Иртнӗ эрнере тата тепӗр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Депутатсен пухӑвӗ черетсӗр 15-мӗш ларӑва пухӑннӑ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусем хушшинче райадминистраци пуҫлӑхӗпе ҫыхӑнни те пулнӑ.
Депутатсем Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Николай Хорасёвпа ӗҫ килӗшӗвне татассине тишкернӗ. Николай Евгеньевичӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑ.
Халӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне администраци пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Галина Николава пурнӑҫлать.
Муркаш районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Ростислав Тимофеев муниципалитета ертсе пыма пӑрахнине эпир ӗнер пӗлтернӗччӗ. Райадминистрацин ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйламалли конкурс комиссине паян республика шайӗнче палӑртнӑ та.
Йыша «Чӑваш Республикинчи муниципалитет пӗрлешӗвӗсен канашӗ» ассоциацин ӗҫ тӑвакан директорӗ Александр Кузнецов, ГКЧСӑн республикӑри комитечӗн председателӗ Сергей Павлов, республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ Надежда Столярова, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Угаслов, Чӑваш Республикин Администрацийӗн Шалти полтика управленийӗн консультанчӗ Юрий Ямсков кӗнӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗн адмнистрацийӗн пуҫлӑхне суйлама та паян конкурс комиссине ҫирӗплетнӗ.
Ҫак эрнере республикӑри муниципалитетсенчен пӗринче пуҫлӑх ӗҫрен кайнӑ. Хӑйне должноҫрен хӑтарма ыйтса Муркаш районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ Ростислав Тимофеев заявлени ҫырса панӑ.
Пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче муниципалитетра Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем черетсӗр ларӑва пуҫтарӑннӑ.
Каяс текен ҫынна чараймӑн. Депутатсем Ростислав Тимофеевӑн заявленине пӗр шухӑшлӑн тивӗҫтернӗ.
Хальлӗхе илсен, Муркаш районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗн пуканне никам та йышӑнман. Ҫывӑх вӑхӑтра конкурс иртӗ, унта ҫӗнӗ ертӳҫӗне суйлӗҫ.
Шупашкарти «Ҫӗнӗ хула» микрорайонти пӗр урама Анатолий Игумнов ятне парасшӑн. Ҫапла йышӑннӑ Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем. Ку ыйтӑва «халӑх тарҫисем» пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче хула урамӗсен, лапамсен ятне улӑштарас, ҫӗннине парас енӗпе ӗҫлекен комиссире сӳтсе явнӑ.
Хальлӗхе хӑш вырӑнти урама ун ятне парассине каламан. Ҫапах ҫакӑ паллӑ: вӑл микрорайонти тӗп урамсенчен пӗри пулӗ.
Анатолий Игумнов 1994–2002 ҫулсенче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ, ҫавӑн пекех Шупашкар хулин депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулнӑ. Вӑл — тӗп хулан хисеплӗ ҫынни.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче федераци специалисчӗсем, муниципалитет тата республика тӳри-шари района цифрӑласси пирки калаҫнӑ.
Мӗне пӗлтерет ку? Районта ИТ-классем уҫӗҫ, информаци тытӑмӗсене пурнӑҫа кӗртме тытӑнӗҫ, перекетлӗ производствӑсем шутласа кӑларӗҫ тата ытти те. Хальлӗхе тӗплӗ план ҫук, ӑна хатӗрлеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер хальхи пурнӑҫра "цифрӑсӑр" май ҫуккине, хӑйсен районне сӑнав проекчӗ вырӑнне йышӑннӑшӑн савӑннине палӑртнӑ.
Краснодар крайӗнче пурӑнакан хӗрарӑма Чӑваш Енре суд тунӑ. Хӗрарӑм унччен Чӑваш Енре пурӑннӑ. Кунта вӑл пуҫлӑх пулса ӗҫленӗ — Вӑрнарти 1-мӗш шкулта директор пулнӑ.
Директорта тӑрӑшнӑ вӑхӑтра хӗрарӑм 2017 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗччен ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса пурӑнни ҫиеле тухнӑ. Вӑл учительсене преми тӳленӗ те укҫан пӗр пайне хӑйне пама ыйтнӑ. Ҫапла майпа виҫӗ преподаватель директора пурӗ 150 пине яхӑн тенкӗ тыттарнӑ.
Следстви пынӑ вӑхӑтра экс-директор вӗрентекенсене укҫана каялла тавӑрса панӑ. Хӗрарӑма суд тӗрмене хупмасӑр 2,5 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Конкурентлӑ политика тата тариф службинче нумаях пулмасть кадр улшӑнӑвӗ пулса иртнӗ. Асӑннӑ тытӑмӑн ертӳҫин заместителӗ пулма Татьяна Копеевӑна шаннӑ. Ку йышӑнӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Татьяна Александровна, эпир пӗлнӗ тӑрӑх, унччен те ЧР Конкурентлӑ политика тата тариф службинче ӗҫленӗ. Унта вӑл пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Халӗ ҫав хӗрарӑма яваплӑрах вырӑнта ӗҫлеме шанса панӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинче тата ӑна пӑхӑнса тӑракан ведомствӑсенче ӗҫлекенсем укҫа пухса Луганск тата Донецк облаҫӗсенчен тарса килнӗ ҫынсем валли йӑлара усӑ курмалли техника туяннӑ.
Ведомство сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пухнӑ укҫапа вӗсем холодильник, кӗпе-йӗм ҫумалли машина, микрохумлӑ кӑмака, икӗ утюг тата япала якатмалли сӗтел туяннӑ.
"Ҫынсен хуйхӑ, пирӗн айккинче юлма юрамасть. Пулӑшасси - кашнин тивӗҫӗ. Эпир пурте йывӑрлӑхра палӑшма хатӗр", - тенӗ ҫутҫанталӑк министрӗ Эмир Бедертдинов.
Чӑваш Енре ҫамрӑксене алкогольсӗр энергетиксем, тонуса хӑпартакан шӗвексем сутма чарасшӑн. Ҫавна май ытти регионсен опычӗсене тишкереҫҫӗ, кун хыҫҫӑн тивӗҫлӗ документ хатӗрлӗҫ.
ЧР Экономика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, саккуна йышӑнсан ҫамрӑксене энергетик сутакансене административлӑ майпа явап тыттарма пултарӗҫ.
Сӑмах май, ку таранччен алкогольсӗр энергетиксене ирӗклӗнех кирек кама сутнӑ. Ҫамрӑксем ӑна ӗҫсе организмне сиен кӳреҫҫӗ.
Халӗ энергетиксене яш-хӗре сутма чарас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ГКЧС председателӗ пулма Сергей Павлова шаннӑ. Ку пукана шанса париччен вӑл председателӗн заместителӗ – территори оборонин тата мобилизаци ӗҫӗн секторӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ.
Сергей Павлов 51 ҫулта. Унччен вӑл Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Участковӑй, дознаватель пулса тӑрӑшнӑ. 2009 ҫулта ӑна Шупашкарти Ленин районӗнчи милицин 1-мӗш пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ, 2011 ҫулта Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмне ертсе пыма тытӑннӑ, 2013 ҫултанпа — Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти уйрӑмне.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |