Ҫӗрпӳри районсен хушшинчи судпа медицина экспертизин бюро уйрӑмӗн унчченхи ертӳҫи ӗҫ тивӗҫӗсенчен иртнӗ тата ҫынсене улталанӑ, уйрӑмри санитаркӑсем ӑна саккунсӑр ҫак ӗҫе тума пулӑшнӑ тесе шанмаҫҫӗ. Уголовлӑ ӗҫе тишкерсе пӗтернӗ, суда ярса панӑ.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, хайхи морг ертӳҫи пӗлтӗр ҫулталӑк тӑршшӗпех вилнӗ ҫынсен ӳтне пытарма хатӗрленӗшӗн укҫа илме юраманнине пӗлсе тӑрсах ахаль те пысӑк хуйхӑллӑскерсенчен сӗтев илнӗ. Укҫана вилнӗ ҫын тӑванӗсем юнашар вырнаҫнӑ ритуаллӑ таварсен лавккинче панӑ, унта уйрӑм сӗтел хушшинче дежурствӑри санитарка ларнӑ, укҫана шӑпах вӑл илнӗ. Тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, ҫавсен хапсӑнчӑклӑхне пула 19 ҫын шар курнӑ. Вӗсем пурӗ пӗрле 83 пин тенкӗ тӳленӗ. Унсӑр пуҫне морг ертӳҫи Ҫӗрпӳ районӗн хӗрарӑмӗнчен амӑшне пытарма хатӗрленӗшӗн улталаса 4930 тенкӗ илнӗ.
Халӗ тӗнче тетелӗнче япала сутакан нумай. Анчах ултавҫӑсем те тӗлӗрмеҫҫӗ, хӑйсем валли тупӑш тумалли майсем шырасах лараҫҫӗ.
Канаш хулинче пурӑнакан ҫамрӑк хӗрарӑм та ултавҫӑсен аллине лекнӗ. Хайхискер анлӑ сарӑлнӑ сайтра ӗне сутни пирки пӗлтерӳ вырнаҫтарнӑ.
Кӑштах вӑхӑт иртсен ҫамрӑк хӗрарӑм патне пӗр ҫын шӑнкӑравланӑ та ӗне илесси пирки пӗлтернӗ. Арҫынпа йӑлтах калаҫса татӑлнӑ вӑл, лешӗ унӑн карточки ҫине кӑштах укҫа куҫарма шантарнӑ. Ҫапла майпа арҫын хӗрарӑмӑн банк карттин реквизичӗсене пӗлнӗ. Хӗрарӑм вара вӗсене никама та пӗлтермелле маррине шута хумасӑр йӑлтах каланӑ. Кун хыҫҫӑн сутуҫӑн карточки ҫинчен 6 пин тенке яхӑн ҫухалнӑ.
Вӑрмар район администрацийӗн специалистӗнче ӗҫлекен ҫамрӑк хӗрарӑма улталанӑшӑн айӑпласшӑн. 28 ҫулта ҫеҫ пулин те ҫакскер кукӑр-макӑр та пӑрӑнӑҫ ҫулпа кайма шут тытнӑ. Ют ҫыншӑн мар, асламӑшӗшӗн (тен, кукамӑшӗшӗн-ши... Чӑваш Енӗн пресс-служби «бабушка» тенӗ те).
Ҫамрӑкки ваттине юхӑнакан ҫуртра пурӑннӑ пек туса хваттер ыйтӑвне лайӑхлатма пулӑшнӑ. Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан ҫывӑх ҫынни ҫапла майпа кӗҫех виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттерлӗ пулнӑ. Ҫапла хӑтланса Вӑрмар районӗнчи Энӗшпуҫ ял тӑрӑхне 1 миллион та 300 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Килшӗн тӑрӑшакан специалист тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе прокуратура пӑхса тухса суда ярса панӑ. Кунпах ҫырлахасшӑн мар-ха пакунлисем: хваттере муниципалитета партарасшӑн.
Шупашкарта пурӑнакан тӑватӑ ҫынна Самар пикисем шӑнман пӑрпа лартса янӑ. Шар курни ҫинчен вӗсем Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти управленине пӗлтернӗ.
Самар пикисене ӗненсе укҫасӑр юлнисем телефонпа шӑнкӑравлакан палламан ҫынсене ӗненсе лартнӑ. Хӗрсем вӗсене хӑйсемпе: «Эпир — банкран», — тесе паллаштарнӑ. Банк «ӗҫченӗсем» ҫаврӑнӑша ҫывӑх вӑхӑтра ҫӗнӗ тӳлев карттисем тухаҫҫӗ тесе каланӑ. Ҫӗнӗ картта тухнӑран электрон счетсем ӗҫлеме пӑрахнӑ тесе ӗнентернӗ. Унчченхи карттӑ ҫинчи укҫана ҫӗнни ҫине куҫармалла тенӗрен вӗсен хуҫисем часрах банкомата вӗҫтернӗ. 4 ҫын ултавҫӑсене пурӗ 75 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Улталакан хӗрсем Самартан пулнӑ. Вӗсенчен пӗри — 21-ре, тепри — 22-ре. Пикесем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Патӑрьелти районсен пӗрлехи следстви пайӗ Елчӗк районӗнчи Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе службӑри ултавшӑн айӑпласшӑн.
Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗнче Елчӗк ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ коммерци организацийӗпе Тӳскел ялӗнче нумай ӗҫ тӑвакан культура центрне туса пӗтерме килӗшӳ алӑ пуснӑ. Подряд организацийӗ пуҫлӑхне вӑл ӗҫе 930 пин тенкӗлӗх тунӑ тесе алӑ пусма ыйтнӑ. Тӗрӗссипе 430 пин тенкӗлӗх кӑна пурнӑҫланӑ. Тепӗр икӗ кунтан коммерци организацине ҫав суммӑна куҫарса панӑ. Ҫур миллион тенкӗ ытларах тӳлесе хыснана шар кӑтартнӑ пуҫлӑх ӗҫӗпе халӗ тӗпчевҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ.
Сӑмах май, ӗҫе подрядчик кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче ҫеҫ вӗҫленӗ.
Шупашкар ҫумӗнче вырнаҫнӑ административлӑ ҫуртра укҫа пичетлекен станок тупнӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, суя укҫа кӑларакана ҫавӑнта тытса чарнӑ.
Кун пирки йӗрке хуралҫисем пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Полицейскисем Чулхула ҫыннине тытса чарнӑ. Ҫак арҫын хула ҫумӗнче вырнӑҫнӑ ҫуртра (унта никам та пурӑнман) укҫа пичетлекен машина вырнаҫтарнӑ. Хӑй те ҫав ҫуртах пурӑннӑ.
Полицейскисем 500 тенкӗлӗх 400 хут укҫа тупнӑ. Ку пӗтӗмпе 214 пин тенкӗпе танлашать. Ҫав арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Чулхула ҫынни суя укҫасемпе ытларах пасарта усӑ курнине каласа кӑтартнӑ. Ара, лешсен унта укҫа тӗрӗслемелли машинка ҫук. Халӗ полицейскисем ку ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Пӗр арҫын Шупашкарта пурӑнакан 85 ҫулти хӗрарӑма шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ. Вӑл унӑн укҫи-тенкине вӑрланӑ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче арҫын ватӑскер патне (вӑл ун чухне урамра пулнӑ) пынӑ та патшалӑх уйӑрнӑ укҫа-тенке илсе килнине пӗлтернӗ. Унтан хайхискер хутсене хатӗрлемешкӗн паспорт ыйтнӑ.
Вӗсем пӳрте кӗнӗ. Хӗрарӑм документсем шыранӑ чухне арҫын укҫа-тенкӗ ӑҫта выртнине асӑрханӑ. Унтан хайхискер отчет тума кирлӗ тесе хӗрарӑма урӑх халат тӑхӑнма ыйтнӑ, кайран сӑн ӳкерӗнме имӗш. Вӑл пӑрӑнсан кӗтмен хӑна 77 пин тенкӗ вӑрланӑ. Унтан почтальонпа тата укҫапа таврӑнма шантарса тухса кайнӑ.
Ҫав арҫын 30–35 ҫулти пек курӑнать, 170 сантиметр ҫӳллӗш, ҫаврака питлӗ, тӗреклӗрех. Йӗрке хуралҫисем ӑна шыраҫҫӗ.
Ҫул-йӗр фирмин тӗп директорӗнче ӗҫленӗ ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна ҫул юсанӑ чухне 5 миллион вӑрланӑ тесе айӑпласшӑн.
Ку Хӗрлӗ Чутай патӗнчи ҫула юсанӑ чухне пулнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, 2013 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче фирмӑпа район администрацийӗ килӗшӳ тунӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, фирмӑн Хӗрлӗ Чутай ҫывӑхӗнчи ҫула юсамалла пулнӑ.
Анчах документсене панӑ чухне подрядчик ӗҫӗн пӗр пайне пурнӑҫламанни палӑрнӑ. Пӗр пая юсанӑ чухне хакне хӑпартни те тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ҫапла майпа подрядчик район администрацине 800 пин тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑ.
Ҫак схемӑпах 2008–2012 ҫулсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи автоҫула юсанӑ чухне 5 миллион тенкӗ вӑрланӑ. Куншӑн та ҫав пуҫлӑхах явап тыттарасшӑн.
Ҫӗрпӳри ҫӑкӑр предприятийӗн директорне хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑшӑн айӑпланӑ.
«Вектор» СПОК учредителӗ тата Ҫӗрпӳри ҫӑкӑр предприятийӗн директорӗ пӗр фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхне аташтарса янӑ та хӑйӗн фирмипе 120 тонна тулӑ илесси пирки килӗшӳ алӑ пусма ӳкӗте кӗртнӗ. Фермер тырра панӑ пулать. Кун хыҫҫӑн директор алӑри накладнойпе усӑ курса Ҫӗрпӳри ҫӑкӑр предприятийӗн складӗнчен 100 тонна тулӑ вӑрланӑ.
Унтан хайхискер вӑрлани ҫиеле ан тухтӑр тесе фермер вырӑнне хӑй суя алӑ пусса накладной хутне предприяти бухгалтерине тӑратнӑ. Унтан ытти 20 тонна тырра хӑйӗн валли илнӗ.
Директор пӗтӗмпе 368 пин тенкӗлӗх тӑкак кӑтартнӑ. Ӑна суд 2 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ.
Канашра пурӑнакан 54 ҫулти хӗрарӑм 15 пин тенкӗсӗр юлнӑ. Вӑл ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхи хӗрарӑм тӗнче тетелӗнче хваттер тара парасси пирки хыпар вырнаҫтарнӑ. Кӑрлач уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ун патне арҫын шӑнкӑравланӑ, хӑйӗнпе Самар облаҫӗнчи МЧС ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ.
Хайхи арҫын хваттере тара илесси пирки, унта пӗр уйӑх пурӑннӑшӑн укҫа тӳлесси ҫинчен ӗнентернӗ. Анчах бухгалтерие отчет тума банк терминалӗн чекӗ кирлӗ-мӗн.
Анчах хӗрарӑмӑн перекет кӗнеки ҫеҫ пулнӑ. Арҫын мобильлӗ банка хута яма ӳкӗте кӗртнӗ. Хӗрарӑм лешӗ каланине итленӗ, счета кӗмелли пароле каланӑ. Хайхи арҫын кунпа усӑ курса унӑн укҫине икӗ телефон номерӗ ҫине хунӑ. Кайран пачах шӑнкӑрлавламан вӑл. Ҫапла вӑл Канаш хӗрарӑмне шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: арҫыннӑн телефон номерӗ — Пензӑран.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |