Халӑх ырлӑхӗшӗн «пӗлтӗрхинчен те тухӑҫлӑрах тӑрӑшса» ӗҫлемеллине Чӑваш Ен Элтеперӗ ӗнер районсемпе хула администрацийӗсен, ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура палӑртса хӑварнӑ.
Унта Элтепер пӗлтӗр авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗ таран 21 муниципалитет ертӳҫине конкурс ирттерсе суйласа лартнине аса илнӗ. Пилӗк муниципалитетра тата пӗр хула округӗнче: Патӑрьелӗнче, Йӗпреҫре, Канаш хулипе районӗнче, Красноармейски тата Шӑмӑршӑ район администрацийӗсенче ҫӗнӗ пуҫлӑхсем ӗҫлеме пуҫланӑ. Ял тӑрӑхӗсен ертӳҫисене те конкурссемпе ҫӗнӗрен суйласа лартнӑ.
2016–2019-мӗш ҫулсенче тата та 62 ял тӑрӑх ертӳҫисен ӗҫлемелли вӑхӑчӗсем вӗҫленсе пыни пирки те аса илтернӗ. Вӗсенче те конкурс иртӗ. «Кам та кам хӑйне шанса панӑ ӗҫе тивӗҫлӗ, яваплӑха туйса пурнӑҫласа пырать, вӗсемпе паллах, ӗҫлеме кӑмӑллӑ», — тенӗ Элтепер. «Палӑртмалла, конкурссем питӗ уҫӑмлӑн иртнӗ. Влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем, обществӑлла организацисен членӗсем хастар хутшӑннӑ. Ҫӑхавсем пулманни пуриншӗн те пысӑк пӗлтерӗшлӗ, апла пулсан — влаҫа халӑх шанать», — тесе каланӑ Михаил Игнатьев.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев спорт хатӗрӗсене кӑларакан «ЗИСО» савут пуҫлӑхне Григорий Васильева Раҫҫей Федерацийӗн Хӳтӗлев министерствин наградипе парса чысланӑ.
Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра спорт вӑййисен хатӗрӗсене кӑларакан савут тикӗс те лайӑх аталанса пырать. «ЗИСО» таварӗпе республикӑра кӑна мар, Раҫҫейри мӗнпур регионта, тӗнчери 18 ҫӗршывра анлӑн усӑ кураҫҫӗ.
Савут пуҫлӑхне чысланӑ май Михаил Игнатьев спорта аталантарассипе республикӑра мӗн тери ҫине тӑни пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ.
Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов вара савут кӑларакан продукци аслисем валли те, ачасене валли те ҫирӗппине палӑртнӑ. Савут пуҫлӑхӗ малашне те тӑрӑшса ӗҫлес шухӑшлине ӗнентернӗ.
«Ҫӗнӗ Шупашкарти Коммуналлӑ сетьсем» мунициаплитетӑн унитарлӑ предприятийӗ яхта туянасшӑн. Хӑйӗн ӗмӗчӗ пирки вӑл Ҫӗнӗ ҫул умӗн пӗлтернӗ.
Яхта илесси ҫинчен калакан хыпара муниципалитет предприятийӗ иртнӗ ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче Ростендер сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Яхта 12 ҫын лармалӑх пултӑр тесе ӗмӗтленеҫҫӗ-мӗн асӑннӑ предприятире ӗҫлекенсем. Ӑна 5,9 миллион тенкӗ парса туянасшӑн.
Конкурс материалӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, яхтӑн 14−15-метр тӑршшӗ пулмалла (12 ҫын пӗчӗкреххи ҫине вырнаҫаймасть-тӗр ҫав), мотор хӑвачӗ 140 лаша вӑйӗпе танлашмалла. Двигатель Volvo Penta ятли пулмалла. Яхтӑн пӗр сехетре 20 километр ытла кайма пултармалла. Коммуналлӑ хуҫалӑх предприятине 12 ҫынран кая мар вырнаҫмалӑх яхта шыв пахалӑхне тӗрӗслеме кирлӗ-мӗн.
Халӗ ку шухӑша улӑштарнӑ — яхта туянмӗҫ.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин Юрий Поповӑн пресс-ҫыруҫи Ольга Панова малашне республикӑн правительствинче ӗҫлӗ.
Ольга Панова - пресс-ҫыруҫӑ кӑна та. Вӑл Чӑваш наци телекуравӗнче информаци кӑларӑмне те ертсе пырать. Хастар та ӳркенменскер блогер пирки те Рунетӑн республика шайӗнчи анлӑшӗнче палӑрса тӑрать. Блогер пулнӑ май вӑл, сӑмах май, самай тӳррӗн те уҫҫӑн ҫырать, пурнӑҫри ҫивӗ ыйтусене хускатать.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетне Ольга Панова Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн куҫнӑ. Унччен премьер-министрӑн пулӑшуҫин вакансийӗ темиҫе уйӑх пушӑ пулнӑ.
Ольга Панова Иван Моторин премьер-министр пулӑшуҫине вырнаҫнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин парламенчӗн пресс-службинче ҫыруҫа вакансийӗ вӑхӑтлӑха пушанса юлнӑ.
Паян прокуратура ӗҫченӗсем ҫак органа йӗркеленӗренпе 294 ҫул ҫитнине савӑнӑҫлӑ пуху ирттерсе паллӑ тунӑ.
Республикӑри ҫак тытӑмра ӗҫлекенсене Сергей Легостаев прокурорсӑр пуҫне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи Юрий Попов саламланӑ.
Кирек епле уяври пекех унта чыславсем те пулнӑ. Юрий Попов спикер республика прокуратурин пай пуҫлӑхне Дмитрий Теллина тата Ҫӗнӗ Шупашкар прокурорӗн аслӑ пулӑшуҫине Рузалия Шафрутдинова Хисеп грамотипе наградӑланӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев прокуратура ӗҫченӗсен компетентлӑхӗнчен тата тӳрӗ кӑмӑллӑхӗнчен ҫынсен социаллӑ прависене тата экономикӑри ирӗклӗхӗсене, патшалӑхӑн саккунлӑ интересӗсене хӳтӗлессин пахалӑхӗ тата ҫӗршыври политика ҫирӗплӗхне упраса хӑварасси тӳрремӗнех килет тесе палӑртнӑ.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансене юлашки ҫулсенче тата тепӗр тӳлев хушса пачӗҫ: халӗ вӗсен ҫурта тӗплӗн юсассишӗн укҫа тӳлемелле. Капюсавшӑн укҫа тӳлеттерме тытӑнсан халӑх самаях кӑмӑлсӑрланнине нумайӑшӗ астӑвать ӗнтӗ. Ара пулмасӑр. Ахаль те ҫити-ҫитми укҫана тенкӗн-тенкӗн сыпӑнтарса пыракансемшӗн кашни тӑваткал метршӑн хушма укҫа тӳлесси пӗртте ҫӑмӑл мар. Ҫынсем тӳлеме тытӑнса тӑнине кура иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче пени хушма тытӑнчӗҫ.
Ҫынсен хӑш-пӗр категорине капюсавшӑн тӳлеттерес марри пирки ҫӗршывра саккун проекчӗ хатӗрленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫапла вара чӑн та, ун пек саккун тухрӗ. РФ Президенчӗ регионсене 80 ҫултан аслӑраххисене тӳлеттермелле мар тума ирӗк панӑ. I тата II ушкӑн инваличӗсен, сусӑр ачаллӑ ҫемьесен тата 70 ҫултан аслӑраххисене капюсавшӑн йӳнӗрех тӳлеттермелле тумалли пирки те каланӑ.
Капюсав хакӗ кӑҫалтан пӗр тӑваткал метршӑн 5 тенкӗ те 80 пуса ҫитрӗ.
Нумаях пулмасть Чӑваш Ене РФ гражданла хӳтӗлев, инкеклӗ ӗҫсен министрӗ Владимир Пучков килни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, пирӗн республикӑра вӑл кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче пулчӗ.
Чӑваш Енре пулнӑ май Владимир Пучков республикӑшӑн ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Инкеклӗ ӗҫсен Раҫҫейри министрӗ каланӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑри предприятисенче пушарнӑйсемпе ҫӑлавҫӑсем валли экипировка тата обмундировани кӑларма тытӑнасшӑн. Ку хатӗрсем пирки каласан, Арктика тӑрӑхӗнче тӑхӑнмалли тата усӑ курмалли таранах Чӑваш Енре кӑларас шухӑшлӑ иккен.
Владимир Пучков республика хӑвачӗ пысӑк. Ӑслӑлӑх коллективӗсем, вӗсем шухӑшласа кӑларас ӑсталӑх пуррипе, специалистсем ҫителӗклипе тивӗҫлипе усӑ курмалла. Вырӑнсенче ырӑ япаласем нумай шухӑшласа кӑлараҫҫӗ, анчах вӗсем хӑйсем валли ҫул уҫма пултарайман. Ҫапларах шухӑшлать иккен Владимир Пучков.
Паян Чӑваш Ене РФ гражданла хӳтӗлев, инкеклӗ ӗҫсен министрӗ Владимир Пучков килнӗ. Вӑл тӗрлӗ мероприятие хутшӑнмалла.
Раҫҫей шайӗнчи министрӑн тӗп тӗллевӗ ҫапах та — хӗллехи вӑхӑтра ҫӑлавҫӑсем автоҫулсем ҫинче пысӑк пӑкӑсене тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсене инкекрен сирме хатӗррипе хатӗр маррине тӗрӗслесси.
Владимир Пучковпа федераци ведомствин яваплӑ ытти хӑш-пӗр ӗҫченӗ те республикӑна килсе ҫитнӗ. Вӗсем чӑваш ҫӑлавҫисен аэромобиль ушкӑнӗн хӑватне тата пахалӑхне те хакласси пирки Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ.
Мускавран килнисем республикӑн тӗп хулинчи пушартан тата ытти инкек-синкекрен ҫӑлакан 6-мӗш номерлӗ пайне ҫитсе курма палӑртнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Элӗк районӗнче канашлу ирттернӗ. Унта муниципалитет харпӑрлӑхӗпе тивӗҫлипе усӑ курмалли, патшалӑх программисене пурнӑҫа йӗркеллӗ кӗртмелли ҫинчен калаҫнӑ.
Кӑҫал Элӗк районӗнче Республика кунне уявламаллине шута илсе ку мероприятие хатӗрленес ыйтӑва та канашлура хускатнӑ. «Республика кунне ҫӳллӗ шайра ирттерме мӗнпур ҫыннӑн пӗрлешмелле», — тесе хушнӑ Михаил Игнатьев элӗксене.
Канашлӑва районти тӳре-шарасӑр пуҫне Чӑваш Енӗн Правительствин пуҫлӑхӗ Иван Моторин, хӑш-пӗр ведомствӑпа министерство пайташӗсем хутшӑннӑ. Элӗк районӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетнипе пӗрлех (ку темӑпа раойн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Куликов тухса калаҫнӑ) кӑҫалхи плансене палӑртса хӑварнӑ.
Ҫавӑн пекех ӗҫлӗ канашлу паян Улатӑр районӗнче те иртнӗ.
Иртсе каякан ҫулталӑкӑн юлашки кунӗсенче Чӑваш Енӗн хӑш-пӗр министерствипе ведомствинче кадр улшӑнӑвӗсем пулса иртнӗ.
Республикӑн транспорт министрӗн ҫумне Николай Максимов ятлӑ ҫынна лартнӑ. «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм каланӑ тӑрӑх, е ун ятлӑ ҫын, е ҫав ҫын унччен Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ.
Ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ Ирина Кошкина вара ку вырӑнсӑр юлнӑ.
Чӑваш Енӗн Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫланӑ Виктор Кочетков вара ҫак ведомствӑн ертӳҫин тивӗҫӗсене пурнӑҫлама тытӑннӑ. Ҫурт-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗн вырӑнӗ асӑннӑ ведомствӑра пуҫлӑхра унччен тӑрӑшнӑ Сергей Димитриев республикӑра ҫӗнӗрен йӗркеленнӗ Ӗҫ министерствине ертсе пыма тытӑннӑ хыҫҫӑн пушаннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айзман Станислав Николаевич, актёр тата режиссёр ҫуралнӑ. | ||
| Медведев Геннадий Павлович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Коновалов Николай Дмитриевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |