Ҫак кунсенче республикӑри район-хулара иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетекен канашлусем пӗрин хыҫҫӑн тепри иртеҫҫӗ. Ӗнер ун пекки Елчӗк тата Шупашкар районӗсенче пулнӑ.
Муниципалитетсенчи ҫулталӑк пухӑвне республикӑна ертсе пыракансем хӑйне евӗр пайланса кайнӑ тесен те йӑнӑшмӑпӑр. Елчӗк тӑрӑхне унти Лаш Таяпара ҫуралса ӳснӗ Юрий Попов (вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн ертӳҫи), Шупашкар районне Михаил Игнатьев Элтепер (вӑл Янӑш тӑрӑхӗнчи Тӑманакассинче, халӗ ку ял Кӗҫӗн Турхан урамӗ шутланать, ҫуралнӑ) кайнӑ.
«Район малашне те ӑнӑҫлӑ аталанса пытӑр. Ҫамрӑксем ялтах юлччӑр. Тӑван ен ырлӑхӗшӗн тӑрӑшса ӗҫлеччӗр», — тенӗ Михаил Васильевич Шупашкар районӗсем хӑйсен иртнӗ ҫулхине пӗтӗмлетме И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн Культура керменӗнче пуҫтарнӑ пухура.