Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан 55 ҫулти арҫын полици уйрӑмне чӗртсе янӑ. Анчах ҫулӑм пысӑк тӑкак кӑтартса ӗлкӗреймен. Пакунлисем пушара вӑхӑтра сӳнтернӗ.
Пӑтӑрмах пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи полицейски уйрӑмӗнче пулса иртнӗ. Шӑмӑршӑ арҫынни полицейскисем ун заявленийӗсем тӗлӗшпе тунӑ йышӑнусемпе килӗшмен. Тавӑрас тесе-ши ӗнтӗ, 2 литр растворитель туяннӑ та полици ҫуртне кӗмелли алӑк умне сапса чӗртсе янӑ.
Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 214-мӗш статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшуллӗн ӗҫ пуҫарнӑ. Вандал-арҫын сывах мар тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ тухтӑрсем ятарлӑ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче. Анчах ӑна ирӗксӗр сипленме ярасси суд йышӑнӑвӗнчен килет. Ӗҫе халӗ суда ярса панӑ.
Раҫҫее Иран тата Кӑнтӑр Корея ҫыннисене кӗртмӗҫ. Вӑхӑтлӑха. Ҫак йышӑну асӑннӑ тӑрӑхсенчен вӗренме, ӗҫлеме, курас тӗллевпе килекенсене пырса тивӗ. Пирӗн ҫӗршыв урлӑ урӑх ҫӗре каякансен те чарӑва пӑхӑнма тивӗҫ.
Раҫҫейӗн Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерстви Иранӑн пирӗн ҫӗршыври консульствисенче виза пама чарӑнӗ. Иран гражданӗсене те электрон виза лекмӗ. Иран ҫыннисем транзит визӑсем те илеймӗҫ. Унччен панӑ визӑсене пӑрахӑҫлӗҫ.
Кӑнтӑр Корея ҫыннисене пирӗн ҫӗршыва пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн кӗртме пӑрахнӑ.
Еврази экономика зонине кӗрекен ҫӗршыв ҫыннисене, самолёт экипажӗсене, официаллӑ делегаци пайташӗсене тата Раҫҫейре пурӑнма ирӗк илнисене (вӗсем Мускаври «Шереметьево» аэропортӑн F терминалне килсен) чармӗҫ. Мускаври ҫак аэропортӑн асӑннӑ терминалӗнче тухтӑрсем тӗрӗслеҫҫӗ, ҫынсене карантинта тытмалли май пур.
Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне уявланӑ вӑхӑтра Чӑваш Енри пульницӑсем епле ӗҫлесси халех паллӑ. Приказа ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнчех алӑ пуснӑ.
Амбулаторире тата стационарта пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче шӑматкунхи графикпа ӗҫлӗҫ. Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче — канмалли уяв кунӗ, пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче — канмалли кун.
Васкавлӑ пулӑшу кирлисене Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинче, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницинче, Хулари 1-мӗш клиника пульницинче пуш уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче талӑкӗпех йышӑнӗҫ.
Сӗт кухнисемпе ача-пӑча апатне валеҫекен пунктсем пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тата 9-мӗшӗнче графикпа килӗшӳллӗн ӗҫлӗҫ, 8-мӗшӗнче канӗҫ.
Республикӑн судпа медицина экспертизин бюровӗ те пуш уйӑхӗн 7-мӗшӗнче тата 9-мӗшӗнче графикпа килӗшӳллӗн ӗҫлӗ.
Монголсен делегацийӗ кӳршӗри КНР-а коронавирус сарӑлнӑ вӑхӑтра китай халӑхне пулӑшас тата икӗ халӑх хушшинчи туслӑха ҫирӗплетес тӗллевпе ҫитсе килнӗ. Халтмаагийн Баттулга Си Цзиньпин Китай пуҫлӑхӗпе тӗл пулнӑ май хӑйӗн ырӑ шухӑшӗсене ӗҫпе те ҫирӗплетнӗ — китайсене 30 пин така парнеленӗ.
ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, Улан-Батора таврӑннӑ хыҫҫӑн президент тата Монголин аслӑ ертӳлӗхӗ Чингисхан ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери аэропортрах анализсем панӑ тата вирус пуррипе ҫуккине тӗрӗслеме ятарлӑ тӗрӗслев витӗр тухнӑ. Вӗсем мӗн кӑтартни пирки прессӑна пӗлтермен-ха.
Centralasia.media тӗнче тетелӗнчи кӑларӑм палӑртнӑ тӑрӑх патшалӑх ертӳҫине тата МИД-па ИӖМ пуҫлӑхӗсене министерство пульницине вырнаҫтарнӑ. Делегацин ытти пайташӗсене тӗп хула тулашӗнчи санаторине вырттарнӑ.
Карантинра Монголи президенчӗ икӗ эрне ирттерӗ.
Чӑваш Енри пульницӑсенче «ӑслӑ» йышӑну уйрӑмӗсем йӗркелесшӗн. Ҫак ыйтӑва паян ЧР Элтеперӗн тивҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев «Защита» (чӑв. Хӳтлӗх) катастрофӑсен медицинин пӗтӗм Раҫҫейри медицина центрӗ пуҫлӑхӗпе Сергей Гончаровпа тата И.П. Павлов академик ячӗллӗ Санкт-Петербургри Патшалӑх медицина университечӗн ректорӗпе Сергей Багненкопа тӗл пулсан сӳтсе явнӑ.
Енсем васкавлӑ медицина пулӑшӑвне аталантарассипе ҫыхӑннӑ тӗрлӗ ыйтӑва, ӗҫ тухӑҫлӑхне ӳстерес, инкек тӳснисене тата чирлисене туххӑмрах сипленме майсем туса парас ыйтусене тишкернӗ.
Васкавлӑ пулӑшу парассипе Чӑваш Ен Раҫҫейри регионсен хушшинче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнать. «Лӑпланса лармалла мар. Малалла та тӑрӑшса ӗҫлемелле», — тенӗ Олег Николаев.
Японире Ҫӗр ҫинчи чи ватӑ арҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Титэцу Ватанабэ ятлӑ ҫав ҫынна Ҫӗр ҫинчи чи аслӑ арҫын тесе виҫӗ эрне каялла официаллӑ йышӑннӑ. Вӑл 112 ҫулта пулнине ТАСС информаци агентстви Киодо агентство хыпарланӑ тӑрӑх паян ирпе пӗлтернӗ.
Ниигата префектурӑра пурӑннӑ арҫын 1907 ҫулхи пуш уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Японире пурӑннӑ вӑрӑм ӗмӗрлӗ арҫын нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче куҫне хупнӑ.
Ҫӗр ҫинчи чи вӑрӑм ӗмӗрлӗ арҫын унччен шутланнӑ ҫын та Японирен пулнӑ. 113 ҫулти Масадзо Нонака пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче вилнӗ.
Япони ҫыннисем Ҫӗр ҫинчи чи вӑрӑм ӗмӗрлӗ ҫынсен танлаштарӑмӗнче ҫӳлти йӗркесене йышӑнаҫҫӗ. Японири чи вӑрӑм ӗмӗрлӗ хӗрарӑм Фукуока префектурӑра пурӑнать. Канэ Танака ятлӑскер 117 ҫулта.
Раҫҫей Сывлӑх сыхлав министерствин пӗрремӗш медицинӑпа санитари пулӑшӑвӗ парасси ҫинчен калакан ҫӗнӗ приказӗ нарӑсӑн 15-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Поликлиникӑсенче епле пӳлӗмсем пуласси вӗсен ҫумне миҫе ҫынна ҫирӗплетнипе ҫыхӑнӗ.
Шанчӑк пӳлӗмӗсем, ҫутӑ пайӑркин диагностикин, туртма пӑрахтармалли, стоматолог пӳлӗмӗсем пулмасан юрать. Медучрежденисен штатӗнчен психолог штатне кӑларӗҫ. Ультрасасӑ диагностикин, эндоскоп диагностикин, рентгенодиагностика, прививка пӳлӗмӗсем вара пулмаллах.
30 пин таран ҫын ҫирӗплетнӗ поликлиникӑсенче медицина профилактикин, функци диагностикин, УЗИ, рентген, флюорографи, маммографи пӳлӗмӗсем, клиникӑпа биологи тата биохими лабораторийӗсем пулмалла. Врачсенчен — кардиолог, уролог, ЛОР, офтальмолог, фтизиатр, эндокринолог, хирург, невролог, травматолог, ортопед тата инфекционист.
50 пин ҫын тараннисенче онкологпа эндоскоп диагностикин пӳлӗмӗ пулмалла. 50 пин ытла ҫынлисенче ревматолог, гастроэнтеролог, пульмонолог, нефролог, колонопроктолог и гериатр йышӑнмалла. Вӗсенче медицина реабилитацийӗн, паллиативлӑ пулӑшу тата МРТ пӳлӗмӗсене пӑхса хӑвармалла.
Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче ирхине васкавлӑ медпулӑшӑва арҫын шӑнкӑравланӑ та сывлама йывӑр пулнине пӗлтернӗ. Вырӑна ҫитнӗ тухтӑрсем тахикарди пулнине палӑртнӑ, эмелсемпе сиплеме тытӑннӑ. Анчах ку пулӑшман.
Арҫын тӑнне ҫухатнӑ, чӗри тапма чарӑннӑ. Тухтӑр ҫухалса кайман – кӑкӑрӗ тӗлӗнчен виҫӗ хутчен ҫапнӑ. Кун хыҫҫӑн пациент тӑна кӗнӗ. Шурӑ халатлисем 60 ҫулти арҫынна леш тӗнчерен тавӑрнӑ.
Катастрофа медицинисен тата васкавлӑ медпулӑшӑвӑн республикӑри центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫыннӑн чӗрине ӗҫлеттерсе ярсан ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Республикӑри онкологи диспансерӗнче пӗчӗк ачан пӳрине радиоизотоп меслечӗпе тӗрӗсленӗ. Пирӗн тӑрӑхра ун пекки халиччен пулман.
Тин ҫеҫ ҫуралнӑскере Республикӑри ача-пӑча клиника больницинчен илсе пынӑ. Онкологи диспансерӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ пульницӑри ачасен сывлӑхне урӑхла меслетпе те тӗрӗслеҫҫӗ. Анчах радиоизотоп мелӗпе усӑ курса пӑхман. Ун валли ачасене урӑх кӳршӗллӗ регионсене ӑсатма, унта тӗрӗслеме тивнӗ.
Онкологи дисансерӗнче пӗчӗк ачана тӗрӗсленӗ чухне ачапа юнашар анестезиологсем пулнӑ.
Республикӑн онкологи диспансерӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, радиоизотоп тӗпчевӗ пысӑк тухӑҫлӑ шутланать. Унран та ытларах — пӳре ӗҫ-хӗлне тӗп-тӗрӗс хаклама май парать.
Чӑваш Енре иртнӗ эрнере шӑнса пӑсӑлнӑ 12 ҫынна шута илнӗ. Вӗсенчен чылайӑшне иртен-ҫӳрен асӑрханипе васкавлӑ пулӑшу чӗнсе илнӗ. Кун пирки Катастрофа тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн республикӑри центрӗнче пӗлтернӗ.
Маларах асӑннӑ 12 инкекрен саккӑрӑшӗ ҫынсем ӳсӗр пулнипе ҫыхӑннӑ. Самай хӗрӗнкӗскерсем утнӑ ҫӗртех тӳнсе кайнӑ та урамра темиҫе сехет выртнӑ. Юрать, мӑнтарӑнсем, кипкепе ҫуралнӑ та.
Иртнӗ эрнере васкавлӑ пулӑшу машинисем 7 пин хутчен ҫула тухнӑ. Ҫав шутран 600-шӗнче вӗсене ӳсӗр ҫынсем патне чӗнсе илнӗ.
Васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен тухтӑрсем эрех сиенӗ пирки аса илтереҫҫӗ. «Симӗс ҫӗлекен» текен хаяр шӗвек шӑнса пӑсӑлсан ӑшӑнма та пулӑшмасть, чир-чӗре те сиплемест. Сиенӗ вара, чӑн та, аванах.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |