Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Икӗ куяна хӑвалакан пӗрне те тытайман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: тӳре-шара

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри Патӑрьелте агротехнопарк тунӑ чухне хамӑр тӑрӑхра туса кӑларакан оборудованипе тата материалпа усӑ кураҫҫӗ.

Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов агротехнопарк строительстви епле пынипе паллашма кайнӑ хыҫҫӑн хӑйӗн Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ.

Дмитрий Краснов хыпарланӑ тӑрӑх, инженери инфраструктурине тунӑ чухне республикӑри предприятисен продукцийӗпе май килнӗ таран ытларах усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Подрядчикӗ — ПМК-8.

 

Политика

Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Андрей Чибис суйлавра ҫӗнтернӗ. ЦИК пӗлтернӗ тӑрӑх, суйлавҫӑсен 41 проценчӗ сасӑланӑ, 73,99 проценчӗ Андрей Чибисшӑн сасӑ панӑ. Сувлава «Пӗрлӗхле Раҫҫей» партирен хутшӑннӑ.

Андрей Владимирович - Чӑваш Енрен. Вӑл 1979 ҫулта Шупшкарта ҫуралнӑ. 2019 ҫултанпа Мурманск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн должноҫне йышӑнать. Унччен вӑл РФ строительство тата ЖКХ министрӗн ҫумӗ пулнӑ.

 

Политика
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн Правительствинче кадр улшӑнӑвӗ пулса иртӗ. Патшалӑхӑн юстици енӗпе ӗҫлекен службин пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Игорь Михайлова ӗҫрен кӑларнӑ. Документа республика ертӳҫи Олег Николоаев паян, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.

Игорь Викторович — юридици пӗлӗвӗллӗ ҫын. Вӑл 2004 ҫулта Мускаври Ҫар университетӗнчен вӗренсе тухнӑ, унта вӑл юриспруденци енӗпе вӗреннӗ, специализацийӗ — «Прокурорпа тӗпчев ӗҫӗ».

 

Политика
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ
forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти «Фармаци» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятин пуҫлӑхне ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ.

Асӑннӑ предприятие Евгений Куксов гендиректор пулс аертсе пынӑ. Ӑна ҫав пукана пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшнче шанса панӑ. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 2-мӗшнченпе вӑл ку тивӗҫе пурнӑҫлама шаннӑ.

«Фармаци» предприяти эмел тата медицина тӗллевӗллӗ изделисене ваккӑн сутать. Пӗрремӗш аптекӑна 1871 ҫултах уҫнӑ. Паян пердприятин – аптека бази, 130 аптека тата аптека пункчӗ.

 

Республикӑра
gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Элтеперӗн йышӑнӑвӗпе Чӑваш Енре пӑтӑрмахпа ӗҫлекен штаб туса хунӑ.

Асӑннӑ документ ячӗ ҫапларах: О создании регионального штаба по исполнению инцидента № 55 «Очистные сооружения» (чӑв. «Тасатмалли сооруженисем» 55-мӗш номерлӗ инцидента пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен регионти штаба туса хурасси ҫинчен).

Асӑннӑ документ, ҫак йӗркесен авторӗ штаб ятне кура тӗшмӗртнӗ пекех, Атӑла тасатассипе ҫыхӑннӑ федераци проекчӗпе ҫыхӑннӑ иккен.

Атӑла тасатассипе ҫыхӑннӑ федераци программине хӑш-пӗр регионта тивӗҫлипе пурнӑҫламанни ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн (укҫана хут ҫинче тӑкакланӑ, ӗсне йӗркеллӗ пурнӑҫламан) ку ыйтӑва тӗрлӗ Телеграм-каналта, пуҫлӑхсен, ҫивӗч чӗлхеллӗ общество хастарӗсен шайӗнче хытах ҫӗклерӗҫ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра та кӑлтӑксӑр пулман.

 

Культура
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
minec.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ене темиҫе туризм зонине пайланӑ. Кун пирки республикӑн экономика министрӗ Дмитрий Краснов пресс-конференцире пӗлтернӗ. Ҫурҫӗр, Хӗвелтухӑҫ тата Анӑҫ – ҫакӑн пек зонӑсем туса хунӑ.

«Ҫурҫӗр» туризмпа рекреаци зонине Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Ҫӗрпӳ, Етӗрне, Муркаш, Красноармейск тӑрӑхӗсем кӗреҫҫӗ. «Хӗвелтухӑҫ» зонӑна — Канаш, Комсомольски, Тӑвай, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Вӑрмар тата Елчӗк тӑрӑхӗсем, «Хӗвеланӑҫ» зонӑна — Хӗрлӗ Чутай, Элӗк, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Улатӑр, Пӑрачкав тӑрӑхӗсем.

 

Персона
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова республикӑра пурӑнакансен ыйтӑвне тӗнче тетелӗнче хуравлӗ. Министр нумай ачаллӑ ҫемьесене паракан тӳлевсем пирки уҫӑмлатса парӗ. Укҫана шкула каймалли тум, спорт тумтирӗ туянма параҫҫӗ.

Ун пек пулӑшӑва камсене кӳреҫҫӗ? Компенсаци илес тесен мӗн тумалла? Мӗнле документсем кирлӗ? Министр пур ыйтӑва та хуравлӗ.

Министр халӑхпа уҫӑ эфира ыран, ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, 10 сехетре «Контактра» эфира тухӗ.

 

Политика

ЧР строительство министрне Михаил Коледана тытса чарнӑ. «На связи» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Строительство министерствинче шырав иртнӗ.

Паян Михаил Коледа ӗҫ вырӑнӗнче пулман-мӗн. Министра тытса чарни пирки хальлӗхе официаллӑ информаци ҫук. Ӑна мӗншӗн тытса чарнине те пӗлтермен.

Аса илтерер: нумаях пулмасть строительство министрӗ пулнӑ Павел Данилова тытса чарнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе следстви пырать.

 

Республикӑра
Телеграмри t.me/alenaelizarova каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
Телеграмри t.me/alenaelizarova каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Кӳкеҫри ваттисемпе инвалидсен интернат-ҫуртӗнче ҫӗнӗ директор ӗҫе пуҫӑннӑ. Директор тилхепине Гузель Ивановӑна тыттарнӑ.

Республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алена Елизарова Телеграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ пуҫлӑхпа коллектива паян паллаштарнӑ.

Гузель Иванова 10 ҫул ытла Ҫӗнӗ Шупашкарти социаллӑ реабилитаци центрӗнче тӑрӑшнӑ, кайран асӑннӑ хулари 12-мӗш ача пахчин заведующийӗнче ӗҫленӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, Гузель Иванован ӗҫе ертсе пырас опыт пысӑк.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/alenaelizarova/2156
 

Персона
Татьяна Немцева. tavanen.ru сӑнӳкерчӗкӗ
Татьяна Немцева. tavanen.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Обществӑпа ҫыхӑну тытакан тата коммуникаци сферинче цифра проекчӗсене аталантарас енӗпе ӗҫлекен «Диалог Регионсем» организацин (Мускав хули) Чӑваш Республикипе ӗҫлекен пайӗн пуҫлӑхне Татьяна Немцевӑна Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе наградӑланӑ.

Татьяна Вячеславовна — истори наукисен кандидачӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл влаҫпа общество ҫыхӑнӑвӗшӗн яваплӑ ӗҫре тӑрӑшать. Чӑваш Енри Регион управленийӗн центрне уҫни виҫӗ ҫул ытла. Унӑн тӗп тивӗҫӗ — ҫынсен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлесси. Ҫак ӗҫе асӑннӑ центр «Инцидент Менеджмент» тытӑм тата «Госуслуги. Решаем вместе» (чӑв. Патшалӑх пулӑшӑвӗ. Пӗрле татса паратпӑр) портал урлӑ туса пырать. Центр влаҫ органӗсем халӑх тетелӗсенчи хӑйсен ушкӑнӗсем урлӑ халӑхпа епле ӗҫленине сӑнаса-тӗрӗслесе тӑрать.

 

Страницӑсем: 1 ... 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, [21], 22, 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, ... 295
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне тухӑҫлӑ пулӗ. Йышӑнусем хӑвӑрт тӑватӑр, кӑткӑс лару-тӑруран та тухатӑр, уйрӑмах — харпӑр пурнӑҫра. Хӑюлӑха, иккӗленӳсӗр ӗҫлеме пӗлнине кӑтартатӑр. Эрне пуҫламӑшӗнче сывлӑха тимлӗх уйӑрмалла, ытлашши ӗҫлемелле мар.

Ҫу, 15

1881
145
Кашкӑр Микули, чӑваш сӑвӑҫи, юрӑҫи ҫуралнӑ.
1890
136
Константин Иванов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1917
109
Хусанта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи вырӑс мар халӑхсен пӗрремӗш пухӑвӗ иртнӗ.
1928
98
Андреев Иван Андреевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1956
70
Павлова Надежда Васильевна, чӑваш балерини ҫуралнӑ.
1988
38
Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй