РФ Шалти ӗҫсен министерствин Патӑрьелӗнчи пайне юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Вӑл — полицин подполковникӗ Андрей Ларьков.
Асӑннӑ пай Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи йӗркелӗхе тытса тӑрассишӗн яваплӑ.
Андрей Ларьков 1978 ҫулта Улатӑр хулинче ҫуралнӑ. Ҫемьеллӗ, 2 ывӑл ашшӗ. Юридици пӗлӗвне РФ ШӖМӗн Чулхулари академийӗн Шупашкарти филиалӗнче илнӗ. Чи малтанах вӑл Улатӑрти шалти ӗҫсен пайӗнче оперуполномоченнӑй пулса ӗҫленӗ. Унтан картлашка хыҫҫӑн картлашка тӑрӑх хӑпарса пынӑ май 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Патӑрьелӗнчи шалти ӗҫсен пайӗн пуҫлӑхӗн заместителӗ пулса тимлеме тытӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Олег Николаев муниципалитетсен информаци уҫӑмлӑхӗн рейтингне йӗркелеме хушнӑ. Кун пирки вӑл наркотикпа кӗрешекен комиссин ӗнер иртнӗ ларӑвӗнче каланӑ.
РФ Шалти ӗҫсен министерствин Наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслесе тӑракан управлени пуҫлӑхӗ Сергей Наумов наркотикпа кӗрешекен комиссисем вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсен сайчӗсенче ятарлӑ баннерсене туллин тултарса пымаҫҫӗ тесе пӗлтернӗ. Унта ӗҫ планӗ тата кӑтартӑвӗ пирки ҫителӗксӗр ҫыраҫҫӗ имӗш. Муниципалитетсен тӗнче тетелӗ валли хут ҫырассине лайӑхлатма тивӗ.
Паян, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Промышленность тата энергетика министерствинче кадрсемпе ҫыхӑннӑ улшӑну пулса иртнӗ. Министрӑн ҫумӗ пулма Дмитрий Гринёва ҫирӗплетнӗ.
Дмитрий Борисовича министерствӑри яваплӑ вырӑна шанса пани ҫинчен калакан документа республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.
Канаш районӗнчи Ямашри «Буратино» ача пахчи заведующине суд тӑвӗҫ. Хӗрарӑма ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса улталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Заведующи тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 159-мӗш стайин 3-мӗш пайӗпе тата 292-мӗш статьян 2-мӗш пайӗпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Хӗрарӑм 2015 ҫулхи ака уйӑхӗнчен тытӑнса 2022 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен ӗҫ табелӗнче хӑйӗн ывӑлӗ ача пахчине юсассипе тата ӑна тытса тӑрассипе тар тӑкнӑ евӗр кӑтартса пынӑ. Ҫавна май вӑл ывӑлне 600 пин тенкӗ ытла куҫарса панӑ. Ҫав вӑхӑтрах арҫын унта ӗҫлемен.
Пӑтӑрмаха прокуратура тупса палӑртнӑ.
Элӗк районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов шанчӑкран тухнине, ӑна прокуратура ӗҫрен кӑларса ярасшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ-ха.
Аса илтерер: Элӗк районӗн прокуратури Элӗк районӗн администрацийӗнче автоҫулсене тытса тӑрассипе тата юсассипе контракт алӑ пуснӑ чухне коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ.
Элӗк районӗн администрацийӗ райадминистраци пуҫлӑхӗн арӑмӗн уйрӑм усламҫӑ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗпе 2019-2021 ҫулсенче 42 миллион ытла тенкӗлӗх муниципалитет килӗшӗвне алӑ пуснӑ. Ҫавӑн чухне тӳре-шара коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна нормисене шута илмен.
Районти депутатсен пухӑвӗ прокуратура ыйтнине пурнӑҫлама васкаман. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пуҫлӑха выговор панипех ҫырлахнӑ. Анчах надзор органӗ кунпа лӑпланман, вырӑнти суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд та прокуратурӑпа килӗшнӗ.
Унтан ӗҫ аппеляци мелӗпе Чӑваш Республикин Верховнӑй судне ҫитнӗ. Унтисем те Куликова ӗҫрен кӑлармалла тесе йышӑннӑ.
Сӑмах май каласан, маларах Куликов ӗҫлеме пӑрахнӑ-пӑрахнах.
Чӑваш Республикин обязательнӑй медицина страхованийӗн территорири фончӗн директорӗ пулма Максим Дроздова ҫирӗплетнӗ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗччен ӑна директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннӑччӗ.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, республика ертӳҫин Олег Николаевӑн йышӑнӑвӗпе Максим Дроздова директор пуканне йышӑнтарнӑ.
Хӑй вӑхӑтӗнче Максим Дроздов Ҫӗнӗ Шупашкарти «Технологи центрӗ» тулли мар яваплӑ обществӑна ертсе пынӑ. Вӑл «Тимӗр шӑратакан завод», «Литпромгрупп» организацисен учредителӗ, «Промлитснаб» предприяти ертӳҫи пулнӑ.
Шупашкарти Граждан урамӗнчи ҫула хӑҫан сарса пӗтерӗҫ? Унта пурӑнакансем пӑкӑра ларса ывӑннӑ.
Паян стройка штабӗнче подрядчикпе, "Дориспа", канашлу иртнӗ. Унта депутатсем те хутшӑннӑ.
Ҫул-йӗр ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, вӗсем стройматериал кризисӗпе ҫыхӑннӑ тапхӑра чӑтса ирттернӗ, тинех 300 тонна хӑйӑр кӳрсе килнӗ. Вӗсем ӑнлантарнӑ тӑрӑх, халӗ малалла ӗҫлеме йӑлтах пур: материалсем, техника, ҫынсем.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Спирин пӗлтернӗ тӑрӑх, Граждан урамӗнчи ҫула ҫулталӑк вӗҫлениччен уҫас шанчӑк пур.
Айӑплава пурнӑҫлакан федераци сулужбин Чӑваш Енри управленийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑх. Ку пукана Геннадий Шиндин йышӑннӑ.
Паян ҫӗнӗ пуҫлӑха ЧР Элтеперне видеоҫыхӑну урлӑ паллаштарнӑ. Геннадий Петрович 1976 ҫулта ҫуралнӑ, Рязаньти патшалӑх ял хуҫалӑх академине пӗтернӗ, «ял хуҫалӑх производствин технологӗ» специальноҫе алла илнӗ. Унӑн ятарлӑ званийӗ – шалти службӑн полковникӗ. 2017 ҫултанпа айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Мӑкшӑ Республикинчи управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Паянтан – пирӗн республикӑри управлени ертӳҫи.
Унччен ку должноҫе Александр Робота йышӑннӑ пулнӑ. Халӗ вӑл – Саратов облаҫӗнчи управлени пуҫлӑхӗ.
«Шупашкар хулин граждан оборони тата чрезвычайлӑ лару-тӑру управленийӗ» муниципалитетӑн хысна учрежденине ертсе пыма Алексей Андреева шаннӑ. Унччен ҫав пукана Николай Немешкин йышӑннӑ.
Алексей Олегович чрезвычайлӑ лару-тӑруран асӑрханассипе тата ӑна сирсе ярассипе ӗҫлекен организацисенче 14 ҫул ытларах тӑрӑшнӑ. 2016 ҫултанпа вӑл малара эпир асӑннӑ управленире шыравпа ҫӑлав отрядне ертсе пынӑ.
Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн финанс министрӗн заместительне ӗҫрен кӑларнӑ. Правительствӑри ҫемҫе пукансӑр Павел Иванов юлнӑ.
Паянхи куна илсен, Чӑваш Ен финанс министрӗн Михаил Ноздряковӑн тӑватӑ заместитель: Ольга Метелева, Галина Павлова, Игорь Смирнов, Татьяна Щербаткина.
Павел Иванов Чӑваш Енӗн Финанс министерствинче 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ, министр ҫумӗ пулса вӑл маларах та — 2011-2012 ҫулсенче — тӑрӑшнӑ.
2019 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче Павел Иванова экономика министрӗн тилхепине те тыттарнӑ, унччен вӑл пӗр вӑхӑт Перекет банкӗн тата Внешэкономбанк тытӑмӗсенче ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |