Чӑваш Енри тӳре-шарапа халӑх тетелӗсем урлӑ ҫыхӑнма пулать. Республикӑри мӗнпур ведомствӑпа патшалӑх учрежденийӗсен патшалӑх пабликӗсем пур. Унта влаҫ органӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма ҫеҫ мар, тӳре-шара патне ыйту ҫырса яма та пулать.
Паянхи куна республикӑра 2 пин ытла патшалӑх пабликӗ пур. Вӗсен пӗтӗмӗшле аудиторийӗ паянхи пӗр миллион ҫынран иртет.
Чылай паблик — «Контактра». Унсӑр пуҫне «Пӗр класрисем» халӑх ушкӑнӗнче те йӗркеленӗ. Телеграмра та влаҫ органӗсен тата тӳре-шаран каналӗсем пур.
Ҫитес вӑхӑтра патшалӑх служащийӗсем валли награда ҫирӗплетӗҫ. Вӑл «Чӑваш Республикинчи патшалӑх граждан службинче лайӑх ӗҫленӗшӗн» уйрӑм паллӑ пулӗ. Хальхи вӑхӑтра Элтеперӗн ҫак хушӑвне сӳтсе яваҫҫӗ, вӑл коррупципе кӗрешекен экспертиза витӗр тухать.
Элтепер администрацийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, кунашкал награда 6 регионта пур: Мари Элте, Удмуртире, Мордва Республикинче, Чулхула, Самар тата Пенза облаҫӗсенче.
Палӑртмалла: республикӑра 1,5 пине яхӑн патшалӑх служащийӗ шутланать.
Чӑваш Енӗн культура министрӗ Светлана Каликова республикӑри театрсем кӑҫалхи авӑн-раштав уйӑхӗсенче 24 премьера кӑтартассине пӗлтернӗ.
Светлана Каликова театрсем шкул программинчи хайлавсемпе те спектакльсем лартнине уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, театрсем республикӑри Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политика министерствипе килӗштерсе ӗҫленине те пӗлтернӗ.
Министр кун пирки республикӑри театрпа концерт учрежденийӗсен 2022-2023 ҫулсенчи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнӗ чух каласа хӑварнӑ. Докладпа Светлана Каликова Правительство ҫуртӗнчи канашлура тухса калаҫнӑ.
Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енри ертӳҫӗ пулмалли кадрсен резервӗнчи ҫынсене вӗрентме пухнӑ.
Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Элтепер Админитсраицйӗн ҫуртне йӗркеленӗ вӗрентӗве «Краудсорсинг: где и какие ресурсы можно найти для решения проектных и личных задач» (чӑв. Краудсорсинг: проектсене тата уйрӑм тӗллевсене прунӑҫа кӗртме ӑҫта тата мӗноле май тупмалла) темӑпа ирттернӗ.
Тӑвай районӗнчи Лачкасси ялӗнче Тӑрмӑш юханшыв урлӑ каҫмалли кӗпер питӗ япӑх лару-тӑрура. Кун пирки район пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов хӑй пӗлтернӗ.
Вӑл каланӑ тӑрӑх, администраци дефектлӑ ведомоҫ хатӗрлет. Тӳре-шара Чӑвашупрдор ӗҫченӗсемпе пӗрле кӗпере пӑхса ҫаврӑннӑ, проекта хатӗрленӗ хыҫҫӑн ӗҫ планне кӗртме шантарнӑ.
Кӗперӗ вара халӑха питӗ кирлӗ. Вӑл яла кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫнӑ. Ун урлӑ машинӑсем те ҫӳреҫҫӗ.
2024 ҫулта Шупашкарта реформа тӑвӗҫ, унпа килӗшӳллӗн хула тата администраци пуҫлӑхӗсене пӗрлештерӗҫ. Ҫапла пӗр ертӳҫӗ кӑна юлӗ. Ӑна вара конкурспа суйлӗҫ.
Хула администрацийӗн ҫӗнӗ структурипе килӗшӳллӗн, ҫак пуҫлӑх ӑна шанса панӑ территоришӗн яваплӑ пулӗ.
Хальхи мэр депутатсен хула пухӑвӗн председателӗ пулӗ.
Шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла, ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, Шупашкар мэрӗ пулнӑ Олег Кортунов пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 38 ҫулта пулнӑ.
Олег Кортунов 2015-2020 ҫулсенче Шупашкар хула пухӑвӗн 4-мӗш созывӗн депутачӗ пулнӑ, строительство енӗпе ӗҫлекен комиссие ертсе пынӑ. Кайран вӑл хула мэрӗ пулса тӑнӑ. Олег Кортунов мӗншӗн вилнӗ хыпар сарӑлман.
Палӑртмалла: халӗ ку тивӗҫе Евгений Кадышев пурнӑҫлать.
Паян Шупашкар хула администрацийӗнче хулан хисеплӗ ҫыннине Николай Емельянова чысланӑ. Ӑна хула администрацине халӗ ертсе пыракан Денис Спирин, хула мэрӗ Евгений Кадышев саламланӑ. Вӗсем ҫак ята тивӗҫнӗ Николай Емельянова тӗп хуламӑра хӑтлӑлатнӑшӑн, аталантарнӑшӑн тав тунӑ.
Аса илтерер: кӑҫал хулан хисеплӗ ҫыннине тивӗҫессишӗн 7 кандидатура тупӑшнӑ. «Уҫӑ хула» порталта ирттернӗ сасӑлавра Николай Емельянов ҫӗнтернӗ. Палӑртмалла: вӑл Шупашкара 2002-2010 ҫулсенче ертсе пынӑ.
Мӑкшӑ Республикин пуҫлӑхӗ Артем Здунов тӳре-шарана иномаркӑсем туянма чарнӑ. Паллах, ку – ӗҫпе ҫыхӑннӑ чухне кӑна.
Вӑл Телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрах, нумаях пулмасть ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ машина туянмашкӑн саккас вырнаҫтарнине асӑрханӑ. Ҫакна пуҫлӑх ҫийӗнчех пӑрахӑҫлаттарма хушнӑ. Артем Здунов Владимир Путинпа пӗр пулса малашне ведомствӑсене хамӑр патра туса кӑларнӑ машинӑсене кӑна туянма ирӗк панӑ.
Палӑртмалла: ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин тӳре-шаран иномарка туянма юраманни пирки каланӑ.
Чӑваш Енӗн Правительствин кивӗ ҫуртне юсаса ҫӗнетӗҫ. Ку ӗҫе 2025 ҫул тӗлне пурнӑҫлама палӑртаҫҫӗ. Ҫакӑн пирки республикӑн строительство министрӗ Павел Данилов «Правде ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫата пӗлтернӗ.
Ҫав ҫурт 10 ҫул пушӑ ларать. Ҫуркунне юсав ӗҫӗсем пуҫланнӑ. Асӑннӑ ҫурт, сӑмах май калсан, федераци пӗлтерӗшӗллӗ культура эткерлӗхӗ шуитланать.
Павел Данилов пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи куна ӗҫсене 430 миллион тенкӗлӗх туса ирттернӗ. Чӳк уйӑхӗнче шалти ӗҫсене кӳлӗнмелле. Реконструкцие 2025 ҫулта вӗҫлесшӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |