Пӑтӑрмахла ку ӗҫ Канаш районӗнчи пӗр ялта пулса иртнӗ. Унти ҫыхӑну уйрӑмне ертсе пыракан 24 ҫулти хӗрарӑм почта уйрӑмӗнче укҫа тухманнине пенси укҫипе саплаштарнӑ. Хӑйӗнпе мар. Ҫамрӑкскерӗн хӑйӗн тухман-ха ун пекки. Пӗр ялта пурӑнакан ватӑн шучӗпе.
«Хӗрхеннипе саплаштарас тенӗ-ши вара лешӗ е тӑванӗ пулман-ши?» — тесе шухӑшлас килӗ те вулаканӑн. Ҫук ҫав. Никам та мар. Ют ҫын кӑна.
Тӗрӗссипе, хайхи ватӑ хӑй пенсине почта уйрӑмӗн пуҫлӑхне тыттарман. Лешӗ хут ҫинче пенси тӳленӗ пек кӑтартнӑ та укҫине паман. 9624 тенке вӑл почтӑра укҫа тухманнине саплаштарма янӑ. Ҫавӑн пек правурланнӑшӑн халӗ хӗрарӑм тыткаларӑшне судра пӑхса тухӗҫ. Ӗҫне пуҫиле майпах пуҫарнӑ. Халӗ ӑна вырӑнти прокуратура суда ҫитернӗ.
Ҫӗмӗрлери «Елочка» ача ҫурчӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑм пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнче хысна предприятийӗнче пурӑнакан тӑлӑхсемпе пӗрле хӑйӗн ывӑлӗпе мӑнукне канма янӑ. Вӗсем каннине республика хӗрарӑм-пуҫлӑх хысни шучӗпе саплаштармалла тунӑ.
Ача ҫурчӗн пуҫлӑхӗн тӑванӗсем Крымри ача-пӑча уйлӑхӗнче каннӑ. Ҫакӑ Чӑваш Енӗн хыснине 29 пине кайса ларнӑ. Ултав ҫиеле тухсан тӑкака йӑлтах саплаштарнӑ-ха. Анчах суд тенкелӗ ҫине ӑна пӗрех лартнӑ. Кунсӑр пуҫне хӗрарӑм 2013 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ача ҫуртӗнче ӗҫленӗ евӗр укҫа та тӳленӗ. Уйӑхри шалу арҫыннӑн 12,5 пин тенкӗрен иртнӗ.
Нумаях пулмасть ултавҫӑ пуҫлӑх ӗҫне Ҫӗмӗрле район сучӗ пӑхса тухнӑ. Ӑна 50 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха.
Шупашкар район сучӗ 38 ҫулти усламҫӑ-хӗрарӑма тата унӑн мӑшӑрне юрӑхсӑр ҫурт тунӑшӑн айӑпламалла тунӑ. Хайхин хӑтланкаларӑшне тӳресем ултав вырӑннех хурса хакланӑ.
Тӗпчевҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, арӑмӗпе упӑшки 2008 ҫулта Шупашкар районӗнчи Атайкасси ялӗнче ҫурт хӑпартса лартнӑ. Ӗҫе вӗсем ҫурла уйӑхӗнче пуҫланӑ та юпа уйӑхӗнче вӗҫленӗ. Пӗр пӳрт те мар, иккӗ. Ҫурта вӗсем керамблокран хӑпартнӑ. Хӑйсене пурӑнма тесе мар. Каярах сутса яма. Ҫурта хӑпартма йӳнӗрех лартӑр тесе мӑшӑр вӑл тӑрӑхра пурӑнакан ҫынсене явӑҫтарнӑ. Лешсен вара ятарлӑ квалификаци тавраш пулман. Пӳрте туса пӗтернӗ-ха. Анчах ҫурт хӑрушсӑрлӑх нормисене пӑхӑнса тӑман иккен. Апла пулин те ҫаврӑнӑҫуллӑ мӑшӑр икӗ пӳрте те сутса янӑ. Уншӑн вӗсем 4,1 миллион тенкӗ тупӑш илнӗ.
Тата вӗсем пӳрте туянакан хӗрарӑма ҫӗрпе нимӗнле ыйту та сиксе тухмасть тесе улталанӑ. 400 пин тенкӗ тӳлесен ыйту татӑласса шантарнӑ. Анчах ку укҫа хӗрарӑма нихӑш енчен те тӗкӗ кӳмен — ҫӗрӗ мӑшӑрӑн харпӑрлӑхӗнче пулман.
Ултавҫӑ мӑшӑра суд 250-шер пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи икӗ усламҫӑ хӑйсен ӗҫне пуҫаратпӑр тесе хыснаран укҫа илнӗ те лава вырӑнтан та хускатман. Халӗ ку фактпа тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
2013 ҫулхи юпа уйӑхӗнче 25 икӗ каччӑ хӑйсен ӗҫне пуҫаратпӑр тесе асӑннӑ район администрацине бизнес-план тӑратнӑ. Вӗсенчен пӗри тимӗр-тӑмӑртан япала шӑратма пулнӑ, тепри — сӗтел-пукан кӑларма. Унтан хайхисем хӑйсен ӗҫне пуҫарма пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсене уйӑракан 300 пин тенкӗ укҫана илес шанчӑкпа хавхаланнӑ. Кӗҫех вӗсемпе вырӑнти тӳре-шара ятарлӑ килӗшӳ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Усламҫӑ пулатпӑр текенсене банк счечӗ ҫине кӗҫех 270-шер пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хӑйсенчен лешсен 30-шар пин тенкӗ уйӑрмалла пулнӑ.
«Кӗмӗлне» илессе илнӗ те, ӗҫне пуҫарман. Халӗ вӗсене пысӑк виҫепе улталанӑ тесе пуҫиле майпа айӑплама пултараҫҫӗ.
Укҫа-тенкӗ пирамидисен вӑхӑчӗ хыҫа юлнӑн туйӑнать те, анчах вӗсем вӑхӑт-вӑхӑтӑн хӑйсен пирки аса илтерсех тӑраҫҫӗ. Чӑваш Енре пурӑнакансем хӑй вӑхӑтӗнче МММ пеккисенчен шар курнӑччӗ. Анчах каярах та ҫынсенчен кулакансем тупӑннӑ. Вӗсенчен пӗрин тӗлӗшпе кӗҫех суд пулмалла.
Республика прокуратурин пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «Гарант-Кредит» потребитель обществи ҫынсене улталанӑ. Ӑна пула 2 пин ытла шар курнӑ. Асӑннӑ фирма 2002–2007-мӗш ҫулсенче укҫа-тенкӗ пирамиди йӗркеленӗ. Укҫа-тенке экономикӑн пысӑк тупӑшлӑ отрасльне яма шантарнӑ, анчах сӑмахпа ӗҫ пӗр килмен.
Ултавҫӑсем 2 пин ытла ҫынна 159 миллион тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ.
Шупашкарти Ленин район судне республикӑн ҫутҫанталӑк министрӗ Иван Исаев тата ведомствӑн пай пуҫлӑхӗ Геннадий Мусабиров тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫ ярса панӑ. Кун пирки Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури ӗнер хыпарлани тӑрӑх «Интерфакс-Поволжье» информаци агентстви пӗлтерет.
Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, 2011 ҫулта Г. Мусабиров хатӗрленӗ, И. Исаев ҫирӗплетнӗ хутсемпе йывӑҫ саккуна пӑсса каснӑ. Патшалӑха ҫапла майпа 280 миллион тенке яхӑн сӑтӑр кӳнӗ пулать.
Кунсӑр пуҫне 2011 ҫулта И. Исаев приказӗпе «Чӑваш вӑрман хуҫалӑхӗ» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗнчен 15 миллион тенкӗ ытлалӑх пурлӑха саккунлӑ мар майпа туртса илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Асӑннӑ пурлӑх шутӗнче тӗрлӗ техника, складсем, гаражсем тата ытти кӗрет имӗш. Ҫапла туни предприятие панкрута тухасси патне ҫитернӗ пулать.
Пӑрачкав район прокуратури вӑхӑчӗ тухнӑ апат-ҫимӗҫ сутакан усламҫа административлӑ майпа явап тыттарма йышӑннӑ. Йышӑнӑвне прокуратура кӑларман-ха, суд. Анчах тӗрсӗлевне ҫак надзор органӗ Роспотребнадзор управленийӗн вырӑнти пайӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле ирттернӗ.
Ряпино ялӗнчи пӗр пӳртре В.В. Волкова хушаматлӑ усламҫӑ сутлӑх вӑхӑчӗ тухнӑ краб патакки, кетчуп, панулми уксусӗ сутнӑ. Ҫапла хӑтланни этем пурнӑҫӗшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать тесе ун тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Усламҫа явап тыттарма ыйтса ӗҫе Чӑваш Енӗн Арбитраж судне ярса панӑ. Унта хӗрарӑма 30 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
ЧР ШӖМӗ ултавҫӑсен аллине ҫакланасран асӑрханма ыйтать пулин те кунашкал тӗслӗх час-часах тӗлпулать. Хальхинче 75 ҫулти кинемее шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Халӗ полицейскисем лару-тӑрӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кинемей радиопа «Ҫивӗч куҫ» куҫлӑх пирки илтнӗ. Компани менеджерӗсем вӑл мӗнпур чиртен хӑтӑлма пулӑшнине ӗнентернӗ.
Кинемей «хӗрӳ лини» телефон номерӗпе шӑнкӑравланӑ. Ултавҫӑсемпе калаҫсан хайхискер 10 пин тенкӗ тӳленӗ. Кун хыҫҫӑн менеджерсем ватӑскер патне хӑйсемех шӑнкӑравланӑ та кинемее ҫӳҫне, чӗрнине ярса пама ыйтнӑ. Кинемей мӗн каланине пурнӑҫланӑ.
Официаллӑ информаци тӑрӑх, тивӗҫлӗ канури кинемей ултавҫӑсене 91 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Вӑл ҫавна валли кредит та илнӗ-мӗн.
Чӑваш Енри промышленноҫ предприятийӗсенчен пӗринче сутӑ пайӗнче ӗҫленӗ пӗр арҫын харӑсах икӗ коммерци организацине пулӑшма шантарнӑ. Пулӑшӑвӗ вара ҫапларах пулнӑ. Хайхи этем хӑй ӗҫлекен предприятири продукципе вӗсене чӑрмавсӑр тивӗҫтерсе тӑма шантарнӑ. Анчах пӗр тоннӑшӑн пӗр пин тенкӗ тӳлесе тӑрсан. Ҫапла вара икӗ предприятирен 1,9 миллион тенке яхӑн пухнӑ.
Анчах вӗрен темле явӑнсан та вӗҫӗ пулать теҫҫӗ. Сутӑ пайӗнче ӗҫлекен валли те ҫав кун ҫитнӗ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса кӗсьене кӗмӗл чиксе пурӑннӑ ҫынна суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Суд ӑна тӗрӗслев вӑхӑчӗ парса 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтарма тата 1,8 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Суд йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртессине суд приставӗсем хӑйсем ҫине илнӗ. Парӑмлӑ ҫынна малтанласа ют ҫӗршыва кайма чарнӑ, каярах ӑна вӑл туяннӑ хваттере регистрацилеме те чарса лартнӑ.
Парӑма татмаллах иккенне арҫын тинех ӑнланса илнӗ курӑнать. Анчах чирлӗ тӑвансене пӑхатӑп тесе суд ӑна штрафа 3 ҫул хушши пӗчӗкшер виҫепе — кашни уйӑхра 50-шар пин тенкӗшер — татса пымалла тунӑ. Малтанхи вӑхӑтра арҫын ҫавӑн пек тунӑ та. Анчах кӑштахран вӑл, хӑй официаллӑ майпа ниҫта та ӗҫлемест пулин те, юлнӑ 1 миллион тенкӗ парӑма харӑсах тӳлесе татнӑ.
Полис илес тесен Анатолий Макаров хушаматлӑ усламҫӑпа килӗшӳ тутарнӑ. Макаровӗ тата кам-ши тесе хытах пуҫ ватма кирлӗ мар. Уйрӑм усламҫӑ. Хайхискер транспортӑн аккумулятор батарейине тӗрӗслесе укҫа туса пурӑнать иккен. Республикӑри страхлакан организацисенчен пӗринче ҫавскерӗн шанчӑклӑ тусӗсем пулнӑ-тӑр. ОСАГО полис илес тесен хайхисем ҫав Макаров хушаматлӑ усламҫӑ патӗнче аккумулятора тӗрӗслеме хушнӑ. Енчен те ун патне кайма кӑмӑл тумасан ОСАГО килӗшӗвне алӑ пусмассипе хӑратнӑ.
Палӑртнӑ пӗр организацие хӑвалани конкуренци ҫинчен калкан саккуна пӑсни пулать тесе Монополипе кӗрешекен федераци службин республикӑри управленйиӗ административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Сучӗ чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулмалла. Конкуренци ҫинчен калакан саккуна пӑснӑшӑн страхлакан организацие те, Макаров хушаматлӑ усламҫа та ахӑртнех явап тыттарӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |