Эндокринологсем Шупашкарта пурӑнакансене сывлӑха ҫирӗплетме чӗнеҫҫӗ. Вӗсем Скандинави мелӗпе мӗнле утмаллине вӗрентеҫҫӗ. Урок кашни юнкун 16 сехетре пуҫланать, 17 сехетре вӗҫленет.
Кунашкал урока кашниех хутшӑнма пултарать. Республикӑри вӑрҫӑ ветеранӗсен клиника госпиталӗн эндокринологӗсем кун пек акцие пӗлтӗр те ирттернӗ. Кӑҫал уроксене ҫӗнӗрен пуҫарнӑ.
Тухтӑрсем Скандинави утти чӗрешӗн усӑллӑ пулнине ҫирӗплетеҫҫӗ. Вӑл начарланма, япаласен ылмашӑнӑвне лайӑхлатма пулӑшать.
Ҫурла уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ку шӑматкун, Республикӑри кардиологи диспансерӗнче уҫӑ алӑксен кунӗ иртет. Тухтӑрсем 8 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен йышӑнӗҫ. Маларах регистратурӑна шӑнкӑравласа ҫырӑнма пулать: (8352) 62-00-25.
Шурӑ халатлисем ытларах чӗрепе юн тымарӗсен чирӗсем, артери юн пусӑмне тӗрӗслесси пирки калаҫӗҫ. Кирлӗ пулсан электрокардиографи тӗрӗслевӗ те тӑвӗҫ.
Диспансера уҫӑ алӑксен кунне каяс текенсен ҫумра паспорт, СНИЛС, полис пулмалла. Пульница ҫак адреспа вырнаҫнӑ: Шупашкар хули, Гладков урамӗ, 29-мӗш «А» ҫурт.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев черетлӗ канӑва кайнӑ. ЧР Конституцийӗн 76-мӗш статйинче пӑхса хӑварнине шута илсе республика пуҫлӑхӗн тивӗҫне Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин (сӑнӳкерчӗкре) пурнӑҫлӗ.
ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Михаил Васильевич ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗччен канӗ. Апла пулсан вӑл республикӑн тӗп хули 550 ҫул тултарнине халалланӑ мероприятисене хутшӑнасси иккӗленӳллӗ.
Михаил Игнатьев Элтепер унччен нихӑҫан та ҫулла канман. Кӑҫал вӑл хӗллеччен тӑхтас темен.
Аса илтерер: Питӗрти пульницӑра сипленнӗ хыҫҫӑн Михаил Васильевич ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ӗҫе кӳлӗннӗччӗ. Ӗҫе тухиччен вӑл Атӑл хӗрринче уҫӑлса ҫӳренине, иртен-ҫӳренпе калаҫнине Инстаграмра пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Енре 2 пин ытла ВИЧ-инфекциллӗ ҫын пурӑнать. Палӑртмалла: республикӑра ку чирпе нушаланакансен йышӗ ӳснӗ.
Кӑҫалхи ҫур ҫулта 165 ҫын ВИЧ-инфекциллӗ пулнине тупса палӑртнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, халӗ республикӑра ку чирпе аптӑракан 2368 ҫын пурӑнать. Вӗсен йышӗнче ытти регионти ҫынсем те пур.
Ку таранччен Чӑваш Енре 3095 ҫын ВИЧ-инфекциллӗ пулнине шута илнӗ. Вӗсенчен 80-шӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ, 228-шӗн СПИД стадине куҫнӑ. Ку чирпе нушаланакансем Шупашкарта, Канашра, Ҫӗнӗ Шупашкарта ытларах.
Республикӑра, 5 хулара, кӗҫех «Тест на ВИЧ: Экспедиция» ятлӑ акци иртӗ. Тест витӗр ҫурла уйӑхӗн 8-12-мӗшӗсенче тухма пулать.
Чӑваш Ене мобильлӗ медицина комплексӗсем килнӗ. Вӗсемпе Пӑрачкав, Йӗпреҫ, Шупашкар, Улатӑр, Елчӗк, Вӑрмар, Красноармейски, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчи тухтӑрсем халӑх патне ҫӳрӗҫ. Мобильлӗ комплекссем асӑннӑ районсенчи пӗчӗк ялсене ҫитсе килме кирлӗ. Медицина комплексӗсене туянма федераци хыснинчен 55 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Елчӗкри тӗп район пульницине ҫӗнӗ комплекса панӑ та ӗнтӗ.
«Сывлӑх сыхлавӗ» наци проектне пурнӑҫласа кӑҫал пирӗн республикӑна 18 комплекс кӳрсе килмелле. Вӗсем 100 ҫынтан сахалтарах пурӑнакан ялсенчи 33 пин ҫынна медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерме май парӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри пӗчӗк ялсенче пурӑнакансем патне куҫса ҫӳрекен медицина центрӗ тата 13 мобильлӗ медицина комплексӗ, 1 маммограф ҫӳрет.
Чӑваш Енри пульницӑсене пысӑк квалификациллӗ тухтӑрсемпе тивӗҫтермелле. Меслечӗсем тӗрлӗрен. Ҫав шутра — унччен урӑх ҫӗре тухса кайнисене илсе килни те.
«Медвестник» кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫапла хушӑва ЧР Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнакан сиплевпе профилактика учрежденийӗсене ҫитернӗ. Мӗн туса иритерни пирки лешсен авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче отчет тумалла. Тӗп врачсене пульницӑсенчи психологсене коллективпа калаҫтарма сӗннӗ. Ӗҫрен каяс текен врачсемпе тӗп врачсен хӑйсен сӑмахламалла.
Чӑваш Енри пульницӑсенче медицина сестри, врач пулса ӗҫленисем юлашки ҫулсенче Мускава пӗрин хыҫҫӑн тепри тухса кайни вӑрттӑнлӑх мар. Уйрӑм ҫын больницисене суйлакансем те пур. Ҫав вӑхӑтрах поликлиникӑсенче тухтӑрсем ҫитмеҫҫӗ.
Куславкка районӗнчи Чашлама ялӗнче пурӑнакансем халӗ пульницӑна ҫитес тесе 20 ҫухрӑм парӑнтараҫҫӗ. Пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ патне ҫитме те ҫывӑх мар - 15 ҫухрӑм каймалла.
Тинех вӗсем патне савӑнӑҫ ҫитнӗ – ялта фельдшерпа акушер пункчӗ уҫӑлӗ, вӑл хута каять ӗнтӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтерет.
Ҫак ял тӑрӑхӗнче 300 яхӑн ҫын пурӑнать. Ҫӗнӗ ФАП вӗсемшӗн чӑннипех те пысӑк савӑнӑҫ. Хальхи вӑхӑтра ФАПра шалти отделкӑна тӑваҫҫӗ, тулашри сетьсене хураҫҫӗ. Унӑн алӑкӗ кӗҫех уҫӑлӗ – фельдшерпа акушер пунктне ҫитес уйӑхра туса пӗтерме палӑртнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 23-25-мӗшсенче Шупашкарта Ыттисенчен уйрӑлса тӑракансен V «Одинаковыми быть нам необязательно» (чӑв. Пирӗн пӗр пек пулмасан та) фестивалӗ иртӗ. Ӑна ыттисенчен уйрӑлса тӑракан куракансем валли йӗркелеҫҫӗ. Мероприяти пуҫаруҫи — РФ Культура министерстви. Ыттисенчен уйрӑлса тӑракансен фестивальне Пукане театрӗсен пӗтӗм тӗнчери «Карусель сказок» (чӑв. Юмахсен каруселӗ) I фестивальне пуҫтарӑннӑ май ирттерӗҫ. Чӑваш Ен тӗп хулине Китайран, Раҫҫейӗн ҫичӗ регионӗнчен: Мускавран, Улатимӗр, Волгоград, Воронеж, Мускав облаҫӗсенчен, Тутарстантан, Удмурт Республикинчен пултарулӑх ушкӑнӗсем килмелле.
«Юмахсен каруҫҫельне», сӑмах май, хӑнасем 7 ют ҫӗршыран: Бангладешран, Беларуҫран, Германирен, Казахстанран, Китайран, Японирен тата Раҫҫейӗн 18 регионӗнчен ҫитмелле.
Шупашкарти пӗр арҫын кӗпепе ҫурална пулӗ. Ӑна тухтӑрсем вилӗмрен ҫӑлнӑ. Тӗрӗсрех каласан, ҫав арҫын клиника вилӗмӗнче 20 минут пулнӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, «103» номер ҫине шӑнкӑрав килнӗ: арҫыннӑн юн пусӑмӗ чакса ларнӑ. Тухтӑрсем пациент патне 6 минутран ҫитнӗ. Медиксем ҫитнӗ тӗле унӑн сывлӑхӗ тата йывӑрланнӑ, вӑл сывлама пӑрахнӑ, чӗри тапман. Тухтӑрсем клиника вилӗмӗ пулнине палӑртнӑ.
Шурӑ халатлисем тӳрех реанимаци ӗҫӗсене тума пуҫланӑ. Вӗсем пациентӑн пурнӑҫӗшӗн 20 минут кӗрешнӗ. 20 минутран арҫыннӑн пульс тупӑннӑ, вӑл тӑна кӗнӗ. Халӗ вӑл пульницӑра выртать.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствинче ӗнентернӗ тӑрӑх, диспансеризацие каҫсерен тата шӑматкунсерен те тухма пулать.
Паян ЧР Правительствин планеркинче (ӑна Иван Моторин премьер-министр ирттернӗ) диспансеризаци кӑларассине кӑҫалхи пӗрремӗш ҫур ҫулта епле йӗркеленине сӳтсе явнӑ. Ку ыйтупа сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов сӑмах илнӗ.
Кӑҫалхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче пирӗн республикӑра 114 пин ҫынна диспансеризаци кӑларнӑ. Хушма тӗрӗслевсем витӗр тухма сӗннисем ҫав шутра — 40 процент.
Вӑйпиттисемех (тӗрӗсленнисенечн 57%) вӑраха кайнӑ чирсемпе чирлине палӑртнӑ. Усал шыҫӑпа аптӑракансене 199 ҫынна шута илнӗ. Вӑл шутран 69-шӗ — вӑйпиттисем. Усал шыҫҫа 1-2 стадире палӑртасси диспансеризацие пула 66 процент нумайланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |