Ҫӗнӗ Шупашкарта ӗҫ сыхлавне пӑхӑнманнисем пуринчен йышлӑ. Раҫҫей Федерацийӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернине шута илсен ҫапларах пӗтӗмлетме пулать.
Паян, ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Пӗтӗм тӗнчери ӗҫ сыхлавӗн кунне палӑртаҫҫӗ. Ҫав кун умӗн тӗпчевҫӗсем Чӑваш Енри предприятисенче ӗҫлекенсем производствӑра инкек тӳснине тишкернӗ.
Ӗҫ сыхлавӗпе ҫыхӑннӑ инкексем тӗлӗшпе 2018 ҫулта пуҫиле 19 ӗҫ пуҫарнӑ. 2017 ҫулта ун пек фактсем, сӑмах май, 23 пулнӑ. Ӗҫре вилнӗ тӗслӗхпе пӗлтӗр пуҫиле 10 ӗҫ пуҫарнӑ (2017 ҫулта — 5).
Ӗҫ сыхлавне Ҫӗнӗ Шупашкарта пӑснӑ тӗслӗхсемпе 8 хутчен пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ хулара производствӑри инкекре виҫӗ ҫын вилнӗ. Шупашкарта 7 инкек тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, Йӗпреҫ, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав тата Елчӗк районӗсенче — пӗрер.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм тата Хусанти 32 ҫулти арҫын, вӑл уйрӑм усламҫӑ шутланать, суя фирмӑсем уҫса тултарнӑ. Ҫакна вӗсем 2016 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен тытӑнса 2017 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен тума ӗлкӗрнӗ. Халӗ арҫынпа хӗрарӑм тӗлӗшпе суд приговор вуланӑ. Вӑл паянхи кун тӗлне саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Арҫынна 2 ҫуллӑха, хӗрарӑма 1 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.
Суя фирмӑсене хӑйсен ячӗпе регистрацилеттерме килӗшекенсене вӗсем тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче шыранӑ. Унта пӗлтерӳсем вырнаҫтарнӑ та... Укҫан хавхалантарнине кура фирма уҫма килӗшекенсем тупӑннӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, суя фирма уҫса пуҫлӑх ятне илнисене те явап тыттарнӑ.
Ҫӗмӗрлери муниципалитет предприятийӗсенчен пӗрин пуҫлӑхӗ организацин парӑмне шыраса илме кансӗрленӗ. Ку пӑтӑрмах пӗрер кун тӑсӑлнӑскер те мар.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, предприяти пуҫлӑхӗ парӑма тӳлес мар тесе 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗчченех тапаҫланнӑ. Предприятин налук тата страховой тӳлев парӑмӗ 24 миллион тенкӗрен иртсе кайнӑ. Ҫав вӑхӑтрах пуҫлӑх ытти контрагента укҫа-тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах хӑй ертсе пыракан организаци счёчӗпе усӑ курмасӑр. Счёта арестленине пӗлнӗрен ҫапла хӑтланнӑ-тӑр ӗнтӗ вӑл. Темиҫе ҫул хушшинче пуҫлӑх налук тата ытти тӳлевпе татӑлмасӑр 28 миллион та 700 пин тенке айккине ӑсатма пултарнӑ.
Пуҫлӑх тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе Ҫӗмӗрле районӗнчи суда ярса панӑ.
Патӑрьел районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчен пӗринче яваплӑ вырӑнта тӑрӑшакан ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел районӗнчи Турхан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшакан ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑхӑн ҫумӗ ял тӑрӑхӗн йышӑнӑвӗнчен суя выписка хатӗрлесе панӑ. Унта вӑл хӑйӗнпе пӗр ялта пурӑнакан 1997 ҫулта 0,26 гектар ҫӗр уйӑрса панӑ евӗр туса кӑтартнӑ. Лешӗ ҫав хута тӗпе хурса тивӗҫлӗ органсенче ҫӗре хӑйӗн ячӗпе регистрацилеттернӗ.
Ку ӗҫ-пуҫ 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Пӑтӑрмах халӗ ҫиеле тухнӑ.
Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшланине, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Халӗ вара пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Пучинке ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ ҫын ывӑлӗн 1,5 пин тӑваткал метр ҫӗр пур тесе хут хатӗрлеттернӗ. Ку вӑл вунӑ ҫул каяллах пулнӑ. Ҫапла ҫырма вӑл администрацинче ӗҫлекен специалиста хушнӑ. 25 пин тенкӗ ытларах тӑракан ҫӗр лаптӑкне кӗҫех ывӑлӗн ячӗпе регистрацилеттернӗ. Ҫӗр вара Йӗпреҫ район администрацийӗн пулнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ, ӑна Йӗпреҫ район судне ярса панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан, Азербайджанра ҫуралнӑ арҫынна хӗрарӑмсене тапӑннӑ тесе айӑпласшӑн. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем ку пӑтӑрмаха тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ.
51 ҫулти арҫынна хӗрарӑмсене тапӑннӑшӑн икӗ тӗслӗхпе явап тыттарма пултараҫҫӗ, ҫаратнӑшӑн — тепӗр тӗслӗхпе.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче каҫхи 8 сехет тӗлӗнче вӑл арҫын Шупашкрати Ленин проспектӗнчи нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗрин подъездӗнче 56 ҫулхи хӗрарӑм ҫумне ҫулӑхнӑ. Ҫав вӑхӑтра вӑл вӗлерессипе хӑратнӑ.
Кӗҫех арҫынна тытса чарнӑ. Шар курнӑ хӗрарӑм ӑна палласа илнӗ. Ӗҫе тӗпченӗ май 2017 ҫулхи кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче 23-ри хӗр ҫумне ҫулӑхнӑ. Хӑратса ӑна вӑл йывӑҫ туалета илсе кӗнӗ. Малтан арҫын шухӑшӗпе ҫулӑхнӑ, унтан хӗрӗн ылтӑн япалисене тата укҫине пурӗ 21 пин тенкӗ ытлалӑх ҫаратнӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн ачине вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫавна май халӗ РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем РФ Пуҫиле кодексӗн 106-мӗш статйипе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Асӑннӑ статьяра тин ҫеҫ ҫуралнӑ ачана амӑшӗ вӗлернишӗн явап тыттарма пӑхса хӑварнӑ.
РФ Следстви комитечӗн управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 34-ри хӗрарӑм нумаях пулмасть ача ҫуратма пултарни пирки право хуралҫисене тухтӑрсем систернӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн тӗпчев пуҫарнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑнтӑрла мунчара хӗрача ҫуратнӑ. Унтан ӑна вӑл полиэтилен хутаҫа чиксе хурса ҫыхса лартнӑ та шыв пухӑнмалли шӑтӑка пытарнӑ. Ҫапла вара пӗчӗкскер чыхӑнса вилнӗ.
Шупашкарти 1-мӗш колони пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн ӗҫченӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе РФ Хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗн хӑйсен хӑрушсӑрлӑхӗн подразделенийӗн ӗҫченӗсем тӑратнӑ материалсем тӑрӑх пуҫарнӑ. Колони пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласа ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн явап тыттарасшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен пуҫласа 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗччен хайхи ҫын хӑйне пӑхӑнакансене килӗнче ӗҫ вӑхӑтӗнче ӗҫлеттернӗ. Вӗсем пуҫлӑхӑн Шупашкарти тата Сӗнтӗрвӑрринчи хваттерӗсемпе хуҫалӑхӗнче, ҫавӑн пекех арҫыннӑн паллаканнисен Шупашкарта тата Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ хуҫалӑхӗсенче ӗҫленӗ.
.
Йӑршу юханшывне Шупашкар районӗнчи «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнчен каяш шывӗ лекнишӗн айӑплине тупнӑ. Ҫав ҫын ятне асӑнман-ха. Анчах вӑл унта ӗҫленӗскер пулни паллӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын кайӑк-кӗшӗк тислӗкӗ тӑракан вырӑншӑн 2018 ҫулхи нарӑс-ҫӗртме уйӑхӗсенче яваплӑ пулнӑ. Тӗпчевҫӗсем тата суд яваплӑ специалист хранилищӗн бетон карти шанчӑксӑр пулнине пӗлсе тӑрсах нимӗн те туман тесе палӑртнӑ. 2018 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче тислӗк шывӗ юхса тухса Йӑршӑва лекнӗ. Унта пулӑ вилсе пӗтнӗ. Тӑкака 2 миллион та 200 пин тенкӗ тесе хакланӑ.
Шупашкар районӗнчи суд хапрӑк ӗҫченне 300 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Суд йышӑнӑвӗ хальлӗхе вӑя кӗмен-ха.
АКА | 01 |
«Ача-пӑча ту хӑвна савӑнма, умна саппун ҫак куҫҫульна шӑлма», — тесе пӗр юрӑҫ юрални аса килчӗ ку хура хыпара пӗлсен.
Ҫӗрпӳ хулинче пурӑннӑ хӗрарӑм пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче вилни пирки унӑн 33-ри ывӑлӗ тухтӑрсене шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Шурӑ халатлисем ухмах мар — хӗрарӑм кӗлетки кӑваккине курнах-тӑр. Кӗҫех ку инкеке тӗпчевҫӗсем тишкерме тытӑннӑ. Судпа медицина экспертизи вӑхӑтӗнче хӗрарӑм хӑй вилӗмӗпе вилменни ҫиеле тухнӑ. Унӑн аяк шӑммисем хуҫӑк пулнӑ, шалти органӗсем сиенленнӗ.
Ҫынна ятарласа йывӑр сиен кӳнипе, асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, амӑшӗпе ывӑлӗ малтанхи каҫ эрех ӗҫнӗ, унтан тавлашса кайнӑ. Унтан ывӑлӗ тӑван амӑшне хӗнесе пӗтернӗ. Тепӗр кун ирхине хӗрарӑм вилсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.03.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |