Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнчере: Итали хулин мэрӗ халӑхпа пӗрле уҫӑлса ҫӳрет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 26.07.2024 13:20 | 928 хут пӑхнӑ
Тӗнчере

Италири Вальдоббьядене хулин мэрӗ, 47 ҫулти Лучано Фрегонезе, кашни эрнерех ытлашши килограмсене ҫунтарас тӗллевпе хула ҫыннисемпе пӗрле уҫӑлса ҫӳрет. Кун пирки The Guardian пӗлтерет.

Ҫӗртме уйӑхӗнче Фрегнонезене виҫҫӗмӗш хут хула мэрӗ пулма суйланӑ, вӑл хӑйӗн сывлӑхне лайӑхлатма тӑрӑшӑп тесе шантарнӑ. Хула пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, ҫак вырӑна йышӑннӑ вӑхӑтра вӑл 50 килограмм мӑнтӑрланнӑ, халӗ 140 таять.

Чиновник мӑнтӑрланса кайнине «халӑхпа пӗрле пулма юратнипе» тата вӑрах вӑхӑт хушши ӗҫлеме тивнипе ӑнлантарать. Мэр вырӑнне йышӑннӑ хыҫҫӑн унӑн спортпа аппаланма тата хусканусем тума вӑхӑт юлман имӗш. «Тепӗр йывӑрлӑх — эпӗ тутлӑ ӗҫсе ҫиме юрататӑп, кунта вара лайӑх ҫитереҫҫӗ, ӗҫтереҫҫӗ, ҫавӑнпа та диетӑна пӑхӑнма ҫав тери йывӑр», — йышӑнать мӑнтӑрлана кайнине Фрегонезе.

Мӑнтӑрланнине пула уншӑн утма та, сывлама та йывӑр пулса кайнӑ, ҫурӑмпа чӗркуҫҫи те ыратма пуҫланӑ. Хула стени ҫинчи граффити ӳкерни юлашки тумлам пулса тӑнӑ — тахӑшӗ хула пуҫлӑхне «мӑн хырӑм» тесе йӗкӗлтесе илнӗ, сӑнӳкерчӗкӗ вара халӑх тетелӗ тӑрӑх саланнӑ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл 90 килограмм таран начарланма шантарнӑ — мэр вырӑнне пӗрремӗш хут йышӑннӑ чухне шӑпах ҫавӑн чухлӗ вӑл тайнӑ. Темиҫе эрне каялла Фрегонезе хула ҫыннисемпе пӗрле 5,5 километр тӑршшӗ уҫӑлса ҫӳреме тытӑннӑ. Пӗрремӗш хут тухсан 45 ҫын хутшӑннӑ, тепрехинче вара пӗрле уҫӑлса ҫӳреме 215 ҫын тухнӑ тата 12 йытӑ.

«Ҫынсем пӗрле утма тухни тӗллеве пурнӑҫлама пулӑшать, вӗсенчен 10% яхӑн ҫын май килнипе усӑ курса мана ыйту парать. Ытларахӑшӗ уҫӑлса ҫӳреме тата ыттисемпе хутшӑнма тухаҫҫӗ. Ҫакӑ мана питӗ хавхалантарать — пӗччен эп ҫӳремен пулӑттӑм, мӗншӗн тесен ку ытла та кичем, эпӗ хам вара ытлашши кахал», — тесе йышӑнать чиновник.

#тӗнчере, #Итали, #Вальдоббьядене, #спорт, #тӳре-шара

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем