Ултавҫӑсем ҫынсене шӑнман пӑр ҫине лартмалли ҫӗнӗ меслет шыраса тупнӑ. Вӗсенчен тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ икӗ хӗрарӑм шар курнӑ ӗнтӗ.
Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче полицие 73 ҫулти хӗрарӑм килнӗ. Шупашкарта пурӑнаканскер кӑнтӑрла банкра пулнине, унта 90 пин тенкӗ илнине пӗлтернӗ. Киле утнӑ чухне ӑна арҫын хӑваласа иртсе кайнӑ, унӑн пӗр тӗрке укҫа ӳксе юлнӑ. Кинемей ӑна чӗннӗ, анчах лешӗ хӑнк та туман. Тӗркене тепӗр арҫын илнӗ, укҫана пайлама сӗннӗ.
Ҫав вӑхӑтра вӗсем патне леш арҫын таврӑннӑ. Вӑл кинемее тата арҫынна мӗнпур укҫине кӑтартма ыйтнӑ. Вӗсем пӗр пайне хӑйсене илнӗ тесе каланӑ. Хӑйӗн укҫине ҫӑмӑллӑнах паллать-мӗн вӑл: паллӑ тунӑ имӗш. Ҫапла майпа йӗксӗк кинемейӗн укҫине тӗрӗсленӗ чухне «шӳт банкӗ» укҫана чӑн-чӑннипе ылмаштарма ӗлкӗрнӗ. Ҫапла майпа кинемейӗн 67 пин тенкине йӑкӑртнӑ.
Ҫак мелпех Шупашкарта пурӑнакан 63 ҫулти арҫынна улталанӑ. Вӑл каланинчен ҫак ӗҫе ҫав йӗксӗксемех туни паллӑ.
РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев хыснасен хушшинчи трансфертсене пайласси пирки постановление алӑ пунсӑ. Ку укҫа тӗплӗ юсавшӑн тӳленине компенсацилемешкӗн кайӗ.
Официаллӑ документра палӑртнӑ тӑрӑх, Чӑваш Ен хыснине 17,3 миллион тенкӗ килӗ. Ӑна кайран тӗплӗ юсавшӑн тӳлекен пенсионерсен хушшинче пайлӗҫ. Трансферт виҫине 70-79 ҫулсенчи ӗҫлемен ҫынсене, ӗҫлемен пенсионерсен ҫемйинче пурӑнакан 80-ран аслӑрах ватӑсене шута илнӗ.
Раҫҫейри регионсен хушшинче пӗтӗмпе 3,76 миллиард тенкӗ пайланӑ. Аса илтерер: 70 ҫул тултарнӑ пенсионерсене тӗплӗ юсав укҫине 50 процент субсидилеҫҫӗ. 80-ран иртнисене вара — 100 проценчӗпех.
Аналитика кредит агентстви Раҫҫейри чи чухӑн тата пуян регионсене палӑртнӑ. Утӑ уйӑхне илес пулсан, Чӑваш Ен чухӑннисен йышне кӗнӗ.
Ҫавӑн пекех пуян маррисен йышне Астрахань, Сарӑту, Иваново, Вогоград, Киров, Кострома, Омск, Пенза, Орлов облаҫӗсем, Ставрополь енӗ, Ҫурҫӗр Осети, Калмӑк, Дагестан, Кабарда-Балкар, Адыгея республикисем лекнӗ.
Чи пуяннисем – Хабаровск тата Красноярск крайӗсем, Ленинград облаҫӗ, Коми Республики, Алтай, Тыва республикисем, Мурманск облаҫӗ, Ханты-Манси автономи округӗ, Ямал-Ненецк автономи округӗ, Сахалин облаҫӗ, Чукотка автономи округӗ.
Кӑҫал чухӑн тата пуян регионсен хушшинчи уйрӑмлӑх пысӑкланса пыни палӑртнӑ. Чухӑн регионсенче пӗр ҫын пуҫне 14,6 пин тенкӗ укҫа лекет. Пуяннисенче вара — 60,3 пин тенкӗ.
Раҫҫейре ҫитес ҫул 200 тата 2000 тенкӗлӗх укҫа кӑларасси пирки унчченех пӗлтернӗччӗ. Вӗсем ҫине хӑш хулана сӑнлассине палӑртас тӗллевпе сасӑлав ирттернӗ. Унта Шупашкар хулинчи Анне палӑкӗпе Чапаев палӑкӗ те хутшӑннӑ.
Нумаях пулмасть списокри 10 хула финала тухнӑ. Шел те, вӗсен йышӗнче Шупашкар ҫук. Конкурсӑн иккӗмӗш тапхӑрне «Общество шухӑшӗ» фонд ирттернӗ. Ыйтӑма тӗрлӗ хулара пурӑнакан 6 пин ҫын хутшӑннӑ. Кашнин патне киле килнӗ, хуласен ятне тата унти паллӑ вырӑнсен сӑнӳкерчӗкне кӑтартнӑ.
Финала 10 хула тухнисен йышӗнче ҫаксем: Владимир, Волгоград, Инҫет Хӗвелтухӑҫ, Иркутск, Хусан, Чулхула, Петрозаводск, Севастополь, Сергив Посад, Сочи.
Авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсем хӑйне шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнине полицейскисене пӗлтернӗ.
49 ҫулти хӗрарӑм телекуравпа экстрасенс пулӑшу сӗннине курнӑ. Вӑл рекламӑра кӑтартнӑ телефон номерӗпе «парапсихолога» шӑнкӑравланӑ. Лешӗ хӑйӗн яланхи юррине пуҫланӑ: хӗрарӑма питӗ вӑйлӑ пӑснӑ имӗш, ӑна пӗтермелле.
«Парапсихолог» пӑснине телефонпа калаҫсах илнӗ-мӗн. Хӗрарӑм тӑватӑ йӑлана ирттермешкӗн кӗсйинчен 150 пин тенкӗ ним мар кӑларса панӑ, усси пуласса шаннӑ. Хӑйне улталанине вӑл, шел те, кая юлса ӑнланнӑ. Кун хыҫҫӑн тин вӑл йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Чӑваш Енре Африка мурне сарӑлма паманнине, хӑрушӑ чире тӗп тунӑпа пӗрехне эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Пӑрачкав район администрацийӗнчен паян пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗп тунӑ сыснашӑн ҫынсене тӗлемелли укҫана республика хыснинчен ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗ тӗлне ҫынсене куҫарса панӑ. Ирӗксӗртен тп тума твинӗ выльӑхшӑн вӗсен хуҫисене 18,2 миллион тенкӗ ытла уйӑрса панӑ.
Аса илтеретпӗр, сыснан чӗрӗ виҫин пӗр килограмне 102 тенкӗ ҫинчен саплаштарнӑ, пуснин хакне — 146 тенкӗ шучӗпе. Пӑрачкав районӗнчи пӗр ҫынна (унӑн выльӑх шучӗ йышлӑ пулнӑ), тӗслӗхрен, 570 пин тенкӗ уйӑрса панӑ.
Пӑрачкав район администрацийӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра хака ытти регионтинчен самай пысӑкрах ҫирӗплетнӗ. Урӑх регионсенче 60 тенкӗрен пуҫласа 82 тенкӗ таран тӳлеҫҫӗ-мӗн.
«Рейтинг» Раҫҫейӗн информаци агентстви пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, ҫынсенчен самай пайӗ 500 пин тенкӗрен йӳнӗрех машинӑна та туянаймасть. Кредита шансан та кашни пиллӗкмӗш ҫемье кӑна апла урапаллӑ пулайрать.
1,2 миллион тенкӗ таран тӑракан урапана пирӗн ҫӗршывра пурӑнакансен 6,6 проценчӗ илме тупра ҫитереет.
Машинӑсен хакӗ те хальхи вӑхӑтра йӳнӗ мар. Вӑтамран илсен, хак 1,5 миллион тенкӗрен иртет. 5 миллион тенкӗрен хаклӑ машинӑна пирӗн ҫӗршыврисен 0,9 проценчӗ туянайрать.
Укҫа-тенкӗллӗ, хаклӑ урапа илейрекенсем Ямало-Ненецк автономи округӗнче пурӑнаҫҫӗ. Унта ҫур миллион тенкӗрен йӳнӗреххисене халӑхӑн ҫурри ытла кредитпа туянайрать, 1,2 миллион тенкӗллисене — 33,5 проценчӗ, чи хаклисене — 6,8 проценчӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Правительствин ларӑвӗнче ытти ыйтупа пӗрлех республикӑра пухӑнса кайнӑ ӗҫ укҫин парӑмне епле татмаллине те сӳтсе явнӑ.
Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев ку темӑпа самай цифра илсе панӑ.
Ҫурла уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне республикӑри 7 организаци 39,1 миллион тенкӗлӗх парӑм пухса тултарнӑ. Ҫакна пула 2027 ҫын шалу вӑхӑтра илеймесӗр аптӑраҫҫӗ.
Парӑмлӑ организацисен шутӗнче министр Шупашкарти 1-мӗш типографие, «Промтрактор Вакуна», Ҫӗнӗ Шупашкарти «Экотехсервис» управляющи компание, Сӗнтӗрвӑрринчи «Городока», Вӑрмарти автотранспорт предприятине, Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерне» асӑнса хӑварнӑ. Уйрӑмах пысӑк парӑма чӑх-чӗп хапрӑкӗпе «Промтрактор Вакун» пухнӑ.
Уйӑхӑн пуҫламӑшӗ тӗлне Пӑрачкав район пульницинче ӗҫ укҫипе парӑм пулнӑ, халӗ ӑна татнӑ.
Парӑмлисемпе Чӑваш Енӗн Ӗҫ инспекцийӗ тата прокуратура та ҫине тӑрса ӗҫлет.
ЧР Экономика министерствинче ӗҫленӗ ҫын тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Ӑна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 7 ҫул 1 уйӑхлӑха янӑ.
Наталья Губина ведомствӑра алкоголь рынокне тата лицензилессине тӗрӗслекен сектор заведующийӗнче ӗҫленӗ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2014 ҫулхи ҫурларан пуҫласа 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен Губина Корягин пулӑшнипе тӑватӑ коммерци организацийӗн директорӗсенчен сӗтев илнӗ. Пӗтӗмпе 480 пин тенкӗ кӗсйине кӗнӗ.
Вӗсене 2015 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче шӑпах «хура» ӗҫ тунӑ чухне тытса чарнӑ.
Корягинӑн та явап тытма тивӗ. Ӑна 4 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне пӗрне — 4 миллион, теприне 1 миллион та 800 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Вӗсен малашне патшалӑх органӗнче, вырӑнти хӑйтытӑмлӑхра ӗҫлеме юрамасть.
Какай этем рационӗнче уйӑхра миҫе хутчен пулма пултарать? Ытлашши ҫимеҫҫӗ-и ӑна? Тен, чакармалла виҫене? Ҫак ыйтӑва нумаях пулмасть иртнӗ Чӑваш Енӗн Правительствин ларӑвӗнче хускатнӑ. Ку калаҫӑвӗ этеме пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене сӳтсе явнӑ чух сиксе тухнӑ. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталшӑн ӑна (пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене) 8434 тенкӗ йышӑнса хӑварнӑ.
Сакӑр пин ҫурӑран пӗчӗкрех укҫапа саркалансах пурӑнаймӑн та, анчах сахал тупӑшлисене палӑртнӑ, ӑна май социаллӑ тӳлев уйӑрнӑ чух шӑпах ҫав укҫана тӗпе хураҫҫӗ. Пирӗн республикӑри ҫак виҫе кӳршӗллӗ хӑш-пӗр регионтинчен пысӑкрах. Мӗншӗн аплине сӳтсе явнӑ чух Чӑваш Енре 2013 ҫулта потребитель карҫинккине какай ытларах кӗртсе хӑварнине аса илнӗ. Аш йӳнӗ мар та, пурӑнмалли чи пӗчӗк виҫе те пысӑк. Ҫавна кура тӳре-шара какай виҫине чакарас сӗнӳ патне ҫитсе тухнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Охливанкин Иван Николаевич, пӗрремӗш чӑваш опера юрӑҫисенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Дьяконов Николай Васильевич, космос аппарачӗсене ӗҫлеттерсе пӑхаканӗ, подполковник ҫуралнӑ. | ||
| Абянова Руфия Минетулловна, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |