗҫне пуҫарса яма вӗренесшӗн.
«Серебряный старт» (чӑв. Кӗмӗл старт) — федераци проекчӗ. Унта ҫӗршыври 25 регион хутшӑнать. Пирӗн республикӑра унта лекес кӑмӑллисем 60 ҫултан иртнӗ 29 ҫын тупӑннӑ. Вӗсенчен 20-шне суйласа илнӗ.
Надежда Быченкова – Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрет. Вӑл тӗрлӗ финанс чемпионачӗпе ӑмӑртӑвне унччен те питӗ хастар хутшӑннӑ. Хальхинче Надежда Анатольевна ҫӗнӗ проекта хутшӑнса пӑхас тенӗ. Хальлӗхе вӗсем вӗренеҫҫӗ.

Чӑваш Енри пӗр предприяти пуҫлӑхӗ хыснана налук тӳлесе ҫитермен. Ку ӗҫпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ.
2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗччен арҫын тупӑшран тата хушма хакран илекен налука хыснана тӳлесе ҫитермен. Пурӗ 212 миллион тенкӗ ытла. Предприяти ҫирӗплетмелли тӗрлӗ хатӗр-хӗтӗр тата инструмент курттӑммӑн сутса пурӑнать иккен. Налук сахалрах тӳлес тесе декларацире суя цифрӑсем кӑтартнӑ.
Халӗ арҫын мӗнпур парӑма ҫеҫ мар, штрафпа пение те, пурӗ 314 миллион тенкӗ, тӳлесе татнӑ.

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх. Чӑваш Республикинчӗ халӑхран пуҫтаракан сӗте хаклӑрахпа туянма пуҫланӑ.
Ку уйӑхра пӗр литра вӑтамран 25-27 тенкӗпе пуҫтарнӑ. Ку пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан 2 тенкӗ нумайрах.
Юлашки вӑхӑтра халӑхран сӗт илекенсем сахалланнӑ, республикипе пӗтӗмпе 276 предприниматель юлнӑ. Усламҫӑсем уйрӑмах Патӑрьел округӗнче нумай. Унта 42 предпримниматель халӑхран сӗт пуҫтарать.

Улатӑрта пурӑнакан пӗр хӗрарӑм пасарта маркӑламан атӑ-пушмак сутнӑ. Ҫавна Роспотребнадор ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ.
Уйрӑм усламҫӑ маркӑламан 15 мӑшӑр пушмак тата тавар ҫаврӑнӑшӗн мониторингне кӗртмен 4 мӑшӑр пушмак сутнӑ.
Кӑлтӑк тӗлӗшпе надзор органӗн ӗҫченӗсем административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, саккунсӑр продукцие туртса илӗ.
Суд Роспотребнадзорпа килӗшнӗ, усламҫӑ-хӗрарӑма административлӑ майпа явап тыттарма, таварне конфискацилеме йышӑну кӑларнӑ.
Усламҫӑ Таможня союзӗн техника регламентне пӑхӑнманнине те, потребительсене хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккуна тата Тавар сутмалли правилӑна пӑснине те тупса палӑртнӑ. Уншӑн та ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ.

Шупашкарта нумай хваттерлӗ ҫуртра ритуаллӑ пулӑшу кӳрекен лавкка уҫнӑ. Илпек урамӗнчи ҫуртсенчен пӗринче вырнаҫнӑ ку лавкка унта пурӑнакансене килӗшмен.
Лавккана хурлӑхлӑ ҫынсем ялан кӗрсе тухнине, кӑшӑлсемпе тупӑксем йӑтнине кунсерен пӑхса ларни темле хавас ҫын кӑмӑлне те пусарӗ. Ҫитменнине тата ун пек лавккана пурӑнмалли ҫуртра уҫма юрамасть.
Кӑлтӑка Шупашкарти Ленин районӗнчи прокуратура тупса палӑртнӑ. Суд усламҫӑна унта суту-илӳ тума чарнӑ.

Чӑваш Енре пурӑнакан Роман Решнов социаллӑ контракт пулӑшнипе хӑйӗн мастерскойне уҫнӑ. Унта арҫын ятарлӑ техникӑна юсать.
Роман Решнов патшалӑх панӑ укҫапа усӑ курса уҫнӑ мастерскойра ял хуҫалӑх, вӑрман тата ҫул-йӗрпе строительство техникин саппас пайӗсене туса кӑларать тата вӗсене юсать.

Шупашкарти 36 ҫулти усламҫӑ ФСБ ӗҫченӗ тесе ӗненнӗ те ултавӑҫене укҫа куҫарса панӑ кӑна мар, КамАЗне те самай йӳнӗпе сутса янӑ. Паллӑ ӗнтӗ: укҫине палламан счет ҫине куҫарнӑ.
Ӑна палламан ҫынсем машина салукра пулнине ӗнентернӗ. Ӑна тавӑрма пулать-мӗн: анчах вӑхӑтлӑха урӑх ҫын ҫине регистрацилемелле. Ҫапла арҫын малтан вӗсене 800 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кайран КамАЗне сутнӑ. Ҫапла вӑл пӗтӗмпе 1 миллион та 750 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Ку тӗслӗх тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Шупашкарти усламҫӑ 7 вулкан ҫине ҫитсе курнӑ. Вӑл тӗнчери ҫакна тунӑ 66-мӗш ҫын пулса тӑнӑ.
Марат Владимиров – 31-ре. 8 ҫулта вӑл Эльбрусран тытӑнса тӗнчери чи ҫӳллӗ вулкан ҫине ҫитнӗ. Вӑл Африкӑри Килиманджарӑра, Мексикӑри Орисабӑра,Иранри Демавендра, Антарктидӑри Сидлейра, Чилири Охос-дель-Саладӑра пулнӑ. Чи йывӑрри Чилире пулнӑ. 30 градус сивӗ ҫанталӑкпа кӗтсе илнӗ Антаркидӑра та ҫӑмӑлрах пулнӑ.
Марат ҫул ҫӳресе 15 млн тенкӗ пӗтернӗ. Халӗ вӑл Эвереста ҫитесшӗн.
