Улатӑр районӗнче ҫул-йӗр ҫинче пулса иртнӗ инкекре ГАЗель водителӗ вилнӗ.
Инкек ӗнер, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, 15 сехет тӗлӗнче пулнӑ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, чӳрече тиенӗ ГАЗ машинӑна 51 ҫулти водитель тытса пынӑ. Вӑл Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗ енне ҫул тытнӑ. Тахӑш самантра машина ҫул айккине персе аннӑ. Инкек самантне асӑрханисем ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсене пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑй пыракан ҫултан машина кӗтмен ҫӗртен пӑрӑннӑ.
Инкек ҫухатупа вӗҫленнӗ. Водитель вырӑнтах вилнӗ. Сӑмах май каласан, вӑл хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑннӑ.
Патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗ инкек сӑлтавне палӑртассине пӗлтернӗ.
Кӑҫал пирӗн республикӑра пурӑнакан халӑхӑн 48 процентӗнчен кая мар грипран прививка тумалла. Пульницӑсем предприятисемпе килӗшӳсем тӑвассине те йӗркеленӗ. Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлне 2542 доза вакцина илме заявка тӑратнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, вакцинӑшӑн предприятисем хӑйсем тӳлеҫҫӗ.
Кунсӑр пуҫне республикӑра прививка тумалли 869 пӳлӗм хута янӑ. Тухтӑрсем предприятисемпе организацисене ҫитсе грипран вакцинаци тума палӑртаҫҫӗ. Ҫав тӗллевпе 160 бригада хатӗрленӗ. Ҫак эрне пуҫламӑшне илсен, планпа пӑхса хӑварнинчен 13 процентне прививка туса ӗлкӗрнӗ.
Тухтӑрсем шухӑшланӑ тӑрӑх, грипп тата ОРВИ кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче е тата нарӑс уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче ытларах аптӑратма пултарӗ. Пульницӑсенче аслисем валли 143 койка, ачасене валли 265 вырӑн хатӗрленӗ. Халӑх хушшинче чир-чӗр анлӑ сарӑлас пулсан, 1529 хушма вырӑн та йӗркелеме май пур.
Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 46 ҫулти хӗрарӑм руль умне ӳсӗрле ларнӑ. «Рено Логан» машинӑна тытса пыраканскере пакунлисем Кӳстӳмӗр ялӗ ҫывӑхӗнче авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче 20 сехет тӗлӗнче асӑрханӑ. Машинӑна чарас тенӗ те автомобиль хуҫи хӑнк та туман — малалла шӑлнӑ.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем хӑвалама йышӑннӑ. Вӗсенчен тарма хӑтланса пӗр ҫул ҫаврӑнӑшӗнче машина ҫул айккине чӑмнӑ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхӑнман. Водитель эрех ӗҫни те палӑрнӑ. Васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем килсе ҫитиччен ҫул-йӗр инспекторӗсем хӗрарӑма пӗрремӗш пулӑшу кӳнӗ. Эрех ӗҫнипе ӗҫменнине тӗрӗслеттерме ҫавскер килӗшмен. Суранланнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.
Хӗрарӑм-водителӗн машина рулӗ умне ларма ирӗк пулман иккен. Хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн кӑҫал кӑна ӑна административлӑ майпа пилӗк хутчен явап тыттарнӑ.
Ӳсӗр водительсем пирки пакунлисене, сӑмах май, 102 е 8 (8352) 62-00-22 номерсемпе пӗлтерме сӗнеҫҫӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакансем «Вега» социаллӑ сиплев центрӗнче сывлӑха ҫирӗплетеҫҫӗ. Черетлӗ ушкӑн авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗччен канӗ. 18 кунлӑх курссшӑн вӗсен пӗр пус та тӳлемелле мар.
«Вега» центрта тӳлевсӗр канма Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫине хутшӑннисен, вӗсен тӑлӑх арӑмӗсен, ӗҫ ветеранӗсен, политика репрессине лексе реабилитаци витӗр тухнисен, сусӑрсен, ватлӑхпа пенси илекенсен ирӗк пур. Анчах икӗ ҫулта пӗрре.
Путевка илес тесен Халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центра каймалла. Унта вӗсен заявлени ҫырмалла, паспорт копине илсе каймалла. Тухтӑрсем сывлӑх ҫинчен калакан панӑ справка, ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма ирӗк паракан документ, медицина страхованийӗн полисӗ кирлӗ.
Черет ҫитсен ветерансене «Вега» центра ярӗҫ.
Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Республикӑри клиника онкодиспансерӗнче пуҫ тата мӑй усал шыҫҫисене малтанхи тапхӑрта тупса палӑртмалли кун ирттерӗҫ. Ҫынсем ҫав кун онкологпа ятарлӑ направленисӗр тӗл пулса калаҫма пултарӗҫ.
Йышӑну ирхи 8 сехетрен пуҫласа 14 сехетчен пулӗ. Пациентсемпе Елена Колчина тата Дмитрий Кононцев консультаци ирттерӗҫ.
Ҫак тухтӑрсем патне лекес тесен электронлӑ регистратура урлӑ ҫырӑнма май пур. Республикӑри клиника онкодиспансерӗ Шупашкарти Гладков урамӗнчи 31-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Респубикӑри психпульницӑра ҫӗнӗ тӗп тухтӑр ӗҫлеме тытӑннӑ. Ку пукана ЧР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ Федор Орлов йышӑннӑ
Паян ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Викторов ҫӗнӗ ҫынпа пульницӑри ӗҫченсене паллаштарнӑ. Федор Витальевич 1964 ҫулта ҫуралнӑ, 1991 ҫулта И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн медицина факультетне пӗтернӗ. Вӑл – медицина ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Республикӑри психпульницӑра 1991 ҫултанпа ӗҫлет.
Палӑртмалла: унччен ку дожноҫра Елена Калинина вӑй хунӑ. Вӑл халӗ Республикӑри наркологи диспансерне ӗҫлеме куҫнӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа авӑнӑн 4-мӗшӗччен республикӑра 71 ҫын сӑвӑс кӗрсе ларнӑран пулӑшу ыйтма килнӗ. Вӗсенчен 18-шӗ – ачасем. Кун пирки Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтерет.
Ведомство пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ҫынсенчен кӑларнӑ 178 сӑвӑса тӗпченӗ. Тӑваттӑшӗнче энцефалит вирусне тупнӑ, тӑхӑрӑшӗнче – боррелиоз.
Палӑртмалла: кӑҫал пӗтӗмпе 1872 ҫын сӑвӑс кӗрсе ларсан пульницӑна пулӑшу ыйтма пынӑ. Вӗсенчен 909-шӗ – Шупашкар ҫыннисем. Асӑрханӑр: сӑвӑссем халӗ те пур.
Кӑҫал Чӑваш Республикинче «Сывлӑх сыхлавне аталантарасси» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн 26 фельдшерпа акушер пункчӗ хута ямалла. Хӑш-пӗр тӑрӑхра ФАПсем уҫӑлнӑ ӗнтӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗнче Улатӑр районӗнчи Ичиксы ялӗнче ФАП хӑйӗн алӑкне уҫнӑ. Нумаях пулмасть Елчӗк районӗнчи Вырӑскасси ялӗнчи халӑхшӑн та савӑнӑҫ пулнӑ: сывлӑха тӗрӗслеттермелли пункт уҫӑлнӑ. Кӗҫех Комсомольски районӗнчи Хирти Ӗнел ялӗнче те ФАП ӗҫлеме тытӑнмалла: унта йышӑну комиссине кӗтеҫҫӗ.
Тепӗр 23 ФАП уҫӑлмалла. Ҫак объектсенчи строительство ӗҫӗҫем кӗҫех вӗҫленмелле. Ҫӗнӗ 23 ФАП авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ӗҫлеме тытӑнмаллине пӗлтереҫҫӗ.
Шупашкарти 5-мӗш гимназире вӗренекен Нина Сретенская пӗр ҫул ӗнтӗ лейкозпа кӗрешет. Вӑл пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнченпе Мускаври Блохин ячӗллӗ Онкологи центрӗнче сипленнӗ, анчах унта тек пулӑшу параймаҫҫӗ. Нинӑна халӗ Турцири клиника кӗтет. Унта хӗре сиплӗҫ, шӑмӑ сӑссине куҫарса лартӗҫ.
Анчах Турцире сипленме сахал мар укҫа кирлӗ: 7 миллион тенкӗ. Ҫак шута сиплев, донор шырани, шӑмӑ сӑссине куҫарса лартни, реабилитаци кӗреҫҫӗ. Анчах хӗрне пӗччен воспитани паракан амӑшӗн кун чухлӗ укҫа ҫук, ҫавӑнпа Сретенскисем ырӑ кӑмӑллӑ ҫынсенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Халӗ амӑшӗпе хӗрӗ Турцире. Анталири пульница вӗсене аванспа йышӑннӑ. Ҫап-ҫапмрӑк Нинӑна пулӑшас килсен ҫак реквизитсемпе укҫа куҫарса пама пулать:
Сретенская Лидия Александровна
Счет 4081 7810 9750 0556 4382
БИК 049 706 609
КОР/СЧЕТ 301 018 103 00000000 609
ИНН 770 7083893
КПП 212 902 001
Перекет банкӗн картти: 4279750019409933.
Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Шупашкарта васкавлӑ пулӑшу машини инкеке лекнӗ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах 19 сехет те 10 минутра пулнӑ. Богдан Хмельницкий тата Дементьев урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнта «Лада Приора» автомобиль водителӗ, 47 ҫулти арҫын, васкавлӑ пулӑшу машинине ҫул паман. Тухтӑрсен транспорчӗ чирлӗ ҫын патне ятарлӑ ҫутӑ ҫутса васканӑ. Инкекре ҫӑмӑл автомобиль водителӗ тата икӗ тухтӑр: 22-ри хӗрпе 25-ри каччӑ — аманнӑ.
Сӑмах май каласан, водительсене тӗрӗсленӗ те иккӗшӗ те урӑ пулнӑ. Васкавлӑ пулӑшу машинин 43 ҫулти водителӗ те каярах тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби паян хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |