Россельхозбанкӑн Чӑваш Енри филиалӗнче «Ипотека с господдержкой» (чӑв. Патшалӑх пулӑшӑвӗпе паракан ипотека) программа пурнӑҫа кӗрет. Унпа килӗшӳллӗн илекен ипотека кредичӗпе ҫӗршывӑн кирек хӑш регионӗнче те хваттер туянма пулать.
Хваттер валли кивҫен илекен хӑйӗн пурнӑҫне тата ипотекӑпа туяннӑ хваттере страхласан ҫулталӑкри процент ставки 11,3 процентпа танлашать.
Чӑваш Енпе ытти регионта хваттер туянас текенсене кредита 3 миллион тенкӗ таран параҫҫӗ. Мускавра, Питӗрте, Мускав тата Ленинград облаҫӗсенче хваттерлӗ пулас шухӑшлисене 8 миллион тенкӗ таранах уйӑраҫҫӗ.
Асӑннӑ программӑпа банкран ипотека илес тесен хваттер хакӗн 20 процентӗнчен кая мар тӳлемелле. Кредита 30 ҫул таран тӳлесе пыма юрать.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин республикӑри политика канашӗн пайташӗсем РФ Федераци Канашӗнче Вадим Николаевах хӑварасшӑн. Ӑна вӗсем республикӑн Патшалӑх Канашӗнчен унта ҫирӗплетесшӗн.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти пайташӗсем хӑйсен пухӑвӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗнче фракци йӗркелес тата РФ Федераци Канашне ЧР Патшалӑх Канашӗ ячӗпе сенатора сӗнес ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Аса илтерер, унччен Федераци Канашӗнче Чӑваш Енрен Вадим Николаев тата республикӑн экс-президенчӗ Николай Федоров, вӑл вице-спикер, пулнӑччӗ.
Сенаторсенчен Николай Федоров пӗлтӗр 4 миллион та 810 пин тенкӗ ӗҫлесе илнине, Вадим Николаев вара 6 миллион та 750 пин тенкӗ тупӑш тунине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ.
Нумай хваттерлӗ ҫурт-йӗре тӗплӗ юсамашкӑн тесе пухакан укҫана банксенчи ятарлӑ депозит ҫинче пухмалла тӑвасшӑн. Ун пек вклада уҫма кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче май туса панӑ. Раҫҫейӗн Тӗп банкӗ сӑнанӑ тӑрӑх, кредит организацийӗсем ку тӗлӗшпе ҫине тӑраҫҫӗ. Перекет банкӗнче, акӑ, депозит счетне хальех уҫма пулать. Ҫывӑх вӑхӑтра ытти банк та ун пеккине йӗркелӗ.
Ятарлӑ депозит уҫма банксен устав капиталӗ 20 миллиард тенкӗ пулмалла — ҫакна РФ Ҫурт-йӗр кодексӗнче пӑхса хӑварнӑ. РФ Тӗп банкӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавӑн пек укҫаллӑ кредит учрежденийӗсем паян пирӗн ҫӗршывра 53-ӗн.
Аса илтеретпӗр, ҫурт-йӗре юсама тесе пухакан укҫапа чылай чухне паян-ыранах усӑ кураймӑн: юсав черечӗ 5, 10, 15 тата ытларах ҫултан кӑна ҫитет.
Чӑваш полицейскийӗсем преступленисен серине кам тунине уҫӑмлатнӑ. Вӗсем пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче ҫине-ҫинех пулнӑ.
ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, раштав уйӑхӗнче Улатӑр хулинче ҫынсене улталанӑ тӗслӗхсене шута илнӗ. Палламанскер ҫынсем патне шӑнкӑравланӑ та вӗсен тӑванӗ ҫул ҫинче инкеке лекни пирки пӗлтернӗ. Лешне пӑтӑрмахран кӑларас тесен укҫа кирлӗ-мӗн.
Ку вӑлтана пурте ҫакланман. Ҫапах палламан арҫынна ӗненекенсем тупӑннӑ. Оперативлӑ шырав ирттерсен ултавҫӑ кам пулни ҫиеле тухнӑ. Вӑл – 34 ҫулти арҫын, Самар облаҫӗнчи колонире ларать. Ҫакскер 24 ҫынна улталани пирки каласа кӑтартнӑ.
Канаш хулине аталантармашкӑн Раҫҫей правительстви укҫа-тенкӗ уҫӑрнӑ. Сахал мар — 739 миллион тенкӗ.
Монохуласене аталантаракан фонд ирттернӗ канашра йышӑннӑ ҫакна. Фондӑн генеральнӑй директорӗ Илья Кривогов каланӑ тӑрӑх, ҫул-йӗр, тасатмалли сооруженисене тумашкӑн, 15 инвестици проекчӗ валли, 8 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ. Бизнес-шухӑшсене пурнӑҫа кӗртни 1500 яхӑн ӗҫ вырӑнӗ пулӗ.
8 миллиард тенкӗрен 739 миллион тенки Канаш валли пулӗ. Унпа инженери тата транспорт инфратытӑмӗсене тунӑ ҫӗрте усӑ курӗҫ. Савут хута яма палӑртнӑ. Ку проекта пурнӑҫлама 6,7 миллион тенкӗ кирлӗ.
Чӑваш Енӗн Правительствин ӗнер иртнӗ ларӑвӗнче ытти ыйтупа пӗрлех ялти хыснаҫӑсене коммуналлӑ пулӑшушӑн саплаштарма уйӑракан укҫана вӑхӑтра куҫарса паманшӑн министрсене тата яваплисене хытах сӑмах тивнӗ. Ӳпкевӗ республикӑн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх, Сывлӑх сыхлав, Вӗренӳ, Культура министерствисен тата Патшалӑхӑн ветеринари службисене лекнӗ.
Укҫана Финанс министерстви вӑхӑтрах куҫарса панӑ иккен, анчах ҫынсем патне ҫитерессинче маларах асӑннӑ министерствӑсемпе ведомствӑсене пула чӑрмав сиксе тухнӑ.
Правительство ларӑвӗнче Михаил Игнатьев Элтепер кӑлтӑкшӑн хытах ӳпкеленӗ, айӑплисене палӑртса явап тыттарма хушса хӑварнӑ. Республика ертӳҫи тӳлеве авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен куҫарма хушнине аса илтернӗ май яваплисем ҫынсен конституци прависене пӑснине палӑртнӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан 366 пин ытла пенсионера ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче пенсипе пӗрле 5-шер пин тенкӗ тыттарӗҫ.
Ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑ мерӑна пурнӑҫа кӗртме пирӗн республикӑна кӑна Мускавран 1,8 миллиард тенкӗ килсе ҫитӗ.
Укҫана илес тесен пенсионерсен ниҫта та чупса ҫӳремелле мар, заявлени ҫырса та аппаланма кирлӗ мар. Кун пирки РФ Пенси фончӗн республикӑри уйрӑмӗн пресс-служби татӑклӑнах пӗлтерет.
Пӗр хутчен паракан тӳлеве потребитель хакӗсем ӳснине саплаштарма пултӑр тесе йышӑннӑ. Иртнӗ ҫул, сӑмахран, инфляци виҫи 12,9 процентпа танлашнӑ. Страхлакан тата социаллӑ пенсие 4 процент кӑна индексациленӗ. Уйрӑмлӑхне 5-шер пин тенкӗ парса компенсацилесшӗн. Ун валли кӑҫалхи ҫурла—раштав уйӑхӗсене илнӗ. Тепӗр майлӑ каласан, кашни уйӑхшӑн пӗрер пин тенкӗ памалла.
Канашра тулӑ тирпейлекен савут хута ярасшӑн. Проекта пурнӑҫа кӗртме ӗмӗтленекен «КиПиАй Агро Порецкое» тулли мар яваплӑ общество тулӑран глюкозӑпа фруктоза сиропӗ, тулӑран типӗ клейковина, глюкоза моногидрачӗ, гидрол (меласса), апат-ҫимӗҫ добавкисем хатӗрлесшӗн. Ҫулталӑкра 100 пин тонна тулӑ тирпейлесшӗн. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 6,7 млрд тенкӗрен иртет.
Канаша монохуласен йышне кӗртнӗ май Монохуласене аталантаракан фондран ҫывӑх вӑхӑтра 739 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Ку укҫа инженери тата транспорт инфраструктурине аталантарма кайӗ. «Кӗмӗле» уйӑрассине Раҫҫей правительствинче иртнӗ сӑнав канашӗн ларӑвӗнче йышӑннӑ. Унта ҫӗршыври 15 инвестици проектне аталантарма 8 миллиард ытла тенкӗ уйӑрассине пӗлтернӗ.
Экспертсем Чӑваш Енре пурӑнакан вӑтам статистикӑллӑ ҫыннӑн пӗр пӳлӗмлӗ хваттер туянас тесен мӗн чухлӗ вӑхӑт укҫа пухма тивнине шутланӑ. Тӳрех палӑртмалла: пирӗн республика ку енӗпе аутсайдерсен йышне лекнӗ.
Танлаштарӑма SRG аналитика центрӗн эксперчӗсем хатӗрленӗ. Вӗсем иккӗмӗш рынокри ҫурт-йӗре тишкернӗ.
Танлаштарӑмра Чӑваш Ен ҫӗршыври 83 регион йышӗнче 77-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Экспертсем шутланӑ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакан ҫыннӑн 1 тӑваткал метршӑн 10,43 уйӑх ӗҫлемелле.
Ҫурла уйӑхӗнче 1 тӑваткал метр 40 пин тенкӗ тӑнӑ. Ҫынсем вӑтамран 16410 тенкӗ ӗҫлесе илнӗ.
Танлаштарӑмра Ненецк автономи округӗ пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӗсен хваттер туянас тесен 2 уйӑх ытларах ҫеҫ ӗҫлемелле. Унтан Крымпа Севастополь списока тӑснӑ.
Авӑнӑн 13-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Уҫӑ тӳпе айӗнчи кино» акци старт илнӗ. Ӑна пурнӑҫа кӗртмешкӗн ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн 100 пин тенкӗ грантне панӑ.
Фестиваль виҫӗ эрнене тӑсӑлӗ. Вӑл Чӑваш Енри 5 район-хулара пулӗ: Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Куславкка районӗсенче.
Акци Никос Зервасӑн «Дети против волшебников» фильмне кӑтартнинчен пуҫланнӑ. Ӑна храм ҫывӑхӗнче кӑтартнӑ.
Андрей Федоров блогер фестиваль уҫӑлнӑ ҫӗре ятарласа килнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, чӑннипе унта официаллӑ пресс-релизра кӑтартнӑ пек мар. Кино курма 30 ҫын килнӗ. Инноваци сӗмӗ унта пачах пулман. Йӑлтах совет тапхӑрӗнчине аса илтернӗ. Блогер ҫынсем сивӗ ҫанталӑкра уҫӑ тӳпе айӗнче кино курса шӑнса ларасси пирки иккӗленет. Ара, халӗ кирек мӗнле фильма та килте пӑхма май пур-ҫке-ха.
Фестиваль йӗркелӳҫисем урӑхла шухӑшлаҫҫӗ: проектӑн пуласлӑхӗ пысӑк. ЧР Культура министерствин сайтӗнче те ҫапла ҫырнӑ: «Йывӑр ӗҫ кунӗ хыҫҫӑн уҫӑ сывлӑшра интереслӗ кино курма май пур».
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.05.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Охливанкин Иван Николаевич, пӗрремӗш чӑваш опера юрӑҫисенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Дьяконов Николай Васильевич, космос аппарачӗсене ӗҫлеттерсе пӑхаканӗ, подполковник ҫуралнӑ. | ||
| Абянова Руфия Минетулловна, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫӗн отличникӗ ҫуралнӑ. | ||
| Турхан Кузьма Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Гордеев Николай Васильевич, театр актёрӗ, чӑваш юрӑҫи вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |