Авӑн уйӑхӗнче республикӑра икӗ пепке ҫут тӗнчене васкаса вилнӗ. Вӗсем васкавлӑ медпулӑшу машининчех ҫуралнӑ. Кун пирки Катастрофа медицинисен тата васкавлӑ пулӑшу медицинин Инстаграмри страницинче пӗлтернӗ.
Куславкка районӗнчен ача ҫуратма хатӗрленнӗ хӗрарӑма Шупашкара илсе килме тухнӑ чухне вӑл ҫул ҫинчех ҫӑмӑлланма пуҫланӑ. Ача машинӑрах ҫут тӗнчене килнӗ. Шурӑ халатлисем Андрей Филипповпа Алена Гаврилова машинӑна чарса хӗрарӑма пулӑшнӑ. Сывӑ хӗрача ҫуралнӑ.
Улатӑр районӗнче те кунашкал тӗслӗх пулнӑ. Хӗрарӑм ҫӑмӑлланма пуҫласан вӑхӑт нумай та иртмен – 5 минутран хӗрача ҫуралнӑ.
Икӗ тӗслӗхре те амӑшӗсемпе ачисене пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Нумаях пулмасть Республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗнчен 66 ҫулти хӗрарӑм сывалса тухнӑ. Вӑл ура ҫине тӑрасса тухтӑрсем малтанласа, тен, шанман та пулӗ. Апла пулин те вӗсем хӑйсен тивӗҫне тӳрӗ кӑмӑлпа тата таса чунпа пурнӑҫланӑ.
Республикӑн аякри районӗсенчен пӗринче пурӑнакан хӗрарӑм кӑшӑлвируспа чирленӗ. Унран та ытларах — сахӑр диабечӗ те пулнӑ унӑн, мӑнтӑр пирки те нушаланнӑ, чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем асаплантарнӑ. Хӗрарӑмӑн пневмоние пула ӳпки 100 проценчӗпе шыҫнӑ. Йывӑр чирлӗскере анестезиологипе реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ. Унта уйӑх ытла сипленӗ. Хӗрарӑм пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ-хӑварнах.
Тухтӑрсем вируспа инфекци чирӗсенчен асӑрханма чӗнсе калаҫҫӗ.
Чӑваш Енри маттур кардиохирургсенчен пӗри, Николай Трофимов, Республикӑри кардиохирурги диспансерӗнче тӑрӑшать. Чӗрепе юн тымарӗсен хирургӗ ҫак енӗпе вӑл 2011 ҫултанпа ӗҫлет. 34-ра кӑна пулин те кӑткӑс операцисене ӑнӑҫлӑ ирттерет. Уйӑхсерен 15-20 операци тӑвать. Кашниех хӑйне евӗрлӗхпе, кӑткӑслӑхпа уйрӑлса тӑрать. Кашнинчех тимлӗ те пысӑк профессионал пулнине ҫирӗплетме тивет.
Ҫамрӑк кардиохирург ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫӗпе кӑсӑкланать. Вӑл ҫӗршыври тата тӗнче шайӗнчи чӗрепе юн тымарӗсен тата аритмологи конференцийӗсенче тухса калаҫать. Николай Трофимов — каридохирурги енӗпе 4 патент авторӗ. Сӑмах май каласан, паян — Пӗтӗм тӗнчери чӗре кунӗ.
Шупашкар районӗнчи пульницӑра ӗҫлекен участокри врача кӑшӑлвируса хирӗҫ ӗҫсене кирлӗ пек пурнӑҫламаншӑн явап тыттарӗҫ. Кун пирки Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫин ҫумӗ Елена Прокопьева оперштабӑн ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Аса илтерер: кӑшӑлвируспа кӗрешекен оперативлӑ штаб эрнекун ларӑва пухӑннӑччӗ.
Шупашкар районӗнчи пульницӑра ӗҫлекен тухтӑр кӑшӑлвирус тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн профилактика ӗҫӗсене пурнӑҫлассипе ҫине тӑман. Чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ ҫынсене вӑл вӑхӑтра шута илмен тата COVID-19 анализне илме яма васкаман.
Направлени пулсан та анализ пама кайманнисем те пулнӑ пирӗн республикӑра. Ун пеккисен тӗлӗшпе иртнӗ эрнере икӗ протокол ҫырнӑ.
Вӑрмарти лавккасенчен пӗринче администратор маскӑсӑр ӗҫленӗ. Ун тӗлӗшпе те протокол ҫырнӑ.
Чӑваш Ене кӑшӑлвирусран тумалли вакцинӑн пӗрремӗш партийӗ килнине пӗлтернӗччӗ. Ун чухне 43 доза пулнӑ. Унпа тухтӑрта ӗҫлекен, хӑрушлӑх ушкӑнне кӗрекен ҫынсене прививка тунӑ. Кӗҫех республикӑна тепӗр 1 пин те 54 доза ҫитмелле.
Иккӗмӗш партипе «хӗрлӗ зонӑра» ӗҫлекен тухтӑрсене прививка тӑвӗҫ. Ыттисен, вакцинациленме кӑмӑл пур тӑк, кӗтме тивӗ.
Кӑшӑлвирусран тумалли вакцина ҫитес ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче тулли ҫаврӑнӑша тухмалла. Ун чухне камӑн кӑмал пур – ҫавсем прививка тума пултарӗҫ.
Паян Чӑваш Ен сывлӑх министрӗн ҫумӗ пулма ҫӗнӗ ҫынна ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: унччен ҫав должноҫе йышӑннисенчен пӗрне, Владимир Дубова, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ӗҫрен хӑтарнӑччӗ. Хыҫҫӑнах ӑна Республикин психатри пульницине ертсе пыма шанчӗҫ.
Паян министрӑн ҫумӗ пулма Ирина Лисенковӑна ҫирӗплетнӗ. 2004 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 2009 ҫулхи юпа уйӑхӗччен вӑл Правительство ҫуртӗнче ӗҫленӗ-ха. Ун чухне сывлӑх сыхлав тата социаллӑ аталану министрӗн ҫумӗ пулнӑ. Кайран Республикӑн стоматологи поликлиникинче йӗркелӳпе методика пӳлӗмӗн заведующийӗнче тӑрӑшнӑ. Аслӑ категориллӗ врач. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ врачӗ вӑл ята 2010 ҫулта тивӗҫнӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Ен сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов Республикӑн психиатри пульницин коллективне ҫӗнӗ ертӳҫӗпе паллаштарнӑ. Тилхепене Владимир Дубова шаннӑ. Вӑл маларах сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑччӗ.
Владимир Дубов 1999 ҫулта Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Унтан асӑннӑ аслӑ шкулӑн ординатуринче ӑс пухнӑ. РФ Халӑх хуҫалӑхӗн академийӗнче сывлӑх сыхлас ӗҫри менеджмент енӗпе вӗреннӗ. 2017 ҫулта Шупашкарти коопераци институтӗнче экономика магистрӗн степеньне илнӗ.
2008-2014 ҫулсенче Владимир Дубов Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин тӗп врачӗн ҫумӗ, 2014-2017 ҫулсенче Шупашкар районӗн тӗп врачӗнче, кайран Ҫӗнӗ Шупашкарти хула пульницинче тӗп врачра ӗҫленӗ. Кайран республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ, 2018 ҫулти утӑ уйӑхӗнче ӑна министр ҫумӗ пулма шаннӑ.
Сывлӑх сыхлавӗ валли вертолет туянассине Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Асӑннӑ транспорт эрнере 7 сехет, талӑкра 24 сехет ӗҫлӗ. Ӑна Шупашкара илсе килнӗ ӗнтӗ, вӑл тӗп хуламӑрти аэропортра ларать.
2020-2022 ҫулсенче санитари авиацийӗ икӗ хулапа тӑватӑ район никӗсӗ ҫинче ӗҫлеме тытӑнӗ. Вӑл Шупашкар, Канаш хулисенче, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Патӑрьел тата Етӗрне районӗсенче анса ларӗ.
Кӑҫал вертолет сывлӑша 47 хутчен хӑпармалла. Ку вӑл сывлӑшра пурӗ 108 сехет пулассине пӗлтерет.
Вертолет салонӗнче икӗ медӗҫчен тата пӗр пациент валли вырӑн пур. Сывлӑш транспортне «Русские вертолетные системы» (чӑв. Вырӑс вертолет тытӑмӗ) общество ӗҫлеттерӗ.
Паян вертолет Патӑрьел районӗнчи пӗр арҫынна васкавлӑ операци тума Шупашкарти пульницӑна 35 минутра илсе килнӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансене грипран привика тума пуҫланӑ. Паянхи кун тӗлне 19 пине яхӑн ачана тата 360 ытла йывӑр хӗрарӑма вакцинациленӗ.
Кӑҫал хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ «Совигрипп» вакцинӑпа усӑ кураҫҫӗ. Ӑна ачасемпе йывӑр ҫынсем валли ятарласа туса кӑларнӑ. Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче препаратра консервант тата чӗрӗ вирус ҫук, ҫавӑнпа ун хыҫҫӑн чирлеместӗн тесе ӗнентереҫҫӗ.
Прививка усси 2-3 эрнерен палӑрӗ, унӑ витӗмӗ 12 уйӑх таран пырӗ.
Вакцинӑна пульницӑсене валеҫсе панӑ. Унӑн иккӗмӗш партийӗ ҫак уйӑхӑн иккӗмӗш вунӑкунлӑхӗнче килсе ҫитмелле.
Республикӑн ача-пӑча клиника пульницинче Чечен Республикинчи хӗрачана операци тунӑ. Пӗчӗкскерӗн сайра тӗл пулакан чир пулнӑ. Ачан кӑкӑр клеткин форми ҫуралнӑ чухнех улшӑннӑ.
Торакопластика текен операцие ача-пӑча клиника пульницин тӗп тухтӑрӗ Анатолий Павлов (вӑл — ача-пӑча хирургӗ), Дмитрий Лукоянов анестезиолог-реаниматолог тата ача-пӑчан хирруги уйрӑмӗн заведующийӗ Иван Глазырин ирттернӗ.
Кун пек кӑткӑс операцие пульницӑра унччен те ирттернӗ. Анатолий Павлов тӗп врач кӑкӑр клеткине тытакан ятарлӑ пластина шухӑшласа кӑларма хутшӑннӑ. Унӑн патентне те илме пултарнӑ. Халӗ ҫав хатӗрпе тухтӑрсем усӑ кураҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.05.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Луутонен Йорма Калерво, чӑвашпа ҫармӑс чӗлхине танлаштарса тӗпчекен ҫуралнӑ. | ||
| Филиппова Лидия Ивановна, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Родионов Леонид Никонорович, чӑваш драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |