Ача пахчисене хӑҫан уҫасси паллӑ мар. Кун пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев каларӗ.
«Шел пулин те, вӑхӑт пирки татса калама йывӑр, мӗншӗн тесен лару-тӑру тӑнӑҫланса ҫитмен. Пӗтӗм тӗнчери институтсенчен чылайӑшӗ хӑйсен унчченхи прогнозӗсене пӑрахӑҫланине куратпӑр. Мӗншӗн тесен вӗсем малтан каланисем пурнӑҫланса пымаҫҫӗ», – терӗ паянхи пресс-конференцире регион ертӳҫи.
Кӑшӑлвируспа ҫыхӑннӑ чару мерисене виҫӗ тапхӑрпа ҫемҫетсе пырассине аса илтерчӗ вӑл. Хальлӗхе эпир пӗрремӗш тапхӑр шайӗнчине палӑртрӗ. Апла пулсан мерӑсене ҫемҫетме иртерех.
Ача пахчисене пур ҫӗрлӗ уҫасси кӑшӑлвирус лару-тӑрӑвӗнчен тӳрремӗнех килӗ.
Шупашкар хулинче ӗнер кӑнтӑр кунӗнче инкек пулса иртнӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах Ленин проспектӗнче сиксе тухнӑ.
ҪЙХПИ инкеке кӑтартакан видеокадр вырнаҫтарнӑ. Ҫул урлӑ каҫакан хӗрарӑма хура тӗслӗ ҫӑмӑл автомашина ҫапса хӑварать. Хӗрарӑм асфальт ҫине ӳкет. Машина инкек вырӑнӗнчен тапса сикмест. Темиҫе метртанах вӑл чарӑнса ларать.
Инкекӗн чӑн сӑлтавне пакунлисем палӑртӗҫ. Малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, хӗрарӑм светофорӑн хӗрлӗ ҫути ҫуннӑ чух ҫул урлӑ каҫма васканӑ. Ҫакӑн пирки Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх инспекцийӗн республикӑри управленийӗ куракансем пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ май ҫулта-йӗрте тимлӗ пулмаллине чӗнсе каланӑ.
Чӑваш Енре паян 76 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Ҫапла майпа йыш тата хушӑннӑ – инфекциленнисен йышӗ 1863 ҫынна ҫитнӗ.
Шел те, юлашки талӑкра чиртен сывалнисем ҫук. Ку таранччен пӗтӗмпе 559 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ. Вилнисем унчченхи пекех саккӑрӑн. ЧР Элтеперен тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев чирлисен йышӗ нумайланнине акӑ мӗнле ӑнлантарнӑ: халӗ вируса ытларах чухне малтанхи тапхӑрта тупса палӑртаҫҫӗ.
Раҫҫейре пӗр талӑкра 9263 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян «Яхтинг» предприятире пулнӑ. Анатолий Шатиков пуҫлӑх Олег Николаева медицина маскисем туса кӑларас ӗҫ епле пынипе паллаштарнӑ.
Виҫӗ сийлӗ медицина маскисене хатӗрлес ӗҫе ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пурнӑҫа кӗртме пуҫланӑ. «Пӗрремӗш партипе 100 пин штук хатӗрлесе кӑларма тӗллев лартнӑ. Паха тавар нефть тытӑмӗнче тӑрӑшакансем патне ҫитӗ», — илсе кӑтартнӑ Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пуҫлӑх сӑмахӗсене. Маскӑна Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарпа Етӗрне хулисенчи лавккасенче сутаҫҫӗ. Пӗр маскӑн хакӗ — 20 тенкӗ.
Предприяти уйӑхра 3 млн медицина маски кӑларма пултарать. Анатолий Шатиков ӗнентернӗ тӑрӑх, маскӑсем вирусран 92% хӳтӗлеҫҫӗ.
Предприятире ҫывӑх вӑхӑтра респираторсем кӑларма тытӑнас енӗпе ҫине тӑраҫҫӗ.
Чӑваш Енре ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗ хыҫҫӑн лавккасемпе аптекӑсене маскӑсӑр кӗме юрамасть, общество транспортне ларас тесен те ҫав хатӗр кирлӗ. Республикӑра йӗркеленӗ ятарлӑ ушкӑнсем (вӗсен йышӗнче — вырӑнти администрацисенче, право хуравлӗнче ӗҫлекенсем, Роспотребнадзор специалисчӗсем) маска режимне республикӑра епле пӑхӑннине тӗрӗслеҫҫӗ.
Общество транспортӗнче, таксире, лавккасенче, аптекӑсенче, парикмахерскисенче тутапа сӑмсана маскӑпа е респираторпа хупламалла.
Тӗрӗслевҫӗсем йӗркене пӑхӑнмалли пирки аса илтереҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне административлӑ майпа явап тыттарма та пултараҫҫӗ тесе пӗлтернӗ Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче.
Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 15-18-мӗшӗсенче Шупашкарта пилӗк ушкӑн ӗҫленӗ. Вӗсем 74 суту-илӳ точкине кӗрсе тухнӑ, темиҫешер теҫетке автобуспа троллейбуса тӗрӗсленӗ. Йӗркене пӑсни ҫинчен 5 акт тата 6 протокол ҫырнӑ.
Паянхи кун тӗлне кӑшӑлвируспа чирленисен йышӗ татах нумайланнӑ. Инфекциленнисен йышӗ 1787 ҫынна ҫитнӗ.
Пӗр талӑкра 87 ҫыннӑн анализӗ кӑшӑлвирус пуррине кӑтартнӑ. Вилнисен йышӗ ҫаплипех юлнӑ: 8 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Раҫҫейӗпе илес тӗк, специалистсем лару-тӑру йӗркеленме пуҫланине палӑртаҫҫӗ. Унччен пӗр талӑкра 11 пин ҫын чирленӗ тӗк халӗ ку кӑтарту 9-10 пинпе танлашнӑ.
Ҫул ҫинчи инкексенче ҫак кунсенче виҫӗ ача аманнӑ. Красноармейски районӗнчи Карай ялӗнче ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче мотоблокпа пыракан арҫын пӑрӑх ҫине пырса кӗнӗ. Каярах мотоблок хуҫин 13-ри хӗрне тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Ахальлӗн ку инкек ҫиеле тухмасан та пултаратчӗ.
Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Етӗрне районӗнче 28 ҫулти хӗрарӑм «Фольсваген-Пассат» машинӑпа кювета чӑмнӑ. Автомобильте хӗрарӑмӑн 9 ҫулти хӗрӗ пулнӑ. Вӗсене иккӗшне те пульницӑна ӑсатнӑ.
Шупашкарта 6 ҫулти ача ура хуҫнӑ. Вӑл пӗр картишӗнчи машинӑсен хушшинчен чупса тухнӑ. Вӑл «Лада-Калина» машина айне пулнӑ. Руль умӗнче 61 ҫулти водитель пулнӑ. Чӑваш Ен Шалти ӗҫсен министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӳсӗр пулнине палӑртнӑ.
Чӑваш ЕН Сывлӑх сыхлав министерствине пӑхӑнса тӑракан лабораторисенче ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗ тӗлне кӑшӑлвирус анализне 20 пин те 4 хутчен тунӑ. Талӑкра 524 анализ ирттернӗ.
Шупашкарти венерологи диспансерӗнчи лабораторире 428 анализ пурнӑҫланӑ, Республикӑн клиника пульницинче — 96.
Пӗтӗмпе 17 пин те 855 ҫынна тӗрӗсленӗ.
Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗнче ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи ирпе 687 ҫынна тӗрӗсленине пӗлтернӗ.
Федерацин айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен службӑн республикӑри управленийӗнче те кӑшӑлвируса тӗрӗслекен лаборатори ӗҫлесе кайнӑ. Унта ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнч ир тӗлне 93 ҫыннӑн анализне илнӗ. Федерацин Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрнче 52 ҫынӑнне 59 анализ илнӗ.
Чӑваш Енре пӗр талӑкра тӳрех кун чухлӗ ҫыннӑн кӑшӑлвирус пулнине палӑртманччӗ-ха. Паянхи кун тӗлне тепӗр 97 ҫын инфекциленнине пӗлтернӗ. Ҫапла майпа республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 1700-е ҫитнӗ.
Вилнисен йышӗ пысӑкланман: 8 ҫыннах юлнӑ. 517 ҫын сывалнӑ. Халӗ 1175 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. 268 ҫын килте сипленет, стационарта 956 ҫын выртать. Вӗсенчен 29-шӗ – 18 ҫул тултарман ачасем.
Палӑртмалла: Раҫҫейре паян 9709 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ.
Хисеп кашни кун ӳсет. Ҫапла, сӑмах каллех кӑшӑлвирус пирки. Юлашки талӑкра Чӑваш Енре ҫак вируспа чирлисен йышӗ каллех пысӑкланнӑ.
Хальхинче 81 ҫыннӑн инфекци пуррине палӑртнӑ. Ҫапла майпа ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗ тӗлне республикӑра 1603 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ.
Вилнисен хисепӗ ҫавӑн пекех: 8 ҫын ҫак чире пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ку таранччен 457 ҫын ҫӗнӗ инфекцирен сывалнӑ. Ӗнертенпе ку йыша 52 ҫын лекнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |