Патӑрьел районӗнчи ял тӑрӑхӗсенчен пӗринче яваплӑ вырӑнта тӑрӑшакан ҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Патӑрьел районӗнчи Турхан ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшакан ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пуҫлӑхӑн ҫумӗ ял тӑрӑхӗн йышӑнӑвӗнчен суя выписка хатӗрлесе панӑ. Унта вӑл хӑйӗнпе пӗр ялта пурӑнакан 1997 ҫулта 0,26 гектар ҫӗр уйӑрса панӑ евӗр туса кӑтартнӑ. Лешӗ ҫав хута тӗпе хурса тивӗҫлӗ органсенче ҫӗре хӑйӗн ячӗпе регистрацилеттернӗ.
Ку ӗҫ-пуҫ 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче пулса иртнӗ. Пӑтӑрмах халӗ ҫиеле тухнӑ.