Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: сывлӑх

Сывлӑх
yandex.by сӑнӳкерчӗкӗ
yandex.by сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри пульницӑсене кӑшӑлвируслисене йышӑнма хатӗрлесе ҫитернӗ. Кун пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче хыпарланӑ. Асӑннӑ амакпа чирлисем валли унччен те вырӑнсем йӗркеленӗ-ха. Кайран та тӗрлӗ ҫӗрте ҫӗнӗ вырӑнсем уйӑрма тытӑнчӗҫ. Ҫӳлтен, Мускавран, регионсене ҫавӑн пек хушу килнипе те ӗҫе хӑвӑртлатма, майсене тупма тиврӗ.

Халӗ пирӗн республикӑра кӑшӑлвируслисем валли 607 койка вырӑнӗ пӑхса хӑварнӑ.

«Федераци центрӗ пире шӑпах ҫавӑн чухлӗ койка-вырӑн хатӗрлеме хушнӑччӗ«», — пытарман Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев. «Лару-тӑру япӑхсан та пирӗн тӑрӑхра никам та пулӑшусӑр юлмӗ», — тенӗ республика ертӳҫи.

Шупашкарта вырнаҫнӑ Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗ те кӑшӑлвируспа чирлекен пациентсене йышӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: унти вырӑнсем ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗ хыҫҫӑн хатӗр пулӗҫ.

 

Сывлӑх
yandex.com сайтри сӑн
yandex.com сайтри сӑн

Паян Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 463 ҫынна ҫитнӗ. Паянхи кун тӗлне 44 пациент сывалса киле кайнӑ. 8 ҫын вилнӗ. 8-мӗш вилнӗ ҫын – 90 ҫулта.

Халӗ республикӑра 1522 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Паян Раҫҫейре 6198 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. Ку таранччен пӗтӗмпе 87 пин ытла ҫын инфекциленнӗ.

Кӳршӗ регионсенче лару-тӑру мӗнлерех? Мари Элте 462 ҫын чирленӗ, 3 ҫын вилнӗ. Тутарстанра 46 пациент сывалнӑ, пӗтӗмпе 632 ҫын чирленӗ. Чулхула облаҫӗнче 1574 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ, 109-шӗ сывалнӑ, 9-ӑн вилнӗ.

 

Сывлӑх
iz.ru сайтри сӑн
iz.ru сайтри сӑн

РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин регионсенче кӑшӑлвируспа кӗрешмешкӗн медицина организацийӗсен малтанлӑхри списокне хатӗрленӗ. Списока Чӑваш Ен те лекнӗ.

Раҫҫей правительстви йышӑннӑ документра палӑртнӑ тӑрӑх, Шупашкарти Травматологи, ортопеди тата эндопротезировани федераци центрӗ те кӑшӑлвируспа чирлекен пациентсене йышӑнӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, ку улшӑну ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пулӗ.

Ҫапла майпа Чӑваш Енре ку инфекципе чирлекен 90 ҫын валли вырӑн пулӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64037
 

Сывлӑх
pressa.tv сайтри сӑн
pressa.tv сайтри сӑн

Паян Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ татах ӳснӗ – 38 ҫын хушӑннӑ. Ҫапла майпа республикӑра инфекциленнисен йышӗ 421 ҫынна ҫитнӗ.

Паянхи кун тӗлне кӑшӑлвирусран 8 ҫын вилнине пӗлтереҫҫӗ. Федераци статистикине ӗненес тӗк Чӑваш Енре ку чиртен 31 ҫын сывалнӑ. Чӑваш Енри статистика кӑштах уйрӑлса тӑрать: 44 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ.

Кӑшӑлвирусран вилнӗ ҫиччӗмӗш пациентӑн, «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗвер циррозӗ пулнӑ. Тата унӑн усал шыҫӑ аталаннӑ паллӑсем те пулнӑ-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/64041
 

Сывлӑх
profile.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
profile.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 43 ҫын хушӑннӑччӗ. Паян та ҫавӑн чухлех ҫын инфекциллӗ пулнине палӑртнӑ. Пӗтӗмпе халӗ республикӑра 348 ҫын чирленӗ.

Паянхи кун тӗлне 1482 ҫынна тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ. 29 ҫын сывалнӑ, вӗсене пульницӑран киле янӑ. Вилнисен йышӗ улшӑнман – 5 ҫын.

Сӑмах май, Чулхула облаҫӗнче паян 94 ҫын чирленӗ, Мӑкшӑ Республикинче – 39, Мари Элте – 29, Чӗмпӗр облаҫӗнче – 25, Тутарстанра – 14.

 

Сывлӑх
pravdapfo.ru сайтри сӑн
pravdapfo.ru сайтри сӑн

Ҫӗрпӳри следстви изоляторӗнче пӗр хӗрарӑмӑн кӑшӑлвирус пулни пирки маларах ҫырнӑччӗ. Халӗ ҫӗнӗ хыпар килнӗ – хӗрарӑмӑн ку инфекци ҫук-мӗн.

Аса илтерер: следстви изоляторӗнчи хӗрарӑмӑн кӑшӑлвирус пулнине акан 20-мӗшӗнче оперштаб пӗлтернӗ. Анчах айӑплава пурнӑҫлакан федераци служби ку информацие хирӗҫленӗ.

Хӗрарӑмӑн ОРВИ паллисем чӑнах та пулнӑ-мӗн. Ҫавна май унран анализ илнӗ, ытти хӗрарӑмран урӑх ҫӗре куҫарнӑ.

Ведомство пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑмӑн сывлӑхӗ чиперех, анализ кӑшӑлвирус пуррине кӑтартман. Ҫав хӗрарӑмпа пӗрле пулнисен те инфекци ҫук.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63990
 

Сывлӑх

Чӑваш Енри тӳре-шӑрана кӑшӑлвирусран тӗрӗсленине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: анализа министрсем, патшалӑх комитечӗсен, республикӑри ведомствӑсен ертӳҫисем, ҫавӑн пекех Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн подразделенийӗсен ертӳҫисем панӑ. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче теста тӳре-шара Роспотребнадзор сӗннипе тунине ӗнер ӗнентернӗччӗ. Каярах Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ кӑшӑлвируспа чирленине палӑртни ҫиеле тухнӑччӗ. Апла-и, капла-и — чире никам та ыйтса илмест.

Паян Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче Правительство ҫуртне covid-19 тесчӗсем ҫитнӗ. Унта хыпарланӑ тӑрӑх, анализ тӳре-шара кӑшӑлвируспа чирлине кӑтартман.

 

Сывлӑх
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
gov.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑн стационарне кӑшӑлвирус инфекцине пула хупнӑ. Вӑхӑтлӑха.

Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, стационара хупма Роспотребнадзорӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти управленийӗ хушнӑ.

Министерство хыпарлани тӑрӑх ҫакӑ палӑрать: пульницӑн стационарӗнче сипленекенсенчен пӗрин анализӗнче кӑшӑлвирус тупса палӑртнӑ. COVID-19 вирус лекнӗ пациента Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульницинчи инфекци уйрӑмне вырттарнӑ.

Кӑшӑлвируспа чирлӗ ҫынпа Кӳкеҫри пульницӑн стационарӗнче хутшӑннисем хӑйсене чирлине туйманнине пӗлтернӗ. Ҫапах та вӗсенне те анализ илнине ӗнентерет ЧР Сывлӑх сыхлав министерстви. Ҫав ҫынсене тухтӑрсем тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.

 

Сывлӑх
delo.ua сайтри сӑн
delo.ua сайтри сӑн

Паян Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ тата ӳснӗ. Нумайӑшӗн анализӗҫем килнӗ. Тепӗр 43 ҫыннӑн организмӗнче ҫак инфекци пурри палӑрнӑ.

Ҫапла майпа республикӑра паянхи кун тӗлне 305 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. ЧР Правительстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫынсем чирлеме пултарнине малтанах пӗлнӗ. Вӗсем инфекциллӗ ҫынпа хутшӑннӑ е урӑх регионтан таврӑннӑ.

Хулари клиника центрӗнче тухтӑрсемпе пациентсем карантина лекнӗччӗ. Унтан халӗ 174 ҫынна киле янӑ ӗнтӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/63971
 

Сывлӑх
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн председателӗ кӑшӑлвируспа чирленине палӑртнӑ. «Ҫыхӑнура» портал ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл иртнӗ эрне вӗҫӗнченпех халӑх ҫинче курӑнман, коронавируспа кӗрешекен оперативлӑ штаб ларӑвӗнче те пулман.

Сheb.media портал пӗлнӗ тӑрӑх, 64 ҫулти Вениамин Петров халӗ килте ларать. Ҫакна Элтепер Администрацийӗ те ҫирӗплетнӗ-мӗн.

Аса илтерер: паян министрсем, республикӑри ведомство ертӳҫисем, Элтепер Администрацийӗн подразделенийӗн пуҫлӑхӗсем кӑшӑлвирус анализне пани пирки хыпарланӑччӗ.

 

Страницӑсем: 1 ... 122, 123, 124, 125, 126, 127, 128, 129, 130, 131, [132], 133, 134, 135, 136, 137, 138, 139, 140, 141, 142, ... 229
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сире пурнăç мĕн тери йĕркесĕр пулнине кăтартĕ. Ялан хăвăр пирки шутласа ыттисем пирки маннине асăрхатăр. Сирĕн интерессем ыттисеннипе çыхăнура пулнине ăнланма вăхăт. Ку мĕне пĕлтерет-ха? Эсир такама япăх туса хăвăрах сиен кÿретĕр.

Ҫу, 01

1892
132
Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1912
112
Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ.
1994
30
Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын