Новосибирск облаҫӗнчи таможньӑра ӗҫлекенсем Китайра кӑларнӑ, анчах Раҫҫейри предприятисен тесе тыттарма пӑхнӑ нуские тытса чарнӑ. Пурӗ 500 пин мӑшӑр ытла нуски пулнӑ ҫыхӑра. Вӗсене илсе килекенсем Раҫҫейри «Уют» тата «Алена» предприятисенче кӑларнӑ тесе ӗнентерме хӑтланнӑ. Юлашкинчен асӑннӑ предприяти — Шупашкартан.
Тавар паллине суйса усӑ куракан тӗлӗшпе РФ Административлӑ майпа правӑна пӑсни ҫинчен калакан саккунӑн 14.10-мӗш статйипе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Суя тавар паллипе усӑ курнине кура «Уют» тата «Алена» предприятисене 14 миллион тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ иккен.
Ют предприятисен ячӗпе усӑ курса чӗркенӗ, тӗрӗссипе Китайран килнӗ нуские сутлӑха кӑлармӗҫ, ӑна ҫунтарса яма йышӑннӑ.
Шупашкарти аслӑ шкулсенчен пӗринче вӗренекен хӗрарӑм (тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмсенчен пӗринче вӑл 47-ре пулнине пӗлтернӗ, анчах Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин сайтӗнче ҫулне ҫырман) диплом укҫалла ҫыртарма хӑтланса «кӗмӗлсӗр» юлнӑ.
Тӗпчев ӗҫне ҫырса пулӑшакана студентка тӗнче тетелӗнче шыранӑ. Унта, чӑн та, тем сутса илекен те, тем сӗнекен те пур. Хӗрарӑм куҫ хывнӑ пӗлтерӳ авторӗ хӑйӗн ӗҫне 9 пинпе хакланӑ. Анчах малтан ҫур хакне тӳлемелле. Ҫапларах ыйтнӑ пӗлтерӳ авторӗ.
Диплом кирлӗ студентка турткалашса тӑман — укҫана кӑларса хунӑ. Тӗрӗсрех каласан, куҫарса панӑ. Диплом ҫырма хатӗр ҫын ҫавӑн хыҫҫӑн ҫухалнӑ.
Улталаннине ӑнланса илнӗ студентка пакунлисем патне пулӑшу ыйтма вӗҫтернӗ.
Шупашкарти хӑш-пӗр аптекӑра эмел вырӑнне ун курупкине сутаҫҫӗ имӗш. Ку хыпара vistanews.ru Тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм пӗлтернӗ. Ӑна вара Вячеслав Михайлов халӑх корреспонденчӗ евитленӗ-мӗн.
Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑс районӗнче пурӑнакан ҫав ҫын республикӑн тӗп хулинчи аптекӑсенчен пӗринче ацетилсалицил йӳҫекне туяннӑ. Киле ҫитсен эмел курупкине уҫать те вӑл пуш-пушшине асӑрхать. Ӳркенменскер аптекӑна вӗҫтерет. Лерисем арҫын эмеле хӑй кӑларса илмен-ши тесе иккӗленнӗ-мӗн. Ҫакӑн пирки вӗсем темиҫе хутчен те ыйтнӑ иккен.
Вячеслав Михайлов ятлӑ ҫав ҫын маларах ҫавӑн пек пӑтӑрмах Ленин проспектӗнчи пӗр аптекӑра сиксе тухнине ӗнентернӗ. Арҫыннӑн пӗлӗшӗсем те аптекӑра пуш курупка туянса курнӑ пулать.
Ҫӗмӗрле ҫыннине Чӑваш Ене конвойпа илсе килнӗ. Вӑл ҫичӗ ҫул федераци шыравӗнче пулнӑ.
Чӑваш Ен ҫыннине банксене тата харпӑр ҫынсене улталаса 11 миллион тенкӗ вӑрланӑшӑн айӑпласшӑн. 2011 ҫулта ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви шухӑшӗпе, вӑл пӗр коммерци фирмин директорӗ пулнӑ май услам аталантарас тесе Шупашкарти банксенче, кредит учрежденийӗсенче кредит илнӗ, харпӑр ҫынсемпе организацисенчен кивҫен ыйтнӑ. Следовательсем унран ыйтса тӗпчесшӗн пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра арҫын урӑх преступленишӗн колони-поселенире ларнӑ. Анчах хайхискер унтан тухса тарнӑ. Ӑна федераци шыравне панӑ.
Арҫын Чӑваш Ен тулашӗнче пытанса пурӑннӑ, тӑванӗсемпе ҫыхӑнӑва тухман. Анчах кирек мӗнле вӗренӗн те вӗҫӗ пур. Нумаях пулмасть ӑна Мускав облаҫӗнчи Дубна хулинче тытса чарнӑ.
Суя пурнӑҫ — ҫур пурнӑҫ. Ҫапла каланӑ ваттисем. Анчах Патӑрьел районӗнче фермер хуҫалӑхӗ уҫнӑ арҫыншӑн ку чӑна килмен: суйни часах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
50 ҫулти арҫын — Шупашкартан. Патӑрьел районӗнче хресчен фермер хуҫалӑхӗ уҫнӑскер ЧР Ял хуҫалӑх министерствине 6 миллион тенкӗ субсиди илмешкӗн документсем тӑратнӑ. Хайхискер пӗр фирмӑпа шӑвармалли хатӗр-хӗтӗр туянмашкӑн суя килӗшӳ тунӑ. Анчах арҫын нимӗнле техника та илмен. Асӑннӑ ведомство ӑна суда панӑ.
Суд арҫын айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Халӗ фермерӑн ҫав укҫана министерствӑн счечӗ ҫине куҫарса памалла.
Суд приставӗсем вара хальлӗхе, парӑма татиччен, фермерӑн Тайотине тата Патӑрьел районӗнче вырнаҫнӑ 2 ҫӗр лаптӑкне арестленӗ. Арҫыннӑн вӑхӑт нумай юлман: унӑн парӑма 10 кунра парса татмалла. Унсӑрӑн вӑл хӑйӗн пурлӑхӗсӗр тӑрса юлма пултарать.
Паян Ҫӗнӗ Шупашкарта пайҫӑсемпе тӳре-шара, прокурор тата строительсем тӗл пулнӑ. Кунта сӑмах асӑннӑ хулари Кӑнтӑр урамӗнчи 7а ҫурт пирки пырать.
Пайҫӑсене хваттер шантарса ҫурт-йӗр тӑваканни — «Алза» организаци. Объекта темиҫе ҫул каяллах хӑпартма тытӑннӑ. Строительсем пайҫӑсене 2015, 2016, 2017 ҫулсенче ҫурта хута яма темиҫе те шантарнӑ.
Паян пайҫӑсемпе хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн хула тӑвас, ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата инфраструктура енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Александр Андриянов, хула прокурорӗ Виктор Иванов тата ыттисем курнӑҫнӑ.
Паянхи куна ҫурта ӑшӑ парас, ҫурт умне йӗркелес, пушар тытӑмне тӑвас, лифт ярас ӗҫсем юлнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти тӳре-шара пайҫӑсемпе нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тепӗр хут тӗл пулма шантарнӑ.
Улталаса 3 миллион тенкӗ ытла йӑкӑртнӑ чӑваш арҫыннине Ростов облаҫӗнче тытса чарнӑ. Патӑрьел районӗнче пурӑнаканскер унта йӗрке хуралҫисенчен пытанас тӗллевпе кайнӑ.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ ҫул вӗҫӗнче полици уйрӑмне харӑсах темиҫе ҫын пынӑ. Вӗсем пурте 36 ҫулти арҫын хӑй усламҫӑ пулнине пӗлтернине, хайхискер бизнесне аталантарма укҫа кивҫен илнине каланӑ. 3 миллион тенкӗ ытларах пухӑнсан вара телефон номерне улӑштарнӑ та тарса ҫухалнӑ — арҫынна ҫӗр ҫӑтнӑ тейӗн. Ҫак сӑлтавсене шута илсе пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ӑна федераци шыравне тӑратнӑ.
Палӑртса хӑварар, Патӑрьел районӗн арҫынни тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, нумаях пулмасть ӑна конвойпа Чӑваш Ене илсе килнӗ.
Ольга Бузова телеертӳҫӗ, актриса, дизайнер шупашкарсене кӳреннӗ. О. Бузовӑна «Дом-2» телешоуна хутшӑннипе ытларахӑшӗ пӗлет-тӗр. Инстаграмри унӑн страницине ҫырӑннисен шучӗ 12 миллионтан иртнӗ. Чӑваш Енре те ӑна юратакансем, ун пурнӑҫӗпе кӑсӑкланакансем пур. Нумаях пулмасть Шупашкарта Ольга Бузова ячӗпе ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ.
Ҫакна Ольга Бузова Инстаграмра ҫырнӑ: «Эсир мана кӗтнӗ, парнесемпе пынӑ, суту-илӳ центрӗн ертӳҫисем мана тата ман ушкӑна фан-тӗлпулу йӗркелеме палӑртнине пӗлтермен те. Вӗсем манӑн ҫынсене улталаса пуҫтарнӑ, эпӗ пӗлмен мероприяти пуҫланасса виҫӗ сехет ытла кӗттернӗ!»
Телеҫӑлтӑр хӑйӗн автографӗшӗн тата сӑнӳкерчӗкӗшӗн укҫа илнисене питӗ кӳреннӗ. Хӑй вӑл ун пек япалашӑн нихӑҫан та кӗмӗл ыйтмасть-мӗн.
Ултавҫӑсене явап тыттарма Ольга Бузова юристсене явӑҫтарассине систернӗ.
Шупашкар районӗнчи Кӳкеҫри ача-пӑчан ӳнер шкулӗн пуҫлӑхне службӑри ултавшӑн айӑпласшӑннине эпир иртнӗ ҫулхи ака уйӑхӗнчех пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫе ҫавӑн чухнех пуҫарнӑччӗ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм 2015 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен заведующи должноҫне паллаканне илме приказ кӑларнӑ. Леш урӑх организацире ӗҫленӗ, тепӗр ҫулталӑкран вӑл Тутарстана пурӑнма куҫса кайнӑ. Апла пулин те шкул пуҫлӑхӗ пӗлӗшне табельте шкулта ӗҫленӗ пек паллӑ туса пынӑ. Унсӑр пуҫне хӗрарӑм-директор хӑйӗнпе пурӑннӑ арҫынна та шкулта ӗҫленҫи кӑтартнӑ.
Хӑй ертсе пынӑ шкула хӗрарӑм-пуҫлӑх 240 пин тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ.
Халӗ тӗпчев вӗҫленнӗ. Хӗрарӑм шӑпине ҫывӑх вӑхӑтра суд татса парӗ. Унӑн ҫӗр лаптӑкӗн пӗр пайне тӗпчевҫӗсем арестленӗ. Паян вӑл пуҫлӑх пуканне те йышӑнмасть.
Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пӗлтӗр ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса суя документсем хатӗрленӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем асӑннӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе ӗҫ пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑх пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче пӗр паллаканне пулӑшас тенӗ. Ҫав тӗллевпе вӑл 1993 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Тӗмер ялӗнче 0,19 гектар ҫӗр уйӑрса панӑҫи туса хут йӗркеленӗ. Кайран лешӗ ҫав хутсем тӑрӑх ҫӗре регистраци службинче регистрацилеттернӗ.
Тӗпчев халӗ малалла пырать. Тӗпчеве тата пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем Елчӗк район прокуратури тӑратнӑ материалсем тӑрӑх пуҫарса янӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |