Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пульници COVID-19 антителине палӑртма 2 миллион тенкӗ тӑкаклӗ. Контрактӑн пуҫламӑш хакне 3,4 миллион тенкӗ тесе пӗлтернӗ. Электрон лавккара тӑкака пӗрре-виҫҫӗмӗш чухлӗ чакарма май килнӗ.
Аукциона «Открытие» медицина центрӗ тата Чӑваш Енӗн Гигиенӑпа эпидемиологи центрӗ хутшӑннӑ. Йӳнӗрех хакпа тӗпчев ирттерме медицина центрӗ сӗннӗ. Контракта унпа алӑ пусӗҫ те. Килӗшӳ вӑйӗ 2021 ҫулхи пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗччен пырӗ.
Аукцион ҫӗнтерӳҫи 5 пин тӗпчев ирттерӗ. Ҫав вӑхӑтра M (IgM) тата G (IgG) класлӑ антителасене палӑртмалла. Кӑтартусем биоматериал лабораторие ҫитнӗ хыҫҫӑн пилӗк кунта паллӑ пулӗҫ.
Ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ тата тепӗр икӗ ҫын вилнӗ. Ҫапла вара ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 58 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Иртсе кайнӑ талӑкра Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене тата тепӗр 34 тӗслӗх шута илнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку амакпа 6 880 ҫын чирленӗ. Сывалнисем – 3 985 ҫын, вӗсенчен 63-шӗ юлашки талӑкра сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа 2 837 ҫын чирлет. Чир сарӑлнин индексӗ – 0,87.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче аслӑ шкулсене студентсене медицина маскисемпе кӗртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: кун пирки «Новости» информаци агентстви хыпарланӑччӗ.
Шупашкар хулинче пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче монтажник ӳксе суранланнӑ. Вӑл газ кӗртес енӗпе ӗҫленӗ. Арҫын пусма ҫинче тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра монтажник асфальт ҫине 1,8 метр ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. 52 ҫултискер темиҫе ҫурӑм шӑммине суранлатнӑ. Ҫакна тухтӑрсем сывлӑха йывӑр сиен кӳни тесе хакланӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, предприятире хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнассишӗн тӗп инженер яваплӑ пулнӑ. Пусмана ҫирӗплетессишӗн те вӑлах яваплӑ тесе палӑртнӑ. Ҫавна кура тӗп инженер тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 142-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарнӑ.
Анчах суд пуҫиле ӗҫе чарса лартма йышӑннӑ, мӗншӗн тесен тӗп инженер маларах судпа айӑпланман, хӑйӗн айӑпне туллин йышӑннӑ, сывлӑха сиен кӳнине саплаштарнӑ. Суд тӗп инженера 10 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Паян Канаш хула администрацийӗ ҫурт тӑрринчен рабочи ӳксе вилнине, унӑн ҫывӑх ҫыннисемпе хурланнине пӗлтернӗ.
Инкек утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнчех пулнӑ. Ҫав кунхине строительство организацийӗсенчен пӗри нумай хваттерлӗ ҫурт ҫивиттине сарнӑ. 18 сехет те 40 минутра рабочи ҫурт тӑрринчен, пиллӗкмӗш хутран, персе аннӑ. Йывӑр суранланнӑскере Канашри пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах арҫын унта ӗмӗрлӗхе куҫ хупнӑ.
Канаш хула администрацийӗ юсав ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чух йӗркене пӑхӑнмалли пирки аса илтернӗ. Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ, апла пулин те асӑрхаттарни ытлашши пулас ҫук-тӑр. Хӑрушсӑрлӑх мерисене яваплисем туллин пӑхӑнманни пысӑк инкекпе вӗҫленет.
Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ тата тепӗр икӗ ҫын вилнӗ. Ҫапла вара ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 56 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Цифрӑсене федерацин информаци центрӗ пӗлтернӗ.
Иртсе кайнӑ талӑкра Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене тата тепӗр 37 тӗслӗх шута илнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку амакпа 6 811 ҫын чирленӗ. Сывалнисем – 3 857 ҫын, вӗсенчен 65-шӗ юлашки талӑкра сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа 2 898 ҫын чирлет. Чир сарӑлнин индексӗ – 0,97.
Сӑмах май каласан, Раҫҫей ӗнертенпе тӑватӑ ҫӗршывпа: Турципе, Великобританипе, Абхазипе тата Танзанипе – хӑйӗн чиккине уҫрӗ. Турцие, Великобритание тата Танзание самолетсем вӗҫме тытӑнчӗҫ. Ют ҫӗршывран килекенсен килтен тухмасӑр ик эрне ларма тивмӗ.
Етӗрне районӗнчи Чаканар Упинче карантин тесе йышӑннӑ. Ку хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ҫапла йышӑнӑва республика ертӳҫи «Ветеринари ҫинчен» федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн тата Чӑваш Ен Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи сӗннипе тунӑ.
Тискер чӗрчунсен урнӑ чирне палӑртнӑ хыҫҫӑн ял ҫыннисен выльӑх-чӗрлӗх сутса туянма юрамӗ. Асӑннӑ террриторири чӗрчунсене куравсене те илсе кайма чарнӑ.
Урнӑ чире пула йышӑннӑ карантин вӑхӑчӗ ӗнер пуҫланнӑ. Республика ертӳҫин хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, чару мерисем выльӑх чирленӗ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртсен вӗҫленӗҫ.
Роспотребнадзорӑн пуҫлӑхӗ – Раҫҫейӗн тӗп санитари врачӗ Анна Попова чикӗ леш енчен ятарлӑ авиарейссемпе таврӑнакансене килтен тухмасӑр ик эрне лармалли йӗркене пӑрахӑҫласси ҫинчен калакан йышӑну кӑларнӑ. Документа право информацийӗн порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Асӑннӑ йышӑнура каланӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗнчи хушу вӑйне ҫухатать. Ҫав вӑхӑтрах чикӗ леш енчен таврӑнакансен патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче анкета ҫырмалла.
Чикӗ леш енчен таврӑнакансен ик эрне килте лармалли хушӑва утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пӑрахӑҫланӑччӗ. Анчах ятарлӑ рейспа таврӑнакансен ҫав йӗркене пӑхӑнмаллаччӗ. Ҫӗнӗ йӗрке хамӑр ҫӗршыв ҫыннисене те, ют ҫӗршывран пирӗн пата килекенсене те пырса тивет.
Чӑваш Ен кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ чарусене пӑрахӑҫламалли иккӗмӗш тапхӑра кӗнӗ. Виҫҫӗмӗш тапхӑра кӗрес пулсан 100 пин ҫын ҫине 110 тестран кая мар тумалла. Республикӑра вара ку кӑтарту пӗчӗкрех.
Паянхи куна илес тӗк, Чӑваш Енре тест-тытӑмсем ҫителӗклӗ. Юнкун 8 пин тӗпчев тума 80 набор килнӗ. Тепӗр 110 набор илсе килме заявка йышӑннӑ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун 100 пин ҫын пуҫне 88 тест тӑваҫҫӗ. Иртнӗ эрнере ку кӑтарту 90,9-па танлашнӑ.
Чӑваш Енӗн виҫҫӗмӗш тапхӑра куҫас тесен кунне 1350-1500 тест-тӗпчев тумалла.
Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗнчи психоневрологи интернатӗнче кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышланнӑ. Унта ӗҫлекен 13 ҫыннӑн тата интернатра пурӑнакан 18 ҫыннӑн инфекци пуррине палӑртнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче унти 1 ӗҫчен тата 4 пациент чирлени пирки Роспотребнадзора хыпар ҫитнӗ. Тепӗр кун тухтӑрсем вӗсемпе хутшӑннӑ ҫынсене тӗрӗсленӗ. ОРВИпе тата ӳпке шыҫҫипе чирлӗ 51 ҫынна изоляци тума, пульницӑна вырттарма тивнӗ. Ӗнерхи кун тӗлне 31 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ.
Роспотребнадзор ӗҫченӗсен шухӑшӗпе, малтанах чирлесе пысӑк температурӑпа выртнӑ ҫынсене ыттисенчен уйӑрманни кӑшӑлвируса интернатра сарӑлма май панӑ.
Чӑваш Енри шкулсемпе ача пахчисенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче хӑш-пӗр улшӑну пулӗ. Шкулсенче, сӑмахран, уроксене тӗрлӗ кабинетра ирттерме чарӗҫ. Унччен кашни предметпа урок тӗрлӗ кабинетра иртнӗ. Малашне апла юрамӗ. Ҫак йышӑну ачасене пӗр-пӗринпе ытлашши хутшӑнасран асӑрхассипе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штаб паян черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта тухса калаҫнӑ вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев вӗренӳ учрежденийӗсене эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе туса ирттермелли мерӑсем пирки асӑнса хӑварнӑ. Ҫав шутра — вӗренӳ учрежденийӗсем валли термометрсем тата антисептик валли дозаторсем туянасси. Укҫана республикӑн резерв фондӗнчен уйӑрма шухӑшласҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |